Çавраҫил :: Вунвиҫҫӗмӗш сыпăк
— Эсир, тусăмсем, каçарăр-ха. Манăн ял Советĕнче ĕçсем нумай, вĕçне çитиех калаçса татăласса шанатăп, — тесе, Степанов кайма тăчĕ.
— Çук, капла мар, Михаил Степанчă. Иванпа пĕрле килнĕ, пĕрлех каятăр, — чарчĕ ăна кил хуçи.
— Санюк тĕрĕс калать. Эпĕ каçпарах килетĕп. Мария Федотовна та килтех пултăр. Хальлĕхе чипер юлăр, —ура çине тăчĕ Иван.
Учительница арçынсене хапхаран тухичченех кăмăллăн ăсатса ячĕ.
Тарье лавкка уçать
Тарье çĕрĕпех ăшаланса выртрĕ, енчен енне пĕтĕрĕне-пĕтĕрĕне çаврăнчĕ: кĕçĕр çĕрĕпех ывăлĕ таврăнманни канăç памарĕ ăна. Тем те, тем те шухăшларĕ вăл, анчах пĕрин вĕçне те çитеймерĕ.
Ирхине выльăхсене те урама хăех хӳтерсе кăларчĕ, вĕсене хăваласа яма Ольăпа Вовăна хушрĕ, хăй хапха умĕнчех тăрса юлчĕ. Акă, кĕтӳ ялтан тухса кайрĕ ĕнтĕ. Анчах мĕншĕн-ха çынсем каялла анмаççĕ? Чылайччен тăчĕ Тарье. Сергей йăмăкĕпе шăллĕне икĕ аллипе çавăтса аннине курсан, чунĕ кĕнĕ пек пулчĕ ăна. Анчах та çавах-и-ха ку? Мĕншĕн ун çинче кивĕ тум, урисенче çăпата, хыçĕнче кутамкка? Мĕне пĕлтерет ку?
Вова тетĕшĕ аллинчен вĕçерĕнчĕ те амăшĕ патнелле чупрĕ.
— Анне, анне, Сергей тетепе Иван тете Хрестук аппана тупса килнĕ. Ăна вăрласа кайнă çыннине те тытнă. Эпĕ хам куртăм. Леш, Кăтра Уçăп текенни вăл. Сергей тетепе Иван тетене пĕтĕм ял мухтарĕ, — вĕçĕмсĕр калаçрĕ Вова, амăшĕ умĕнче сиккелесе.
Хрестукпа амăшĕ урампа савăнăçлăн кулса-калаçса аннине курсан, Тарье васкавлăн кĕрсе кайрĕ.
Сергей картишне кĕме кăна ĕлкĕрчĕ — ун умне амăшĕ тухса тăчĕ.
— Ăçта пултăн? Тĕрĕсне кала.
— Ăçта кирлĕ — çавăнта, — кĕскен тавăрчĕ ывăлĕ. Сергей шăллĕпе йăмăкне пуçран шăлса илчĕ те. — Эсир пӳрте кĕрĕр-ха, сире кунта юрамасть, — терĕ. Ольăпа Вова" тетĕшне амăшне итленĕ пекех итлеççĕ. Вĕсем, крыльцана хăпарса, шала кĕрсе кайрĕç.
— Апла, сана çав пĕлетке тăван килтен те хаклă-и? Вăрласа намăс кăтартнă хĕре çĕр хута тĕнче тăрăх шыраса çӳретни?
— Ăна никам та намăс кăтартман. Хрестук таса хĕр. Текех ун пирки сăмах хускатнă ан пултăр, — тесе аллине сулчĕ те Сергей, картишĕнчи пĕчĕк пӳрт еннелле утма тăчĕ, анчах ун çулне амăшĕ пӳлчĕ.
— Ĕнерхи каç Иванпа ывăлсем лашипе ăçта пултăн?
— Нĕркечре. Эс килĕшсе килнĕ аллă пин кирпĕче пăрахăçларăм. Текех вĕсем кунта килмеççĕ. Мĕн илсе килнине те каялла леçетĕп, —татăклăн, çирĕппĕн каларĕ Сергей.
— Апла, эсĕ аннӳ пуçĕ урлă сикме пуçларăн-и?! —кăшкăрчĕ Тарье.
— Эсĕ мĕншĕн атте пуçĕ урлă сикетĕн? Ан чăрмантар мана. Эпĕ çывăрма каятăп, —терĕ те Сергей, амăшĕнчен пăрăнса, вите çине улăхса кайрĕ, чаппанпа витĕнсе, типĕ улăм çине выртрĕ.
Çиллине ниçта шăнăçтарма пĕлмен Тарье, хăй тĕллĕн мăкăртатса, картиш тăрăх утма пуçларĕ.
Халиччен хӳшĕре выртнă Чикан йăваланса тухрĕ те, сăнчăрне чăнкăртаттарса, хуçи патне чупса пычĕ, ун тăрăх сикме пуçларĕ. «Ак, сан пек хура шуйттан вырнаçнă вĕсен ăшне. Ку Сергейĕ ашшĕнчен те усал пулать. Лавккана советсем питĕрчĕç тесе суйрĕ вăл мана. Вĕсем пулсан, халиччен тахçанах килмелле». Çапла мăкăртатрĕ те хуçа арăмĕ, пĕчĕк пӳрте кĕрсе кайрĕ, унтан часах мăлатук, клеще, пăта кăлармалли авăнчăк тимĕр илсе тухрĕ. «Иккĕмĕш çăрине халех çапса çĕмĕретĕп те лавккана уçатăп», — тесе калаçса, Тарье урамалла тухрĕ. Çаксене йăлтах итлесе выртнă Сергей вите çинчен вăшăл-вашăл сиксе анчĕ — амăшĕн çулне пӳлсе те лартрĕ.
— Мĕн тăватăн?
— Лавккана уçап.
— Ан ухмахлан!
— Пăрăн! Унсăрăн мăлатукпа пуçна çапса шăтарап!
— Совет çăрине çĕмĕрсе, тĕрмене лекес тетне? Миçе ачана тăлăха хăварас тетĕн? Казаков Шупашкара кайнине пĕлетĕн-çке. Вăл таврăнсан, Совета чĕнтерсен, мĕн калăн? —Амăшĕн урса кайнă çиллине кăшт та пулин пусарма тăрăшрĕ Сергей.
Çук, нимĕн те пулăшмарĕ, ним те хăратмарĕ ăна. Сергее айккинелле тĕртсе ячĕ те малалла утрĕ, лавкка крыльци çине хăпарса тăчĕ. Ывăлĕ ун хыççăн каймарĕ, урамра амăшĕпе çапăçас темерĕ. Çынсем курсан (вĕсем кураççех) мĕн тейĕç? Сергей амăшне хĕнет тесе, пĕтĕм яла сăмах сарĕç. Ку намăса ăçта хумалла?
Тарье пысăк çăрана пĕр самантрах çапса çĕмĕрчĕ. Тепĕрне хăй уççипе уçрĕ, вара лавккана кĕрсе кайрĕ. Часах вăл Сергей çапса лартнă тимĕрсене те хăпăта-хăпăта илчĕ, вĕсене никам тупмалла мар çĕре пытарса хучĕ. Вара çине тап-таса хура пурçăн халат тăхăнса ячĕ те стойкăсем хушшипе утма пуçларĕ. Кун каçа çирĕм-вăтăр çын кĕрсе тухрĕ, хăшĕ-пĕрисем вак-тĕвек япаласем туянчĕç. Чăваш Яшмипе Тутар Яшминче кăнтăрла тĕлнех сăмах сарăлчĕ —Сахар арăмĕ каллех, вăрçă вăхăтĕнчи пек, лавккара хăй пĕр-пĕччен хуçаланать.
Сергей кăнтăрла кăна мар, каçпа та урама тухма вăтанчĕ. Ял çамрăкĕсем те каçпа лавкка патне пухăнмарĕç. Мĕн тумалла? Йĕкĕт чĕри тĕтĕмĕ курăнман вутпа çунма пуçларĕ. Ĕçлеме хулана тухса каяс шухăш та пырса кĕрет ун пуçне, анчах Хрестука мĕнле пăрахса каяс-ха унăн? Хĕр унпа пыма килĕшсен, вăл кунта пĕр минут та тытăнса тăмĕччĕ, анчах Хрестук ниепле те килĕшес çук.
Сергей ял Советĕнче
Виççĕмĕш кунне Сергее ял Советне чĕнтерчĕç. Кунта, яланхи пекех, Казаковпа Степанов лараççĕ. Вĕсем, малтанах, çамрăк Озеровран ашшĕпе амăшĕ çинчен ыйтса пĕлчĕç. Сергей йăлтах тĕрĕсне каласа пачĕ, «атте пирки нимĕн те пĕлместĕп» терĕ. Юлашкинчен çапла каларĕ.
— Эпĕ текех вăл çуртра пурăнма пултараймастăп. Эсир мана справка е паспорт парăр. Эпĕ ĕçлеме хулана тухса каясшăн. Анчах кайиччен, сире пĕр вăрттăнлăх пĕлтерсе хăварасшăн. Унсăрăн манăн чĕре таса пулаймĕ. Çав вăрттăнлăх мана пĕр минут та канăç памĕ, чĕреме кунĕн-çĕрĕн кĕве пек кăшласа тăрĕ.
Казаковпа Степанов пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç: мĕнле вăрттăнлăх пĕлтересшĕн вĕсене Сергей.
— Кала, Озеров. Эсĕ таса чĕреллине ĕненетпĕр эпир. Чĕрӳнте мĕн те пулин таса марри юлнă пулсан, ăна та тасат. Хăвнах çăмăл пулĕ. Ларсах кала, — лăпкăн, кăмăллăн каларĕ Казаков.
Сергей лармарĕ, ура çинчех тăчĕ.
— Эпĕ атте ăçта мĕнле япаласем пытарнине пĕлетĕп. Мĕншĕн тесен вĕсене пытарма эпĕ хам та пулăшнă. Вăт, шăпах çавă кăшлать те ĕнтĕ ман чĕрене.
— Эсĕ, Сергей, комсомолец мар пулин те, чăн-чăн комсомолец. Чăн-чăн патриот пек калатăн.
— Урăхла пулма пултараймастăп эпĕ, Михаил Степанович. Пĕркун эсир каланă сăмахсем ман чĕрене ĕмĕрлĕхех кĕрсе вырнаçрĕç, — терĕ те Озеров, сассине кăштах улăштарса, малалла калама пуçларĕ. —Итлĕр, эппин. Арпалăх айĕнчи пысăк шăтăкра тап-таса ыраш. Миçе пăт иккенне пĕлместĕп. Пахчари хурама айĕнче — пĕр пысăк шетникпе тăвар, икĕ ещĕк супăнь, икĕ пичке пыл. Манăн каласа пĕтрĕ, — вĕçлерĕ çамрăк Озеров.
— Эсĕ, Сергей, патшалăх умĕнче пысăк ĕç турăн. Кун пирки аçу та, аннӳ те, никам та пĕлмĕ. Уншăн хăраса ан çӳре. Санăн унчченхи тава тивĕçлĕ ĕçсем те пур. Халĕ Михаил Степанович мĕн каланине итле, — терĕ те Казаков, юлташĕ енне çаврăнчĕ.
— Ыран комсомолецсен пухăвĕ пулать. Унта сана Ленинла комсомол ретне илетпĕр. Рекомендацине пĕрне Хрестук, тепĕрне Мария Федотовна, виççĕмĕшне хам паратăп. Акă сана ВЛКСМ уставĕ. Эсĕ ăна ыран каçчен лайăх вуласа тух, — Степанов хăй умĕнче тăракан йĕкĕте пĕчĕк çеç хĕрлĕ кĕнеке тăсса пачĕ.
— Тавах, Михаил Степанович. Ĕмĕрне манмăп. Сире те çаплах, Матвей Александрович. Ленинла комсомол ятне ĕмĕрне те вараламăп. — Сергей пуçне тайрĕ, вара. — Кайма юрать-и? — тесе ыйтрĕ.
— Юрать.
Санюк патĕнче
Малтан калаçса татăлнă пекех, икĕ учитель, икĕ çамрăк чĕре, Мария Федотовна çуралса ӳснĕ Кавал ялĕнче, хĕрĕн ашшĕ-амăшĕ патĕнче пулчĕç.
— Пĕр-пĕрне юрататăр пулсан, сăмах татрăр пулсан, эпир хирĕç мар. Ку пирĕншĕн пысăк савăнăç, — терĕç те ваттисем, хĕрĕпе кĕрӳшне ĕмĕрĕпех килĕштерсе пурăнма, пурнăçра пĕр-пĕрне яланах пулăшса пыма, телейлĕ пулма, ваттисене сума сума пехиллерĕç.
Пĕтĕм яла, таврана тĕлĕнтермелли туй тумарĕç вĕсем. Чи çывăх тăванĕсемпе кӳршс-аршăсене пуçтарса пĕчĕк ĕçкĕ тунипех çырлахрĕç. Тепĕр кунне тăван яла, Чăваш Яшмине таврăнчĕç, малтан Санюк патне кĕчĕç. Кĕчĕç те тĕлĕнчĕç: Иван, кĕпине хывса пăрахнă та, калумпа вутă çурать, Санюк вăл çурнине шаршан туса купалать.
— Ĕçчен халăха чыс та мухтав! — кăшкăрчĕ Степанов, картишне кĕнĕ-кĕменех.
— Тавах, — тавăрчĕ Иван, хăрах аллипе калум аври çине таянса. Вĕсем пĕр-пĕрне алă парса сывлăх сунчĕç.
— Мĕнле кайса килтĕр? Ваттисем йĕркеллех пуль? — ыйтрĕ Иван.
— Пурте йĕркеллĕ. Ваттисемпе ял-йышран пĕр лав пехил илсе килтĕмĕр. Хăвăрăн мĕнле?
— Мĕнле куратăр.
— Неуштă Петр Петрович хирĕçлемерĕ? — кăштах тĕлĕннĕ пек пулчĕ Степанов.
— Малтан эпĕ ăна тарçăсем пирки эсир мĕн каланине пĕлтертĕм.
— Вăл мĕн терĕ?
— Кăна эпĕ хам та лайăх пĕлетĕп. Тарçăпа пурăнма юрамасть. Халь вăл вăхăтсем иртрĕç терĕ. Учительница Степановпа пĕрлешнĕ пулсан, Санюк пĕчченех юлать. Калаçса татăл эс çав хĕрарăмпа. Лайăх арăм пулать сан, — терĕ.
— Итлĕр-ха, хĕрарăмсем. Петр Петрович та Ивана Санюкпа пĕрлешме сĕннĕ. Лайăх арăм пулать сан тенĕ. Вăт, Иван, эпир ахаль каламарăмăр сана. Санюк пĕтĕм ялĕпе ятлă-сумлă хĕрарăм.
— Михаил Степанович, аплах мухтаса куçăхтарас марччĕ ăна, — шӳтленçи турĕ Иван.
— Санюк куçăхакан йышши мар. Хăв çеç ан куçăх, — упăшки вырăнне хуравларĕ учительница.
— Мĕншĕн кунта тăратпăр эпир? Пӳрте кĕрер, — сĕнчĕ Санюк.
— Чăнах та, айтăр шала, — васкатрĕ учительница. Вĕсем кĕрсе кайрĕç.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...