Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Пурнăç юпи çумне кăкарнă
шăпам,
сана мĕн çитерем-ши,
мĕн парам?
Тип улăм çитерес –
Туртаймасран хăратăп,
кукка кĕлетĕнчи сĕлле сĕнес –
хуясран хăратăп.
Ме, çи, сана эп
хам татăка
паратăп.
1977, раштав уйăхĕ, Мускав
Çинçе пилĕк çӳрен ут
Аслă уйра кĕçĕнет.
Вăрăм çула тухсассăн
Вăрăм çула кĕскетет.
Сарă вăрăм чипер хĕр
Вăййа тухать, юр юрлать.
Куçран пăхса, йăл кулса
Çамрăк чуна çунтарать
Чĕкеç вĕçет, вĕçет, тĕкне тăкать,
Тăван йăви юлать тăлăха.
Тухса каять ача тăван килтен, —
Ашшĕ-амăшĕ юлать тăлăха.
Тур ут юртать, юртать, йĕрĕ юлать,
Йĕрĕ тулли çут шыв пĕр тĕлте.
Кирек ăçта кайсан та — пĕр хĕвел,
Тăван кĕтес кăна çав пĕр тĕлте.
Самант кирлĕ пире
çуралсан йăл кулма,
кипкене йĕпетме те кирлĕ.
Сехет кирлĕ пире
сиккипе çӳреме,
çывăрса карăнма та кирлĕ.
Кунсем кирлĕ пире
чунсене вăркатма,
кĕвĕçсе кĕвелме те кирлĕ.
Çулсем кирлĕ пире
çемьеллĕ пулма,
çынсемпе пурăнма та кирлĕ.
Ĕмĕр кирлĕ пире
этемрен ÇЫН пулма,
мăнука сиктерме те кирлĕ.
1977, ноябрĕн 26-мĕшĕ, Хураçырма
Гитари, каласан-каласан, йăлăхтарĕ;
чĕлĕмĕ, ĕмсен-ĕмсен,
чыхăнтарĕ;
тăванĕ те ялан çумра
тăвăнтарĕ.
Пĕр эсĕ çеç, ман шухăш,
пĕтместĕн,
санран йăлăхасса,
санпа чыхăнасса,
санпа тăвăнасса
сисместĕн.
1977, ноябрь, кунĕ паллă мар
Çийĕмри кĕпем
çирĕмри сăн-питĕме
асилтерчĕ теççĕ,
тĕрĕллĕ кĕпем
тĕлĕкри пек яшлăха
асилтерчĕ теççĕ.
Кай, мăнтарăн тус-тăванĕ-çке,
калаçни ман,
калаçни хисеплĕ ватăсен,
çавна сисмеççĕ.
Пит çинчи картсем
пиччемсем-аппамсеме
асилтерчĕ теççĕ,
шуралан тăнлав
шухăшлă ватăсене
асилтерчĕ теççĕ.
Кай, мăнтарăн тус-тăванĕ те,
куçăмсем-çке,
куçăмсем ав шухă шăллăмсен,
çавна сисмеççĕ.
1977, ноябрĕн 8-мĕшĕ, Хураçырма
Чи хакли – Пурăнăç.
Вăхăт унран та хаклăрах.
А. В. Суворов
Пурăнăç хӳри – пăрăнăç.
Каларăш
1
Вăхăт хăйĕн еккипе,
Çирĕпленнĕ йĕркипе,
Çӳлти Турă хушнипе
(Пĕлеймĕпĕр тĕпчесе),
Тытса пырать Тĕнчене.
Авалхийĕ – паянхи,
Паянхи ун – авалхи:
Çаврăнса çапла килсе,
Çил урхамахне кӳлсе,
Пулассин кунне пӳлсе
Хальхине калла таврать
Авалне кӳре тăрать –
Çав хальхи пулса тăрса
Пурнăç малалла пырать.
Хĕвел тăтăш çутатса
Çак тĕнчене кун парать –
Чĕрĕ чун аталанать.
Шел пулин те, йĕрке çук
Ку чухне çак çĕр çинче,
(Уншăн пулас Хăруш Сут)
– Пурăнатпăр Пурнăçа
(Турă панă ырлăха)
Пуçтахланса, хур туса –
Тĕнче cаконне пăсса,
Пăхăнмасăр Уçлăха,
«Çаппа» урлă сĕтĕрсе –
Мĕн кирлине пĕтерсе,
Малалла
Тилхепе алра чух карт! туртам,
тĕлĕнсе пăхса юлтăр урам.
Хыçăмран хăвалать çил-тăман,
хăтăласшăн тарса чунăм ман.
Кам савни ултавпе тӳснĕ шар,
лар сиксе, вĕçтерер юнашар.
Те кулар-и пĕрре, те йĕрер,
юратма та пĕлмен тетерер?
Яш-çамрăкăн чăрсăр чĕри
ытлашши алхасу теччĕр-и?
Эй, янра, шăнкăрав! Хытăрах!
Урхамах ĕрĕхсе пытăрах.
Хыçăмран хăвалать çил-тăман,
хăтăласшăн унран чунăм ман...
1977, октябрĕн 31-мĕшĕ, Шупашкар
Пурăнма çуралнисем пекех
пурăнатăп эпĕ,
хĕвел тухать –
хĕпĕртетĕп,
уйăх тухать –
ыйхăлатăп,
сехет йĕппи куçнишĕн
сехĕрленсе пурăнмастăп.
Манăн сехет хăçан чарăнасса
малтанах пĕлес пулсан
мĕн тунă пулăттăм-ши эпĕ?
Юлашки сехетсенче
юлташăмсене
юлас куна халаллăттăм пулĕ,
юлашки самантсенче
юлнă кун-çулăма хак парăттăм пулĕ.
Чи пĕтмĕшĕнче
«чĕлхемĕре упрăр»-тейĕттĕм,
мĕн хупичченех куçăма
мăнук çине тинкерĕттĕм.
1977, октябрĕн 28-мĕшĕ, Хураçырма
Тăван çĕршыв вăл пирĕн –
Çуралнă кил, умри йăмра.
Тăван çĕршыв вăл пирĕн –
Хирте янран кĕсле-тăмра.
Тăван çĕршыв вăл пирĕн –
Кил-çурт паран чунри хĕлхем.
Тăван çĕршыв вăл пирĕн –
Хурçа татан тăван чĕлхе.
Тăван çĕршыв вăл пирĕн –
Пĕрре анчах. Пĕлер хакне.
Тăван çĕршыв вăл пирĕн –
Асран кайми атте-анне.
■ Страницăсем: 1... 752 753 754 755 756 757 758 759 760 ... 796
|
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...