Валериан Антипович Ашкеров 1934 çулхи чӳкĕн 1-мĕшĕнче Тутарстан Республикин Пăва районĕнчи Элшел ялĕнче çуралнă. Чĕмпĕрти культурăпа çут ĕç училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн ялти клубра ĕçленĕ. 1958-1964 çулсенче Çĕпрелти, Пăвари, Чăнлăри (Ульяновск облаçĕ) район хаçачĕсенче вăй хунă.
Ĕçленĕ вăхăтра В.А.Ашкеров И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă.
Çырасса вăл вуннăмĕш класра вĕреннĕ чухнех çыркаланă. Унăн пĕрремĕш сăввисем 1961 çулта «Ялав» журналта пичетленсе тухнă. Çавăнтанпах поэт ытти хаçат-журналпа та тачă çыхăну тытать. Унăн хайлавĕсем «Тăван Атăл», «Пике», «Çил çунат», «Шурăм пуç» журналсенче, «Шевле çути» альманахра, «Сувар», «Канаш», «Урал сасси», «Хыпар» хаçатсенче тăтăшах пичетленеççĕ. Поэт сăввисемпе поэмисем вулакана тăван çĕрĕн пархатарĕ, паттăр çынсен çутă тĕслĕхĕ, çут çанталăк илемĕ пирки тарăн шухăша яраççĕ, чун хавалне ӳстерме пулăшаççĕ.
В.Ашкеровăн паллăрах кĕнекисем: «Асамлă çут çанталăк» (1992), «Вăрман чунĕ» (1994), «Цапля над озером» (2005), «Чĕкеç çуначĕ çинчи телей» (2007).
В.Ашкерова 2005 çулта Раççей писателĕсен союзĕн членне илнĕ.
Хайлавĕсем
Хушма каçăсем
Шухăшсем
Your website, chuvash...
Are you maximizing the potential of your...
Your website, chuvash...
Every day, websites like chuvash....
I recently tried https://killakush...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...
I recently tried https://killakush...
Get more leads for your chuvash...