Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Авăн уйăхĕĔмĕр сакки сарлака. 2-мĕш томӐшӑ ҫумӑрСинкерАкăшсем таврăнаççĕУтартаЫлтăн вăчăра

Тӑхтав


Каялла таврăнас йăла çукчĕ-çке ман...

Хутшăну чăрмавне çĕниччен пăрăнма

ансатрах пулнă çав — йăлăнман та кĕтмен.

Пĕр санпа çеç çавра — çĕнĕрен, çĕнĕрен.

 

Уйрăлу е тăхтав? Касса татас çуккă.

«Ĕç-пуçăмăр паллă, вĕçне çити уçă,

сывпулччĕ, савниçĕм», — тесе каламастăп,

вĕçлемĕш сăмах вĕçертмешкĕн тăхтатăп.

«Сӑмахпа калас ҫук ҫут тӗнче илемне...»


Сăмахпа калас çук çут тĕнче илемне,

пурнăçа савнине çĕн кунпа киленсе —

çавăнпа аптăратăп кĕтмен те çĕртен:

«Мĕн туса пурăнатăн, эс çăкăр çĕртсе», —

тенĕрен хам ятпа. Хурав çуккă кĕскен,

ыйтуран тĕлĕнсе ман чĕлхеçĕм çĕтет.

Малашлӑх


Калле килесчĕ хăш-пĕр самантсен,

ман вĕçсĕрлĕх тăвасчĕ вĕсенчен,

ах, тунсăх пусрĕ, тунсăх кĕвĕлет...

Эп пурнăçа пуçлаймăп çĕнĕрен.

 

Хаклийĕ — сывлăх. Сывлăх, ан пĕтсем,

чунне ăна усрап çамрăккинех,

калле килмеççĕ иртнĕ самантсем...

Пĕлетĕп те, малашлăха иртеп!

Вĕре çĕлен


I.

Инçех те мар, çывăх мар

Ĕлĕк авал пĕр çĕрте

Пĕр улпутăн парма-пар

Икĕ хĕрĕ ӳснĕ тет.

Çав улпутăн пĕр хĕрĕ

Качча-мĕне тухмасăр,

(Мĕн тăвас, тен, инкеке).

Ывăл-ача çуратать.

Ашшĕ çавна пĕлет те

Нимĕн тума аптăрать.

Шухăшласа илет те

Пысăк шăтăк çĕр айне

Чавтарнă та вăл унта

Хĕрпе ачине антарса

Апат ĕмĕрлĕх парса

Шăтăк çăварне чулпа

Хурать купалаттарса.

Çав шăтăкра хĕр ачи

Сехетсейрен ӳсет тет.

Виçĕ çула çитсессĕн

Амăшĕнчен çӳлрех тет.

Пиллĕк-ултта çитсессĕн

Ачи калать амăшне:

«Çак шăтăкран пĕр сиксе

Çӳле тухса каям?» тет.

Амăш çакна илтсессĕн:

«Сиксе тухсан аван та

Анчах пире тухмасса

Пирĕн пуçăмăр тăрне

Чул купаланă çав», тет.

Униччен те пулмарĕ,

Ывăл-ача йăлт! сикрĕ

Çӳле тухса палт! ӳкрĕ.

Тĕттĕм çĕрте пурăнса

Вăрмансенчен, хĕвĕлтен,

Халччен тĕнче курманскер,

Кайăксенчен, тыр-пултан

Пит тĕлĕнсе кайрĕ тет.

Шăтăк патне пĕшкĕнсе:

Малалла

Кашкӑрсем


Вырсарникун, ирпе ирех, Иван Дегтярев патне унăн хунĕшĕ, Наум Кречетов, чее те йăрă, илĕртӳллĕ пулма пĕлекен ытла ватах та мар арçын, пырса кечĕ. Килĕштермен хунĕшне Иван; Наумĕ те, хĕрне шутсăр хĕрхенекенскер, Ивана чăтнă.

— Халь те йăваланса выртатăн-и? — алăк урати урлă каçнă-каçманах сăмах сăвăрма тапратрĕ Наум. — Эхха!.. Капла эс, Ванюкăм, çăтмаха та çывăрса тăрсах юлатăн. Ман килес.

— Эп утвиттĕнех сĕкĕнместĕп унта. Хыпаланмастăп.

— Пустуях хыпаланмастăн. Тăр-ха... Атя-ха, вăрмана вутта кайса килер. Бригадиртан эпĕ икĕ лаша ыйтса илтĕм. Паллах, ху пĕлен, «тавтапуçшăнах» мар, тепĕр тесен — мур çине мар-и: вутти кирлĕ.

Иван пуç тавра шухăш хӳтерсе выртрĕ-выртрĕ те... Пăртакран тăрса, тумланма тытăнчĕ.

— Вăт вĕт яш-кĕрĕм мĕншĕн хулана тапать? — тин ейĕве лекрĕ вăл. — Шăп çавăншăнах, хăвăн ĕç вăхăтне ĕçлесе пĕтер те — тух та таплаттар. Этеме канма параççĕ хăть. Кунта вара — ухмаха ернĕ пек: ни кунне, ни çĕрне уямасăр мекĕрленетĕн. Ни канмалли кунĕ çук.

— Ара, вутăсăр ларас тетним? — хушша-хуппа кĕчĕ Нюра, Иван арăмĕ.— Ăна, ав, лашине те тупса панă, вăл, пур — кăмăлсăр.

Малалла

Шыракан тупаймарĕ


Лаши пит хытă вашлаттарса пырать. Кĕçех шурă юрпа витĕннĕ разъезд çурчĕсем курăнми пулчĕç. Çуркунне еннелле сулăннă çанталăк хитре, уяр тăрать. Çул яка. Марья Павловна, çурăмĕпе çуна хыçне тайăнса ларнăскер, сулăнчăксене ӳксе юласран пăшăрханмасть, прислуга тупăнмасран пăшăрханса пырать.

«Прислуга тени вăл кăнтăрла та, каç та, ир те килтех лартăр, — шухăшласа пырать Марья Павловна. — Ниçта та ан тухтăр, «тухса çӳресем ĕнтĕ» тесен те, уçăлса çӳресшĕн ан пултăр. 0бшество ĕçне хутшăнаканнине эпĕ виçĕ кун та тытса усрас çук», — пин хутчен те пуçра пулнă шухăшсемпе аппаланса пырать вăл.

Вĕсем йывăçлă яла вашкăрса кĕчĕç.

— Çитрĕмĕр... Кам патне кĕрес? — ыйтрĕ лавçă, лашине хăй уттипе ярса:

— Кам патне кĕмелле-ши? Эсĕ пĕлместĕн-и: сирĕн ялтан кам хĕрĕ хулана прислугăна пымалла пек?

Лавçă шухăша кайрĕ.

Çавăнтах Марья Павловна пуçне шутсăр ăслă шухăш пырса кĕчĕ.

«Прислуга мар, çăм арлакан шыракан пулса çӳрес. Ахаллен, тӳрех прислуга кирлĕ тесен, хама килĕшмен общественница тĕлне пулсан... пĕлмесĕр илсе те ярăн. Малтан вăл общественница маррине ытарлă ыйтса пĕлес пулать. Унсăрăн ĕç тухмĕ. Çăм арлакана шыранă пек пулса çӳренине ним те çитмĕ», — шухăшларĕ вăл хăй ăшĕнче.

Малалла

«Специалистсем»


Кăнтăрлахи апат çиме ресторана кĕрсе лартăмăр. Иккĕн эпир. Пĕри эпĕ, çакна çыраканни, тепри — пĕр учрежденире кадрсен секторĕн начальникĕ пулса ĕçлекен Махалов юлташ, манăн çывăх тусăм.

— Пăх-ха çав кĕтессе, юлташăм, — терĕ Махалов, пăрăç енчĕкне сĕтел варринерех илсе лартса. — Куратăн-и çав икĕ çынна?

Эпĕ вăл кăтартнă тĕле пăхрăм та пĕр сĕтел хушшинче ларакан икĕ арçынна куртăм. Тумтирĕсенче те, сăн-пичĕсенче те нимех те ытлашши курăнмарĕ мана. Ун йышши этемсем пинĕ-пинĕпе пирĕн хулара. Эпĕ хамăн шухăшăма Махалова уçса патăм.

— Мĕнле шухăшлан эсĕ? — ыйтрĕ вăл манран.— Камсем пек туйăнаççĕ сана вĕсем?

— Этемĕн профессине сăн-пичĕпе тумтирĕнчен пăхса пĕлме хĕн, пурте пĕр майлăн курăнаççĕ, — терĕм эпĕ.

— Вĕсем иккĕшĕ те пысăк специалистсем: пĕри пысăк квалификациллĕ агроном, тепри — полиграфработник. Иккĕшĕ икĕ çĕрте ĕçлеççĕ. Нумай пулмасть эпĕ вĕсем ĕçленĕ учрежденисенче пулса куртăм. Иккĕшĕнпе те пит лайăх паллашрăм. Çапла эсĕ икĕ специалиста курса ларатăн.

— Пит аван, — терĕм эпĕ, тусăмпа килĕшсе, урăх нимĕн калама пĕлменнипе.

— Ав, лешĕ, сулахайри, хура çӳçли, Тимирязев ячĕпе тăракан ялхуçалăх академинче вĕреннĕ. Çĕрĕç техникине шутсăр лайăх пĕлет. Мана гибридизаци, интрогинизаци, азотогенизаци, химизацисем çинчен каласа парса тĕлĕнтерчĕ. Питĕ пысăк специалист...

Малалла

Кукамай ҫывăрмасть


Çур çĕр иртни виçĕ сехет. Карчăк çывăрмасть. Унăн ыйхи тарнă. Пăхса выртать. Кинĕсемпе ачин ачисем ыйхă туртаççĕ кăна. Ыйха вĕçтерес марччĕ, нушаланмалла ан пултăрччĕ тесе, пуçне пырса кĕрекен шухăшĕсене карчăк веçех хăваласа яма тăрăшать. Анчах шухăшĕсем ăна итлесшĕн мар, карчăкран ыйтмасăрах пуçа кĕрсе çавăраççĕ. Нумай шухăш çитмĕл пилĕк çулхи карчăк пуçĕнче. Ун умне иртнĕ кунсем пĕрин хыççăн тепри туха-туха тăраççĕ: нумай çул хушши Сахрун хуçа патĕнче тарçăра муталанса пурăннисем, кăмăл туртман çынна качча тухнă кунсем, ача-пăча çуралнăшăн хăранисем, революци пуçлансан ялта мĕн-мĕн пулнисем...

— Тертленсе пурăннă çав. Халĕ телейлĕ, ăшă пурнăç килчĕ. Ватлăхра канлĕх тупрăм. Малалла курас савăнăçсен вĕçĕ çук. Кăçалах вилес марччĕ. Ватă-çке, çамрăк мар-çке. Ватах мар пулсан, эпĕ те çамрăксенчен юлас çукчĕ. Ав, çитес уяв ячĕпе çĕршыв валли пурте парнесем хатĕрлерĕç. Эпĕ, ватă пирки, ним те хатĕрлеймерĕм. Куç витĕр мар, ал-урасем тĕреклĕ мар. Çитменнине, халсăр пултăм...

Кинĕ вăранать. Карчăк çывăрмасăр йăшăлтатса выртнине илтсен, вăл ун патне вырăн çинчен тăрса пырсах ыйтать:

Малалла

Самăртакан чир


Прилагательнăйсем — «мăнтăр», «кӳпшек», «пирчек», «нăк», «хулăн», «тачка», «самăр» тенĕ сăмахсем Семен Петрович Арланов чĕрине ялан вĕчĕлтеттернĕ, «кăшт туллирех» тенĕ сăмахпа çеç килĕшме пултарнă вăл.

Ара, Арланов çичĕ пăт çурра яхăн туртать. Унăн пит-куçĕ тулса çитнĕ уйăх пекех ĕнтĕ.

Самăр пулни Арланова май çук кӳрентерет.

Самăрланнăçем самăрланакан ӳт-пӳ кӳмерккине мĕнпе çӳхĕтем-ши тене шухăшсем пуçран тухмаççĕ.

Тусĕсем ăс панине итлесе темиçе кун диета тытрĕ: кулачă çине усламçу сĕрсе çиме те пăрахрĕ, сăра-эрех те ĕçмерĕ, чей шывне те сахăрсăрах ĕçме тытăнчĕ. Анчах ку режима нумаях чăтса пурăнаймарĕ, поликлиникăна чупрĕ.

Тухтăр ăна ытлашши самăр пуласси мĕнтен пуçланса кайнине ăнлантарчĕ.

— 70 килограмм туртакан çыннăн 6 килограмм çу, 14 килограмм белок, 3 килограмм кĕл, 47 килограмм шыв пулать. Ытлашши самăр çыннăн белок сахалланать, ун вырăнне çу нумай пулать. Ай-ай, йывăр эсĕ,— терĕ тухтăр, Арланова тараса çинчен антарса. — Сипленмесен авалхи халăхсен Силен ятлă турри пекех самăрăлса ларма пултаратăн.

Унтан ăшă кăмăллă тухтăр пирĕн эра пуçланиччен 460 çул малтан çуралнă Гиппократ врач самăр çынсен ĕмĕрĕ вăрăма пыманни çинчен каланă афоризмсене аса илсе каласа пачĕ, апат-çимĕç мĕн çиме хушнине çеç çиме каларĕ, физкультурăпа спорт вăййисемпе интересленме хушрĕ.

Малалла

Макар Сидорович


Манпа юнашар утса пыракан Макар Сидорович сасартăк чарăнса тăчĕ те:

— Кĕçĕн урама тухар-и? — тесе ыйтрĕ.

— Ма? — терĕм эпĕ.

— Унта урна пур, пирус тĕпне урна ăшне пăрахас. Урама пăрахас мар.

Эпĕ кулса ятăм.

— Кулма кирлĕ мар, — терĕ мана Макар Сидорович, кӳреннĕ пек пулса.— Эпĕ пирус тĕпĕсене нихçан та çĕре пăрахман. Культурăллă çын пулса, ялан урна ăшне пăрахнă вĕсене. Çĕнĕ йăла çинчен калаçатпăр хамăр. Ăçта вара вăл çĕнĕ йăла? Çакăнта ĕнтĕ.

— Акă сана валли урна. Пирусна сӳнтерсе пăрахах ĕнтĕ. Эпĕ сан «çĕнĕ йăлуна» курса киленсе юлам.

Макар Сидорович пирус тĕпне пăрахрĕ те пĕшкĕнсе урна ăшне пăхрĕ.

— Нумай пухăнайман-ха...

— Юрĕ-çке, — терĕм эпĕ. — Ыран татах килсе пăрахăн.

Кăштах кайсан, татах сăмах хушрăм.

— Эсĕ хăвна çĕнĕ йăла çынни вырăнне хуратăн. Кала-ха: пирус тĕпĕсене урна ăшне пăрахнисĕр пуçне, эсĕ çĕнĕ йăла валли тата мĕн-мĕн туса пыратăн?

— Сивĕре учрежденисемпе магазинсен алăкĕсене хупса çӳретĕп. Магазинсенчи касса умĕнче темиçе çын пулсан, ачаллă арăмсене хамран малтан тӳлеттеретĕп...

Малалла

■ Страницăсем: 1... 77 78 79 80 81 82 83 84 85 ... 796