Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ача чухнехиЙышăнман сăмахсемЙĕрсемПолк ывӑлӗСулпикепе Валĕм хунЫтла та хитреччĕ ун чух çуркуннеТом Сойер темтепĕр курса çӳрени

Хĕл илемĕ — хăй кĕтрет


Ялăм тĕтрепе хупланнă.

Пас тытнă йывăçсене.

Çут çанталăк тема панă

Канăçсăр сăвăçсене.

 

Хайлама кăна ан ӳркен,

Пăх художник куçĕпе.

Хĕлĕн тумĕ питĕ ĕлккен,

Ĕçе парăн пуçĕпех!

 

Мерчен шăрçа çакнă чăрăш,

Асам çăлтăр тăрринче.

Ун çумне тăма эс тăрăш,

Туйăн пике çумĕнче.

 

Хĕвел тавра — çутă ункă,

Вăл та кăшăл тăхăннă.

Урамра кĕртсем пит чăнкă —

Пурте хĕле пăхăннă.

 

Тӳпенелле юпаланать

Тĕтĕм шурă мăрьерен.

Сарă хĕр шыв ăсма анать

Çăла, утать ерипен.

 

Качăртатать утнă майăн

Шур юр ура айĕнче.

Юрлас-ташлас килет манăн,

Савнать хĕллехи тĕнче!

 

Кунĕ кĕске. Тĕттĕмленет.

Çĕр çине анать тĕтре.

Ялăм каçа хатĕрленет.

Хĕл илемĕ — хăй кĕтрет.

Çывăх çынсем


Çывăх çынсем — юлташ, тус-тантăш…

Вĕсемсĕр пурнăç тулли мар.

Хутшăнăва кĕретпĕр тăтăш —

Хӳтлĕх пур чух эс курмăн шар.

 

Çывăх çынсем — шăллăм та йăмăк,

Пичче, аппа та хурăнташ…

Пĕччен юлсан — пурнăç чĕр тамăк,

Çамрăклах пĕр-пĕринпе паллаш.

 

Çывăх çынсем — атте-аннемĕр,

Чĕре çумĕнчи тăвансем.

Вĕсен пехилĕ — çутă ĕмĕр,

Сывă пулăр, чи çывăх çынсем!

Чĕре ыйтнипе


Римма Сергеевна ĕç хыççăн яланхиллех кухньăра кăштăртатать. Плита çинчи чукун çатмара ывăлĕ юратакан техĕмлĕ катлет хатĕр ун. Хĕрарăм васкаса çĕр улми нимĕрне тĕвет. Кĕçех пĕртен-пĕр ачи ĕçрен таврăнмалла.

Алăкран утса мар, вĕçсе кĕчĕ кĕтнĕ çын. Хĕвел пек ялтăраса тăракан сăн-питĕнчен кулă каймасть. Таçта-такама ыталаса илсе çавăрĕччĕ. Мăрлатса хирĕç тухнă кушак çурине ача евĕр çӳлелле ывăтса ячĕ вăл. Лешĕ чутах маччана çитсе перĕнетчĕ. Хуçи килнипе савăнса мăрлатакан «çăмхана» çемçе пукан çине хучĕ те каллех алхасса илчĕ. Радиона хытăрах ячĕ. Унтан лăпланса пырса амăшне саламларĕ — çĕр çинчи чи хаклă та юратнă хĕрарăмне çепĕççĕн ыталарĕ Олег.

Тахçантанпах кун пек хаваслине курман ăна асли. Çавăнпа хальхинче те шанмасăртарах пăхрĕ ывăлĕ çине. Лешĕ тем каласшăн пулса пуçне усрĕ. Вара апата çиме лариччен чунне уçмаллах тесе-ши кăкăрĕнчи сывлăшне хаш сывласа кăларчĕ.

— Анне, ман сана каламалли пĕр питĕ пĕлтерĕшлĕ хыпар пур. Лар-ха эс ак çакăнта. Хăвна аванах туятăн-и? Юн пусăмĕ хăпарни аптăратмарĕ-и? — пуканне патнерех куçарчĕ арçын, аслин сывлăхне тĕпчесе пĕлчĕ. — Паян маншăн питех те савăнăçлă кун, анне, илтетĕн-и, тӳсме çук савăнăçлă — эп авлантăм!

Малалла

Ан ĕмĕтлен эс ун пирки...


Ан ĕмĕтлен эс ун пирки.

Вăл телей мар, асап курки.

Куçна, тен, курăнать шерпет.

Анчах вăл нăркăмĕш сĕнет.

 

Ан ĕмĕтлен эс ун пирки,

Ансат ун шухăшĕн йĕрки.

Ют уншăн ырăлăх, сипет,

Каллех эк шурлăха чĕнет.

 

Ан ĕмĕтлен эс ун пирки.

Çитес кунсен шур ĕмĕлки

Сана мĕн кĕтессе пĕлет,

Ачаш чун урлă систерет.

 

Ан ĕмĕтлен эс ун пирки...

Халь ятланийĕн мĕн усси?

Çын сăмахне мĕн çĕнеет?

Ят кайнă, сарăлать элек...

Ӳкĕнӳ


Каçар, юлташ, савни темерĕм,

Сана савма эп пĕлеймерĕм.

Хăвартăм пулĕ кăмăлна

Хуравламасăр çырăвна.

 

Каçар, сана пач ĕненмерĕм,

Яш чĕрӳне те хĕрхенмерĕм.

Ахăлтатса, йăрт-ярт пусса

Ун чух тараттăм хыпăнса.

 

Кая пулсан та — ӳкĕнетĕп,

Телей курма чунтан пиллетĕп.

Юрат ăна, вăл ман пек мар —

Вăл тармă, пулĕ юнашар.

Мăн Атăл


Чĕмпĕр Ен сар пикисем тухаççĕ

Анлă Атăл çырĕ хĕррине.

Ах, епле илемлĕ çурхи каçĕ,

Парнелет асамлă тĕррине.

 

Хумханать мăн Атăл илĕртӳллĕн,

Ытамне илесшĕн туйăнать.

Çамрăксем юрлаççĕ пит хĕрӳллĕн,

Тулли уйăх тӳперен сăнать.

 

Юмахри пек çуталать тавралăх,

Чĕмпĕр Ен — ун хăтлă сăпкинче.

Çамрăклăх çинче çав, савăнмалăх,

Тытăнса тăрать йăлттам тĕнче.

Амăшсем кĕтеççĕ макăрса…


Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине

Ăсатнă амăшсем ачисене.

Çак кунччен ӳстернĕ ывăлне

Парса янă тăшман аллине.

 

Питĕ йывăр килнĕ халăха

Сыхламашкăн мирлĕ пурнăçа:

Тăшманпа хастаррăн çапăçса

Çамрăксем вилеççĕ вăрçăра.

 

Тăван ывăлĕ таврăнасса

Амăшсем кĕтеççĕ макăрса,

Ял хапхи патне тухса тăрса,

Чарăнмасăр куççуль юхтарса…

 

Таврăнаççĕ акă аманса

Тукасри Лисук ывăлĕсем.

Уншăн хĕпĕртет Лисук аппа:

«Пуçĕсем çеç сывă пулччăр», — тет.

 

Кĕтерук аппа куллен кĕтет,

Сăн ӳкерчĕкне пăхса илет.

Акă почтальон килсе тăрать,

Виç кĕтеслĕ çыру тыттарать.

 

Унăн ывăлĕ сывах иккен,

Таврăнатăп тет вăл кĕркунне.

Амăшĕн чĕри кăлт-кăлт тапать —

Ывăлĕ чĕрришĕн савăнать.

Паттӑр


Пурăннă çĕр çинче пĕр çын. Ăна Улăп тесе чĕннĕ. Вăл питĕ пултаруллă та ырă пулнă. Пурте ăна хисепленĕ. Вăл пурне те пулăшнă.

Ку ĕç юпа уйахĕнче пулса иртнĕ. Ачасем, пĕр класра вĕренекенсем, вăрмана çырлапа кăмпа пуçтарма кайнă.

Вăрмана кĕрсен вĕсем тĕрлĕ еннелле саланса кайрĕç. Катя, вĕсенчен пĕри, пĕр карçинкка кăмпа пуçтарнă та тунката çине канма ларнă. Кайран ытти ачасене чĕнме пуçларĕ. Анчах никам та хуравламан. Катя пи-и-тĕ хăраса ӳкнĕ. Кольăпа Петя та Катьăна çухатнă.Вĕсем вăрманта «ау!» тесе кăшкăрнă, анчах çил вĕсен сăмахĕсене тепĕр енне вĕçтерсе кайнă. Катя вăрман тăрăх нумай аташса çӳренĕ. Кĕçех вăл Кольăн сасне илтнĕ. Катя питĕ савăнса кайнă, мĕншĕн тесен вăл хайĕн тантăшĕсене тинех тупнă. Халĕ вĕсен çĕн ыйту тупăннă. Вĕсем вăрманта çухалса кайнă та кил еннелле çул пĕлмен. Вара ачасем çак çула шырама пуçларĕç.

Сасартăк йывăç хыçĕнчен пысăк кашкăр сиксе тухнă. Вăл пи-и-тĕ выçă та хаяр пулнă. Ачасем хăраса ӳкнĕ те кăшкăрма пуçланă. Çав вăхăтра Улăп вăрмана мулкач тытма сунара тухнă. Вăл ачасем кăшкăрнине илтнĕ те часрах сасă еннелле чупнă.Упана курсан Улăп ăна пăшалпа персе хăратнă. Упа часах тепĕр еннелле чупса кайнă.

Малалла

«Çуркунне те юр çăвать-мĕн...»


Çуркунне те юр çăвать-мĕн,

Симĕс курăк çийĕн — юр.

Çуркунне те юр çăвать-мĕн...

Темĕнле ĕлккенлĕх пур.

 

Ывăçа тăсса тăрам-и?

Кулăшла-и? — Кул, эппин.

Ывăçра — куççуль тумламĕ,

Юр куççулĕн йăлтăркки.

 

Макăрать мăнтарăн кантăк,

Чĕрере шеллев юлать...

Айванмарлăхшăн саван-тăк,

Айваннишĕн те юрат.

Каçар, пичче


Каçар, пичче, тен, пулнă çăтăл-çăтăл,

Куçран пăхтарнă пулĕ, айванскер.

Эс маншăн пулнă тӳпери çут çăлтăр,

Анчах йĕрленĕ сан çулна синкер.

 

Сан çумăнта хама тĕреклĕ туйнă,

Ертӳçĕ пулнă эсĕ, Пăхаттир!

Мĕн пĕчĕкрен ыр тĕслĕх маншăн пулнă,

Турник çинче вăй пухнă кашни ир.

 

Вăтам шкула эпир пĕр çул пĕтернĕ

(Эс чирлесе çухатнă икĕ çул).

Шăпа пире шур хулана çитернĕ,

Хăй ăссĕн пурăнас-ха тенĕ пуль.

 

Савса куç хывнă хĕр те санăн пулнă

Çемье тĕпне телейлĕн çавăрма.

Çак ĕмĕтӳ пурнăçланмасăр юлнă —

Пурнăç тымарĕ тытăннă хăрма…

 

Кĕрхи каçпа яла таврăнайсассăн

Сасартăк ӳкрĕн хытă чирлесе.

Пульницара çухалчĕ çивĕч ăс-тăн —

Кам пĕлнĕ-ха çĕре эс кĕрессе!

 

Ман ал çинчех чуну сан тухса кайрĕ,

Хăй тухтăр нимĕн тăваймасть — чĕтрет.

— Пулăшаймарăм… — тесе пуçне тайрĕ,

Килсе çитмерĕ ĕмĕтри кĕтрет…

 

— Каçар, пичче, — теме ĕлкĕреймерĕм,

Кĕрекере ларма пӳрмен санпа.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 89 90 91 92 93 94 95 96 97 ... 796