Кăвак çĕмрен :: Çĕнĕ чиркӳ — çĕнĕ куççуль


— Вилмен вĕт вăл! — кăшкăрса хирĕçлеме тăчĕ Валтиел çыннисенчен пĕри.

— Эппин сана та унпа пĕрле пытарар! — кăшкăрса ячĕ Иннокентий. — Вара, тен, вăл вилнине Лештĕнчене çитсен ĕненĕн!!

Ку сăмаха илтсен, çынсем пурте шăпăрт пулчĕç. Ара, урнă йытă çулĕ çине ан тух, пупа хирĕç сăмах ан чĕн, тенĕ.

— Ну, таса атте, куртăн-и? — каппайланса илчĕ Иннокентий çынсем кайсан Ермолай умĕнче. — Ют йăхсемпе, тăванăм, çапла калаçмалла. Урăх чĕлхене ăнланмаççĕ вĕсем...

Ермолай хирĕç нимĕн те ченмерĕ.

 

Вăрманта пулса иртнĕ çакă хăрушă ĕç Савантере питĕ кулянтарчĕ. Çĕне чиркĕве çын куççуллисĕр никĕслесшĕнччĕ вăл, пулаймарĕ ав. Мĕскĕн чăваш çĕре кĕнĕшĕн Савантер айăплă мар-ха ĕнтĕ, вăл çакна лайăх пĕлет, çапах та çав çамрăкăн çĕре чикес умĕн куçĕнче упраннă ӳпкеве, тархаслăва, ылханăва ниепле те манма пултараймарĕ. «Çĕнĕ чиркӳ — çĕнĕ куççуль», — аса илчĕ вăл халăх каларăшне. Кам пĕлет, тен, вăл килйышĕнче пĕртен-пĕр тăрантараканĕ пулнă шет? Май килнĕ чухне Савантер çакна ыйтса пĕлес, ямахатне ырă сăмах каласа, лăплантарас тесе те шухăшларĕ.

Иннокентий хăйне ним айăпсăр çын пекех тыткаларĕ.

— Итле-ха, ыран юнкун-и пирĕн? — тесе ыйтрĕ вăл яла таврăнсанах.

Юнкун — чăвашсемшĕн сăваплă кун. Чӳк тумалли кун. Юнкун чăвашсем пысăк ĕç пуçламаççĕ, турра кĕлтуса иртнине аса илеççĕ, пуласлăх пирки шухăшлаççĕ.

— Ыран юнкун, таса атте, — мĕншĕн ыйтнине ăнланаймасăр хуравларĕ Савантер. Вырăс вăйпучĕсем янă чиркӳ çынни чăвашсен сăваплă кунне шута хуракан марччĕ-çке...

— Юнкун эпир çĕнĕ чиркӳ никĕсне хуратпăр, — терĕ те Иннокентий пуян çине пăхса йĕкĕлтенĕн кулса илчĕ.

Пуп чăвашсенчен кулас, мăшкăллас тесе юриех юнкун чиркӳ никĕсне хума палăртнине Савантер лайăх ăнланчĕ. Мĕн тăвас тен, хуçасен ирĕкĕ ĕнтĕ ку. Иннокентий — çиеле тухнă тĕн çынни, чăваш тĕнĕнчен, йăли-йĕркинчен кулма та пултарать.

— Пĕтĕм халăха пухатпăр, — ăнлантарма тытăнчĕ вăл. Ваттине те, вĕттине те лапа илсе тухатпăр. Кӳршĕ ялсенчен тата хăна-вĕрле пуçтарăпăр.

— Мĕн тумалли, паллах, сана курăнарах парать ĕнтĕ, таса атте, — теме çеç пултарчĕ Савантер. Çапах та кайран, шухăша кайса тăнă хыççăн калама хăю çитерчĕ: — Тен, сĕкекен ĕнене хӳринчен туртмасан та юрамасть-ши?

— Хӳринчен туртмасан, тетĕн? — кулса ячĕ Иннокентий.

— Эх, Савантер, Савантер, хăçантанпа манпала юнашар пурнатăн — мĕн çисен мĕн ĕçмеллине чухласа пĕтереймерĕн. Мантăн-им — ялта салтаксем! Ку салтаксем, тăванăм, чăваш тĕкĕрçисем мар! — Вăл аллине сулчĕ. — Халь тĕкĕрçисем те çук та-ха... Эпĕ ĕлĕкхисем, чăваш çĕрĕ пирĕн империне кĕричченхи пирки, калатăп. Пирĕн салтаксем — чул ту пек пăшалпа вĕсем. Пĕр-пĕрин çумне юнашар тăраççĕ те кĕррĕс! тутараççĕ пăшалпа — çур ял чăваш-çара пакарта çук та... Ăнлантăн-и? Никам та çăвар уçма та хăяймасть...

— Ăнлантăм, — хуравларĕ Савантер кăмăлсăр сассипе. — Ăнланмасăр. Ытла ухмахах мар-ха.

Чăвашсенчен çапла кулни, вĕсене çара пакарта тени Савантере питĕ килĕшмерĕ, ун чун-чĕрине самаях ыраттарчĕ. Кашни этемре, мĕн тесен те, халăх хавалĕ пурах çав, хăй халăхне ытла мĕскĕн, çын куллин курас килмест унăн. Анчах Иннокĕнтий пек çынна мĕн тăвăн-ха ĕнтĕ! Вăл хăй те — çурмачăваш, манса кайнă-шим вара çакна? Е Раççей империйĕшĕн çунса çӳресе, ним айăпсăр çынсен юнне тăкса, хăйĕн тĕп-тымарне те манса кайрĕ пулать-ши!

Эх, ним тума та çук çав. Вăл пакăлтатнине çăвар карса çеç итлесе тăмалла...

Тепĕр тесен, сăмахĕ те тĕрĕс çав унăн. Йытăсем пек вĕрентсе хатĕрленĕ, вутпа перекен пăшал тытнă салтаксене çĕнтерме питĕ йывăр. Вĕсем харăслатса пенĕ чухне чи паттăррисем те чăтса тăраймаççĕ. Валтиел çыннисем салтаксене ним туса та хăратас çук.

Миçе кун ĕнтĕ салтаксем Валтиелре ним кирлĕ ĕç тумасăр, çитерме хупнă ăйăрсем пек пурăнаççĕ. Хăйсем пурте мăнтăр, суйласа илнĕ пек çӳллĕ, яштака. Арман чулĕсене çеç йăттармалла та вĕсене! Кулăшла та-çке, пупа хураллаççĕ. Такам вĕсен пупне йăкăлти хĕр вырăнне вăрласа каяс пек. Мĕн чухлĕ хушă пурăнĕç-ха ĕнтĕ вĕсем çапла кунта? Чиркӳ никĕсне хуриччен çеç-и? Е чиркӳ ĕçлеме тытăничченех-и? Шет, кайран та юлмĕç? И-и-и, çур ял çиес апата çăта-çăта хыпаççĕ те кашни кун. Каплах пулсан валтиелсем çука юласси те часах! Ахаль те ытла пуянах мар та... Анчах никама ним сăмах каласа та ĕнентерес, салтаксене халăх çăкăрне çиме чарас çук.

Салтаксем пуррипе нимрен те хăрамалли çук пулин те Савантер шăв-шав тухасран самаях шикленет. Шăв-шав чухне пуçсăр юласси те инçех мар. Унăн вара пурăнмалла та пурăнмалла-ха, çĕнĕ арăм тупмалла, унпа киленмелле...

— Эс тĕрĕсне калан-ха ĕнтĕ, çăвар уçма хăякан пулмĕ, — килĕшнине пĕлтерсе, каларĕ Савантер пупа.

— Çапла çав, тăванăм, — каллех кулса ячĕ Иннокентий. — Ан хăра, нимле шăв-шав та пулмасть. Мужиксем пусса ӳкернĕ сурăх пек, пуçĕсене çĕклеме те хăраççĕ.

Кăнтăрла çитеспе Савантер икĕ пуп пĕр-пĕринпе тарăхсах калаçнине илтрĕ. Кун пекки пулманччĕ-ха. Ермолай Килтеш пупне яланах итлекенччĕ, анчах хальхинче ăна тем кăмăла каймарĕ пулас.

— Çук, çук, кунпа ниепле те килĕшме пултараймастăп! — аллипе сулкаларĕ Ермолай.

— Килĕшмеллех! — çине тăчĕ Иннокентий пуп. — Эп сана, таса атте, лайăх пултăр тетĕп. Ăнлан! Эс кунта — çĕнĕ çын, пурне те пĕлсех çитерейместĕн. Эп вара чĕрĕк ĕмĕр çак выльăхсемпе ирттернĕ. Вĕсем ырă сăмаха пачах та ăнланмаççĕ...

Савантер калаçăва хутшăнас, мĕншĕн тавлашнине пĕлес тесе пупсен еннелле утрĕ. Анчах Иннокентий ун çине сиввĕн пăхса илчĕ те аяккалла кайма кăтартса аллипе сулчĕ. Пуянăн вара ирĕксĕрех вĕсем курман çĕрелле лăпăстатмалла пулчĕ...

Килтеш пупĕ Савантере кăнтăрла тĕлĕнче шыраса тупрĕ.

— Хаклă тусăм, — терĕ вăл ăшшăн кулкаласа, — каллех пире сан пулăшăву кирлĕ.

— Эс хушнине яланах тума хатĕр эпĕ, таса атте, — хăй ун сăмахĕнчен нихçан та тухманнине пĕлтерчĕ пуян.

— Тĕн йĕрки тăрăх, чиркӳ çирĕп пултăр, нихçан та ан ишĕлтĕр тесе, ун никĕсне ача хума хушаççĕ.

— Ача хума? — хăраса кăшкăрсах ячĕ Савантер.

— Мĕн пулчĕ сана, тăванăм? — хуравлас вырăнне ыйтрĕ Иннокентий. — Савантер, е кун пек йăлана курман-илтмен-и эсĕ?

Килтеш пуянĕ пупа хирĕç нимĕн чĕнме аптăраса тăчĕ.

Вĕсем патне Ермолай тухрĕ те, калаçу мĕн пирки иккенне ăнланса, куçне мăч-мăч тутарса пĕрре Иннокентий, тепре Савантер çине пăха-пăха илчĕ.

— Эсĕ, тăванăм, çав Укаслу ятлă турă ылханнă хĕре Шыври валли арăм пулма, ăна хăй ытамĕнче килентерме, арман пĕви тытма пĕвене пăрахас тенине манмарăн пуль те? — Килтеш пуянĕнчен каллех ыйтрĕ Иннокентий пуп.

«Эй, турăçăм, епле тискер çын иккен вăл, — шухăш вĕлтлетсе иртрĕ Савантер пуçĕнче. — Пурне те пĕлет. Унран нимĕн те пытараймастăн. Мана та шанмасть иккен, ман кашни утăмах вăрăм сăмсине чиксе шăршласа çӳрет...»

— Çапла, Савантер тăванăм, сан Шыври-турру арçын аллине лекмен хĕре хапсăнать, теççĕ. Лахматти ĕревĕç пулас вăл, — пуп йĕкĕлтенĕн кулса илчĕ. — Ну, кала-ха, апла пирĕн аслă турă мĕншĕн пĕр çылăхсăр чуна хăй патне илес темĕ? — Вăл, сухалне çӳлелле çĕклесе, сăх-сăхса илчĕ.

— Кашни этем чунĕ турă аллинче, — такама юрас тенĕн сăмах хушрĕ Валтиел пупĕ.

Савантер ун çине пăхса илчĕ. Пуп вăл пăхнине чăтаймарĕ, пуçне усрĕ, унтан ним пулман пек çурăмĕпе çаврăнса тăчĕ.

— Сирĕн ирĕк эппин, таса аттесем, — терĕ Савантер хуллен, хирĕç тăма юраманнине ăнланса.

— Ирĕкĕ пирĕн-ха, тĕрĕс, — килĕшрĕ унпа Иннокентий пуп. — Анчах ĕçĕ — санăн.

— Мĕнле ĕçĕ манăн пултăр? — ăнланаймарĕ Килтеш пуянĕ.

— Ача тупса памалла сан.

— Чим, ăçтан тупам-ха эп ун пек ача?

— Кирек ăçтан туп ĕнтĕ… Ку сан ирĕкӳ.

— Пĕр-пĕр тăлăх-турат тупнинчен лайăххи çук, — çаврăнса тата тепре калаçăва хутшăнчĕ Ермолай пуп, унтан йĕнĕ чухнехи пек сăмсине нăш-нăш! тутаркаларĕ.

Савантер каллех ун çине ӳпкеленĕн пăхса илчĕ. Пуп пичĕ-куçĕ вăрăпа тытнă чухнехи пек сасартăк хĕрелсе кайрĕ.

— Пирĕншĕн пурпĕрех, — аллипе сулчĕ Иннокентий. — Ачи кăна пултăр. Чиркӳ никĕсне юнкун апат хыççăн хурас тетпĕр. Асту, Савантер, ку тĕле ача пулмалла...

Савантер, шухăша кайса, ĕнсине кăтăрт-кăтăрт! хыçса илчĕ:

— Ох, таса аттесем, ытла йывăр ĕç хушатăр-çке-ха мана! Çур кун хушшинче ача тупасси...

— Ку сан ирĕкӳ ĕнтĕ, — юлхавлăн карăнса, мăнтăр хырăмне сăтăркаласа, ăна пӳлсех каларĕ Килтеш пупĕ. — Юлашки ĕç хушатăп сана, Савантер. Асту, куна пире кирлĕ пек тусан — эсĕ мĕн ĕмĕтленни çитет. Ăнлантăн-и? Хам сăмах панине манмастăп эпĕ. Савăнса кăна пурăн вара. — Вăл пуяна куç хĕсрĕ. — Хăв валли пĕр-пĕр турамăш пек хитре те çап-çамрăк пикене куç вăлтса хутăн пуль-ха, э?

Савантер вăтаннипе качча кайма хатĕрленнĕ хĕр пек хĕп-хĕрлĕ хĕрелсе кайрĕ.

— Ну, сана шанатпăр, тăванăм, — калаçу вĕçленнине пĕлтернĕн каларĕ Килтеш пупĕ. Ачине ыран ирпе илсе килсен лайăхрах пулмалла. Эпир вара ирхи кĕлĕ вуласа ун чунне çылăхран тасалма пулăшăпăр та чиркӳ лартас ĕçе пуçлăпăр, уяв туса ирттерĕпĕр.

Вăл Валтиел пупне хулĕнчен тытрĕ те кăнтăрлахи апат çиме ертсе кайрĕ, Савантере чĕнмерĕ. Килтеш пуянĕ хăй вырăнĕнчех, шухăш ăшне путса, тăрса юлчĕ.

 

Пупсем хушнă ĕçе тăвасси çăмăл маррине Савантер питĕ лайăх пĕлет. Çак кĕске хушăрах ăçтан тупмалла-ха никĕс валлилĕх ача? Вăрласси çеç юлать. Паллах, пĕр-пĕр кӳршĕ ялтан вăрласа килсен лайăхрах та... Атту валтиелсем урса кайма пултараççĕ. Ют ял ачишĕн темех тăвас çук. Ют — ютах, чĕрене çуран пекех ыраттармасть. Анчах мĕнле вăрласа килмелле-ха ăна? Кӳршĕ ялсенче те ачасем йăваланса выртмаççĕ.

Савантер шухăш вĕçне тухаймасăрах апат çиме кайса килес терĕ. Вăл ял хĕрринче, карчăкĕ вилнĕ хыççăн упа пек пĕччен пурăнакан ватă пĕлĕшĕ патĕнче чарăннăччĕ.

Савантер унталла утрĕ. Кӳлĕ хĕррипе пĕлĕшĕн çурчĕ патне тухнă чухне вăл çерем çинче ларакан виççĕ-тăваттăсенчи арçын ачана курчĕ.

Пĕчĕк пепке, темĕскере тĕллесе, аллинчи чулсене кӳлĕ еннелле ывăтать.

«Акă, таса аттесем валли ача тупăнчĕ те! — вĕлтлетсе иртрĕ Савантер пуçĕнче. — И-и-и, вĕсемшĕн таçта тĕнче хĕррине кайса тертленсе çӳрĕп-и? Çук! Хăйсем çӳреччĕр... Эх, тĕттĕм мар, халех ярса тытма пулатчĕ те çав ку пепкене! Çăварне хупла та йăтса кай пупсем патне. Кĕпи-йĕмне хывса ил. Çаппа-çарамас юлсан вăл кам ачи иккенне шуйттан та пĕлес çук...»

■ Страницăсем: 1 2 3 4