Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..Пирĕн çулталăкКайăк тусĕВăрман ачисемТом Сойер темтепĕр курса çӳрениКулăшла калавсемТаната

Тупнă сăмахсене шăрçан-шăрçан тиретĕп...


Тупнă сăмахсене

шăрçан-шăрçан тиретĕп,

эп вĕсене

йĕркесене тиретĕп.

Тиретĕп те,

виç çăлтăртан

çакса яратăп,

тиретĕп те,

тен, кам пулсан та курĕ-ха тесе,

тен, теприне вăл кирлĕ пулĕ-ха тесе,

виç çăлтăртан

çакса яратăп.

Ман сăввăмсем,

вĕр çĕннисем те киввисем,

йăлтах тупнăскерсем.

Эп вĕсене

чăн-чăн хуçи, тен, курĕ-ха тесе,

хуçи курсассăн илĕ-ха тесе

уй-хир пек уçă хут çине

пухса хуратăп.

 

Хураçырма. Июлĕн 15-мĕшĕ.

Чĕрӳ каллех ĕшеннĕн чăхăмланă...


А. Васана

Чĕрӳ каллех ĕшеннĕн чăхăмланă,

сываласси темле, тесе пуплен.

Калаçнăран чирӳ кăшт çăмăлланнăн

инкек çинчен мансах ĕмĕтленен.

 

Этем чĕри ытла ачаш та çепĕç,

ытла та вăл аманчăклă иккен.

Усал сăмах кала, чир-чĕрĕ çыпăç –

юман кĕрешĕ-и, пурпĕрех ӳкен.

 

Сăмах хăвачĕ çивчĕ хĕç пек мар-и?

Пĕри ыр ен, теприйĕ – усалли.

Тен, тахăшĕ сана кун-çул сунмарĕ,

хĕç тытрĕ унăн таса мар алли?

 

Чĕрӳ чăхăмламан, чĕрӳ аманнă,

суранĕ сывалса хăçан пирчет?

Ак халь каллех чирӳ çинчен йăлт маннă,

сана чĕнет малашлăхлă инçет.

 

«Чĕре ырри вăл пирĕншĕн сахал-ха.

Кирли – çав ырăшăн çапăçасси.

Çак çĕр çинчи йăлтах сана, ман халăх,

кунччен туни, татах та тăвасси».

 

Çапла шухăшсемпе хыпса çунатăн,

куратăн хальхине те пуласне.

Çур сăмахран чарнатăн та тăнлатăн

хастар чĕрӳн уксах çемми-сасне...

 

Сан хуйхуна пайлас тесе эп килтĕм,

Малалла

Сăпка юрри


Пилеш йӳнчĕк авăнать –

авăнтăр,

пĕчĕкки тĕлĕк курса

савăнтăр.

 

Аслати, ан кĕмсĕртет,

шăпрах пул.

Сар хĕвел, кĕрсе пӳрте

ăшшăн кул.

 

Сăпкана алне тăсать

çут шевле,

пуçĕнчен вăл ачашлать

пепкене.

 

Пилеш йӳнчĕк авăнать –

тӳстĕр-и?

Пĕчĕккийĕ карăнать,

ӳстĕр-и!

 

Тӳпере тăри юрлать,

«Тăр-тăри,

сăпкара ача çыврать,

куртăр-и?».

 

Сар ыраш ятлать лешне,

«Шăптарах,

шурă лĕпĕш-тĕлĕкне

куртăрах».

 

Пилеш йӳнчĕк авăнать, –

авăнтăр,

пĕчĕккийĕ çывăрса

савăнтăр.

 

Шупашкар, 1977, июнĕн 1-мĕшĕ

Йĕкĕт, йĕкĕт, кала-ха, мĕн пулчĕ?..


– Йĕкĕт, йĕкĕт,

кала-ха, мĕн пулчĕ?

Хăлат евĕр юлан пулас чух,

вут-çĕлен пек утпа вĕçес чух

аллунти чĕлпĕрӳ пушă юлчĕ,

ăмăрт кайăкăн çеç пăхас чух

ик куçу куççульпе кăна тулчĕ.

Харсăр йĕкĕтĕн вăйĕ

хавшарĕ-и-мĕн?

ташлакан урхамах

уксахларĕ-и-мĕн?

Йĕкĕт, йĕкĕт,

кала-ха, мĕн пулчĕ?

 

– Ах, тăванăм, ытла та

тĕпчетĕн-çке эс,

ăмăрт кайăк куçран

тинкеретĕн-çке эс,

хуйхă уснă пуçа

хуйхататăн-çке эс.

Хăлат евĕр вĕçме

вăй-хăват та çитет,

турă ут чĕлпĕре

туртасса çеç кĕтет.

Килĕме инçетрен

килеймерĕм-çке эп,

анне вырнĕ умне

чĕркуçленеймерĕм-çке эп.

Аннем куç хупнине

пĕлейменшĕн йĕрĕп,

саппунне чуптуса

пил илменшĕн йĕреп.

 

1977, майăн 22-мĕшĕ, Шупашкар

Туптантăр туслăх — пĕрлĕхре!


"Хыпар" хаçатра ĕçлекен тусăмсене

 

Кăвар чĕреçĕм чĕннипе,

Тăван чĕлхемĕр ячĕпе

Салам "Хыпар" хаçатăма!

Хастар çынсем "хыпарçăсем",

Чăвашлăха сыхлакансем,

Чĕлхемĕре упракансем,

Чун илемне çĕклекенсем,

Çĕре çити пуçа тайса,

Çĕр юррăма шăрантарса

Сунатăп сывлăх эп сире, —

Туптантăр туслăх — пĕрлĕхре!

 

2005, кăрлач

Туяллă çулçӳрен хăрушă...


– Туяллă çулçӳрен хăрушă.

Çав çын сана

çапма, çыран çинчен тĕксе яма

пултарĕ.

– Çук, тĕрĕс мар,

çав çын мана

путас чухне туя тăсса

хăтарĕ.

 

1977, майăн 7-мĕшĕ, Шупашкар

Хĕвре пăхса ӳстернĕ шанчăка...


Хĕвре пăхса ӳстернĕ шанчăка

сан кутамккун пĕр кĕтесне хурам-и?

Эп хам паян юлсассăн та çука,

пӳспе тирпейлĕн чĕркесех парам-и?

 

Инçе çула тухатăн-çке. Унта

тумхахлă тĕттĕмлĕх те, тем те пур-тăр.

Апла ман шанчăк санăн аллунта

куçсăррисен туйи пек кирлĕ пултăр.

 

Пулăшмалла-çке пирĕн пĕр-пĕрне,

ӳстерĕп-ха, ан хăртăр çех тымарĕ.

Кайран, эп хам çула тухас чухне,

мана хăй шанчăкне

теприйĕ парĕ.

 

1977, майăн 7-мĕшĕ, Шупашкар

Чăваш ачисене


Ачамăрсам, хастар пулар!

Çунат çумне çунат хушар.

Çут çалтăр пек çунса тăрар,

Тăван чĕлхешĕн сас парар!

Атăл шывне ĕçрĕм алтăрпа...


Атăл шывне ĕçрĕм

алтăрпа,

чунăм каннине

чухлаймарăм.

Савăнăçа çыртăм

сăвăлла,

кăмăл тулнине

туяймарăм.

 

1977, майăн 3-мĕшĕ, çывăрас умĕн, Шупашкар

Шăпам чул хушшипе...


Шăпам

чул хушшипе

кукăрăлса шурĕ.

Шăппăн,

çара уран ĕмĕтĕм енне

чул хушшипе авкаланса шурĕ.

Çĕкленсем, чĕрем,

ăмăрт кайăкăн.

 

1977, майăн 3-мĕшĕ, Шупашкар

■ Страницăсем: 1... 754 755 756 757 758 759 760 761 762 ... 796