Председатель çĕрле


Вăл тăрать — çамрăк çын. Ун ури айĕнче —

Аслă çĕр. Ун çинче — çурхи каç, мĕльюн çăлтăр.

Аллинче — чĕр тăпра. Тĕнчерен тĕлĕнсе,

Çамрăк çын — председатель тăрать.

Ан тив, тăтăр!

Ун çинче — çурхи каç, мĕльюн çăлтăр.

 

Вăл çӳренĕ паян хир тавра. Мĕн иртен

Пуçласа каçченех тĕрĕсленĕ, тĕпченĕ.

Халь тăрать вăл канса, вăл чунтан хĕпĕртет.

Халь вăл лайăх туять: çĕр хăвачĕ çĕкленнĕ!

Кăнтăрла тĕрĕсленĕ, тĕпченĕ.

 

Инçетре тракторсем, Вĕсене парăнать

Аслă çĕр, тулăх çĕр те мĕнпур çутçанталăк.

Уй-хирте çĕнтерӳçĕ юрри янăрать...

Чылайччен ман герой тăчĕ чунĕ канмалăх,

Пăшăлтатрĕ: «Мухтав, çутçанталăк!..»

 

Вара утрĕ киле. Халь ăна килĕнче

Куç хупмасăр кĕтет çамрăк арăмĕ-тусĕ.

Çăлтăрсем тӳперен йăлтăраç киленсе,

Уй-хир урлă мăнаçлăн утать çĕнтерӳçĕ.

Килĕнче — çамрăк арăмĕ-тусĕ.

 

Çĕнтерӳçĕ утать. Шухăшпа пăлханать.

Çĕр хăватла сывлать: «Тулăх пулĕ тырпулă!»

Ешĕл тумлă хире тухакан хапхана

Ват хуралçă уçать.

Вăл сунать: «Ыр каç пултăр!»

Тӳпере

çăлтăр çулĕ каçать ялăм урлă.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Галина Зотова(Александрова) (2013-01-09 20:25:33):

Председателе Çĕнтерӳçĕпе танлаштарни кăмăла кайрĕ. Çапла, иртен пуçласа сĕм çĕрлеччен колхоз уй-хирĕсем тăрăх чупатчĕç пирĕн аттесем!Тăрăшнине кура тырри те ăнса пулатчĕ! Хальхи пек уя тырă тăкса хăварман!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Галина Зотова(Александрова) (2013-01-09 20:25:36):

Председателе Çĕнтерӳçĕпе танлаштарни кăмăла кайрĕ. Çапла, иртен пуçласа сĕм çĕрлеччен колхоз уй-хирĕсем тăрăх чупатчĕç пирĕн аттесем!Тăрăшнине кура тырри те ăнса пулатчĕ! Хальхи пек уя тырă тăкса хăварман!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: