Кăвак çĕмрен :: Çĕнĕ чиркӳ — çĕнĕ куççуль
Пуян, ача тĕлне чарăнса, хăйĕн тискер ĕмĕтне мĕнле майлаштарма пулĕ-ши тесе шухăшласа тăчĕ. Çав вăхăтра вăл хваттере кĕнĕ çуртпа юнашар картишĕнчен сурпан сырнă хĕрарăм чупса тухрĕ те, ачана йăтса илсе, Савантер умĕнчен каялла кайрĕ. Пуян хĕрарăм çине ăмсанса пăхса илчĕ. Çап-çамрăк, хĕп-хĕрлĕ питлĕ, хитре, яштака, тăпăл-тăпăл пилĕклĕ. Сурпан сырман пулсан, качча кайса ачаллă пулнă хĕрарăм ку тесе те калас çук ăна.
«Эх, мĕн тери телейлĕ пуль кун упăшки! — чĕри хĕсĕнсе ыратмаллах ăмсанса илчĕ каллех Савантер. — Çакăн пек хитре арăма кашни каç ыталама пултарать те... Çитменнине тата вăл ăна епле маттур ывăл çуратса панă. И-и-и, кун пек ывăл тата вуннă та тума пултарать-ха вăл. Пăрчкан пек те! Эх, епле ытарайми хĕрарăм! Кашни хусканăвĕ килĕшӳллĕ. Ман ватсупнă карчамас пек мар ĕнтĕ. Эх, ăçтан çав хăрăк пуччишши тупăнчĕ-ха ман тĕле! Пĕртен-пĕр ывăл çуратрĕ те пушă пучах пулса тăчĕ. — Савантерĕн курайманлăхĕ сасартăках çиеле тапса тухрĕ. — Тепри пулсан ун вырăнĕнче кашни çул йывăр çын пулмалла. Мĕн çитмест-ха ара ăна? Пурлăх-и? Апат-çимĕç-и? Е эп начар арçын-и? Çук! Ытампа килентермен каç та иртмен пулĕ. Тепри ман пек упăшка пур чухне хăйне ăйăр умĕнчи кĕсре евĕр тытмалла, кĕçенсе кăна тăмалла...»
Унăн хырăмĕнче пăкăртатса илчĕ. Çав тери çиес килнине чăтаймасăр Савантер пĕлĕшĕ патнелле утрĕ.
Йывăç кашăкпа самаях сивĕннĕ шӳрпе шерплеттерсе сыпнă май Савантер кăмака çумĕнче çăпата хуçакан пĕлĕшĕ енне çаврăнчĕ.
— Кӳршĕ арăмĕ пит чиперскер иккен санăн, пĕлĕш! Пулĕхçĕ пек. Пичĕ-куçĕ çырла тейĕн. Ямахачĕ те телейлĕ пулĕ унăн. — Чиперскер тени тĕрĕсех ĕнтĕ, — ассăн сывласа хуравларĕ килхуçи. — Анчах телейлĕ тени вара...
— Мĕн, упăшкипе начар пурăнмаççĕ пуль-те?
— Çу-ук!
— Мĕскер тата?
— Упăшки çук. Акă мĕн!
— Упăшки çук? Ак тата! Мĕн пулнă вара? — Çĕре кĕнĕ.
— Хăçан?
— Эх, хăçан тетĕн! — кăмăлсăррăн алă сулчĕ старик. — Калаçатăн та-çке! Пĕлместĕн пек...
«Чим, леш вăрманта йывăç айне пулнин арăмĕ мар пуль те!» — шухăш пырса çапрĕ Савантере.
Çакна тавçăрнă евĕр килхуçи ӳпкелешсе калама тытăнчĕ:
— Сан куçу умĕнчех çапса ӳкернĕ вĕт-ха ăна... Çынсем калаççĕ, вилейменскерех ăна çĕре чикнĕ, теççĕ...
Савантер шелленĕн чĕлхине чаклаттарса илчĕ:
«А-ах! Этемĕн пурăнмалла та пурăнмаллаччĕ... Арăмне савăнтарса, ывăлне юратса... Улăп пек паттăрскерччĕ. Ун пеккишĕн çĕр çул та ним те мар. Вăл пур... кĕтмен çĕртенех çапла çĕре кĕчĕ. — Пуян каллех халăх каларăшне аса илчĕ. — «Çĕнĕ чиркӳ — çĕнĕ куççуль...» Акă, кам куççулĕпе çăвăнать иккен Савантер чупса çӳресе лартакан çĕнĕ чиркӳ! Ытарайми хитре пит-куçлă чăваш хĕрарăмĕн куççулĕпе...»
Çав сĕм вăрман варринче чавнă вилĕм шăтăкне йывăç çапса укернĕ чăваша мар, этем телейне пытарнăнах туйăнса кайрĕ ăна.
Савантер, шухăша кайса, ним тутине пĕлмесĕр шӳрпе çирĕ.
«Чим, тен, турă çырни çапла пуль, — тепĕр шухăш вĕлтлетсе иртрĕ ун пуçĕнче. Тен, çак чипер чăваш арăмĕн хăй упăшкине мар, тепĕр арçынна килентерсе пурăнмалла шăпа пуль? Ну, калăпăр, тепĕр арçынни вăл эпĕ те пулма пултаратăп-çке-ха! Иннокентий пуп хăй сăмахне тытса ман хăрăк пуччишшине мăнастыре ярсан... Мĕншĕн ăна качча илме пултараймастăп вара? Э-э?»
Анчах хăй тата çак шухăша тӳрех пăрахăçлама тăрăшрĕ.
«Э-э, çук, — терĕ, — кирлĕ мар мана çын юлашки. Хитре пулсан та. Ют çын ачипе. Çук, çук, эпĕ арçын алли тĕкĕнмен хĕре илетĕп. Ун хĕрлĕхĕпе киленĕп. Çĕрĕ-çĕрĕпе ун çумĕнчен хăпмăп. Вăл мана ватлăхра çын чуптуман кăкăрĕпе ăшăтĕ. Ун çинçе пилĕкне курса хам арçын иккенне виличченех астуса пурăнăп...»
Килхуçи калаçма тытăнни Савантере шухăшĕнчен пăрчĕ.
— Эхе-хе-хе-е! Хура элчел, хура элчел хуплать ĕнтĕ мĕскĕн хĕрарăма. Пӳлĕхçĕ ун çамки çине телей çырман пуль çав. Темчул арçын ун ытамне ăмсанĕç, анчах ăна телей сунаканĕ пулмĕ çав...
- Тăванĕсем çук-им вара ун? — ыйтрĕ Савантер. — Тăванĕсем пулăшĕç-ха ĕнтĕ...
Килхуçи пуян çине ӳпкеленĕн пăхса илчĕ те пуçне енчен-енне сулчĕ:
— Эх, Савантер, çылăха пĕлмен çын иккен эсĕ те... Пĕччен хĕрарăм кашни арçынна килĕнӳ çеç пулмалла тетĕн çав...
Вăл аллинчи çăпатине çĕклесе çапрĕ те, алăка шалтлаттарса хупса, урама тухса кайрĕ.
Старик мĕншĕн апла каланине Савантер лайăх ăнланчĕ, çапах та хăйне хăй çылăхран çăлас тенĕн мăкăртатса йлчĕ:
— Юрĕ ĕнтĕ, юрĕ, ĕнерхи калаçу килĕшмерĕ пуль-ха сана... Çавăнпа паян пит кăра эсĕ...
Ĕнер вĕсем иккĕш урлă пулса илнĕччĕ. Ним çук çĕртенех. Савантер, пĕлĕшне савăнтарас тесе, - хăй Ермолай пуп пирки мĕн шухăшланине каларĕ: «Сирĕн пачăшка пит усалах мар пек. Пурăнма пулать унпа...»
— Ĕлĕк пĕри çапла хăйсен пупне мухтанă тет. Кайран вара ăна чиркĕвĕ-мĕнĕпех çунтарса янă, — сиввĕн каларĕ, çакна илтсен, пĕлĕшĕ. — Ун кутне ан çулла, Савантер. Ырри пурпĕрех пулас çук. Пĕлместĕн-им, пуп куçĕ — нӳхреп куç. Пуп вăл илме кăна пĕлет, каялла пĕр пĕрчĕ те памасть. Е эсĕ халăх каланине мантăн-и? «Пуп килчĕ — инкек килчĕ, пуп кайрĕ — инкек кайрĕ». Асту, пупсем вĕсем Лештĕнчере кăна ырă. Çуттĕнчере вĕсенчен усалли вырăс вăйпучĕсемпе пуçкасакансем кăна, теççĕ.
Каç пулчĕ. Савантер хуçине улталас тесе вырăн çине выртрĕ пулсан та чĕптĕм те куç хупмарĕ. Кĕçĕр мĕн тумаллине вăл лайăх пĕлет, йăлтах шутласа хунă ĕнтĕ. Упăшкасăр хĕрарăм паян ачисĕр юлать. Кирлĕ мар ăна ача. Урăх вăрлăх туптăр. Ун ачине таса аттесем кĕтеççĕ. Ун хуйхи Савантер телейĕ пулĕ.
Пĕтĕм ял тарăн ыйха путрĕ. Пурте вилсе пĕтнĕ пекех. Таçта уй-хапхи патĕнче çеç шакăртма сасси илтĕнет: ку — ял хуралĕ. Ытти çынсем ыран иртерех тăрса ĕçе пуçăнас тесе выртса çывăрнă.
Савантер хуллен вырăнĕ çинчен тăчĕ те картишне тухрĕ. Хура кĕр пек сĕм тĕттĕм таврара. Уйăх та çук. Çăлтăрсем те курăнмаççĕ. «Çумăр çăвасшăн пулас, — шухăшласа илчĕ пуян. — Ку аван-ха. Никам та курмасть. Çумăрĕ çусан йĕр те пĕтет...» Вăл хӳме урлă сиксе каçрĕ те, чăхха куçланă тилĕ пек, тăлăх арăм çурчĕ еннелле йăпшăнчĕ.
Çитсессĕнех Савантер çурт тавра темиçе хутчен хуллен утса çаврăнчĕ, йĕри-тавралла тимлесе пăхрĕ, вăл-ку пулсан ăçталла тармаллине куçларĕ. Пĕлет-ха вăл: çуртра хĕрарăмпа ачисĕр пуçне никам та çук. Апла нимрен те шикленмелле мар пек ĕнтĕ, çапах асăрхануллă пулни пăсмасть. Асăрханакана Асăр-старик упрать тет.
Пурте йĕркеллех пек. Савантер хуллен, пĕр сас-чусĕр вăкăр хăмпи карнă тăвăр кантăка харри-мĕнĕпех кăларса илчĕ те çĕлен евĕр шала шуса кĕчĕ. Куçĕ унăн сĕмлĕхе хăнăхрĕ, вăл кушак пек чиперех куракан пулчĕ. Акă, алăк патĕнче, — сарлака путмар. Пуян унталла йăпшăнса пычĕ. Йĕркеллĕ сарнă тĕк тӳшек çинче, такама кĕтнĕ пек, аллисене ик еннелле сарса, хĕрарăм çывăрать. Месерле выртнă, питне чӳрече еннелле тунă. Савантер килессе кĕтнĕ тейĕн çав.
Килтеш пуянĕ, хускалма хăраса, хĕрарăм çине пăхрĕ. Лăпкăн, канăçлăн сывлать вăл. Утиялĕ сулахай кăкăрĕ çинчен йăлтах сирĕлнĕ. Хĕрлĕхне упракан пикенни пек чăп-чăмăр кăкăрĕ пĕр хăпарать, пĕр анать... Сасартăк Савантер чĕри сиксе тапа пуçларĕ, юнĕ вĕриленсе кайрĕ, пуçĕ çаврăнма тытăнчĕ. Вăл халĕ, çак самантра, Çуттĕнчере çак хĕрарăмпа иккĕшех тăрса юлнăн туйрĕ. Вăл — арçын, аçа. Ун умĕнче, аллисене сарса, ăна кĕтсе выртаканни, — ама. Хăйне-хăй ниепле тытса чараймасăр Савантер хĕрарăм кăкăрĕ патнелле туртăнчĕ... Юрать-ха, çав хушăра ун хыçĕнче, стена çумĕнче, хăяккăн, урисене куклетсе çывăракан ачана курчĕ. Çакă ăна хăйне-хăй тытса чарма, кунта мĕн ĕçпе килнине аса илме пулăшрĕ. Хайхи çавăнтах юнĕ сивĕннĕ пек пулчĕ: вăл асăрханса, хĕрарăм урлă ӳпĕнсе, ним сисми ыйха путнă пĕчĕк пепкене ярса тытрĕ те кантăк еннелле шурĕ...
Урамалла тухнă чухне вара кантăк каррине каялла хăй вырăнне лартма манас марччĕ тенĕ шухăш ун пуçĕнче вĕлтлетсе иртрĕ.
Таса аттесем Савантертен ачана ăçтан тупрăн тесе ыйтса тăмарĕç. Вĕсем савăннипе тав тума та манса кайрĕç пулас, пепкене иккĕн харăс çатăрласа ярса тытрĕç те часрах шала, пӳрте кĕрсе пытанчĕç...
* * *
Шуçăм сенкерлене пуçланă тĕле ача чĕри тапма чарăннăччĕ ĕнтĕ...
Иннокентий пуп салтаксене хăй патне чĕнчĕ:
— Пĕтĕм халăха лаппа пуçтарăр, — терĕ. — Кутпа шăваканнине те, чĕркуççипе упаленекеннине те ан хăварăр! Паян чиркӳ лартма пуçлатпăр!..
Салтаксем, пăшалĕсене çĕклесе, ял тăрăх сапаланса кайрĕç.
— Савантер, — чĕнчĕ пуяна пуп, — атя пӳрте, ача патне.
Вăл ăна шала илсе кĕчĕ.
— Турра парне çакăн пек пулмалла, — урайĕнче выртакан ача çине тăсса кăтартрĕ пуп. — Вăл çăтмаха кайма хатĕр ĕнтĕ...
Çаппа-çарамас выртакан ачана курсан, хăранипе Савантер куçĕ чариех чарăлса кайрĕ. Пĕчĕк пепкен ӳчĕ кăн-кăвак, ку чунĕ тухас умĕн питĕ тертленнине пĕлтерет ĕнтĕ. Пăвса вĕлернĕ пулас ăна...
— Куçĕ çине тăхлан шăратса ятăмăр. Куçĕ йăлтăркка пултăр тесе, — ăнлантарма тытăнчĕ Иннокентий. — Çăварне сарçу тултартăмăр. Турă умĕнче сăмахĕ сарçу пек çемçе пултăр. Пирĕн тĕне хисеплетĕр тесе кăкăрĕ çине хĕрлĕ сăрпа хĕрлĕ хĕрес ӳкертĕмĕр.
Пӳрте Ермолай пуп кĕчĕ. Вăл ача çине пăхса илчĕ те часрах куçне тартрĕ. Ахăртнех, çĕрĕпе тертлентернĕ пепкене курасси уншăн та çăмăлах мар пулас.
— Савантер, — терĕ хайскер çапах та сассине хытарса. — Ачана алтарь айне хураканĕ эсĕ пулăн. Ан васка. Ан пăлхан. Эс мĕн тунине халăх лайăх куртăр...
Килтеш пупĕн хулăм сасси янăраса кайрĕ:
— Чим-ха, чим, таса атте. Хам шухăша калам. Кун пек турра кирлĕ ĕçе такама хушар мар пуль. Чиркĕвӳ — санăн, алтарь айне те ачана хăвăнах хумалла...
Ахăртнех, вăл çĕнĕ пачăшкăна çак тискер ĕçĕн кунтели çеç тăвас темерĕ пулас. «Ан тив, ĕçне тăваканĕ хăй пултăр», — терĕ ĕнтĕ.
— Тĕрĕс тĕнĕн çирĕплĕхне ял çыннисем сан аллу витĕр курччăр, — сăмахне тăсрĕ Иннокентий. — Эпĕ те вара, эсĕ çирĕп чунлă иккенне курса, чĕреме кантарам.
Çак сăмахсемшĕн хăйсен пупне Савантер ăшĕнче тем тĕрлĕ тав туса пĕтерчĕ. Валтиел пупĕ килĕштĕрччĕ çеç Иннокентий сăмахĕпе, вара вăл çак тискер ĕçрен хăтăлнă пулĕччĕ...
Ермолай пуп кăштах шухăшласа тăчĕ те, ассăн сывласа, хăй килĕшнине пĕлтерчĕ:
— Эс каланă пек пултăр эппин...
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...