Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ҫул юлташӗПурнӑҫ утравӗсемАсаттесемҪул пуҫламӑшӗЙĕрсемАндрей ПеттокиЮманлăхра çапла пулнă

Тулли уйăх çинче тĕкĕр çинчи пек...


Тулли уйăх çинче тĕкĕр çинчи пек хĕр сăнне куратăп. Çак хитре пикен ытарма çук сăнĕнче тунсăх пуррине туятăп. Ах, куçĕ вут-хĕм еплерех сапать, çырла пек тути йăвашшăн кулать... Кулать пулсан та — пурпĕр чунĕ пытарăнчăклăн йĕмест мар-и?

Пăхатăп та тĕлĕнетĕп: çакă чиперкке эп хам пуль...

Сад пахчи сыхлать Мухтар


Сад пахчи сыхлать Мухтар

Ир те каç пит тимлĕн.

Кам ăна калать мухтав

Лăпкăн, ăшă пиллĕн?

 

Кам-ха пултăр — кил хуçи,

Ватă çын — Иван мучи.

Пахчара вĕрет Мухтар,

Ун ĕçне пурте мухтар.

Манăн туйăм


Шурă акăш тĕкĕ евĕр манăн çепĕç туйăм, вăл тунсăхлă юрă шыраса тупрĕ те ĕнĕрчĕ тĕттĕм шăплăхра. Кĕвĕ çеммипе шăнса кӳтнĕ чунăма лăплантарма эпĕ тухрăм çунатсăрах вĕçмешкĕн уçлăха.

Ĕненмелле те мар-çке! Манăн куçăм юратăва ӳкерчĕ, туйăм ăна сăрларĕ тĕрлĕ сăрăпа. Пĕчченлĕхпе аптранă чунăм çакна веçех курчĕ: сăнăм халĕ çиçрĕ йăлтăр кулăпа.

Асаппа тертленнĕ мĕскĕн чунăм пуçларĕ майĕпен вăй илме. Юратупа çĕкленнĕ кăмăл-туйăм чĕрене чĕртет хăш чух çапла.

Чăваш поэтсене мухтав юрри


Чăваш поэт пуличчен

Тăлăх-турат пулас-мĕн,

Çĕтĕк-çурăк тăхăнса,

Урам тăрăх тăсăлса,

Хура-мара хутаçпа

Ыйткаласа çӳрес-мĕн.

 

Чăваш поэт пуличчен

Хăрăк турат пулас-мĕн;

Тăвăл пала хуçăлса

Персе анас çĕр çине;

Çурхи шывпа юхăнса

Юхса тухас Атăла.

Атăл хумĕ, хумхатса,

Тĕнче хĕрне çитиччен

Илсе кайтăр юхтарса.

 

Чăваш поэт пуличчен

Пилеш туя пулас-мĕн:

Кĕрхи çĕрле, тĕттĕм чух,

Тухса каяс вăрмана,

Арçурипе шуйттана

Шăмми-шакки ваниччен

Хĕртсе çӳрес çĕрĕпе.

Чăваш поэт пуличчен

Ват сăвăслан пулас-мĕн:

Куштан çынсем çăвара,

Кара-кара вăрçнă чух

Куштансенĕн чĕлхине

Сăнă лартса хварас-мĕн.

 

Чăваш поэт пуличчен

Хура çĕлен пулас-мĕн:

Вĕчĕх-кĕвĕç чăвашсем

Харлаттарса ыйхăпа

Çварне карса выртнă чух;

Вĕсен вĕчĕх çăварне

Шуса кĕрес майĕпе,

Хапсăнчăкла пырпала

Ăш-чиккине анас та

Кĕвĕç чĕри çумĕнче

Йăва туса вырнаçас,

Малалла

Сарă тулă пуссинче...


Сарă тулă пуссинче

Путене юрлать.

Кĕмĕл сасă куссинчи

Уй хĕрри юлать.

 

Чĕлтĕр-чĕлтĕр шерепе

Пуç таять хуллен.

Хир илемĕ эрешпе

Тыткăнлать куллен.

Пĕлетĕп эпĕ пĕчĕкрен...


Пĕлетĕп эпĕ пĕчĕкрен

Çăкăр пулать вăл пĕрчĕрен.

Малтан акатăн,

Пуçтаратăн,

Арман чулĕ çинче вататăн

Хĕвел тĕрриллĕ тыр-пула —

Этем пурнать ăна пула.

Анне чуста çăрать вара,

Çăкри пиçет кăмакара.

Тытсассăн çăкăр чĕллине

Туяп уй-хирĕм чĕннине.

Тăхти тени çавнашкал...


Тăхти тени çавнашкал:

Ик хăлхи те кĕтĕкскер;

Тумтирĕ те çĕтĕкскер;

Алла туя тытать те

Тухать вара урама

Яла-йыша култарма —

Саркаланса уткалать,

Тайкаланса пыркалать,

Асла-мĕне тухасяа,

Ăслă этем пуласла.

 

Тăхти тени çавнашкал:

Çӳçне-пуçне тураман,

Сăввисене якатман,

Çара уран сăмаххи,

Питне çуман юмаххи,

Йӳçсе çитмен кĕселĕ,

Нимле мар-çке нимĕрĕ.

 

Тăхти тени çавнашкал:

Çырса тухнă сăввине,

Ĕнермен-çке кĕввине,

Шухăшсене вĕçлемен,

Тусансене вĕçтермен.

Тăхти тени çавнашкал:

«Сăввăр йывăр», — тесессĕн,

Çилленет-çке çил пекех;

«Тетте, лайăх», — тесессĕн,

Мухтанать-çке тем пекех.

Ĕçле-ĕçле çи


Е ĕçлесе, е ĕçсĕр,

Ĕмĕр иртет пурĕпĕр,

Вилĕм çитет çав-çавах.

Тем чул наян этем те

Пурăнни çук ик ĕмĕр.

Ĕçлесен те, ахаль те

Вилес пулать пурĕпĕр.

 

Ĕçлемесĕр антăхса,

Выçлă-тутлă пурниччен,

Ĕçлес, ĕмĕр тертленсе,

Чĕре сури пусарма,

Пăртак пыра йăпатма.

Ĕçлес ĕмĕр, ахлатса,

Масар çине çитиччен,

Кӳтсе хытса выртиччен.

 

«Ĕçле-ĕçле çи» тени

«Ĕçлемен çын ан çитĕр»

Тесе хунă çав сăмах

Пулать ĕнтĕ чăн-чăнах

Эпир пурнан тапхăрта,

Хальхи çĕнĕ пурнăçра.

Ырри пулсассăн тĕнчере...


Ырри пулсассăн тĕнчере

Ырăпала юрлать чĕре.

Хĕвел те ăшшăнрах пăхать,

Шур хурăн кăтрине ухать.

Юрлаççě савăк кайăксем,

Телей тупаççĕ халăхсем.

Шăнкăртатса юхать Пăла,

Савасчě ырă кăмăла.

Савнă хĕр, хитре хĕр...


Савнă хĕр,

Хитре хĕр,

Юрататăн пулсассăн,

Итле — купăс мĕн калать...

«Санăн çутă илемшĕн

Манăн шухăш пăтранать,

Эпĕ сана курсассăн,

Хĕвел тухнăн туйăнать...»

Савнă хĕр!

Хитре хĕр!

Юрататăн пулсассăн,

Итле — купăс мĕн калать...

«Эсĕ куçран пăхсассăн,

Манăн чĕре çĕкленет;

Эсĕ сăмах хушсассăн,

Манăн чунăм çĕкленет...»

Савнă хĕр!

Хитре хĕр!

Юрататăн пулсассăн,

Итле — купăс мĕн калать...

«Сана чунтан юратса

Ыталаса макрăттăм,

Сана пăхса, савăнса

Ĕмĕр санпа пулăттăм...»

Малалла

■ Страницăсем: 1... 682 683 684 685 686 687 688 689 690 ... 796