Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Францире вăрçă валли укçа-тенкĕ пухма ĕççыннисем çине ӳкекен налогсемпе штрафсене ӳстереççĕ. (Хаçатсенчен.)
ПАЛУБА ÇИНЕ АН СУРĂР.
БОРТ ХЫÇНЕЛЛЕ НИМĔН ТЕ АН ПĂРАХĂР.
ИТЛЕМЕСЕН ШТРАФ ТӲЛЕТТЕРЕÇÇĔ.
Çапла çырса çапнă 3-мĕш класăн палуби çине. Çырнин айĕнче яках мар тумланнă Галопен ларать, вобла çиет, пĕлĕт çинелле пăха-пăха илет. Пĕлĕтрен аялта, Галопенран инçетре мар — пĕрремĕш класс палуби — пассажирсем уçăлса çӳреççĕ. Унта çырса çапни те çук, мĕншĕн тесен пĕрремĕш класшăн укçа тӳленĕ çынна кирек мĕн тума та ирĕк. Капитан пултăрĕпе паллашас кăмăлу пулсан — паллаш, яра пар; палуба çине сурас кăмăл пулсан — сурах, чару çук.
Лара парать çапла Галопен пĕлĕтелле пăхкаласа, канлĕн. Унччен те пулмин пĕлĕтрен аялта — пĕрремĕш класăн палуби çинчен Галопенăн кĕçĕн пуçлăхĕн кӳлепи курăнса каять. Унпа юнашар хĕрарăм тăрать, те ют çыннăн, те хăйĕн арăмĕ.
— А, Галопен, сывах-и?
Галопенăн çăварĕ пушă мар, халĕ çеç чăмлама тытăннă вобла калаçма май памасть.
Мĕн тумалла-ха?
Хăйĕнчен аслăрах çынна делопроизводитель пулса ĕçлекен Галопенăн тутлă сăмах каламалла, анчах çавна тума пыр урлă выртнă вобла çурăмĕ чăрмантарать. Сурса кăларас — палуба çине сурма хушман, вырăн çук. Алпа кăларма аван мар, килĕшмест, хăйне хăй тыткалама пĕлмест ку, тейĕç.
Малалла
Эпĕр, пĕчĕк ачасем,
Садика çӳретпĕр:
Чăвашла та вырăсла
Калаçма пĕлетпĕр,
Такăнмасăр вулама
Вĕренсе çитетпĕр.
«Атте, анне, папа, мама», —
Тесе çыру çыратпăр,
«Пĕрре, иккĕ, виççĕ, тваттă,
Раз, два, три, четыре, пять», —
Чип-чиперех шутлатпăр.
Часах шкула каятпăр,
Часах пысăк пулатпăр.
Йăлт ĕнерхилле.
Çумăр, юр, шевле...
(Эп сана... — кул-кул! —
ю-у-...)
Пат.
Пат. Пат.
Улма тăкăнать.
Ĕнтĕ сывă пул.
Юл...
Эп каям. Пĕччен.
Çумăр кӳллинчи
Ман сăнпа калаç,
юл-т-аш...
Асаилӳччен!
Çумăр шăниччен!
Маншăн кĕр ăшши.
Тумласен ташши —
ю...л...аш...ки...
Жираф утса çӳрет мăнаçлă,
Чăмлать вăл çулçă ирлĕ-каçлă
Вăл халь чи модăллă чĕрчун -
Вегетарианец! Ырă чун!
Вăл тăнăç кăмăллă, хаваллă,
Хăватлă та ачаш, хаваслă —
Тытса çурмасть никам хăмне
Тăрантарасшăн хырăмне.
Илемлĕ, вăрăм мăйлăскер,
Хеветлĕ, çутă ăслăскер
Лаша, ĕне, слон евĕрех
Вăл халăхшăн ĕçлесшĕнех...
Унпа тăвасчĕ килĕшӳ —
Пулатчĕ ырă илĕшӳ.
Унпа хитрен калаçмалла,
Вара иленĕ вăл алла.
Ǎна ăс памалла кăштах,
Ĕçе вăл пуçăнĕ вăштах.
Эп жирафа вĕрентĕп хам —
Унпа пĕрле ĕçе тухам!
Жираф — чăн пулăшуçă пулĕ —
Çынсем патне выртать ун çулĕ.
Пуçтарĕ çимĕç — ананас —
Хăнале манпала сана.
Сĕрĕп пудра сăмсине,
Турăп çăмлă хӳрине —
Пуçлăх евĕр ман кушакăм,
Пысăк ĕçлĕх пуçлĕ, акă.
Телевизора кĕç ларăп —
Кушака сăмах эп парăп.
Çĕн программа «Кушак çурчĕ»
Тĕнчипех ачасем курччăр.
Çĕн хушу кăларăп йăпăрт —
Ашшĕ-амăш итлĕç шăпăрт:
Пухăнса пурте пĕрле
Юрлĕç «мяу-мям!» çĕрле.
Кушакпа — хам тусăмпа
Çĕнĕ, вирлĕ пусăмпа
Тăвăпăр эпир сĕнӳ —
Пĕтĕм тĕнчене Чĕнӳ:
— Пур кушак çурисене
Йышăнăр çемьесене.
Килсĕр-çуртсăрри ан пултăр —
Телейпе кашни чун тултăр.
Çӳл ту çинчи çил арманĕ
Çил вĕрсен çеç авăрать.
Калаçма юратакан Самойлов мана хăй ĕçленĕ район, ытти районеемпе танлаштарсан, чылай малта пыни çинчен каласа кăтартрĕ.
— Çав çитĕнӳсемпе мухтанма пултараймастпăр-и-мĕн? — тесе ыйтрĕ те вăл ответне те хăех каларĕ: — Мухтанма пултаратпăр. Центр пулăшсан, тем те туса лартăпăр. Ĕçрен хăрамастпăр эпир. Килес çула кирпĕч завочĕ лартасшăн-ха. Постановление йышăнса хуни виçĕ уйăх. Центр пулăшсан — пулать.
— Ăçта лартасшăн эсир ăна?
— Ав çавăнта.
— Çĕмрĕк çил арманĕ хыçне-и? Районти ытти армансем те япăхса кайнă иккен. Çул тăршшĕпех вăрçса килтĕм. Ма юсаттармастăр?
— Юсама материал çук. Центр пулăшсан, вăл армансене веçех юсаса лартма пулать.
— Ну? Сирĕн йывăç сахал-и-мĕн?
— Сахал мар та... Йывăçран аптрамастпăр. Вăрманта пурăнатпăр теме те юрать.
— Мĕн кĕтетĕр апла?
— Центр пулăшасса кĕтетпĕр.
— Вăрман касма-и?
— Вăрман касма мар. Каснă вăрмантан шыв ураписем, çил алăкĕсем, тырă ураписем, шакмаксем, арман çуначĕсем, арман хӳрисем тума.
Малалла
Çумăр çурĕ, çурĕ...
Кĕркунне-и, çур-и —
Куçăм хупăнать...
Пулать!
(Йĕрекен — йĕрет,
Кулакан — кулать).
Пуласси пулать те —
Вăшт тăрса юлать.
Шăп...
Шăп... ăрт... атса ярас пек çумăр.
Шăп...
Шăп... ăлтатинччĕ çулçă çулçăпа!
Çук! Пĕрех ман хамшăн шăпăрт мар шăпа!
Шăп. Канлĕх юлайтăр канлĕ чунăр.
Шăп...
Шăп... ам кăна хуллен утса çӳрет.
Шăнтса ярас пек сассăр çил вĕрет.
Шăп...
Ш...
Чăтма çук мана саваççĕ,
Пит-куçа, алла çăваççĕ.
Вĕрентеççĕ ир çинче:
— Çи сĕтелĕн хушшинче!
Кушака кӳрентереççĕ,
Ура айĕн çитереççĕ.
Тап-таса урай, шап-шар,
Пурпĕрех вăл сĕтел мар.
Эп вĕрентĕп кушака
Шеп тытмашкăн кашăка.
Çĕн йĕрке килте эп тăвăп
Кушак тяпписене çăвăп.
Чинлăн лартăп ирхине
Çĕн сĕтелĕн хушшине
Çемьемпе апатланма —
Культурăллăн сăнланма!
Пурте пахĕç кантăкран —
Тĕлĕнĕç ман кушакран.
Тĕслĕх илĕç кĕç унран.
Савăнĕ кушак чунран.
Пур кушаксене халь ĕнтĕ
Чыслăн эп çиме вĕрентĕп.
Пурте итлĕç хушнине,
Сăнĕç эсĕр çинине!
Мăн лапа пур манăн хамăн,
Ман лаша та пур хăрхамăн.
Утланатăп кашни кун,
Ӳркенсе тăмасть ман чун.
Эп пит харсăр юланутçă,
Лашана саватăп шутсăр!
Вĕçтерсе çӳретĕп эпĕ
Лапара халь тĕпĕр — тепĕр.
Ĕненсемĕр, эп хастар!
Эпĕ пĕртте хытă мар.
Ярăнтарăп пит аван —
Шăккалат мана парсан.
■ Страницăсем: 1... 71 72 73 74 75 76 77 78 79 ... 796
|
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...