Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пурăнас килетЮманлăхра çапла пулнăĔмĕр сакки сарлака. 4-мĕш томСӗве Атӑла юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнекеÇамрăк ĕмĕтМа инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..Акăшсем таврăнаççĕ

Чун ыратӑвӗ


Вак-тĕвексем эпир — паянхисем,

Пиçмен пашалусем те меммесем!

Чи ачашшисем те наяннисем,

Кипкесенчех кучан пек шăннисем!

 

Ӳпре çыртнипелех йĕрекенсем,

Шур кулачпа канфет ĕмекенсем!

Улах «теплицăра» ӳсекенсем,

Сив çил вĕрсессĕнех ӳкекенсем!

 

Пирте çук халь мала чĕнекенсем,

«Малашлăх» вăл мĕнне пĕлекенсем.

Çунакансем те мар — сӳнекенсем.

Кирлех те мар пире кĕнекесем.

 

Ĕнерхине паян тиркекенсем,

Сăра-эрех, шашлăк савакансем.

Курман-илтмен чирпе чирлекенсем,

Ют чĕлхепех ăста юрлакансем.

Эпир паян, тен, чĕмсĕр кроликсем?!

Чăтатпăр-и эпохăн опытне?

Ниме тăман пуш-пушă нуликсем —

Шăватпăр-ши çĕр пĕтмĕшĕ патне?..

 

Камсем эпир паян? Камсем? Камсем?

Ăрусăр, килсĕр-çуртсăр такамсем?

Тăван чĕлхе илтеймĕ САЛАМСЕМ...

Ăçта кайса çухалчĕç ТАЛАНТСЕМ?

 

Чĕре сиксе тухать пуль — шутласан,

Хисепсĕр паттăр пирĕн — чăвашсен!

Хисепсĕр ăшă юрă — юрласан,

Сахал-и вутлă сăвă сăвăçсен!..

Малалла

«Эсир шеллеместӗр пире...»


Эсир шеллеместĕр пире.

Эпир шеллеместпĕр сире.

Çапла тĕп тăватпăр эпир

Пĕр-пĕрне.

 

Эсир ăнланмастăр пире.

Эпир ăнланмастпăр сире.

Çапла талпăнатпăр эпир

Пуласлăх патне.

 

Эсир тĕп таватăр пире.

Эпир тĕп тăватпăр сире.

Çапла пушанать ерипен

Çĕр-Анне.

 

29.05.2020

08 сехет те 35 минут

Салтак арӑмӗ


Хӳхлев

 

«Вăрçă тухнă» тени пуçласа илтĕнсен,

Чылайччен тăтăм эпĕ хытса.

Мункун хыççăн кăна тухăм эпĕ качча

Петĕре, чĕререн юратса.

 

Тăвансем, кӳршĕсем телей сунчĕç пире.

Шеллемерĕ Ванюш купăсне...

Акана тухса кайрĕ ман Петĕр ирех.

Эп пикентĕм хĕрарăм ĕçне.

 

Лайăх шăтрĕç çав çул уй-хирте калчасем,

Лайăх ӳсрĕç, чуна çĕклесе...

«Тĕнче пĕтрĕ!» тени пекех пулчĕç ун чух

«Вăрçă тухнă!» текен сăмахсем.

 

Эп шутларăм çавах, айванскер: «Темех мар!

Пире Сталин пĕтме памастех!

Тепĕр ик уйăхран тĕп пулать, ак, тăшман!»

Вĕçленет вăрçă пурпĕр кĕçех!..»

 

* * *

Июнь вĕçленчĕ, вĕçленет июль...

Ир пуçласа каçчен юхать куççуль.

Анăçалла васкаççĕ пуйăссем.

Ир шуралаççĕ тăлăх арăмсем.

 

Уй-хирĕсем сап-сарă, ылтăн пек!

Колхоз вити тулли — чăх-кăвакал!..

Ĕнер кӳрше ăсатрăмăр фронта...

Мĕн чухлĕ ĕç!.. Ĕçлекенни сахал!..

Малалла

Сывпуллашу ташши


1

Кĕркуннен салхуллă кунĕ.

Пӳрт умне сар çулçă çунă.

Хускалмасăр, шарламасăр,

Тăп выртаççĕ çулçăсем.

Çут çанталăкăн саккунĕ:

Йывăç-курăкĕ, чĕр чунĕ

Ĕмĕрĕн вĕçне тухмасăр

Пурăнманччĕ халиччен.

 

Эпĕр те вĕçне çитетпĕр,

Эпĕр те çĕре кĕретпĕр.

«Сывă пул» темешкĕн йывăр, —

Пур пĕрех калас пулать.

Çакă сарă çулçă евĕр,

Çут çанталăкра çĕтетпĕр,

Чĕрĕ пурнăç — чĕрĕ йывăç

Пирĕнтен ларса юлать.

 

Хальлĕхе çумасть-ха çумăр.

Пӳрт умне сар çулçă çунă.

Хускалмасăр, шарламасăр,

Тăп выртатчĕç çулçăсем.

Килчĕ уçă сывлăш хумĕ,

Çавра çил пек сывлăш хумĕ,

Çулçăсем çĕкленчĕç харсăр,

Тухрĕç аслă çул çине.

 

Тытăнайрĕç алла-аллăн

Пĕр турат çинчи пек, калăн,

Юлашки ташша ташлаççĕ

Сăвă-юрă каласа:

«Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать те,

Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать,

Шыв юхать те, шыв юхать те,

Шыв юхать те чул юлать».

 

Макăрмарĕç урăм-сурăм.

Малалла

Кĕл чечексем


Аннене…

 

Пăт! пăт! пăт! шапăртатсах юхать пӳрт тăрринчен тумла. Сивĕ йĕрет. Хĕл ашшĕ-амăшĕнчен çĕтсе юлнă пĕчĕк ача пек хутланса ларнă та мĕскĕннĕн макăрать. Кăнтăрла хĕвел самаях хĕрӳленет пулсан та каçпа çав-çавах сивĕ хуçаланать-ха. Вăл ĕнтĕ халь куççульне шăлса типĕтнĕ те йăл кулăпа çиçет. Анчах тепĕр кунне каллех куççулĕ шăпăртатать унăн.

Çур пуçламăшĕ çеç пулин те вăл кашни утăмра сисĕнсе тăрать. Ав, кӳлленчĕксем те нумайланнă. Утатăн хăвна май, чĕрĕле пуçланă çутçанталăкпа киленсе пыратăн, çав самантра е хăв пĕр-пĕр кӳлленчĕке кĕрсе каятăн, е сана иртен-çӳрен ăнсăртран сирпĕтсе хăварать. Шак хытса тăратăн пĕр вырăнта. Вара йăл! кулса илетĕн те малалла уттаратăн. Хĕвел те вăрттăн кулса сана хушăран куç хĕсет…

 

* * *

Роза çав кун вĕренӳ хыççăн пĕрле пурăнакан юлташ хĕрĕпе пасара кайса килме сăмах пачĕ. Кăмăлĕ те çукчĕ ĕнтĕ тĕрĕссипе, анчах кӳрентерес килмерĕ унăн Лизăна. Хăйĕн пӳлĕмне çитрĕ те вăл тумне те улăштарса тăмарĕ, сумкинчен кĕнекисене кăларса хăварчĕ те хăвăрт çеç каялла тухса кайрĕ. Пӳлĕмре хĕр пулман та тейĕн. Уçă сасси çеç хурлăхлăн чăнкăрт! сасă парса хăварчĕ.

Малалла

Кентти чупать


Пĕрре, иккĕ, виççĕ...

Пиллĕк, улттă, çиччĕ...

АН шутла эсĕ, анне,

Миçе утăм тунине.

Кентти пирĕн пултарать:

Утса мар, чупса пырать.

Асамлǎ кермен


Тăрать кермен асамлăн

Мăн Атăл хĕрринче.

Асамçисем — хаваслăн

Çӳретпĕр çĕр çинче.

 

Шевле кермен — «Росинка»,

Юмах-халап та мар.

Вăл лагерь — çут «Росинка» —

Эпир — хĕвеллĕ çар!

 

Пире парать хаваллă

Ыр сывлăш сĕм вăрман.

Кунта кашни кун паллă!

Кунта — кĕтретлĕ стан.

 

Йĕместпĕр, хурланмастпăр —

Ташлатпăр юрласа.

Канатпăр-савăнатпăр —

Чуна саламласа.

 

Вылятпăр та кулатпăр,

Ишетпĕр Атăлта.

Çĕн вăй-халпа тулатпăр —

Çăтмахри пек кунта.

Чиесем, чиесем


Чиесем, чиесем

Лартрăмăр эпир.

Сад пулса, сад пулса

Тăчĕ пушă хир.

 

Чиесем, чиесем

Пиçрĕç хĕп-хĕрлех.

Килĕрех, тусăмсем,

Пухăпăр пĕрлех!

 

Чиесем, чиесем

Тутлă çав тери!

Тусăмсем, чиесем

Пĕрле çиер-и?

«Сахаллантӑмӑр эпӗр, атьсемӗр...»


Сахаллантăмăр эпĕр, атьсемĕр, -

Çирĕ вăхăт пиртен çуррине!

Шав чĕнмесĕр ларсассăн пĕлеймĕр

Тĕнчере эпĕ те пуррине.

 

Çăвара уçмасассăн - илтеймĕр,

Тăвансем, ман чĕрем юррине.

Тăрăшсассăн - аса та илеймĕр,

Кайнă пек эп тĕнче хĕррине...

 

Ĕнтĕ куртăмăр темĕн те тепĕр, —

Хурине, хĕрлине, шуррине...

Ма апла ухмахлантăмăр эпĕр?

Ак манатпăр чĕлхе пуррине.

 

Маяк пек çутататчĕ чĕлхемĕр,

Пĕлтеретчĕ чăваш чĕррине.

Пăтрашать — тĕтĕмленнĕ пек ĕмĕр,

Мул-пуянлăх юрлать юррине...

 

Интернет аллинче халь чĕпсемĕр,

Якатаççĕ тĕнче уççине.

Ĕсĕклеççĕ-хӳхлеççĕ чунсемĕр,

Тăкăнаççĕ чулсем пуç çине.

 

Сахаллантăмăр эпĕр, атьсемĕр,

Çирĕ вăхăт пиртен çуррине!

Сывă чух хамăр вутлă Чĕлхемĕр

Эп юрлатăп чăваш юррине!

Полк ывăлĕ


1

Кĕркуннехи лăпкă, ним сас-хурасăр каç пулнă. Шăп çурçĕр çитнĕ. Вăрманта пите нӳрле те сивĕ пулнă. Çĕрме пуçланă вĕтĕ çулçăсемпе витĕннĕ хура шурлăхсенчен çăра тĕтре йăсăрланса хăпарнă.

Тӳпере шурă уйăх çакăнса тăнă. Вăл питĕ вăйлăн çутатнă, анчах унăн çутти тĕтре витер аран çапса тухнă. Чалăшшăн ӳкекен уйăх çуттинче йывăç тĕмĕсем капланнă, шурлăхсенчен хăпаракан пăс йывăç тăррисем çийĕпе тĕлĕнмелле явăна-явăна ишнĕ.

Вăрманĕ кунта пĕр пек пулман. Уйăх çуттинче пĕрре темĕн пысăкĕш чăрăшăн хуп-хура, нумай хутлă çурт евĕрлĕ мĕлки курăннă, тепре сасартăк пĕр ĕрет илемле шурă хурăнсем палăрнă, унтан уçланкăра, татăк-татăк пĕлĕт çинче уйăх çуттипе шуралнă ăвăссен çара тураттисем усăнса тăна.

Вăрман сайрарах пулнă вырăнсенче пур çĕрте те уйăх çути сарнă шурă пир тăрăхĕсем пек курăнса выртнă.

Пĕтĕмĕшпе илсе каласан, кунта юмахри пек илемлĕ пулнă; çавăн пек илем вырăс çыннин чĕришĕн чăнах çав тери çывăх та хаклă, вăл тĕрлĕрен асаилӳсем çуратать: акă Иван-патша кашкăр çинче утланса пырать, Иван-патши пуçĕ çинчи пĕчĕкçеç çĕлĕкне чалăшшăн лартнă, хĕвне вут-кайăкăн тĕкне тутăрпа чĕркесе чикнĕ; ак тата арçурин темĕн пысăкĕш çăмламас урисем; акă чăх урисем çинче тăракан юмахри пĕчĕк пӳрт аса килет, — тата, тата темĕн те пĕр!

Малалла

■ Страницăсем: 1... 69 70 71 72 73 74 75 76 77 ... 796