Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пирĕн çулталăкИрĕк çилАкăшсем таврăнаççĕЮманлăхра çапла пулнăТаркăнХĕрлĕ тюльпанÇич çунатлă курак

Асатте экспоначĕсем


Пирен асаттене агитатора уйăрнă. «Хушнă ĕçе тумасан аван мар. Ку ĕçе, тем тусан та, пултарас çук эпĕ», — тет вăл. Хăй пĕрмай агитаци ĕçне мĕнле пуçăнасси çинчен шухăшласа ирттерет. Çĕрле те канлĕн çывăрми пулчĕ.

Пĕр ирхине асатте ирех тăрса ларнă. Кăвак çутă витĕр чӳречерен çара уйăх пăхать.

— Ма çывăрма пĕлместĕн, асатте? — ыйтрăм эпĕ унран.

— Ыйăх килмест. Янкăс çуркунне пек пурнăçа мухтама сăмахăмсем çитмесрен шикленетĕп, — терĕ асатте, шăрпăк çутса краççын лампи шыранă май.

— Лампа тĕпелтеччĕ, — терĕм эпĕ ăна.

— Хăйă çутма ир пуль те, çутас-ши? — ыйтрĕ манран.

— Хăйă? Хăйă мар, краççын-çке! — терĕм ăна.

— Ĕлĕк хăйă çутаттăмăр. Ача чух калама вĕренни халь те чĕлхерен тухмасть.

Кĕçех асатте эге! тесе ячĕ тем аса илнипе савăнса.

— Тупрăм! Аранах тупăнчĕ!

— Мĕн тупăнчĕ, асатте?

— Мĕнпе агитацилемеллине шухăшласа тупрăм. Ыранах пуçăнап. Паян япаласене хатĕрлесе хурас та, ыран ĕçе тытăнас... Мĕн пулĕ, мĕн килĕ...

 

* * *

Анлă клубăн аслă залĕ лăках тулнă. Суйлавçăсем пухăннă. Сцена варринче, пысăк сĕтел хушшинче — асатте ларать. Ăна пионерсем сырса илнĕ те: «Татах кала, татах кала!» — тесе кăшкăрса тăраççĕ.

Малалла

Ятлă ҫыншăн


Хваттер хуçи хĕрарăмĕ ăна кăмăллăн йышăнса илчĕ. Вăл йышăнас пӳлĕм пысăк мар. Пӳлĕмĕнче пĕр сĕтел, виçĕ пукан, пĕр кравать ларать, стена çинче пĕр фотокарточка çакăнса тăрать, ун айне «Çак пӳлĕмре виçĕ çул пурăннă паллă стахановец Комаров» тесе çырса çапнă.

Хваттер хуçи арăмĕн сăмси вăрăм, пурăпа шуратнă. Сулахай куçĕ айĕнче — турпалли.

Хуран айне хунă çатрака пекех çатăртатать хăй.

— Ку пӳлĕме эсĕ юратăн. Пит юратăн, çамрăк çыннăм! Сана кунта чăрмантаракан никам та пулмĕ. Канлĕ пулĕ кунта, лăпкă.

— Лăпкă, шăплăх пулсан аванччĕ ĕнтĕ.

— Лăпкă пулмасăр, ара. Кунта вĕт йĕркеллĕ çемье пурăнать. Пирĕн çемьене халиччен никам та хурламан, эсир те хурламăр-ха.

— Юрĕ. Йышăнатăп.

Павел Савин задаток тӳлерĕ те каçпулттипе çĕнĕ хваттере куçрĕ.

— Хваттер япăх мар. Маттур, Паша! Ăшă тата йӳнĕ. Сĕтел-пукан тата ытти хатĕр-хĕтĕр çителĕклĕ, — тет вăл пысăк мар сĕтел çине хыт хуплашкаллă кĕнекисене вырнаçтарнă хушăра.

Кĕçех юнашар пӳлĕмре икĕ хĕрарăм калаçнă сăмахсем илтĕнме тытăнаççĕ. Кĕнекисене вырнаçтарма пăрахсах итлеме тиврĕ.

— Манăн çĕнĕ квартирант — хӳхĕм çын. Ашшĕ профессор.

Малалла

Шикленни


Паян заводри слесарь Петр Васильевич, хваттерне кĕрсен, арăмне хăй ыран ирхине çар ретне тăма каяс шухăш тытни çинчен каласа пĕлтерчĕ.

— Пурне те тивĕç çар обязанноçĕ çинчен кăларнă закон тăрăх эпĕ пĕрремĕш категорири 3-мĕш разрядра тăракан запас пулатăп. Эпĕ çар учетĕнче тăма тивĕçлĕ. Учета илме повесткăпа чĕнессе кĕтсе пурăнтăм. Чĕнекен-тăвакан пулмарĕ. Хам кайса çыртарас тетĕп.

— Кайса çырăн, — терĕ арăмĕ, 48 çулхи Петя та çар çынни хисепĕнче тăма тивĕç туяннăшăн савăнса. — Анчах учета илес умĕн комисси пулать пулĕ-çке. Сывлăху ленчĕрккерех пулсан, учета илмесрен шикленмелле.

— Хам та апла пуласран шикленетĕп çав. Çар çыннисен хисепĕнче тăма тивĕçлĕ çын пулма чаракан çитменлĕхсем çук пек те. Кăкăрăм сарлака, куçпуç вăйсăр мар, витĕр курать, сăкăлтăк çук...

— Петя! — терĕ арăмĕ ăна.— Çарамасланса пар-ха! Эпĕ сана хам пăхкалам. Илĕç-и, илмĕç-и сана? — халех каласа пама пултаратăп.

Петр Васильевич, арăмĕн сăмахне ниме шутламасăр, кулса илчĕ.

— Эсĕ тухтăр мар вĕт, — терĕ арăмне хирĕç.

— Тухтăр мар пулсан та сана ыран браклассипе браклас çуккине каласа хума пултаратăп ĕнтĕ. Итлесем! Ан туртăнса тăр. Кĕпӳне хыв!

Малалла

Лайăх эмел


Завод общежитинчи Викторов хушаматлă çамрăк рабочи пурăннă 49-мĕш пӳлĕмре ватă енне сулăннă хĕрарăм тăрать.

— Пулăшсам ĕнтĕ, Ванюшка, — тет кравать çинче выртакана. — Ара, завода япăх çӳрекен пулса кайрĕ. Ялан ĕçет. Прогул тăвать. Ăна ӳкĕте кĕртме пулăш мана. Прогул тăвасран хăтар ăна.

— Хăтар тетĕн? — тенĕ Викторов ленчешке кравать çинчен тăрса. — Хăтар теме вăл çăмăл, анчах ăна...

Карчăк йĕрсе яма хатĕрленнине сиссе:

— Ну, юрĕ, — терĕ карчăка. — Хурăнташ майпа пулăшу парăп... Усси пулсан пырĕ.

Сĕтел хушшине кĕрсе ларса, вăл пĕр хут татăкĕ çине тем çырса, карчăка тыттарать.

— Ку хутпа ман мĕн тăвас? — тет карчăкĕ.

— Упăшкуна тыттар.

Карчăк Викторова чĕререн тав туса, вăл панă хута хĕвне чиксе хурать те тухса каять.

Килне çитсен хайхи хута хĕвĕнчен кăларса чей ĕçсе ларакан упăшки умне хурса, вулама хушнă.

— Камран ку хут? — ыйтнă упăшки, чей чашкине сĕтел çине лартса, хутне алла илсе.

— Хамăрăн Ванюшкăран. Ĕçкей ачи çырать...

Упăшки хайхи хута, лĕпĕше çунаттинчен тытнă чухнехи пек, асăрханса тытнă та вулама тытăннă.

Малалла

Пысӑк


Тăван ял сăн-сăпачĕ 10 çул хушшинче чылай çĕнелме пултарнине Михайлов Иван малтанах, хулара чухнех, пĕлнĕ пулин те, ун чухлĕ улшăнассине шухăшламан. Колхоз туса лартнă çурт-йĕрсем кăна мар, колхозниксен çурчĕсем те ĕлĕкхинчен тем тери пысăккăн, курăннă ăна.

— Ак сан пиччӳ килĕ, — тенĕ ăна лартса килекен колхозник. — Çитрĕмĕр.

— Суятăн пуль, — тенĕ хирĕç ĕненмесĕр. — Пӳрчĕ ытла пысăк.

— Суйса мар. Виçĕмçул лартрĕ вăл ăна. Хăвăр хушăра çыру çӳретмен те, пĕлмен ĕнтĕ эсĕ. Çапла, пиччӳн пӳрчĕ çак. Çитрĕмĕр.

Михайлов пӳрте кĕчĕ, пиччĕшĕпе инкĕшне ал парса чуптуса илчĕ. Унтан вĕт-шакăр ачасем çине тĕлĕнсе пăхса тăчĕ:

— Ай, пысăкланса кайнă! Ку Ваççа пулĕ, — терĕ пысăкраххи çине кăтартса вăл.

— Çук. Ваççа вулав çуртне кайнăччĕ-ха. Ваççаран кеçĕнреххи ку, Йăван ятли, — терĕ кулкаласа инкĕшĕ.

— Ну?! Ой, пысăкланса кайнă! Ку Варвари ятлăччĕ пулас. Аван-и, Варвари? Мана палларăн-и?

— Ак кусене курман эсĕ, — терĕ пиччĕшĕ ытти ачисем çине кăтартса — Ку Мишша ятлă, ку Коля, ак ку — Гришша, чи пĕчĕкки, сăпкари — Тамара ятлă.

— Ултă ача?! Ой-ой-ой!

Малалла

Анне


Тем-тем сăмах каласшăн

Ача тăсать алне.

Вăл туртăнать хавассăн

Хăй амăшĕ патне.

 

Анне!

Çак ят чи çывăх,

Чи чаплă çĕр çинче.

Пурнать вăл ĕмĕр сывă

Кашни çын чĕринче.

Чĕрĕп


— Мĕскер пулнă Чĕрĕпе?

Мĕн тăвать вăл çĕрĕпе?

— Мĕн пултăр-ха Чĕрĕпе —

Йĕп шутлать вăл çĕрĕпе.

— Мĕскер пулнă Чĕрĕпе?

Ма йĕрет вăл иртенпе?

— Мĕн-ха пултăр, ир енне

Вăл çухатнă йĕппине.

— Мĕскер пулнă Чĕрĕпе?

Ма кулать вăл кунĕпе?

— Хăрăк йĕпсен купине

Хыр айĕнче курнипе!

Чăваш ачи


Чăваш ачи чăвашах —

Чунĕ ĕçре яланах:

Пĕр çул хушши сăпкара

Пиеленсе пиçĕхет.

Ик çул хушши вăйăра

Ирĕкленсе çитĕнет,

Виçĕ çула çитсессĕн

Витре йăтма вĕренет.

Тăват çула çитсессĕн

Тукмак тытма тĕлленет.

Пилĕк çула çитсессĕн

Пилĕк авма сĕмленет.

Ултă çула çитсессĕн

Уя тухса вĕçтерет.

Качака


Кача ура качака,

Икĕ вăрăм мăйрака,

Кĕрсе кайнă чăлана,

Тăкса янă хăймана.

 

Качăр-качăр качака,

Кукăр-кукăр мăйрака,

Кĕнĕ кайнă пахчана,

Çинĕ тутлă кăшмана.

 

Мекек-мекек качака,

Картлă-картлă мăйрака,

Картана хурам хупса —

Ан çӳре тек тустарса.

Эмел


Амăш ĕçтересшĕн

Павăла эмел:

«Ĕç те — час вăй илĕн

Тет сана хĕвел».

 

Кантăкран шаккарĕ

Уçă çил ăна:

«Выляма чĕнетĕп

Сывалсан кăна».

 

Павлăн вылямашкăн

Пит каяс килет.

Йӳçĕ-çке эмелĕ —

Вăл çавах ĕçет.

■ Страницăсем: 1... 78 79 80 81 82 83 84 85 86 ... 796