Хĕн-хур айĕнче :: Çирĕм çултан
Мĕнле, ку, ара?.. Эс ма хулара?..
Текей
Текей çав... пĕлен...
Арман чулĕсем илес ĕçпеле
Килтĕмĕр кунта,
Ак Итрен тата...
Старик
Итрен?! Çак хура сухал?..
Хăй ашшĕ пекех выç сăнлă... усал!
Текей
Эс кам-ши капла? Епле эс паллан?
Старик
Чакка эп... çапла...
Леш, сирĕн тăшман.
Эй, ну-у-у!.. Пурăнатăн-çке эс!
Ялта халь вилнех шутлаççĕ сана...
Тахçан вăрçнине мĕншĕн асилес?!.
Ман эс иртнине! Кӳр, пар аллуна!
Чакка
Çук, алă памасп...
Анчах та ыйтап:
Мĕнле манăн ял?..
Ах-х... вăйăм сахал...
Каллех лап! выртса ахлатрĕ старик,
Хурланчĕ пулас хавшанă ăш-чик.
Хускалчĕ Илюш, ыйтать Текейрен.
— Атте-и ку ман?.. — Аçу çав! — тет леш
Вăл хăвăрт тухать çынссм хушшинчен:
— Атте!.. Эй, атте!.. Телейлĕ тĕлеш...
Эп сан ывăлу — сан тăлăх Илюш!
Ак çирĕм çултан куратăп сана!..
Анчах та пит шел... эс чирлĕ... хăруш! —
Теет те Илюш ыталать ăна.
Каласшăн татах вăл, — пуçлать ӳсĕрме.
Сасси пӳлĕнет... Хумханнă Чакка
Сасартăк каллех пуçлать çĕкленме.
Анчах йăтаймасть йăшнă шăм-шакка.
— Илюш!.. Илюш-и?!. Эх, мĕскĕн ачам!.
Ăçтан эс?.. Мĕнле?!.
Ах, çук, çук!.. Тĕлĕк!.. Чăн мар
ку, — такам...
Çук! Кай, кай!.. Кай эс лерелле! —
Кăшкăрчĕ Чакка Илюша тĕксе.
Выртать вăл чылай, чĕмсĕр тĕлĕрсе.
Йĕри-тавралла тăран бурлаксем
Тĕпчеççĕ ыйтса Текей старикрен.
Вырăсла пĕли-пĕлми чăвашсем
Калаççĕ кĕтмен тамаида çинчен.
* * *
Хĕвел аннă чух...
Çанталăк тӳлек.
Тăп Атăл çинче сас-чӳ тавраш çук.
Хула енчен çеç илтĕнет кĕрлек.
Сывмар выртакан ик-виç бурлака
Йăтса ăсатаççĕ хула хушшине.
Илюш пуррипе, вилес пек Чакка
Юлать çакăнтах çыран хĕррине.
Канма чарăннă бурлак таврашсем
Çыран хĕрринче курнаççĕ сайра;
Çывраççĕ хăш-пĕр ырса çитнисем,
Укçа пуррисем — трактир-хупахра.
Чакка çумĕнче — Илюш, ик бурлак,
Кăштах аякра — Текейпе Итрен
Лараççĕ тĕнсе. Чакки, ак, пăртак
Самай пек туйса, тĕпчет ял çинчен.
Ыйтать вăл, пĕлет ял-йыш мĕнлине,
Тĕпчет Илюшран мĕнле ӳснине,
Пĕлет вăл Текей тарçи иккенне...
Чылай тĕпчесен, хашлатрĕ Чакка;
— Эх, мĕскĕн! — тет вăл — эс тӳснĕ,
ачам!..
Ирех сив тăмпа аманнă папка,
Çапах та ӳссе çын пулнă-мĕн, кам!..
Ачам... ху аçу вут чунлă пирки
Эс тӳсрĕн çакна... анчах ан кӳрен:
Пăлхатрĕ мана тĕрĕслĕх çукки.
Çав пурнăçранах халь эс те тӳсен...
Тĕнчи-çке усал...
Пуян çынна çех
Ку Раççей кал-кал...
Саккунь пĕтĕмпех
Хӳтлет пуяна...
Кун çук чухăна!..
Илюш
Çапла пуль вăл... ну,
Мĕнле эс, атте, манайрăн мана?..
Çунмастчĕ-и чуну?
Пĕрре хуть пырса пăхас çĕршывна!
Чакка
Манман та, ачам...
Сана вилчех пуль тесеттĕм эп хам.
Яла пыма ман май çукчĕ... Апла —
Пĕтĕм влаçĕ çиет-çке яла!
Илюш
Калаччĕ, атте, эс мĕнле майпа
Вырнаçнă килсе çак Атăл çине?
Шăлтах тĕлĕнеп: мĕнле хăватпа
Тĕл пултăн эс халь ман куçăм умне?!.
Чакка
Кĕтмен вăхăтра сана курнипе
Ăсран эп каятăп...
Вилеп эп... анчах кун пек телейпе
Вилсен те хыпмастăп...
Илюш, эс пĕлсен, кайăн тĕлĕнсе:
Бурлак эрттелне килсе кĕриччен
Чылай çулсем эп çӳрерĕм çĕтсе.
Малтан Хапăсра, Пахом тусĕнчен,
Ют паспăрт илсе
Кайрăм Чикмене1...
Унтан сулăпа Царицăн2 енне...
Царицăн енчен — Яик3 улăхне...
Унтан каялла — Аçтăрхан çĕрне...
Вара Капкаспа Кубань тăрăхне...
Илюш
Мĕн-ма пит нумай çӳрерĕн аплах:
Ăш-чик çуннипе-и е пытансарах?
Чакка
...Шутлаттăм эпĕ: ăçта та пулсан,
Аван, ырă пурнăç пур пулĕ тесе...
Çав ирĕк çĕре шырарăм малтан.
Анчах тупаймарăм, çитрĕм ĕшенсе...
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...