Çавраҫил :: Вунвиҫҫӗмӗш сыпăк


— Тавах сире, Матвей Александрович. Эсир маншăн мĕнле тăрăшнине Сергейпе Иван йăлтах каласа пачĕç. Ĕмĕрне манмăп.

Председатель Хрестука хăйĕн тăван хĕрне ачашланă пек лăпкаса ачашларĕ.

— Сергей йăнăшмарĕ апла...

— Эпĕ мар, Матвей Александрович, эсир йăнăшмарăр. Иванпа иксĕмĕре шанса янăшăн тавах сире, — терĕ те Сергей, хĕвĕнчи наганне кăларчĕ. — Эсир кăна илме хушмарăр, анчах та эпĕ ăна илтĕм. Çынна пемен, утарçă йыттине çеç вĕлернĕ. Манăн мар, аттен вăл. Тинех ку япала пире кирлĕ мар. Илĕр. — Сергей наганне Казакова пачĕ.

— Хальлĕхе, çамрăк тусăмсем, Сергейпе Иван, çак паттăрла ĕçшĕн сире хам ятпа тав тăватăп, малашне мĕн тумалли курăнать унта.

— Матвей Александрович, иккĕшне те комсомол ретне илмелле вĕсене, — тӳсеймесĕр персе ячĕ Хрестук.

— Курăнать, Хрестук, курăнать. Тен, пысăкрах чыса та тивĕç вĕсем. Акă, Иванăн, сăмахран, мĕншĕн тӳрех парти кандидатне кĕмелле мар?

Çутăлсах пычĕ. Пурте ял Советне кĕчĕç. Председатель шухăшласа тăчĕ: мĕн тумалла? Иванпа Сергей çывăрман, Хрестук йăлтах ĕшенсе çитнĕ. Вĕсен киле кайса çывăрмалла. Анчах та Уçăпне, районтисемпе калаçса татăлмасăр, киле яма юрамасть — вăл ялтан каллех тухса тарĕ те — шыра вара.

— Хрестук, эсĕ килне кайса канма пултаратăн, — теме çеç ĕлкĕрчĕ Казаков, хĕр ăна çавăнтах пӳлчĕ:

— Çук, Матвей Александрович, эпĕ пĕччен каймастăп. Çынсем кĕтӳ хăвалама тухсан, пурте пĕрле халăх умне тухатпăр. Пирĕнпе пĕрле çак ирсĕр çынна, Уçăпа та курччăр.

Ял Советне малтан Степанов, унтан Санюк вырăнне кĕтӳ яма кайнă Мария Федотовна килчĕç. Икĕ хĕр, икĕ комсомолка, пĕр-пĕрне ыталарĕç, чĕререн хĕпĕртерĕç.

Часах Хрестук амăшĕ вăркăнса кĕчĕ. Пăхрĕ — хăй куçĕсене хăй те ĕненмерĕ: ун умĕнче тăван хĕрĕ чип-чипер, мĕнле пулнă, çапла тăрать. Вăл хĕрĕ патне ыткăнчĕ, ăна ыталаса илчĕ, йĕме пуçларĕ, унтан Уçăп патне утса пычĕ те пичĕ çине лачлаттарса сурчĕ.

— Намăссăр! Кĕççе пит! Ман ылтăн пек хĕре мăшкăллама шутларăн-и?! Акă сана! —Хĕрарăм вăйĕ çитнĕ таран Уçăпа енчен енне çупкă пачĕ, вара председатель енне çаврăнчĕ. — Матвей Лександрч, кĕтӳ хăвалама килнĕ хĕрарăмсем саланмаççĕ. Хрестука та, ăна хăтарнă паттăр йĕкĕтсене те, акă, çак шуйттанне те пĕтĕм халăх курасшăн. Манăн чĕппĕм таса иккенне пĕтĕм ял пĕлтĕр. Ун пирки халăхра усал ят ан пултăр.

Канашларĕç. Килĕшрĕç. Мария Федотовна кĕтӳ хăвалама килнĕ çынсене ĕç мĕнле пулса иртнине, Сергейпе Иван Хрестука ăçта тата мĕнле хăтарнине каласа пачĕ. Нумайăшĕ пĕççисене шарт! çапрĕç. «Ах, турă, ах, турă! Мĕнле чăтнă! Мухтав Хрестука! Пур хĕрсен те Хрестук пек паттăр пулмалла!»— терĕç.

— Кăна, эсреметне, тĕрмене!

— Ĕмĕрлĕхе!

— Ытла пысăка хапсăннă! — тесе кăшкăрчĕç. Пĕри, туя тытнă карчăк:

— Якку аттене те эсех пĕтертĕн. Чиркĕве те эсех хуптартăн. Турă çапла çав вăл. Пурне те курать, пурне те илтет. Турă тытрĕ иккен сана! — тесе, туйине çĕклерĕ, унпа Уçăпа юнарĕ.

 

Учительница хваттерĕнче

Кĕтӳ яма кайнă çынсем саланма пуçласан Степанов, Мария Федотовна хушнипе, Иван патне пычĕ.

— Иван, айта-ха пирĕнпе пĕрле. Санпа калаçмалли пур, — терĕ вăл тарçă йĕкĕте.

Лешĕ сенкер куçĕсемпе кăнн! пăхрĕ.

— Ăçта?

Çак самантра учительница пырса тăчĕ те:

— Эпир сана начар çĕре чĕнместпĕр, —тесе пĕлтерчĕ.

— Эпĕ начарринчен хăрамастăп.

Çынсем саланса пĕтсен, вĕсем, виççĕшĕ, Мария Федотовна пурăнакан çурт еннелле утрĕç. Малтан учительница чупса кĕрсе кайрĕ.

— Эпĕ халех, — тесе хăварчĕ.

Кил хуçи хĕрарăмĕ тĕпел кукринче апат-çимĕçпе айланать.

— Санюк, пирĕн пата хаклă та ятлă-сумлă хăнасем килчĕç. Пăшăрханса ан ӳк. Эпĕ халех чĕнсе кĕретĕп вĕсене, эсĕ мĕн пур пеккине хатĕрле кунта, — терĕ те Мария Федотовна, çийĕнчех каялла чупса тухрĕ.

— Тархасшăн. Кĕрĕр.

Кĕчĕç. Ир-ирех пулин те, пӳрт ăш-чикки тирпейлĕ. Алăк патĕнче йывăç кравать пуçне вырăн пуçтарса-купаласа хунă. Краватьне те, вăрăм саксене те килте тĕртсе тунă йăрăмлă-йăрăмлă палассемпе витнĕ, чӳречесене чечексем тĕрлесе ӳкернĕ шурă каррисемпе, турăшне тĕрĕллĕ вăрăм питшăлисемпе карнă, хăйăрпа çунă урайĕ шап-шурă. Алăкран кĕнĕ çĕре палас сарса хунă.

— Сывах-и хуçисем? Телей те пархатар пултăр ку çуртра, — терĕ Степанов.

Ним тума, ним калама аптăраса ӳкнĕ Санюк:

— Ну, сана, Мари. Пĕр асăрхаттармасăр çакнашкал хăнасене илсе килмелле-и киле? — терĕ.

— Каçар, Санюк. Юриех çапла турăм. Эпир еплерех пурăннине мĕнле пур çапла курччăр. Хăйсем те ĕç тумĕпех вĕсем. Иван, авă, авалхи хресчен ывăлĕ пекех тумланнă.

— Каçхине эпир Сергейпе разведкăра пулнă. Çавăнпа çакнашкал тăхăнма тиврĕ, — пĕлтерчĕ Иван.

— Эсир капла алăк патĕнче мар-ха, акă çакăнта иртсе ларăр, — хушрĕ кил хуçи, вăрăм сак çине кăтартса.

— Тавах. Килтĕмĕр пулсан, ларсах каяр эппин. Айта, Иван, хуçисене сума сăвар.

Арçынсем Санюк кăтартнă вырăна пырса ларчĕç.

Мария Федотовна пĕр самантрах кил хуçине икĕ йĕкĕт Хрестука мĕнле хăтарнине каласа пачĕ. Ку хыпар Санюка тĕлĕнтерсе-савăнтарса пăрахрĕ.

— Эй, турă. Каларăм вĕт сана ку Сергей ĕçĕ мар тесе. Ăçтан çаврăнса килнĕ пулать-ха леш мурĕ?

— Часах пĕлетпĕр. Паян яла милицисем килеççĕ. Унччен Уçăп чул сарайĕнче ларать. Комсомолецсем хураллаççĕ ăна, — пĕлтерчĕ Степанов.

— Текех тарма памалла мар. Ку тискер ĕçшĕн судпа айăплаççĕ пуль ăна? — хăйне алла илме пуçларĕ Санюк.

Иван вара куç сиктермесĕр кил хуçине сăнарĕ. Çав тери чипер те ятуллă пилĕк-çурăмлă хĕрарăм иккен вăл Санюк. Пĕвĕпе вăтамран та çӳллĕ. Хура çӳçлĕ, хура куçлă. Тулли кăкăрĕ саппун умне мăкăртса тăрать. Туртса çыхнă саппун кантри çинçе пилĕкне уйрăмах илем кӳрет. Тӳрĕ урисем кĕрнеклĕ. Мĕнле асăрхаман-ха ăна Иван халиччен.

Хĕрарăмсем калаçнă хушăрах сĕтел çине майлаштарчĕç. Пĕчĕк чĕреспе сăра та, çур литр эрех те, стакансемпе пĕчĕк çеç черккесем те, хуплу тата ытти те пур унта.

— Ну, хаклă хăнасем, сĕтел хушшине куçса ларма сĕнетпĕр сире. Паян пирĕн пĕр харăсах виçĕ праçник пулма кирлĕ, — тесе пĕлтерчĕ те учительница, Михаил Степанович çине пăхрĕ. — Пĕрремĕшне, Михаил Степанович, эсĕ пĕлтер. Эпĕ ун пирки никама та çур сăмах каламан.

Степанов ура çине тăчĕ.

— Эпир, тусăмсем, Мария Федотовнăпа иксĕмĕр пĕрлешсе çемьеллĕ пулма калаçса татăлтăмăр. Унăн ашшĕ-амăшĕсем килĕшсен, вăл ман патăмра пурăнма пуçлать. Çав ятпа пурне те черккесене шаккаса ĕçме ыйтатăп, — тесе пĕлтерчĕ вăл.

Унччен те пулмарĕ, Иван:

— Иӳçĕ! Йӳçĕ! —тесе кăшкăрса ячĕ.

Мĕнех, йĕрки çапла. Пулас çĕнĕ мăшăр чуп турĕç. Санюкпа Иван, вĕсене телейлĕ пурнăç сунса, ыттисемпе пĕрле черккесене пушатрĕç.

— Пирĕн иккĕмĕш праçник вăл — Иванпа Сергей паттăр та хăюллă комсомолкăна, Хрестука, тыткăнран хăтарни.

— Тата, — пӳлчĕ Михаил Степанович, — çав разведчиксем тăшман тылĕнчен «чĕлхе», урăхла каласан, Осип Озерова тытса килни. Виççĕмĕшне кам пĕлтерет? — йĕри-тавра пăхрĕ Степанов.

Пĕр самант шăпăртах тăчĕç.

— Кунта, ман шутпа, Михаил Степанович, е санăн, е манăн ум сăмах калама тивет. Вара хăйсенчен ыйтмалла. Пулать-и çав виççĕмĕш праçник паян е çук-и? Эпĕ иккĕленместĕп: пулатех!

— Мария Федотовна, ум сăмахне хăвах кала—хушрĕ Степанов.

— Апла пулсан, итлĕр. Акă, эпĕ ĕнтĕ Санюк патĕнче миçемĕш çул пурăнатăп. Тĕлĕнетĕп эпĕ унран. Шутсăр сăпайлă хĕрарăм вăл. Нумай калаçмасть, хăйне çирĕп те килĕшӳллĕ тытать. Аллисем вара чăннипех ылтăн алăсем. Мĕнле кăна ĕçе тытсан та пултарать. Арçын ĕçне те, хĕрарăм ĕçне те пĕр тан ăсталăхпа тăвать. Апат-çимĕç пĕçерессипе те, çĕвĕ çĕлессипе те, çи-пуçа çăвассипе те, пӳрт ăшчиккине тирпейлессипе те — пур тĕлĕшпе те ялта пĕр хĕрарăм.

— Чим-ха, чим, Мари, — пӳлчĕ ăна кил хуçи, — ку тата мĕншĕн? Мĕне, кама кирлĕ ку япала?

— Ку-и, ку вăл йăлтах Ивана кирлĕ. Унсăрăн вăл сан çинчен ним пĕлмесĕрех пурăнать. Ĕнер ял Советĕнче итлесе лартăм та, шутсăр хĕрхенсе пăрахрăм ăна. «Мана тарçă ятне илтсе пурăнма çăмăл-им? Ăçта кайса кĕмелле мăн? Хулана тухса каясшăн та, юлташсем çук», —тет. Степанов калаçăва хутшăнчĕ.

— Чăнах та, Иван, мĕншĕн хулана тухса каймалла-ха сан? Акă, эпир Марипе пĕрлешсен, Санюк каллех пĕччен тăрса юлать. Пĕччен пурăнасси çăмăл пуль тетним ăна? Тарçăра пурăнмалли кунсен шучĕ вĕçленчĕ. Эпир ăна Совет влаçĕ ячĕпе хамăр ялта çак кунсенчех пăрахăçлатпăр. Эпир Марипе мĕн калас тенине иксĕр те ăнланатăр пуль тетĕп. Вăраха ямасăр, паян-ыранах пĕрлешмелле сирĕн. Иксĕр те сывлăхлă, иксĕр те маттур, ĕçе юратакансем эсир.

Учительсем мĕн каланине Иванпа Санюк пуçĕсене усса итлерĕç, çав хушăрах пĕр-пĕрин çине те пăха-пăха илчĕç. Пĕр самант пӳртре шăплăх тăчĕ. Иван лайăхах ăнланать: кунта сăмаха унăн пуçласа каламалла. Анчах мĕнрен пуçламалла-ха ăна? Шӳтлерех тытăнсан, аванрах пек туйăнчĕ йĕкĕте.

— Мария Федотовнăпа Михаил Степанович, сире ачасене вĕрентме çеç мар пуль, евчĕ пулма та вĕрентнĕ пуль, — тесе хучĕ вăл.

Чăнах та пурте кулса ячĕç.

— Çапла пек туйăнать-и?

— Туйăнать кăна мар, чăнах çапла. Леш, хам ĕмĕрте çитмĕл хĕре качча патăм, çĕр йĕкĕте авлантартăм тесе мухтанакан Кĕтерне карчăкран та ăста эсир, — малалла тăсрĕ Иван.

Каллех кулчĕç.

— Кĕтерне карчăк суйма ăста теççĕ. Эпир вара йăлтах чăннине каларăмăр. Тĕрĕс-и, Санюк? — хăйĕн кил хуçи çине пăхрĕ учительница.

— Эсĕ ман пирки мĕн каланин чĕрĕкĕн чĕрĕкне те тăмастăп эпĕ, — вăтанарах тавăрчĕ Санюк.

— Çук. Санюк, Мария Федотовна сан пирки йăлтах тĕрĕсне каларĕ. Анчах веçех каламарĕ. Эсĕ ялта чи таса, чи сăваплă, никампа та ятна яман хĕрарăм иккенне лайăх пĕлетĕп эпĕ. Тĕрĕссипе, çак ыйтупа эпĕ тахçанах сăмах хускатма шутланă санпа, анчах та хăранă, —терĕ Иван.

— Хăракан йышшиех пуль... — пăшăлтатрĕ Санюк.

— Шӳтлеме, çăвар карма эпĕ ятлă-сумлă хĕрсенчен те именместĕп. Мĕншĕн тесен эпĕ вĕсене пĕрех кирлĕ мар. А вот санпа çăвар уçса калаçма чăнах шикленнĕ. Мария Федотовнăпа Михаил Степанович сĕтĕрсе кĕмен пулсан, эпĕ сан пата кунашкал çи-пуçпа мар, лайăххипе те кĕме хăяс çукчĕ, — терĕ Иван.

Сăмахсем çыхăнма, лăпкă шыв пек тикĕс юхма пуçларĕç. Степанов хăй кайсан, ыттине чĕкеç чĕлхеллĕ Мария Федотовна майлаштарасса, Иванпа Санюка килĕштерессе, вĕсене пĕр-пĕринпе пĕрлешме сăмах партарасса çирĕп шанчĕ. Унсăрăн вĕсем Михаил Степановичран вăтанса-именсе тăма та пултараççĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5