Георгий Тал-Мăрса


Георгий Тал-Мăрса (Георгий Васильевич Зайцев) 1885 çулхи чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Тутарстан Республикин Пăва районĕнчи Аслă Упи ялĕнче вăтам хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Малтан хăйсен ялĕнчи икĕ класлă шкулта вĕреннĕ, 1909 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулне куснă. 1915 çул пуçламăшĕнче ăна тĕнче вăрçине илсе кайнă, çав çулах Карпат тăвĕсем çинче йывăр аманнă.

1918-1920 çулсенче Г. Тал-Мăрса Хусанти археологи институтĕнче вĕреннĕ, çакăнтах литература ĕçне тытăннă.

Чăваш театрĕнче лартма вăл тăхăр пьеса çырнă, вырăс тата тĕнче литературин классикĕсен хĕрĕх ытла пьесине куçарнă. Оригиналлă произведенисенчен çаксем паллă: сăвăласа çырнă çичĕ пайлă «Силпи» трагеди, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчи çамрăксем çинчен çырнă пилĕк пайлă «Вăйлисен айăпĕ» драма тата «Аттила», «Архайхан», «Кам айăплă?» пьесăсем.

1921 çулхи кĕркунне Г.Тал-Мăрса тăван ялне таврăннă. Атăл тăрăхĕнчи выçлăха пула Çĕпĕре тухса кайнă. Ачинск хулинче педтехникум преподавателĕнче ĕçлеме тытăннă, анчах сасартăк тифпа чирлесе ӳкнĕ те раштав уйăхĕн 7-мĕшĕнче вăхăтсăр вилнĕ.


Хайлавĕсем