Ӑш вӑркатмӑш


— Тоня, — пӳлĕм алăкне уçнă-уçман мăшăрне чĕнчĕ вăл, — пире виçĕ уйăхшăн ĕç укçи...

Анчах пӳлĕмре сарăлса ларакан çĕнĕ дивана курсан Сашăн куçĕ-пуçĕ алчăраса кайрĕ. «Камăн диванĕ ку? Нивушлĕ Тоня илнĕ? Мĕнле укçапа?» — вĕлтлетрĕ пуçра шухăш. Йĕри-тавра пăхкаларĕ, анчах мăшăрĕ ниçта та курăнмарĕ. Столовăйĕнче пулĕ-ха тесе Саша унталла чуптарчĕ. Алăкĕ хупă. Урăх ниçта та шырама пĕлмерĕ вăл мăшăрне. Ку таранччен никампа та хутшăнсах кайман Тоня йĕп пек çухалнă. Аптранипе командировкăрисем патне те анса пăхрĕ Саша. Вĕсен те алăкĕ питĕрĕнчĕк: кану кунĕсене киле кайнă пулас.

Тĕттĕмленсен çеç таврăнчĕ Тоня киле. Мунча кĕме кайма хатĕрленекен Сашăна ним пулман пек питçăмартинчен чуптуса илчĕ те пакăлтатма пуçларĕ.

— Гришăпа район центрне ларса кайса килтĕм. Диван илсе килме пулăшрĕ те пĕр çур литр эрех илсе ĕçтерме лекрĕ.

Саша Тоньăн пичĕ те кăшт хĕрелнине асăрхарĕ, арăмĕнчен эрех шăрши кĕнине туйрĕ.

— Тоня, кала-ха, ăçтан укçа тупрăн диван илме? Вăл сахал мар тăрать вĕт халь.

— Каллех пуçларĕ хăй юррине, — упăшки çине сиввĕн пăхрĕ Тоня. — Мĕн тума кирлĕ вăл сана мĕн чухлĕ тăни? Диван илнĕ? Илнĕ. Тата мĕн çитмест сана?

— Эп... — тарăхрĕ Саша, — сан упăшку. Арăм ăçта çӳренине пĕлме тивĕç пур-и ман? Ăçтан тупрăн укçа? Нивушлĕ каллех аш сутрăн?

— Эс анчах ĕçлеместĕн вĕт, мана та укçа пачĕç.

— Эп виçĕ уйăхра та пин çурă çеç илтĕм. Вăл дивана илме манăн виçĕ уйăх ĕçлемелле. Эс уйăх хушшинчех телевизорлăх, диванлăх ĕçлесе илнине кам ĕненет?

— Сана анчах тем çитмест! — тарăхмаллипех тарăхрĕ Тоня. — Милици мар пулĕ эс тĕпчеме. Эпĕ пур çемьене туртатăп, вăл — аркатать. — Арăмĕ куççулĕсене шăлма пуçласан Сашăн чĕри çемçелчĕ. Тоньăна хĕрхенес килчĕ, анчах ăшри туйăм хирĕçлерĕ ăна. Кунта ырă маррине туйрĕ вăл.

— Çитĕ йĕрсе, — арăмне вăй-хăват çитерсе ыталарĕ вăл. — Эпĕ санран укçа ăçтан тупнине çеç ыйтрăм. Ман пĕлмелле мар-им-ха ăна?

Упăшкин кăмăлĕ улшăнма пуçлани Тоньăна хăпартлантарчĕ. Кун пек чухне çилле мĕнле сирсе ямаллине те пĕлет вăл.

— Шоферсем ял халăхне вăрттăн хăйăр, шебень сутаççĕ. Укçине пайланă чухне мана та шута илеççĕ. Виçĕ пин пачĕç. Эпĕ ăна пĕтертĕм те ĕнтĕ.

— Виçĕ пин?! — тĕлĕнчĕ Саша. Унтан хăй кĕсьери пин çурă укçипе киле мĕнле вĕçтернине аса илчĕ те ăшĕнче хăйĕнчен хăй тăрăхларĕ.

Мăшăрне шарламарĕ вăл ĕç укçи илни пирки. Тоня сисиччен амăшĕ валли ялти магазинтан тутăр илчĕ те мунча кĕме тухса утрĕ. Тоня хунямăшĕ патне общежитие куçнăранпа та кайман. Хальхинче те мунча район центрне кайса кĕме пулса килех ларса юлчĕ.

Мунча хыççăн ĕçнĕ эрех самаях шăмшакне хавшатрĕ Сашăнне. Вăл кăнтăрлахи хирĕçӳ çинчен те маннă пек пулчĕ, анкă-минкĕленнĕ пуçĕпе Тоня хăйне васкаса çывăратса яма тăрăшнине те асăрхамарĕ.

Çак пăтăрмах хыççăн лăпкă пурăнчĕç Усковсем. Çураки пĕтнĕ хыççăн эрнелĕхе панă отпускпа усă курса Шăмăршăна та хăнана кайса килчĕç. Тоня амăшĕ патне кăштахлăха канма юлнăшăн та хирĕçлемерĕ Саша. Общежитинчи пӳлĕм çеç Тоньăсăр ытла та пушшăн туйăнчĕ ăна. Халиччен хăлхана кĕмен сехет сасси те ăна тарăхтарчĕ. Кĕнеке вулас тесе те пăхрĕ — пуçа нимĕн те кĕмерĕ. Тоня илнĕ çĕнĕ телевизора курас та килмерĕ ун. Мăшăрĕ укçа пирки тĕрĕссине каларăм тесе тупа турĕ пулин те Сашăн ăшĕнче шанманлăх туйăмĕ сӳнмерĕ. Пĕччен чухне пуçа темĕн тĕрлĕ шухăш та пырса кĕрет. Çĕрле те ыйхă килмерĕ упăшкин. Вăл вара вăхăтлăха тесе амăшĕ патне пурăнма куçрĕ.

Амăшĕ патĕнчен таврăннă Тоньăн сăнĕ те çуталнă пек, кăмăлĕ те савăк. Упăшки юлташĕ хăйне кум тăвасси пирки пĕлтерсен савăннине палăртмарĕ.

— Тинех килте иккĕн хирĕлсе лармăпăр. Мана валли юлташ пулать, — хавасланчĕ вăл.

— Хамăрăн та кама та пулин кум тума тахçанах вăхăт. Ача пулсан ĕçсем те нумайланĕç, хирĕçме вăхăт юлмĕ.

Тоня упăшки çине сиввĕнрех пăхса илчĕ те нимĕн те шарламарĕ. Саша та мăшăрне васкатасах темерĕ. Вăхăт çитсен çемье хушăнасса пĕр иккĕленмесĕр шанчĕ вăл.

Олег Николаевсем патĕнче Усковсем пынă чухне халăх йышлă. Олег хăй хулара пурăнать-ха мăшăрĕпе. Сашăпа пĕр урамра ӳснĕрен, пĕр класра вĕреннĕрен кум тума суйласа илчĕ вăл ăна. Çитменнине ачине те хулара халăх нумай пирки Канаш чиркĕвне кайса шыва кĕртме лекрĕ. Халăхĕ кунта та сахалах мар, çапах та хуларинчен аванрах.

— Иртĕр, иртĕр, — хаваспах кĕтсе илчĕ Усковсене Олег мăшăрĕ Нина, — мăшăрупа паллаштарма та васкамастăн, хулана пырсан та кĕрсе курмастăн, — Сашăна алă панă май каларĕ вăл. Анчах Тоньăпа ыталанма хатĕрленсен куçĕсемпе тĕл пулчĕ те тăснă аллисене ланчах ячĕ. — Иртсе ларăр, — терĕ вăл шăппăн урăх вĕсем еннелле пăхмасăр.

Саша хĕрарăмсем пĕрне-пĕри аван пĕлнине тӳрех ăнланчĕ. Ахальтен-им хăнара ялан савăк та шавлă Тоня паян сĕтел хушшинче шăпăрт ларать. Нина çине куç хӳрипе те пăхмасть. Лешĕ те Усковсен еннелле пăхмарĕ: вĕсем пӳртре çук та тейĕн. Мĕнле хура кушак каçнă хĕрсем хушшипе? Сашăна Нина Тоня çинчен темĕн пĕлни паллă. Мĕн-ши? Кун пирки Олегпа калаçма тĕв туса хучĕ вăл. Чăн та мĕн пĕлет-ха Миша Тоня çинчен? Мĕн туса пурăннă вăл хулара? Çак ыйтусем çине хурав илмеллех. Кун пек япала пирки хĕрарăмпа калаçма ырă мар тесе Саша Олегпа урама пирус туртма тухсан ăшĕнче канăç паман шухăша ирĕке кăларчĕ.

— Эп кун пирки нимĕн те пĕлместĕп. Нинăран ыйтса пăхăп, — шантарчĕ çĕнĕ кумĕ.

— Сана, паллах, пурне те каласа парса пăшăрхантарас та килмест, — ăсатма тухнă чухне тытса чарчĕ Сашăна Олег. — Сирĕн çапах та çемье. Анчах вăхăтра пĕлтермесен сан та пурнăçу арканма пултарать. Нина Тоньăна пĕррехинче хăйсен общежитийĕнче курнă. Эрне пурăнчĕ тет вăл унта яшсем патĕнче. Пӳлĕмрен пӳлĕме куçса çӳрерĕ тет. Тата Тоня ку ĕçшĕн укçа та илет иккен.

Çак сăмахсене илтсен Сашăн урисем лĕнчĕрех кайрĕç. Олегран уйрăлнă хыççăн маларах кайнă арăмне те хăваласа çитес темерĕ вăл, амăшĕ патне çул тытрĕ. Тарăхнă вăхăтра хăрушла инкек те туса хума пултарнине ăнланать вăл. Амăшĕ патне çитсен ăшчикне пусарас тесе эрех ыйтрĕ. Анчах лăплану мĕнне пĕлмерĕ ун чĕри. Тоньăпа ирттернĕ кашни саманта аса илме тăрăшрĕ вăл. Диванпа телевизор ун килне мĕнле майпа килсе ларнине те, хăй çулталăк хушшинче мĕншĕн ача ашшĕ пулманнине те ăнланчĕ. Анчах чавса çывăх та çыртма çук.

— Мĕн пулчĕ тата ун пекех, ăшна çунтаран? — ывăлĕ çумне пырса ларчĕ Марья инке. — Ĕçре тем сиксе тухмарĕ пулĕ те?

— Ĕçре мар, анне, ман чĕре çунса тухать. Пĕлетĕн-и кампа пурăннă эп ку таранччен? Пĕлместĕн?! Пĕл, эппин, сан кинӳ камне. Вăл хăй кĕлеткине сутса укçа тăвать! — амăшĕ айăплă пек ун çине кăшкăрчĕ ывăлĕ.

— Илтрĕм-ха командировкăрисемпе катаччи чупать тенине. Пустуй ăмсаннипе калаççĕ пулĕ терĕм.

— Мĕншĕн каламан эс мана ун çинчен?!

— Хам курман-ха та. Çын сăмаххи те ялан чăн пулмасть.

— Юрĕ, халĕ тин ним тăваймăн. Ыран кайса кала эс ăна, суллантăр тухса кунтан. Шăрши-марши те ан юлтăр. Унсăрăн эп унпа мĕн туса хурассине те пĕлместĕп.

Тоньăшăн Сашăн асăрхаттарăвĕсем кирлĕ те пулман. Упăшки Олегпа вăрттăн калаçса тăнине курсанах калаçу хăйĕн çинчен пулнине ăнланчĕ. Саша амăшĕ патне уттарнине курсанах общежитинелле вĕçтерчĕ вăл. Çур çĕр тĕллине пăхмасăрах командировкăрисен пӳлĕмĕн алăкне шаккарĕ.

— Гриша, Юра, Толя, вăранăр-ха часрах.

— Мĕн пулнă тата, — ыйхăран вăратнăшăн кăмăлсăрланчĕç лешсем.

— Ман упăшка щебень сутнине сиснĕ, халĕ милицине пĕлтерме кайрĕ. Тата... эпĕ сирĕнпе пурăннине те пĕлет вăл. Ман кунтан хăвăрт тухса тармалла. Милицисем килсен эсир пĕтĕмпех тунăр, эпĕ те нимĕн те пĕлместĕп. Пулăшăр-ха мана япаласене тиеме.

— Гриша, кайса тапрат машинуна, сан ыран кăнтăрла иртсен кăна рейса тухмалла, — хушрĕ арçынсенчен асли Юра.

Тоньăна япалисене пуçтарма вăхăт нумай кирлĕ пулмарĕ. Арçынсем сĕтел-пукана вырнаçтарнă çĕре вăл хатĕр те. Çапла сывпуллашрĕ вăл Кивкаспа. Саша амăшĕ пынă тĕле пушă пӳлĕмре ывăлĕн япалисем çеç унта-кунта йăваланса выртатчĕç. Тата диванпа вырăн айĕнче виçĕ уйăх хушшинче пухăннă çӳп-çап кунта чăнах та Тоня пурăнни çинчен аса илтерчĕ Марья инкене. Вăл ывăлĕн япалисене пуçтарчĕ те пӳлĕме çуса тирпейлерĕ, савăк кăмăлпа килĕ еннелле утрĕ.

 

Мĕн-ши вăл телей? Чылай çын çак ыйту çине хурав шыранă. Анчах пурин валли те пĕр хурав пур-ши? Çук пулĕ. Мĕншĕн тесен телей тенине кашни хăйне май ăнланать. Пĕри кӳрши тулăх пурнăçпа пурăннине ăмсанать. Тулăх пурнăç вăл телей валли питĕ сахаллине каласа ăнлантарма та çук ăна. Телей вăл, тен, чун-чĕре лăпкăлăхĕ. Чĕре нимĕн пирки те пăшăрханманни, ăш вăркаманни. Çын пурнăç йĕркеллĕ шунăран, ĕç кал-кал пынăран лăпкă пулать. Çакă мар-ши телей?

Çывăракан ачи умĕнче тĕлĕрсе ларакан Лида тарăн шухăшĕсенчен ниепле те хăпаймасть. Лăпкăн çывăракан ачи ыйхă тĕлĕшпе кулса илет.

— Çывăр, ывăлăм, Сашук. Санăн ӳсмелле, аçу пек пысăк та вăйлă пулмалла, — ывăлне çамкинчен чуптурĕ амăшĕ.

Сашук çывăрнă вăхăтра хуралнă япалисене чӳхесе çакас тесе ваннăйнелле утрĕ. Нумай пулмасть ăна çĕнĕ хваттер пачĕç. Лидия Николаевна пур-çук укçине пухса çĕнĕ сĕтел-пукан туянчĕ. Ашшĕпе аслă аппăшĕ пулăшнипе стенкăпа диван илсе лартрĕ, декрет укçи кавирпа палас илме те çитрĕ. Кухньăра вара шăллĕпе ашшĕ хăйсем тĕллĕн ăсталанă шкафсем йăлтăртатаççĕ. Кил-тĕрĕшĕнче кирли пурте пур Лидăн. Савăнмалăх ывăлĕ ӳсет. Пĕрле ĕçлекенсем те манмаççĕ ăна — килсех çӳреççĕ. Качча каяс тесен — çынни те пур. Анчах... ăшĕ вăркать çамрăк хĕрарăмăн. Пуçĕ пĕр евĕрлĕ тума хистесен те — чĕри итлемест. Пĕр шкулта ĕçлекен Всеволод Петрович ăна курнăранпах куç илмест. Сашука та юратать. Шăписем те иккĕшĕн пĕр евĕрех ĕнтĕ: лешĕн те пĕрремĕш мăшăрланăвĕ ăнăçуллă пулман, арăмĕ урăххипе пăрахса тухса кайнă. Ăшĕ çуннă вăхăтра темĕн тĕрлĕ те шухăшласа пăхать Лида. Çавăн пек самантсенче Всеволод килсен вăл пĕрле пурăнма та килĕшĕччĕ. Анчах тунсăх иртсе кайсан Лида каллех аса илӳсен ытамне путать, малтанхи савнийĕпе ирттернĕ самантсене аса илет.

— Эпĕ Сашука ыталанă чухне эсĕ арăмна ыталатăн пулĕ. Ман куççулĕ юхнă чухне эсир арăмупа кулатăр пулĕ, — савни пулнă çын сăнӳкерчĕкне ыталаса каçсерен йĕрет Лида.

Ялтан çыру илнĕ хыççăн Лида канăçлăх мĕнне манчĕ. Сашăпа Тоня уйрăлнине, Марья инке паянхи кун та Лидукшăн хурланнине пĕлчĕ вăл. «Санăн темĕнле упăшку пирки калаçать вăл, — çырнă ашшĕ. — Эс пире систермесĕрех качча каяс çук-ха. Тата аннӳне пытарнăранпа та çулталăк çитмен. Эпир Марьяна нимĕн те шарламарăмăр. Сашук пирки те каламан. Марья каланă тăрăх, ун ывăлĕ мар сана, эсĕ пăрахнă иккен Сашăна. Лидук, кунта темĕскер ырă мар япала пулнă пулас. Килсе кай яла. Сашука та курас килекен пулчĕ. Халĕ ларать те пулĕ ĕнтĕ. Костьăпа иксĕмĕр ятне чупту ăна. Салампа аçу».

Çак çырăва вуланăранпах чĕри вырăнта мар ун. Мĕнле хура кушак чупса иртнĕ Сашăпа иккĕшĕн хушшинче? Кунта Тоньăсăр пулманнине чĕрипе туять-ха вăл. Çапах та чăннине пĕлес килни ăна яла туртать. Ĕнер каç тĕлĕкре те вăл тăван яла, амăшне курнă. Амăшĕ хĕрĕ çине куларах пăхать, анчах Лидук сăмах хушсан амăшĕн сăнĕ çухалчĕ. Ун вырăнне Саша сăнĕ курăнса кайрĕ. Вăл нимĕн пулман пекех Лида çине куларах пăхать, хăй уншăн тунсăхлани пирки калать. Ирхине тӳсеймерĕ Лида, кирлĕрех япалисене пуçтарса чикрĕ те яла кайрĕ.

Кăмăллăн та савăнса кĕтсе илчĕç тăван килĕнче хĕрĕпе мăнукне. Ашшĕ, вĕсем килессе туйнă пекех, чăх пусса хатĕрленĕ. Шăкăл-шăкăл калаçса ларчĕç вĕсем сĕтел хушшинче. Амăшне аса илчĕç, Лида хăй пурнăçĕпе паллаштарчĕ, ялти хыпарсене пĕлчĕ. Сăмах урăххи çине куçассине пурте ăнланчĕç пулин те ăна пĕри те пуçарас темерĕ. Сашук çеç кукашшĕ чĕркуççийĕ çинче хăй тĕллĕн калаçса ларчĕ.

— Саша Усков ялтах-и? — чăтаймарĕ ыйтмасăр хĕрĕ.

— Ялтах. Ĕнер анчах куртăм, вăрмантан пура валли пĕренесем илсе тухрĕ, — тахçанах хатĕрленĕ хуравне сывлăш çавăрмасăр каларĕ Николай Павлович. — Пура тума мана та чĕнчĕ Марья. Витисене çĕнетес тет.

— Каятăн-и?

— Ман ялтах пурăнмалла та, мĕнле пулăшас мар-ха пĕр ял çыннине. Аван та мар.

— Эп ахаль çеç ыйтрăм, атте.

— Лидук, тен, пĕрлешсе те кайăр. Сисетĕп, манаймастăн эс ăна. Ачуна та пĕччен ӳстерме çăмăл мар. Эп нумай пурăнас çук, Костьăн та ӳлĕм хăйĕн çемйи пулĕ.

— Хулара арçын кирлех мар, атте. Вăрман ĕçлес çук, пӳрт лартас хуйăх çук.

— Çапли çапла-ха та, арçын ачана хулара та ӳстерме çăмăл мар-çке. Тĕрлĕ ушкăнпа çыхăнса кайма пултарать. Ашшĕ пур чухнех...

— Качча каяс тесен арçынĕ пур ман. Анчах ĕненместĕп тек вĕсене. Ывăлăмпа çеç пурăнатăп, — ашшĕне пӳлчĕ хĕрĕ.

Хĕрĕ хăй пекех мăнкăмăллине пĕлет вăл. Кӳрентернине манаймасть, çавăнпа та хĕрĕн сăмахĕсем çине хурав памарĕ, суранне татах та тапратас темерĕ. Мăнукне çупăрласа чĕркуççийĕ çинче сиктерсе такмаклама пуçларĕ.

Хĕвел çӳле хăпарсан çеç вăранчĕ Лида. Каçхине час çывăрма выртманран Сашук та амăшĕ çумĕнче лăпкă тĕлĕрет. Амăшĕ вилнĕренпе килти ĕçсене хăех тума хăнăхнă ашшĕ хĕрне вăратман — шелленĕ. Ашшĕ умĕнче нумай çывăрнăшăн хăйне лайăх мар туйса Лида йăпăр-япăр тăрса тумланчĕ, çӳçне тирпейлесе çăвăнчĕ те витресем йăтса пусă патнелле утрĕ.

— Лидук, — чĕнчĕ ăна çав вăхăтра килкартинче вутă çуракан Костя. — Атя паян вăрмана çырлана каятпăр. Кăçал питĕ çырла нумай теççĕ. Сашука та пĕрле илĕпĕр.

— Кайăрах, кайăр, Сашукшăн вăрман сывлăшĕ те, çырли те усăллă, — сăмах хушрĕ ашшĕ те.

Ял вăрманĕнче пулманни чылай пулать Лидăн. Сашăпа çакăнта вĕсем чи малтан юрату çинчен калаçнă. Пĕр-пĕрне ĕмĕр манмастпăр тесе тупа тунă. Çакăнта ăна Саша пĕрремĕш хутчен чуптунă, çакăнта вăл Саша ывăçĕнчен çырла çинĕ. Халĕ акă каллех Сашăпа, пĕчĕк Сашукпа, Сашăн ывăлĕпе. Халĕ вăл мар, Сашук ун ывăçĕнчен çырла çиет, амăшне пĕчĕк аллисемпе чĕпĕтет, çырла татах çиес килнине пĕлтерет.

— Лидук, авă Усков Сашăн тракторĕ. Вите валли пĕренесем турттараççĕ, — аппăшне хулĕнчен тĕкрĕ Костя. — Каяр-и кунтан аяккалла?

— Каяр, Костя, — терĕ те Лида ывăлне урапа çине лартса тĕкме пуçларĕ, шăллĕ хăйпе пĕр шухăшлă пулни аппăшне савăнтарчĕ.

Çул хĕррине çитерехпе тин вăл ял енчен килекен арçын кӳлепине асăрхарĕ. Ун уттине вăл пин çын хушшинче те уйăрса илĕ: çĕр çине ун чăн-чăн хуçи пек мăнаçлăн пусса утать Саша. Ĕçре те вăр-вар, утти те хăвăрт ун. Лида урапана тĕкме мансах килекен арçын çине сăнаса пăхрĕ. Урисене шăнăр хутлатрĕ тейĕн: ниепле те малалла ярса пусаймарĕ. Саша та Лидăпа танлашсан утма чарăнчĕ. Алăри сумкине çĕре лартрĕ, куçĕсемпе урапа çинчи ачана тĕллерĕ. Костя çеç вĕсене чăрмантарас мар тесе ял еннелле пăрăнса утрĕ.

— Салам, — шăппăн сăмах хушрĕ Лида.

Саша Лида каланине илтмерĕ те тейĕн. Сумки çинчен мансах Сашук патнелле утрĕ. Ун умне чĕркуçленсе ларчĕ те ăна куçран тинкерчĕ. Ытти чухне палламан çынсенчен ютшăнакан ача Саша еннелле икĕ аллине тăсрĕ, урапа çинчен тăрасшăн пулчĕ.

— Мĕн ятлă? — аран илтĕнчĕç сăмахсем.

— Сашук.

— Вăл ман ывăл, Лидук. Пирĕн, иксĕмĕрĕн.

— Çук, Саша, вăл ман ывăл. Эсĕ...

— Нимĕн те ан кала, Лидук, — пӳлчĕ ăна Саша. — Вăл ман. Куçĕсем, питçăмартисем, сăмси. Каснă лартнă эпĕ. Манăн çакăн пек сăнӳкерчĕк те пур.

Саша урапа çинчи ачана аллине илсе хăй çумнелле пăчăртарĕ. Куçĕсенчен юхакан куççуль тумламĕсене те шăлмарĕ.

— Лидук, пирĕн калаçмалли нумай, — ачана урапа çине лартнă хыççăн Лида умне пычĕ вăл. — Каçхине эпĕ сирĕн пата пырăп. Халĕ вăрманта ĕçлекенсем валли яла апат илме кайнăччĕ. Вĕсем кĕтсе те ывăнчĕç пулĕ. Каçчен, Лидук.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: