Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ача чухнехиПепке çуралсан...Кăвайт çутисемВĕлле хурчĕ — ылтăн хуртАсамат кӗперӗ сӳничченХура çăкăрТаната

Юмăç пулăшнă


Пĕр хресчен малтан чиперех майлашкаласа пурăннă, анчах çулсем иртнĕçемĕн хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх ĕрчеме пăрахнă, путек-сурăхĕ сахалланнă, пăрушĕ те киле таврăнман.

Карчăкĕпе канашланă хыççăн хресчен юмăçа кайма шутланă. Вăл кутамккине çăкăр, тăпăрчă тата икĕ çăмарта чиксе çула тухнă. Çул çинче шур сухаллă старикпе тĕл пулнă.

— Салам, ырă çыннăм! Ăçталла çул тытатăн?

— Ырă кун! Юмăç патне кайма тухрăм-ха.

— Юмăçĕ хам пулам-и? Мĕншĕн хурлăхлă?

Хресчен хăйĕн инкекĕ çинчен каласа панă. Шур сухаллă старик хресчен аллине тытса пăхнă.

— Санăн килĕнте усал вăйсем пурăнаççĕ. Эпĕ сана пулăшаймастăп, манăн вăй-хăват çителĕксĕр, çавăнпа та сана хамăн пичче патне кайма сĕнетĕп. Акă сана сăмса тутри — вăл сана пулăшĕ. Асамлă çăмхана та ил. Вăл ăçта кусать, çавăнталла ут, — çапла каласанах «шурсухал» çухалнă.

Хресчен вăл кăтартнă çулпа утнă та кĕçех пĕр пӳрт умне çитнĕ, хуçинчен çĕр каçма хваттере яма ыйтнă. Лешĕ килĕшнĕ.

Ирхине вырăн çинчен тăрсан хресчен çăвăннă та сăмса тутрипе шăлăннă.

— Ăçтан тупрăн ку сăмса тутрине? — тĕлĕннĕ хваттер хуçи.

Малалла

Ĕçе хисеплесе ĕçе эп утрăм...


Ĕçе хисеплесе ĕçе эп утрăм,

Ĕç телейне ĕçре эп тупрăм.

 

Ĕçре çак пурнăç шанчăкне эп куртăм,

Ун пархатарлăхне чунпа эп туйрăм.

 

"Ĕçсĕр пурнăç — йывăр çĕклем," — тенĕ

Пĕлсе çавна этем ялан ĕçленĕ.

 

Вăл çĕклеме çĕре хурса таптанă

Ĕç çуклăха пĕтернĕ те путарнă.

 

Ĕçе юратнă çын, ĕç енлĕ халăх

Ĕçлевлĕ пурнăç тунă пурăнмалăх.

 

Ĕç ĕçчене çеç юратать — вăл паллă,

Ĕçпе ĕçчен пĕрле тан калăпланнă.

 

Ĕç шай хакне çĕршывăма йалт панă

Çапла çĕршывăм ӳснĕ... аталаннă.

 

Мĕн ачаран кашни ĕçе эп хисеплетĕп,

Ĕçре асам вăй пуррине пĕлетĕп.

Савни


Сана хирĕç пулсассăн

Е катаран курсассăн,

Манăн чĕрем хусканать,

Ăшăм хум пек хумханать.

Ман çинелле пăхсассăн,

Ашăм çунать, хам чĕтреп.

Ним калама аптраса

Хура куçăнтан пăхап.

Савни, сана тĕл пулсан,

Эсĕ сăмах каласан,

Манăн чĕлхем çыхланать,

Ним калама хăяймасть.

Савни савăнăç курсан,

Манăн чун та савăнать.

Савни хуйхăллă пулсан,

Манăн чун та хуйхăрать.

Асамлă мечĕк


Таньăна çуралнă кун ячĕпе асамлă мечĕк парнеленĕ. Мечĕк пулăшнипе хĕр ача таврари чи паллă сиплевçĕ пулса тăнă. Кам та пулин чирлесен тӳрех ун патне çул тытнă. Таня чирлĕ çынна мечĕкпе выляма ирĕк панă, лешĕ мечĕк тытсанах алла вăй кĕнине туя пуçланă. Унтан асамлă вăй пуçа лăплантарнă, чĕрене йĕркеллĕ таптарнă, кĕçех куçсем те савăнăçлăн çутала пуçланă, кăмăл та çĕкленнĕ. Çын куç умĕнчех сывалса тăнă.

Сиплевçĕ пирки ырă ят сарăлнă. Хĕр ача нихçан та укçа илмен, килекенсем ăна парнесемпе тав тунă. Пĕри пылпа хăналанă, тепри — сиплĕ варени, виççĕмĕшĕ — кукăль-икерчĕ, тумтир тавраш парнелекен те тупăннă.

Çитĕннĕçемĕн хĕр чиперленсех пынă. Ăна качча илес текенсем кашни каç урхамахпа килнĕ. Пĕри тепринчен маттуртарах, пуянрах пулнă. Кашниех Таньăна качча илес шутпа мухтаннă, маттур хĕре хăй енне çавăрма тăрăшнă.

Кӳршĕри Унтри те хĕре килĕштернĕ, анчах кун пирки калама хăяйман, питĕ вăтаннă. Сăн-питрен тиркемелли каччă мар-ха вăл. Урхамахĕ те пулнă, амăшĕпе тата йăмăкĕпе ĕне те усранă, кил-çурта юхăнтарман. Улăхра утă çулнă чухне Унтри Таньăна пулăшнă. Уттине те пĕрлех тиесе килнĕ, лав хыççăн иккĕшĕ юнашарах утнă. Анчах каччă чунне уçма хăяйман. Хĕрĕн качча каймалли вăхăчĕ çывхарнă. «Хăшне суйласа илмелле-ши? Ăçта-ши чăн-чăн юрату?» — чылай пуç ватнă вăл.

Малалла

Хытхура тата çум пуснă...


Хытхура тата çум пуснă

Сарăлнă çĕрте.

Вăтăр çул каялла пулнă

Хăтлă ăш вите.

 

Инçех те мар пӳрт те ларнă —

Паллă никĕссем.

Ку çĕртен ыр ял саланнă,

Пĕтнĕ кунĕсем.

 

Вăрман пек ларать ял сачĕ...

Чăтлăх пек пăхсан.

Мĕнле пулнă-ши ял яч? —

Çук халь калакан.

 

Çăл пуссийĕ пулнă вырăн

Ларнă хупланса.

Ах, анчах тапан çăл шывĕ

Тек выртать юхса.

 

Çуркунне тапраннă кайăк

Çук килмест кунта —

Этем хăтлăхĕ çухалнă

Пĕтнĕ вырăнта.

 

Кайăк хур карти хурланчăк

Сас парса иртет:

— Ырă пурнăç та саланчăк, —

Тенĕн илтĕнет.

 

Кайăк мар, этемĕн улĕ

Кайнă ку çĕртен.

Малалли мĕнле ун пулĕ?

Мĕн кĕтет çӳлтен?

 

Кам ачи-пăчин хунавĕ

Хуйхатса çынна

Ку çĕртен хыт хăваланă,

Янă Хусана.

 

Пулнă, теççĕ, урмăш вăхăт —

Çинĕ çын çынна.

Ял кăкне кăкланă мăкăльт

Ирсĕр самана.

 

Малалла

Салакайăк вĕçсе анчĕ...


Салакайăк вĕçсе анчĕ

Çăл пури çине.

Пĕр сиксе вăл пырса ларчĕ

Курита хĕрне.

 

Курита тулли çăл шывĕ

Чӳхенет çилпе.

Кашни кун кунта ял выльăх

Шыв ĕçет ирпе.

 

Çалакайăк пуçне чикрĕ,

Ĕçрĕ шыв хумне,

Вăл çине-çине чӳхерĕ

Типнĕ хăй пырне.

 

Чĕвĕл-чĕвĕл чĕвĕлтетрĕ

Шывшăн савăнса.

Хăй ĕçпе каллех вĕçтерчĕ

Çунатне çапса.

 

Ака, 2000.

Умĕн калани


Хĕрлĕ Чутай районне кĕрекен Штанаш ялĕпе унта пурăнакан çынсем çинчен пысăк пичетре 1848 çулта Петербургри «Северное обозрение» журналта «Предания чуваш» ятлă очерк пичетленнĕ. Ăна çак ялта çуралса ӳснĕ Василий Иванович Лебедев хайланă.

«Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Кăрмăш уесĕнче Станашево ялĕ пур. Кунти вырăс ваттисем каланă тăрăх çав ялăн ячĕ ялтан çур çĕр хĕвел тухăç енче, виçĕ çухрăмра, сăртăн çурринче, пысăках мар Выла шывĕ хĕрринчи пĕр хăрушла хыр патĕнче пулнă вăрă-хурахсен станĕпе çыхăннă.

Чăваш ваттисем пачах урăхла, Станашево ял ячĕ Сăр тăрăхĕнчи чăвашсен ăрăвне пуçласа янă çичĕ пĕр тăванран пĕрин ятĕнчен — Штанашран пулса тăнă теççĕ.

Санăн, Штанаш, пăрулас ĕнӳ пур, хăвала ăна хăш еннелле те пулин, ĕнӳ пăруланă вырăна пӳрт лартăн та ĕçлесе пурăнăн, ĕнӳ утса тухнă çул санăн пултăр».

Революциччен Штанаш сали Атай вулăс центрĕ пулнă. Ялта чиркӳ ĕçленĕ. Ун çумĕнче шкул уçнă.

Истории докуменчĕсене ĕненес пулсан шкула 1840 (Календарь Симбирской губернии. 1877г. Стр.125) е 1842 çулта (В.Э.Красовский. Хронологический перечень событий Симбирской губернии 1372–1901 гг. Симбирск. 1901. с. 84) (Государственный архив Ульяновской области) уçнă.

Малалла

Авланман яшран пулмасть...


— Авланман яшран пулмасть, —

Терĕ сар инке.

— Авланман яш лартаймасть

Авăр сенĕке.

Çитрĕ авланни патне

Сенĕке йăтса.

— Пуртă çук, — тет авланни

Йăмăх вăтанса.

Çитрĕ тимĕрç лаççине

Ватă çын патне.

Тимерç сенĕк аврине

Лартрĕ вырăнне.

 

Кăмăл тулчĕ сар инкен —

Кулчĕ ун тути.

— Яшсене эс ан тирке, —

Терĕ çеç ватти.

Асран тухмастăн эс, Штанаш!


Умра — кив ял, пураллă шкул.

Чунрах-ха вăл, ялан асра,

Пире вăл пачĕ чиксĕр мул…

Пулса курам-ха çав касра.

Çул уçрăн эсĕ, Штанаш,

Çунат та патăн, вăштăрах,

Ир-каç чупатпăр вăш та ваш.

Çулсем ак вĕçрĕç шăкăрах.

Шутлатăп эп, пĕлмес миçен

Çак йăваран инçе вĕçейнĕ?

Ун пилĕпе ӳссе, çиçсе

Миçе ăру-никам виçеймĕ?

 

Умра кив ял, вĕреннĕ шкул.

Чунрах-ха вăл, ялан асра —

Мĕн-ма тесессĕн пачĕ мул…

Тепре пуласчĕ çав касра.

 

* * *

Мăн çут çинче кив шкул вырнаçнă.

Сăн -пичĕпе чуна туртать.

Вăхăт чуппи, манпа калаçнăн,

Историе яри уçать,

Класа учителĕмĕр кĕчĕ.

Тум-çумĕ тап-таса, хитре.

Садри улма пекех ун пичĕ,

Вылять йăл кулă çав питре.

«Сывах-и, тусăмсем-атьсемĕр,

Епле чупатăр?... Лайăх-и?

Пуçланчĕ сирĕншĕн çĕн ĕмĕр. —

Сире сунатăп чи пахи.

Сирĕн умра халь уçă алăк —

Юмах тĕнчи инçе чĕнет,

Унта çитмешкĕн йывăр, паллă,

Çитсессĕн ыр çăтмах кĕтет.

Малалла

«Пăлхавлă» поэт


1972 çул. «Чăваш Ен» ресторантан Валентин Урташ тухать. Хăй самаях хума ĕлкĕрнĕ. Чух-чух çеç пускаласа, кăштах ларса канас, туртса ярас шутла чарăнури сак патнелле утать. Тахăш вăхăтра — сисмен те — ăна икĕ милиционер хулран çатăрласа тытать:

— Ăçта васкатăн, гражданин юлташ? Пирĕн пата мар-и?

— Эп сирĕн юлташăр пулман та, пулмастăп та! — чăрсăррăн тавăрать поэт вĕçерĕнме тăрса. — Ярăр, хăпăр ман çумран!

Кĕçех, раципе чĕнсе илнĕ хыççăн, вĕсем патне «хура çăхан» пырса чарăнать. Йĕрке хуралçисем сăвăçа машина ăшне тĕксе кĕртеççĕ. Алăка тул енчен питĕрсе иличчен маларах Валентин Андреевич тахăш вăхăтра пухăнма ĕлкĕрнĕ çынсем еннелле çаврăнать те:

— Эй, хура халăх! — тет хыттăн кăшкăрса. — Чăваш шăпчăкне тытса каяççĕ! Пулăшăр, хăтарăр!

Анчах нихăшĕ те пĕр утăм тумасть ун еннелле, нихăшĕ те хута кĕрсе çур сăмах шарламасть. Мĕн тĕлĕнмелли! Пирĕн яланах çапла — хăнăхнă укçасăр концерт курма.

Акă илсе çитереççĕ «пăлхавлă» Урташа урăлтаркăча.

— Кам эсĕ? Ăçта пурăнатăн? — ыйтаççĕ сăвăçран. — Мĕн ячĕпе çакнашкалах персе лартрăн?

— Эпĕ — Урташ! Илтнĕ-и? Мĕн те пулин калать-и ку хушамат сире? Персе лартасси вара... Хам укçапа, хам тар тăкса тунипе ĕçнĕ! Сирĕнтен, хыт кукăрсенчен, кивçен илмен.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 679 680 681 682 683 684 685 686 687 ... 796