Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Каç пулать. Улшăнать пек çанталăк,
Çурçĕртен чĕпĕтет сивĕ çил.
Чун чĕтрет. Хупăнать ĕнтĕ алăк,
Асăмра — ман çаплах тăван кил.
Хĕвеланăç хĕрелнĕ вăтаннăн —
Пăсăлать пулас кун ыранран.
Пăсăлать-и е çук-и — халь манăн
Тăван килĕм тухмасть асăмран.
Аякран — хулара илĕртӳллĕ,
Çывăхран — пурнăç мар, çавра çил.
… Каç пулать. Тӳпере — тăрна çулĕ,
Асăмран ман тухмасть тăван кил.
Пурнăç — кăткăс, килĕшсем, ыр çыннăм,
Иртнĕ кун каялла таврăнмасть.
Тулăх пулчĕ-ши ман иртнĕ кунăм —
Кустăрма та хăш чух çаврăнмасть.
Тӳлĕккĕш ан ман, вăл ĕмĕр пайĕ,
Хурçă ункăсемлĕ вăчăра.
Асăрхамасан татăлса та кайĕ…
Тăван пултăр санпа тачăрах.
Ратне-хурăнташ пултăр татуллă,
Пурнăç — кăткăс, ыран — тем пулать…
Мĕн тесен те пуплевĕ ыйтуллă —
Ĕмĕр иртет. Тарăн йĕр юлать.
Телей чечек мар, çаран çинче ӳсмест.
Халăх каларăшĕ.
Хальхи пек астăватăп çак куна. Урамра лапка-лапка шур юр çăвать. Ытарма çук хитре кун. Эпĕ урамра çунашкапа ярăнакан тантăшсем çине чӳречерен ăмсанса пăхса ларатăп. Шухăш-ĕмĕтĕмпе хам та вĕсемпе пĕрлех. Тухăттăм, ыйтсан анне те кăларатех ĕнтĕ, анчах кăçатă йĕпе. Ниçта типĕтме те çук ăна. Ĕнер каç тимĕр кăмака çумне тăратса хунăскер çĕр-каçа та типеймен вăл. Ăшăрах хутма май çук — анне вуттине перекетлесе тыткалать. Епле те пулин хĕл каçма çитермелле-çке вут-шанка.
Анне кунĕпех тĕпелте. Вăл Çĕнĕ çул сĕтелĕ хатĕрлет. Каскалать, плита çинче тем пĕçерет. Эп пĕлетĕп-ха, çепĕç çыннăм, пур-çукран та тутлине ăсталама пĕлет. Аттепе иксĕмĕре юрас тесе иртенпех ăшталанать. Нӳхрепри шетникрен тăварланă хăярпа купăста, чие варенийĕ илсе тухнă. Акă лутра маччаллă пысăках мар пӳлĕме шаркку шăрши сарăлчĕ. Сăмсана тӳсме çук кăтăклать вăл. Суханпа какай шăршипе киленетĕп. Ирхине çĕр улмипе, уйранпа чĕре сури тунăскерĕн ун техĕмне чăтма пит йывăр. Çав тери çиес килет. Хырăмра тем каса-каса каять.
Малалла
Хурлăхпа хуралнă, савнăçпа — саланнă...
Мĕн тесе каласшăн — пĕтнĕ калаçса.
Паянтан хĕвел те сивĕтме пуçланă,
Аслати сасси те çиçĕм пек таçта.
Пурнăç пур-тăр, пур-тăр. Иккĕленчĕк мар эп:
Çил ачи сывлать пек... Темĕн ыратать...
Тунсăхпа вилмен-шим йывăçсен тымарĕ? —
Куçăм хĕрхенет пек йĕрмĕш турата.
Хурлăхпа — хуралнă, савнăçпа — саланнă...
Кĕр сăнне вăрлар та пурăнар тату.
Пулнă. Пулнă, çуннă!.. Сӳннĕ — сапаланнă,
Пур пулса курасшăн çуннă юрату.
Ĕненетне, таçта чечексем чĕрĕлеççĕ,
Ĕненетне, çăваççĕ кăвак çумăрсем.
Пӳлĕмри çеçкесем сивĕпе пĕрĕнеççĕ,
Эс кичеммĕн вулатăн кичем сăвăсем.
Урамра ӳсĕр юр ӳккелет ӳкĕнӳсĕр.
Чечексем чĕрĕлни... Ĕненес те килмест.
Пĕр-пĕр çăлтăр çинче йĕпсĕр роза та ӳсĕ,
Татайми çеçкене татса парăн-и эс?
Тĕссĕр юр пĕрчисем арăш-пирĕш вĕçеççĕ,
Ан вула килентермĕш кичем сăвăсем.
Тен, чăнах та таçта чечексем чĕрĕлеççĕ,
Тен, чăнах та çăваççĕ кăвак çумăрсем...
«Каçарччĕ, Турăçăм, мана.
Таса та тӳрĕ пурнаймарăм.
Тархасшăн, йышăн чуруна,
Каçар», — хăйса хуллен каларăм.
Каçар, этемлĕх те чăваш,
Чăвашлăхшăн кар! тăраймарăм.
Ульпи — вăтанчăк та йăваш,
Улькка пек харсăр пулаймарăм.
Каçар, атте, каçар, анне.
Сире нумай эп кулянтартăм.
Черченкĕ ĕмĕт çиппине,
Шел, упраймарăм, татса ятăм.
Каçар, ыр шăллăм, тен, сана
Тепĕр чухне ăнланаймарăм.
Çакна çеç пĕл — ятна, сăнна
Чĕреçĕм варринче упрарăм.
Каçарăр, савнă тусĕмсем,
Сире нимпе пулăшаймарăм.
Эсир — çап-çутă çăлтăрсем,
Сире çитме çӳле кармашрăм.
Учительсем те ăсчахсем,
Ĕмĕтĕре пурнăçлаймарăм.
Çапах ан пулăр тӳресем,
Каçарăр та ăсатăр — кайрăм.
Мана ан манăр, ыр çынсем!
Вăхăт пулсассăн — келтусамăр,
Тăпрам çине шур чечексем
Çимĕксенче килсе хурсамăр.
«Тĕнче аслă», — тетчĕ асанне.
«Санăн çул выртать тăват енне.
Эс суйла та пĕр çулне — тек ут,
Чунна çеç нихçан та эс ан сут».
Вăхăт иртрĕ — хам та асанне,
Утнă чух суллать енчен енне.
Асанне хавалĕ çеç асра —
«Чунна эс ялан таса усра».
Тĕрлĕрен çын куртăм пурнăçра:
Пĕрисемшĕн — хаклăрах тупра.
Теприне хыт кĕвĕçӳ кăшлать,
Виççĕмĕш ялан пуçне усать.
Эпĕ хам та такăнтăм чылай,
Тăтăм та уттартăм пит вышкай.
Вĕртĕр çилĕ, пурпĕр малалла
Яланах çапла талпăнмалла.
Ăмсанаççĕ ниш чунлă çынсем.
Тен, вĕсем пурри — хăех телей.
Тен, утма хистеççĕ малалла
Такăнсан — чупма, ӳксен — тăма.
Кĕвĕçĕрех хыт чунлă çынсем,
Йĕр хăварнă пурпĕр ыррисем.
Асилсен — чун савăнса каять,
Куç умне кашни тухса тăрать.
Яковлев çĕклерĕ чăваша,
Халăхшăн тутарчĕ çырăва.
Шкулсем уçрĕ, çырчĕ вăл халал,
Пулнă вăл чăнах чăн-чăн шарал.
Иванов та утнă малалла,
Малалла
Анлă коридорсем, шавлă класс, çывăх юлташсем, хаклă учительсем…
Çулсем иртĕç, эпир çитĕнĕпĕр, тĕнче улшăнĕ, анчах та шкул яланлăхах пирĕн асра юлĕ.
Çĕр çинче шкул пурнăçĕ çинчен начарпа аса илекен çук та пулĕ. Кашни çын шкул витĕр тухнă. Вĕсене пурне те вĕрентекен пурнăç çулĕ çине тăратнă: вулама, çырма, шутлама тирпейлĕ те сăпайлă пулма. Унсăр чаплă профессорсем те, ăста тухтăрсем те, паллă сăвăçсемпе артистсем те, космонавтсемпе Президентсем те ӳсеймен пулĕччĕç.
Вĕрентекен тесенех аслă тĕнчен пур илемне-сăнлăхне пĕрлештерекен хĕвел евĕр çутă та илемлĕ сăнар куç умне ăшшăн тухса тăрать. Унра йăлт пур тĕлĕнмелле çепĕçлĕхпе ăшă сапса тăракан савăклăх та, ырă кăмăллă тараватлăх та, юратнă вĕренекенсем кунсерен ăса çирĕп те тарăн пĕлӳ хывччăр тесе çунса тăни, таса çăл куç евĕр тапса тăракан пултарулăх та, ачаш та çепĕç тĕссен асамлă ялтăравĕ те…
Эпĕ Алешкин-Саплăкри вăтам шкулта вĕренетĕп. Çак шкулти пур вĕрентекен те мана килĕшеççĕ. Шкул та вĕсене пула районта пысăк шайра тăрать. Çавăнпа та шухăш тĕввине тав сăмахĕсемпе пуçлас килет.Тав тăвас çынсем вĕсем — мана ăспа пĕлӳ паракансем: пĕрремĕш учитель, класс ертӳçи, аслă класра тĕрлĕ предметсене вĕрентекенсем тата çав учитель, камран эпĕ пурнăçра тĕслĕх илетĕп.
Малалла
Çумăр çурĕ чарăнмасăр,
Сунчăк айĕнче хула.
Пĕр сăлтавсăр, васкамасăр
Чĕрĕ чун тухмасть тула.
Асфальт, тĕкĕр пек, çап-çутă,
Тавра çаптарса ташлать.
Аслати кĕрлерĕ хыттăн,
Çилĕ чарăнми кашлать.
Çурçĕр иртрĕ. Ыйăх вĕçрĕ.
Çывăрмасть каçхи тĕнче.
Çĕлен евĕр çиçĕм, çиçрĕ,
Эп — çут кĕтес тĕлĕнче.
Турăран хӳтлĕх ыйтатпăр
Пăлхануллă вăхăтра.
Васкаса çурта çутатпăр,
Çунтăр тетпĕр ку хутра.
Çумăр çурĕ чарăнмасăр,
Ислетсе çĕре вăрах.
Хăрататчĕ пире паçăр,
Халь, куратпăр, йăвашрах…
Шурăмпуçĕ кăвакарчĕ,
Кун пуçланчĕ пит хитре.
Вĕç, вĕç, шурă кăвакарчăн
Вĕçсĕр-хĕрсĕр тӳпере.
Ыр хыпар элчи, вĕç, ыткăн,
Вирхĕн сывлăша касса.
Хумханать хирте сар ылтăн
Çын кăмăлне тултарса.
Эс çакна пĕлсе тăр лайăх,
Хĕсĕр мар йăлтах тĕнче.
Вĕç, вĕç эс, ман шурă кайăк,
Тăван ялăн тĕлĕнче.
■ Страницăсем: 1... 91 92 93 94 95 96 97 98 99 ... 796
|
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...