Хĕн-хур айĕнче :: Çирĕм çултан


Ан шутлйрах кусем шухă тесе.

Çунаттине йăтман шурă хур та,

Пĕлĕр, вĕсем пурте лăпкă мар;

Чуречерен кăна пăхакан та,

Пĕлĕр, пурте сăпай хĕр мар.

 

Кам тухмасть-ши вăййа, кам

хутшăнмасть?

Вăрттăн шутлă хĕр çеç хутшăнмасть.

Кĕтеççĕ пуль вĕсем килĕсенче

Каччи пырассине çĕр каçиччен...

………………………………………..

 

Илюш тӳсеймест — тухрĕ урама,

Чупсах пек пырать вăл чуччу патне;

Анчах та Текей курнă, хăямат! —

Ăна хăтăрсах таврать хăй килне.

 

* * *

Çĕртме уйăхин шăрăх кунĕсем.

Шур Чĕмпĕр хули кĕрлет майĕпе:

Вĕркет çуран çын, иртеççĕ лавсем...

Сывлать хула чунĕ Атăл вăйĕпе.

Ак пысăк хулан чи пуян касси.

Кунта тĕрлĕ шав... Кĕрлет чан сасси.

Тумланнă самăр купца-хуçасем,

Карета çинче сарăлса ларса

Пыраççĕ туллин... Хастар ямшăксем

Хăваççĕ утне — хей! хоп! кăшкăрса.

Кунтах чечек пек пике-майрасем

Кĕпи аркине купа пек сарса,

Шуса темелле, тăппăн çĕкленсе

Утаççĕ танлăн, хуллен ярăнса.

Унтах улпутсем, суту-илӳçсем;

Утать тĕрлĕ çын — посад çыннисем...

Тусанлă, тĕркĕш хĕсĕк урампа

Вăрман пек халăх пырать турăшпа;

Вăраххăн сĕрлет тропарь юрлани,

Ян-ян янкăшать шăнкрав янрани.

Кĕрлет, хĕвĕшет мăн урам касси.

Кунта тĕрлĕ шав. Хуплать чан сасси.

 

Ват Чĕмнĕр хули... Чул çурт нумай мар.

Йĕри-тавраллах йывăç хуралтсем:

Вĕсем çӳллĕ, чăнкă, — ик-виç хутлăшар,

Пӳртсен пысăк мар кантăк куçĕсем

Сивлеккĕн йăлтраççĕ хĕвел çутинче.

Кашни хуçаннах хапхи умĕнче

Тăрать çакăнса пысăк турăш сăнĕ.

Улт-çичĕ килтен — хупах, трактир...

Вĕсен ăшĕнче çăрлать хула тăнĕ:

Шăв-шав, çуйхашу—хуть каç, хуть те ир...

 

к çакăн пек чух, çапла сехетре

Пыраççĕ кĕрсе ялтан Чĕмпĕре —

Итрен, ват Текей, ун тарçи Илюш.

Кусемшĕн хула — тĕлĕнчĕк, хăруш!

 

Ак Атăл хĕрри...

Тулли сарăлса юхан шыв чĕрçи

Чĕлтĕр! чĕтренет, — вылять çил тĕрри;

Тĕл-тĕл хумхатать кимĕç кĕреçи...

Çанталăк уяр. Хĕвел пĕçертет.

Тăп шыв çийĕпе çил варкăшни çех

Вĕри сывлăша уçса сĕвĕртет.

Хăватлă Атăл выртать тĕлĕрсех.

Ак пристань — çыран...

 

Чăнкă хысаран

Анать унта çул.

Сар тăм, кăвак чул —

Çак пристань çулне выртать хупласа.

Сăртра шур Чĕмпĕр ларать сарăлса.

 

Хула хушшинче чылай çӳресен,

Пĕрре, каçпала, ĕçрен пуш чухне,

Итрен, ват Текей, Илюш —

Чĕмпĕртен Анаççĕ утса çыран хĕррине.

Çыран хĕрринче — шав, йăслав сассем...

Унта — бурлаксем, купца таврашсем,

Тавар турттаран лавăçă çынсем;

Шывра — кимĕсем, пĕчĕк баржăсем.

Унтах ак баржа пушатнă çĕртен

Хăр-хар! илтĕнет асли хăтăрни.

Таçтан, анатран, çут кăнтăр енчен,

Ян-ян! çĕкленет бурлаксен юрри.

Ак çак вăхăтрах икĕ пысăк ким

Анаççĕ туран хуллен ярăнса.

Кимсем хĕррипе вуншар çын — пĕр тим

Пыраççĕ харăс шыва авăсса.

 

Ак çитрĕç хайхи кĕрнеклĕ кимсем,

Чарнаççĕ вĕсем. Кимсем çийĕнчен

Тухаççĕ майпе купца-хуçасем.

Паллах, ку çынсем таçтан, инçетрен...

Вĕсем хушшинче — чаплă виçĕ çын:

Кусем купца мар, темле пуçлăхсем.

Вĕсен çийĕнче çиçет кĕмĕл-чин.

Анаççĕ çӳлтен кӳмеллĕ лавсем.

Лартаççĕ вĕсем виç чаплă çынна, —

Каяççĕ илсе сăртри хулана.

 

Мăн Атăл тӳлек, тулли кăмăлпа

Хавас йышăнать «ют» чăвашсене;

Çыран хĕрринчи хĕрӳллĕ шавпа

Туртать вĕсене кал-кал ытамне.

Хĕвелĕ хĕртсе пăхнă тăркачах

Итренпе Текей, Илюш та çавах,

Тăхăннă сăхман, ялккас-шĕлепке;

Сăхман айĕнчен — тĕрĕллĕ кипке.

Кашнин уринчех — çăпата, тăла;

Ура сыррисем — тури вирьялла.

Хула хушшинчи хăш-пĕр этемсем

Часах витлесе мăшкăл тунăран —

Чăваш ялĕнчи куштан-пуянсем

Шăп çеç, именсе утаççĕ аран.

Илюш та имшер. Ниçта тухманскер,

Хăюсăр кунта вăл, хула хушшинче.

Йăваш çын, ырхан, начар тумлăскер,

Пырать вăл ялан Текей хыçĕнчен...

Ак анчĕç вĕсем çыран хĕрнелле,

Кăшт шикленсерех тăраççĕ хытса

Купипе выртан шур чул çумнелле,

Пăхаççĕ умри шава тăнласа.

 

Ун-кунăн пăхса куç-пуç шарнипе

Чăваш çыннисем курман та малтан, —

Ак Атăл тăрăх, çыраи хĕррипе,

Вĕçе-вĕç баржа çитет анатран.

Улт-çичĕ баржа... Вĕсем, туллирен,

Бурлак эртелĕ тапсах туртнипе

Юхха хирĕçле шăваççĕ хуллен...

Унтах шыв чăххи вĕçет кĕтӳне.

Хура бурлаксем, хулана кура,

Мĕнпур хавалпа пикенчĕç юрра.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6