Ӑш вӑркатмӑш


Лида ăна хирĕç нимĕн те чĕнмерĕ, урапине тĕксе ял еннелле утрĕ.

Вăл пӳрте кĕнĕ чухне ашшĕпе шăллĕ сĕтел хушшинче калаçса ларатчĕç, Лида кĕнĕ-кĕмен иккĕшĕ те шăпланнăран сăмах хăй çинчен пынине тӳрех ăнланчĕ.

— Мĕн тăвас тетĕн халь? — ыйтрĕ ашшĕ.

— Пĕлместĕп, атте. Ман шухăшламалла. Халĕ эпир хулана каятпăр. Ăсат пире, Костя.

— Таратăн? Анчах хăвăнтан тараймăн, Лидук.

Хулана çитсен те лăпланаймарĕ Лидия Николаевна. Ăшра икĕ тĕрлĕ шухăш: пĕри Сашăпа пĕрле пулма сĕнет, тепри мăнкăмăллăха çухатма юраманни пирки аса илтерет. Пĕрле пулма килĕшсен пулса иртнине йăлт манмалла. Кăна тума Лидăн çĕнĕрен çуралмалла. Пурнăç вăл хут çинчи ӳкерчĕк мар. Ăна хуратаймăн. Ĕмĕр пĕччен пурăнасси те хĕрарăма илĕртмест. Каçарсан никама та кирлĕ пулман та, çавăнпа Сашăнах тухрĕ темĕç-ши? Сашук çитĕнсен ашшĕллĕ ачасене курсан куççулĕ юхтармалла пулмĕ-ши?

Шухăшсен вĕçне-хĕрне çитеймерĕ Лида. Ялта пулса иртнине манас тесе хваттерне тирпейлерĕ, кĕнеке вуларĕ. Анчах, çилĕм пек, пуçа кĕрсе ларнă шухăшран ниепле те хăпса пулмарĕ. Мĕн пулассине чăтăмсăррăн кĕтрĕ. Шăпине парăнчĕ.

Лида хулана кайнине пĕлсен Сашăн аллисем усăнчĕç. Калама хатĕрленĕ сăмахсене те çăтса ячĕ вăл. Лидук, паллах, ăна кӳреннĕ. Çапах та вĕсен ывăл ӳсет-çке. Ăна ашшĕ кирлĕ. Çук, хальхинче вĕçне-хĕрне тупатех Саша. Нимĕнле спортсменран та хăрамĕ вăл. Ирĕклĕ майпа кĕрешет пулин те калаçса илмеллех унпа.

— Микула пичче, пар мана Лидукăн адресне.

— Темле, те парсан аван, те памасан, — иккĕленсе тăчĕ Микула пичче. — Хăй нимĕн те шарламарĕ те.

Çук, памарĕ Николай Павлович хĕрĕн адресне. Тархасласа ыйтсан та яхăнне те ямарĕ. «Лидăн хăйĕн ку ыйтăва татса памалла», — терĕ.

— Саша, — илтрĕ вăл урама тухсан хăйне такам чĕннине, — ак Лидăн адресĕ. Анчах мана ан сут.

Савăннипе тав тума та маннă Саша савнин адресне чĕри çумне тытса килĕ еннелле вĕçтерчĕ. Ыранах хулана тухса кайма тĕв турĕ вăл.

Хула ял марри такама та паллă. Çавăн чухлĕ çурт хушшинче Лидăна шыраса тупма çăмăл пулмарĕ Сашăна. Юлашкинчен савнийĕ пурăнакан хваттер алăкĕн шăнкăравне пырса пусма хевте çитерчех вăл.

— Эсĕ?! — алăк умĕнче Саша тăнине курсан тĕлĕнчĕ Лида.

Саша вăл ăнтан кайса ун çине пăхса тăнипе усă курса хваттер алăкне шал енчен хупма ĕлкĕрчĕ те ĕнтĕ.

— Эпĕ. Кĕтменччĕ-им?

— Çук, кĕтмен. Сашук çывăрать, ытлашши ан шавла.

— Эпир тĕпелте те калаçма пултаратпăр.

Чылайччен çутă сӳнмерĕ тĕпелте. Сашук пĕрре вăранса тепĕр хутчен çывăрса кайма та ĕлкĕрчĕ. Лидăпа Сашăн калаçăвĕ çаплах чарăнмарĕ.

— Эпир иксĕмĕр те йăнăшнă. Манăн ун чухне сана шыраса тупса тĕрĕссине каламаллах пулнă, — тарăхрĕ Саша. — Эпĕ вара?

— Эсĕ айăплă, эпĕ вара мĕншĕн? Ман айăп мĕнре?

— Хăвăн шăпу, пирĕн телей, пулас ача çине алă сулнинче. Аннӳне пытарма пырсан та манпа курса калаçас темен эсĕ. Çапла çав вăл пĕр-пĕрне ăнланмасан.

— Тавтапуç аса илтернĕшĕн. Сирĕн туй кĕрленĕ вăхăтра манăн сирĕн пата пырсан мĕн темеллеччĕ? «Акă эпĕ унăн чăн-чăн арăмĕ, паллашăр!» Çапла-и?

— Ун чухне тĕрĕссине пĕлнĕ пулсан Тоньăна кăларса янă пулăттăм. Пĕр-пĕрне чунра мĕн пуррине калама именни, пĕр-пĕрне ăнланмасран хăрани çакăн пек инкек патне илсе çитерме пултарать пурнăçра.

— Ăçтан пĕлнĕ-ха эпĕ Тоня сан пата ман пирки çавăн пек çыру çырса янине? Санăн вара чăннипех те тĕрĕслĕхе шыраса тупмаллах пулнă. Мĕншĕн манран ыйтса пĕлмерĕн ман çинчен? Мĕншĕн саншăн ют çын сăмаххи çывăхрах пулчĕ?

— Хирĕçнипе иртнине тавăрма çук. Тоня мĕнле хĕрне пĕлнĕ-çке эсĕ, Лидук. Мĕншĕн çыхланнă унпа? Мĕншĕн яла пĕрле илсе пытăн?

— Чăнах та, иксĕмĕрĕн тĕл пулса калаçмаллах пулнă пирĕн. Анчах халĕ тин нимĕн те тăваймăн, — килĕшрĕ Сашăпа Лида.

Иккĕшĕ уйрăлса кайнин чăн-чăн сăлтавне пĕлчĕ пулсан та Лидăн чунĕ лăпкă мар. Темĕн кĕшĕклет ăна, темшĕн чĕри сиксе тухасла тапать ун. Ытла та нумай куççулĕ юхнă, куç хупмасăр иртнĕ каçсем те сахал мар пулнă. Амăшĕн савăнăçне те вăл пĕчченех туйнă. Мĕнле манмалла çакна пĕтĕмпех? Чунри кӳренӳ туйăмĕ сӳнмерĕ-ха.

Саша Лидăна васкатасшăнах пулмарĕ. Иртнине манса пурнăç çĕнĕрен пуçлас пулсан вăл Лидăна тек нихçан та кӳрентерес çук, çын сăмахне те ĕненес çук. Мĕнле çавăрмалла Лидăна? Мĕнле майпа ывăлне ашшĕллĕ тумалла?

Çук, ăнлану пулмарĕ вĕсен иккĕшĕн хушшинче. Кашни хăй кӳренĕвне çиеле кăларчĕ, айăпне йышăнчĕ пулин те çураçупа вĕçленмерĕ çак кĕтнĕ калаçу. Кашни хăйне тĕрĕс тесе шутларĕ, теприне ăнланма тăрăшмарĕ.

Яла таврăнсан та ывăлĕпе пĕрремĕш юратăвĕн сăнарĕсем Саша асĕнчен каймарĕç. Пулса иртнĕ калаçу пирки амăшне тĕпĕ-йĕрĕпе каласа панă вăл. Тунă йăнăшсемшĕн хăйне ӳпкелени те ăна çăмăллăх кӳмерĕ. Вите тăвасси пирки те, ĕçе çӳресси пирки те манчĕ. Хуйхине эрех ĕçсе пусарма тăрăшсан та усси пулмарĕ. Ӳсĕрпе хăйне çăмăллăн туйрĕ, тепĕр кунне чĕре суранĕ каллех ыратрĕ. Саша ăна каллех эрехпе «сиплерĕ», вăхăтлăха та пулин ун çинчен манма тăрăшрĕ.

— Ара, ывăлăм, пĕтетĕн вĕт капла, ма ĕçен-ха пĕрмай, — ывăлне вăрçрĕ амăшĕ. — Эрехпе манас тетĕн-и пулни-иртнине? Хăвна кăна пĕтерен вĕт.

— Анне, ман пурнăç сӳннĕ. Тек никама та кирлĕ мар эпĕ, — пулчĕ хурав.

Тепĕр кунне те, эрнерен те чарăнмарĕ Саша ĕçме. Ĕçчен те сăпайлă арçынран çавăн пек сӳсленчĕк пулса кайнине ял-йыш курчĕ пулин те, никам та нимĕн те шарламарĕ. Хăшĕсем хушша-хуппа кĕрес мар терĕç, теприсем, Марья инкене кӳреннисем, савăнчĕç. Микула пиччешĕн çеç ку хăрушă хыпар пулчĕ. Марья инкепе калаçнă хыççăнах вăл хĕрĕ патне çыру çырма ларчĕ.

Лидăн та пурнăçĕ пĕр пек иртрĕ: кунсерен ачипе уçăлса çӳрерĕ, пӳртре-çуртра тирпейлерĕ, апат пĕçерчĕ. Кашни кун пĕр евĕр иртни йăлăхтарчĕ те ăна. Анчах ывăлне алла илсе выляса илет те пĕтĕм асапĕ иртнине туять. Халиччен чирлесе аптратманччĕ-ха Сашук. Анчах çак кун, уçă сывлăшра нумайрах çӳренине пула-ши, каç енне Сашук вĕриленме пуçларĕ. Ывăлĕ çывăраймасăр асапланнине курсан амăшĕ «васкавлă пулăшу» чĕнчĕ. Врач ачана итленĕ хыççăн ӳпкене илни пирки каларĕ, амăшĕпе ачине тӳрех больницăна ăсатрĕç.

Палатăра тăватă хĕрарăм вĕсем. Пурин те алăри ача. Хăнăхма çăмăл пулмарĕ вĕсене пĕр-пĕринпе. Ачи çывăракан амăшĕ вылякан ача амăшĕ çине сиввĕн пăхкаларĕ, ачине чарма ыйтрĕ. Хĕрарăмсенчен иккĕшĕ чăваш пулчĕç. Лида пыриччен виççĕшĕ пĕрле чылаях пурăннă курăнать: малтанах ун çине пурте тĕпчесе пăхрĕç. Майĕпен хăнăхса пычĕç. Вырăс хĕрарăмĕ пушшех те Лида еннелле туртăннă пек туйăнчĕ. Вĕсем иккĕшĕ те час-часах хăйсен ачисем çинчен калаçса ларчĕç.

— Зоя, кун патне те никам та килмест, — илтрĕ пĕррехинче Лида вырăс хĕрарăмĕ палатăран тухса кайсан икĕ амăшĕ чăвашла калаçнине. — Ку та качча кайман пулас.

— Кам пĕлет вĕсене, таçта йăванса çӳресе тупаççĕ те ачисене кайран йĕркеллĕ çемьесене уйăраççĕ, — Лидăна чăвашла пĕлмест тесе пакăлтатрĕç икĕ хĕрарăм.

Лида чĕнмерĕ. Хирĕç хуравласа калама сăмах та пулмарĕ ун. Качча каймасăр ача тунă хĕр халăхра хисепре маррине пĕлет вăл. Çавăнпа ашшĕ сăмахĕсемпе те килĕшес килет ун. «Ачуна пĕччен мĕнле ӳстерес тетĕн, хĕрĕм? Саша Усков эрех пички ăшне кĕрсех ӳкрĕ ĕнтĕ. Ачун ашшĕ куç умĕнчех çапла пĕтнине мĕнле чăтан эсĕ? Алла кĕнĕ телейне мĕншĕн тартан? Иртнипе пурăнаймăн. Малашнехи çинчен шухăшла», — çырнă ашшĕ. Вăл юратакан Саша çапла ĕçке ярăнасси пирки нихăçан та шухăшламан. Вăл, хĕрарăм, асап тӳссе ирттерчĕ пулсан, арçыннăн çĕнтермеллех ăна. Анчах Саша пурнăç çине алă сулнă. Хуйхине эрехпе пусарма хăтланать.

Больницăран тухсанах Лида яла тухса кайрĕ. Яланхи пек, тăван килне каймарĕ вăл: Усковсен алăкне хăюллăн уçрĕ. Вăл пынă чухне Марья инке килкартинчеччĕ-ха: çӳп-çапа шăпăрпа шăлса тасатать. Ача йăтнă Лида кĕрсе тăрсан савăннипе хыпкаланса ӳкнĕ хĕрарăм вĕсем тавралла кускалама пуçларĕ.

— Мĕнле килме пĕлтĕр, ай тур-тур. Атьăр-ха пӳрте. Саша та килтехчĕ.

Вĕсем пӳрте кĕнĕ чухне Саша вырăн çинче выртатчĕ.

— Саша ывăлăм, тăр-ха, кам килчĕ пирĕн пата? — Марья инке савăннипе пӳрт тăрăх кускаларĕ. Лидăна пукан та сĕнсе пăхать вăл, ывăлне те ыйхăран вăратасшăн силлет, мăнукĕпе те калаçса илет. — Чи телейлĕ çын эпĕ паян çĕр çинче, чи телейлĕ çын.

Лида ачине ашшĕ çумне лартрĕ те хывăнма пуçларĕ.

— Саша тăриччен сĕтел хатĕрлер-ха, Марья инке... анне, — шăппăн каларĕ вăл хунямăшне.

— Хатĕрлер çав, кин, хатĕрлер. Сирĕн те çул çинче хырăм выçрĕ пуль.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: