Çурçĕр хыççăнхи шăнкăрав :: Пĕрремĕш пайĕ


— Тук! тук! — хальхинче каччă пуçĕнче мар, алăка шаккарĕç. — Тук! тук! — Иван вырăн çинчен çĕкленчĕ. Анчах вăй-халĕ пулманран пĕр утăм та тăваймарĕ. — Тук! тук!

— Уçатăп, уçатăп, — аран-аран алăк патне çитсе сăмах чĕнчĕ Иван. — Эсир мĕн çăмăлпаччĕ? — алăк умĕнче темле хĕр тăнине курса ыйтрĕ вăл.

— Сан пек чипер те çамрăк каччăсене тутлă ыйхăран вăратас кăмăлпаччĕ, Ванюш.

Хăйне ятран чĕннине илтсен каччă хĕр çине сăнарах пăхрĕ.

— Диана! Каçар тӳрех палласа илейменшĕн, ирт, — умри хĕр Рая аппăшĕн чи çывăх тусĕ иккенне ăнкарса аванмарланчĕ Иван. Мĕнле тӳрех паллаймарĕ-ха вăл ăна? Тепĕр тесен, аппăшĕн тусне каччă пĕрре-иккĕ кăна курнă. Ăна та пулсан салтака кайиччен.

— Çаплипех ватăлса кайрăм-и вара? Палламалла та мар, — йăл-йăл кулса калаçрĕ алăкран кĕнĕ Диана.

— Мĕн эсĕ? Эпĕ хам мухмăр-сухмăрпа сана тӳрех паллаймарăм.

— Çапла пултăр ĕнтĕ, çапла пултăр, — каччă именсе кайнине асăрхаса калаçăва урăх еннелле пăрма васкарĕ Диана. — Эсĕ хăçан таврăннă?

— Виçĕм кун çитрĕм. Эсĕ ирт. Эпĕ çăвăнса тирпейленем.

Хĕр пӳлĕмелле иртрĕ, каччă — ваннăйне. Рая патĕнче Диана пĕрремĕш хут кăна мар. Ăçта мĕн выртнине, ăçта мĕн ларнине вăл хваттер хуçинчен те лайăхрах пĕлет пулĕ. Çавăнпа та хĕр хăна пек, тĕпеле иртсе лармарĕ: пӳлĕме тирпейлеме пуçларĕ. Кайран Диана кухньăна иртрĕ. Купаласа хăварнă таса мар чашăк-тирĕке çуса тасатрĕ, чей вĕретме газ чĕртрĕ. Ентĕ халь хăна пек ларма та юрать. Диана кухньăрах, пĕчĕк сĕтел çумĕнчи пукан çине вырнаçса ларчĕ. Тем самантран ĕмĕтпе шухăш тĕнчине путрĕ. Газ плити çинчи чейник шавĕ хĕрĕн шухăш кустăрмине татах та хытăрах хăваларĕ. Малалла та малалла, хăвăртрах та хăвăртрах...

...Кĕрхи çăлтăрлă каç. Ансăр сукмакпа иккĕн алла-аллăн тытăнса утаççĕ. Васкамасăр, çăлтăрлă тӳпепе киленсе, тем çинчен лăпкăн калаçса утаççĕ.

— Диана, парнелем-и сана çут çăлтăр? — хĕре чарса тăратса ыйтрĕ каччă.

— Ай-уй, Çемен! Ытла та пысăк парне сĕнместĕн-ши эс мана? — тӳпенелле пăхса калаçрĕ хĕр. — Ăçта хурайăп-ши эп ăна?

— Çăлтăрĕ тӳперех юлтăр. Анчах санпа маншăн вăл — сан çăлтăр пулĕ. Ун ячĕ — Дианка. Çапла, Дианка. Авă куратăн-и? Мĕнлерех йăлтăркка, çутă вăл. Мĕнлерех илĕртӳллĕ. Диана, сан пекех илемлĕ.

— Çемен, Çемен! Эс мана вăтантаратăн.

— Мĕншĕн? Эп чăннине калатăп-çке. Эсĕ çав çăлтăр пекех илемлĕ, — аллипе тин çеç ят панă çăлтăра тĕллесе сăмахларĕ каччă. — Анчах çăлтăр таçта инçетре, манран пин-пин çухрăмра. Эсĕ вара çумра. — Каччă хĕре ыталарĕ. Васкамасăр тутаран чуптурĕ. — Паян та, ыран та, ĕмĕр тăршшĕпех пул юнашар.

— Пулатăп, пулатăп... пулатăп, Çемен...

...— Диана! Такам алăка шаккать. Уçаймастăн-и? — ваннăй алăкне кăшт уçса кăшкăрчĕ Иван. Ун сасси кухньăра ларакан хĕре асаилӳ тӳпинчен çĕр çине антарчĕ.

— Паллах, уçатăп.

— Улăштармалла та-ха çак шăнкăрава. Алă çитеймест, — алăка çапла шаккаса тăма тивнине тӳрре кăларса калаçрĕ Рая. — Салам, Диана. Эсĕ тахçанах килнĕ-и? Нумай кĕттертĕм пуль.

— Çук-çке. Хальтерех кăна çитрĕм.

— Ман шăллăм, Ваня, вăранса пĕтсе-и?

— Тăнă. Ваннăйĕнче вăл.

Сăмах çинех Иван тухрĕ. Ах, лекрĕ те-çке ăна аппăшĕнчен! Яла ашшĕ-амăшне курма кайма васкаманнишĕн, ĕнер вил ӳсĕр те тăр пылчăк килсе кĕнишĕн лекрĕ. Ют çын умĕнчех çапла пăсăрлантарни Ивана тарăхтарчĕ. Анчах вăл çакна палăртмарĕ. Рая ятланине каччă хирĕç пĕр сăмах каламасăр итлерĕ. Аппăшĕ хăйне мĕнле вăйлă юратнине пĕлнĕрен ун сăмахĕсем кӳрентермерĕç. Усал тăвас тесе мар, ырă сунса ятлать-çке вăл. Тата Райăн тарăхăвĕ нихăçан та нумая пымасть. Пĕрре лайăх ятлаçса «пăс кăларать» те — лăпланать. Урăх нихăçан та аса илмест.

— Диана, каçар-ха. Анчах вăхăтра тӳрлетмесен чул стена та ишĕлет. Ман шăллăма вара пачах та чулран туман, — ĕнтĕ Иванăн кĕске çӳçне урлă-пирлĕ вĕлкĕштерсе шӳтлерĕ Рая. — Айтăр чей ĕçер.

Виççĕшĕ те сĕтел хушшине вырнаçса ларчĕç. Иртнине аса илчĕç, пуласлăх пирки ĕмĕтленчĕç. Сĕтел хушшинче ытларах Иван пуплерĕ. Салтакри пăтăрмахсене каласа парса хĕрсене култарчĕ, хăйĕн малашнехи планĕсем çинчен калаçрĕ.

Пысăк ĕмĕтсемпе таврăннă Иван тăван çĕршыва. Хура çĕр çинче ĕçлес, вĕренес, тулли пурнăçпа пурăнас кăмăлпа. Каччă мĕнле хавхаланса калаçнине итлесе ларнă май Дианăн та кăмăлĕ уçăлчĕ. Вăл хăйĕн шухăшĕсем çинчен пуçĕпех манса Иван сăнлакан пуласлăх ытамне кĕрсе ӳкрĕ. Диана хăйĕн пурнăç опытĕнчен мĕн ĕмĕтленни ытларах чух пачах пурнăçланманнине лайăх пĕлет. Анчах каччăн ĕмĕчĕсене пурнăç чăнлăхĕн сăрчĕ çумне çапса аркатма васкамарĕ вăл. Çутă ĕмĕт Ивана хăйне кăна мар, пурнăç йӳçекне сыпса курнă Райăпа Дианăна та хавхалантарчĕ. Шанăç çуратрĕ.

— Пĕлетĕр-и эп мĕн шутлатăп? — аппăшĕпе Диана çине ыйтуллăн пăхса ыйтрĕ Иван.

— Мĕн? — харăс персе ячĕç хĕрсем.

— Этемшĕн чи пысăк телей, чи пысăк пуянлăх, чи пысăк савăнăç вăл — пурнăç. Çакна эп салтакра чух ăнлантăм. Çавăнпа та манăн пурнăçран мĕн илме май пуррине пĕтĕмпех илес пулать. Ырана хăвармасăр — паянах.

— Ой, шăллăм! Айванкка-çке эс ман, — Ивана ыталарĕ Рая.

Диана нимĕн те чĕнмерĕ. «Пĕтĕмпех паянах илес килет... Анчах пурнăç нихăçан та, ниме те ахаль памасть. Кашни утăмшăн кĕрешме, кашни çитĕнӳшĕн пысăк вăй хума тивет. Ахаль нимĕн те памасть. Парсассăн та санăнне чи хаклине, чи кирлине илсе каять», — Ивана хирĕçлесе шухăшларĕ вăл.

 

5

...— Кил, Диана! Ан хăра.

— Аюк! Хăратăп, Çемен.

— Мĕнрен? Эпĕ санпа-çке, — хĕре хулпуççинчен ыталаса калаçрĕ каччă.

Диана умра сарăлса выртакан вĕçĕ-хĕррисĕр кӳлĕ хĕрринчи пĕчĕк кимĕ çине шикленсе пăхрĕ. Хĕрĕн ярăнас килчĕ, анчах шывран хăрани тытса чарчĕ.

— Айта хăравçă ан пул, — Диана еннелле аллисене тăсрĕ кимĕре тăракан Çемен.

Диана текех хирĕçлемерĕ. Хăй шăпине вăл çак çирĕп те вăйлă алăсене шанса пачĕ. Вĕсем вара ăна çепĕççĕн те ачашшăн çĕклесе кимĕ çине лартрĕç, çыранран уйăрса кӳлĕ варринелле илсе кайрĕç.

— Турăçăм, мĕнле илемлĕ! Пĕртте çыранран курăннă пек мар, — кӳлĕ анлăшĕпе киленсе тĕлĕнчĕ Диана. — Ытарайми илем.

Каччăпа хĕре лартнă пĕчĕк кимĕ васкамасăр ишрĕ. Вĕтĕ-ветĕ хум ункисене пĕрин хыççăн теприне çыран еннелле сапаласа вăл кӳлĕ варринче чарăнчĕ.

— Çемен, эп хăрамастăп! — чĕвĕлтетрĕ хĕр. — Пачах та хăрамас.

— Айванккаçăм! Чипер хăравçă эс ман, — хăй умĕнчех тăракан хĕре çумăн лартса калаçрĕ каччă. — Парăп-ши вара эп хамăн çăлтăра çак кӳлле ӳксе сӳнме? Пултарайăп-ши сансăр пурăнма? — васкамасăр, питĕ-питĕ ачашшăн çупăрларĕ вăл хĕре. Çавăн пекех çепĕççĕн çӳхе тутине чуптурĕ...

Чăнкăр! чăнкăртатса кайрĕ сĕтел хĕрринче ларакан сехет. Диван çинче выртакан Диана шарт! сиксе вăранчĕ. Тăрса ларчĕ. Ытла та кĕтмен çĕртен пулнăран хĕр анраса кайрĕ. Пуçра пĕр харăс пин шухăш вылярĕ. Миçе çитнĕ-ши халь? Сĕтел çинчи сехет улттă кăтартать. Тул çутăлать-ши е каç пулать? Хĕр кантăкран пăхрĕ — çук, пĕлеймерĕ. Урамри тĕксĕмлĕхпе шăплăх ăна нимĕн те каламарĕç. Аптраса кайнă хĕр диван çине ларчĕ. Тем самантран çеç вăл пĕтĕмпех вăранса, тăна кĕрсе çитрĕ. Хăй кăшт выртса çывăрсах кайнине те, халĕ, паллах, каç пулнине те астурĕ.

Диана лăпланса каллех диван çине тăсăлса выртрĕ. Ниçта та васкас çук — мĕншĕн лăпкăн выртас мар? Анчах хĕр тепĕр минутранах вăшт сиксе тăчĕ. Мĕнле манса кайнă-ха вăл? Унăн тĕлпулăва каймалла-çке. Шăп та лăп çиччĕ тĕлне.

Ак пуçланчĕ те пăтăрмах. Диана хыпаланса, чупа-чупа тенĕ пекех, пуçтарăна пуçларĕ. Темиçе тĕрлĕ тум улăштарчĕ — тем, нихăш те кăмăла каймарĕ. Пĕри ытла вăрăм, тепри — кĕске. Пĕри — хулăн, иккĕмĕшĕ — çӳхе. Юлашкинчен вăл кĕске юбкăпа çутă сенкер блузка тăхăнчĕ. Анчах кунпа хĕвĕшӳ вĕçленмерĕ. Васканă чух яланах çапла вĕт. Ĕç çыпăçуллă пулмасть. Кашнинчех тирпейлĕ пуçтарăнакан çӳç те паян тем тусан та вырнаçтарнă пек выртасшăн пулмарĕ. Капла та турĕ хĕр, апла та — усси çук. Тарăхнă енне Диана ăна çурăм тăрăх сапаласа ячĕ. Нимĕнле те пуçтарăнмаççĕ пулсан çаплипех пулччăр.

Кунпа та пăлхану вĕçленмерĕ. Пит-куçа сăрлама ларсан та пĕр виç-тăват хут çуса яма тиврĕ. Паян хĕре нимĕн те кăмăла каймарĕ. Пурне те тиркерĕ вăл, пуринпе те кăмăлсăрланчĕ.

Чылай вăхăтран тин пуçтарăнса çитрĕ Диана. Паллах, ăна хăй мĕнле тăхăнни пачах та тивĕçтермерĕ. Анчах текех хывăнса тăхăнма, сăрланма вăхăчĕ те, кăмăлĕ те пулмарĕ. «Мĕн ытла ăшталанатăп çак эп? — тĕкĕр умĕнче капăрланнă май шухăшларĕ хĕр. — Такампа тĕл пулма кайнă пек. Вăл паян пур та ыран — çук. Мĕн уншăнах пит капăрланас?» — çапла шухăшларĕ Диана хăй çине юлашки хут пуç тӳпинчен пуçласа ура тупанĕ таран пăхнă май.

Кая юласран шикленсе хваттертен çиçĕм пек тухса вĕçрĕ. Пуринчен ытла вăл хăйпе тĕлпулу палăртнă каччă кĕтсе илеймесĕр пăрахса каясран хăрарĕ...

Хулан тĕп урамĕнче вырнаçнă «Апогей» ресторан умĕнче пирус ĕмсе тăракан Роберта Диана троллейбусран ансанах асăрхарĕ. Анчах каччă патне чупса пыма васкамарĕ. Малтан кăшт тăхтасă лăпланчĕ, кайран тин ерипен ярса пусса ун еннелле утрĕ.

— Хĕрсем каччăсем патне кăшт кая юлса çитме тăрăшнине пĕлетĕп-ха эп. Анчах çак кăшт тени пĕр сехетех танлашма пултарассине шутламан, — сывлăх сунмасăрах ӳпкелешме пуçларĕ Роберт.

— Пĕр сехетех кая юлтăм-ши? — пĕр айăпсăр сăн-пит тума васкарĕ Диана.

Çак самантра вăл питĕ кулăшла курăнчĕ пулас. Хĕр каласа пĕтеричченех Роберт кулса ячĕ.

— Пĕр сехетех мар, анчах вăтăр сакăр минут — точно, — аллинчи сехечĕ çине пăхса халь тин кăмăллăн калаçрĕ вăл.

— Ну, ку нумаях мар, — ĕнтĕ хăй те кулса пуплешрĕ Диана.

Вĕсем ресторана кĕчĕç. Хывăнса тирпейленнĕскерсене алăк патĕнче кĕтсе илнĕ официантка уйрăм сĕтел хушшине кайса лартрĕ, меню килсе пачĕ. Мĕн ĕçсе-çимеллине Роберт хĕре суйлаттарасшăнччĕ, анчах Диана яхăнне те ямарĕ. «Мана валли эрехне пылаккине пама ыйт», — терĕ çеç вăл.

Каччă заказ тунă вăхăтра Диана ресторан ăш-чикне, ытти сĕтелсем хушшинче ларакан мăшăрсене сăнарĕ. Кунти лăпкăлăх, кăшт тĕксĕмрех çутă ăна килĕшрĕ. Ытла хытах мар янăракан ташă кĕвви те кăмăла кайрĕ.

Официантка пăрăнса утсан каччăпа хĕр пĕр вăхăт чĕнмерĕç. Пĕрне-пĕри питĕ сахал пĕлнĕрен ютшăнчĕç те пулас. Паллашнă ятпа шаккаса ĕçсен кăна иккĕшĕн те чĕлхисем чăхăмлама пăрахрĕç. Ыйту хыççăн ыйту пачĕç вĕсем пĕр-пĕрне, шăкăл-шăкăл калаçрĕç. Вăхăт-вăхăтпа Роберт кулăшла анекдотсемпе хаваслă самантсене аса илсе хĕре култарчĕ.

Часах ресторана килнĕ мăшăрсем пĕрин хыççăн тепри ташă картине туха пуçларĕç. Роберт та Дианăна ташша чĕнчĕ. Çăмăллăн çĕкленчĕ хĕр сĕтел хушшинчен. Анчах ташă картинче кам çумне пырса çапăнассине пĕлнĕ пулсан вăл çемçе пукан çинче пăталаса хунă пекех ларнă пулĕччĕ. Пĕлмен... Çĕкленчĕ те кĕтесри сĕтел хушшинчен Сашăпа сап-сарă çӳçлĕ, çинçе пилĕклĕ хĕр тухнине курчĕ. Пуçран чукмарпа çапнă пекех пулчĕ ку. Сашăна урăх хĕрпе курни мар, ăна хăйне нумай вăхăт иртнĕ хыççăн курни пăлхантарса ячĕ. Диана каялла пукан çине лĕш ларчĕ. Анчах Саша асăрхама ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ ăна. Авă куçĕпе мĕнле пăралать.

— Диана, темĕн пулмарĕ пулĕ те? Эсĕ сăнран веç улшăнса кайрăн, — хĕр пĕр çеккунтрах çапла ылмашнинчен пĕр тĕлĕнсе, пĕр хăраса ыйтрĕ Роберт.

— Çук-çке. Нимех те мар. Анчах ташша тухмастпăр.

— Юрĕ ара...

Хĕрпе каччă хушшинчи калаçу татăлчĕ. Вĕсем текех паçăрхи пек шăкăл-шăкăл калаçма та, кулма та пултараймарĕç.

— Сирĕн хĕре ташша чĕнме юрать-ши? — янăраса кайрĕ сас.

Диана пуçне çĕклерĕ. Сĕтел умĕнче Саша тăрать.

— Çук. Эпĕ ташламастăп, — хуравлама васкарĕ Диана. Саша çаврăнса утмарĕ. Хĕр çине йĕкĕлтеш куçпа пăхса тăчĕ, темĕн кĕтрĕ.

— Çухалса кайман-ха эсĕ, Диана, — терĕ вăл тем самантран. — Мана çакăншăн хăваласа ятăн-и? — Роберт еннелле пуçĕпе сĕлтрĕ. — Хăвăрт маннă эс мана. Хăвăрт. Е манпа чухнех ăна... — малалла каччă усал сăмахсен суйламан пуххине каларĕ. — Пĕлетĕп, эсĕ...

Диана текех чăтса лараймарĕ. Умра тăракан Сашăна тĕртсе ярсах алăк патнелле вирхĕнчĕ. Роберт хыçран чĕнни те, Саша калаçни те ун хăлхннче пĕрлешсе, хутăшса кайрĕç. Чуна йывăрлатса вăя пĕтерчĕç.

Тăхăннă-тăхăнман вĕçсе тухрĕ Диана ресторантан. Хăлхара Сашăн юлашки сăмахĕсем кăна янăрарĕç. «Пĕлетĕп эсĕ çăмăлттай пулнине», — терĕ вăл. Мĕн пĕлетĕн эсĕ? Мĕн?!

Çăмăлттай терĕн, Çăмăлттай... Анчах çак çăмăлттайлăх мĕн хака ларнине пĕлетĕн-и? Кашни хавас самантшăн тӳленине. Куççульпе. Тунсăхпа. Ыратупа. Кулнă чух макăрнине, куççуль витĕр кулнине пĕлетĕн-и? Мĕнех пĕлетĕн эсĕ? Мĕнех?..

 

6

Килелле выртакан çул яланах кĕске. Анчах çул çинчи хĕрĕх пилĕк минут яла таврăнакан Иваншăн нихăçанхинчен те вăрăм пулчĕ. Яка çулпа чупакан автобус питех те ерипен пынăн, кирлĕ мар çĕртех чарăннăн, чарăнăвĕсем ытла та вăрăм пулнăн туйăнчĕ ăна. Çула кĕскетес тесе кантăк çумĕнче ларакан Иван тĕлĕрсе илме пăхрĕ. Çук, пултараймарĕ. Чĕре пăлханчăклăн хăвăрт тапни тĕлĕрсе кайма памарĕ. Кăшт та пулин лăпланас тата вăхăт ерипен шунине асăрхас мар тесе каччă пуçа килнĕ сăвă йĕркисене вула пуçларĕ:

 

Тăван енĕм, тăван енĕм!

Эп уйрăлнă санпала.

Тăван енĕм, тăван енĕм!

Илĕртен эс хăв патна...

 

Тăван кĕтес. Иван хăй çуралса ӳснĕ ялта пулманни çулталăк çурă çитрĕ. Мĕн таран улшăннă пулĕ ĕнтĕ вăл çак вăхăтра. Инçетри Таджикистан çĕршывĕн чиккинче службăра тăнă Ивана вăл тĕлĕкре кăна тĕлленнĕ. Кашни каç тенĕ пекех. Чи савăк, чи илемлĕ тĕлĕксем пулнă вĕсем. Чи-чи... Халь акă каччă тинех чулпа хăйăрлă сукмакпа мар, хура сĕткен çĕре витнĕ курăк-çулçă тăрăх утать. Нимрен хăрамасăр, никамран шикленмесĕр, çирĕп пусса.

Куç илмесĕр пăхса пычĕ Иван кантăкран. Автобусран анса юлсан вара чăтаймарĕ — тăван ял еннелле чупсах кайрĕ. Алра йывăр çĕклем пурри, хирĕç вĕрекен çил ăна чараймарĕç. Çулĕ çывăх пулманни те хăратмарĕ. Чупрĕ те чупрĕ вăл. Ял патне çывхарса пынăçемĕн вара хă-вăртрах. Тата хăвăртрах...

Акă укăлча хапхи те курăнса кайрĕ. Чупма та чарăнмалла пек ĕнтĕ. Чарăнмалла, лăпланмалла. Иван вара çаплах чупрĕ. Ял хапхинчен тухнă çынна курсан çеç чарăнчĕ. Утма пуçларĕ те ним мартанах пăлханса кайрĕ. Хирĕç килекене ун аякранах паллас килчĕ. Çулталăк çурă хыççăн тăван ялта курнă пĕрремĕш çын-çке вăл. Сăнаса пăхрĕ Иван çывхаракана. Сăнарĕ... Анчах хăрах аллипе ача, тепринпе пысăках мар сумка çĕкленĕ хĕрарăма паллаймарĕ. Çĕнĕ çын е хăна хĕрарăмĕ пулчĕ пулас вăл.

Салтакпа ачаллă хĕрарăм хушши кĕскелсе пычĕ. Иван кăна мар, хĕрарăм та Ивана куç илмесĕр пăхса пырать иккен, Вăл та хăйне хирĕç килекене палласа илме тăрăшать-ши? Калама йывăр. Анчах ун сăнĕнче салтак кам пулнине пĕлесшĕн çунни палăрмарĕ. Пачах урăхла. Тĕлĕнни, хăрани, савăнни, вăтанни пулчĕ ун сăнĕнче — пĕртте паллама тăрăшни мар.

Ĕнтĕ Иванпа хĕрарăм хушшинче шутлă утăмсем юлчĕç. Каччă çаплах ăна паллаймарĕ. Пĕрре пăхсан питĕ аван пĕлнĕ, чĕрене çывăх сăн пек туйăнать. Сăнарах пăхсан — пачах курман-пĕлмен çын.

Ик-виç утăм юлсан хĕрарăм чарăнчĕ, аллинчи сумкине çĕре лартрĕ. Темĕн кĕтнĕн тилмĕрсе пăхрĕ вăл каччă çине. Иван чарăнмарĕ. Сăмах та чĕнмерĕ. Чĕрипе палласа илчĕ вăл хăй умĕнче тăракан хĕрарăма. Палларĕ, анчах сăмах чĕнмерĕ. Чĕнмерĕ... Ытла та кĕтмен, шутламан çĕртен пулнăран Иван хăйĕн савни пулнă Таньăна сывлăх сунма та пултараймарĕ. Мĕнле утнă çавăн пекех иртсе кайрĕ. Самантлăха чарăнмасăр, пĕр сăмах чĕнмесĕр. Кăкри çумне ача чăмăртанă хĕрарăм та чĕнмерĕ. Куçĕ кăна шывланчĕ унăн.

■ Страницăсем: 1 2 3 4