Хаçат


Тантăша


(А.Васильева)

 

Тантăш! Халăх нушийĕ

Пире пĕр çĕре турĕ!

Çĕр çын йăтми çĕклеме

Хамăр çамрăк хул çине

Йăвантарса хутăмăр.

Малтанах «Чăтаймастпăр»

Пуль тесе шухăш кĕчĕ.

Анчах чăваш халăхне

Калама çук юратни

Пире вăй парса тăчĕ!

Кунĕн-çĕрĕн чупрăмăр

Канассине пĕлмесĕр.

Çапах турă пулăшĕ

Тесе пусараттăмăр

Хамăр çуннă чунсене!

Ыр çынсен чĕрине

Алăксене шаккаса

«Пулăшăр пире» тесе

Йăлăнмалла та пулчĕ!

Чăнах нумай ыр çынсем,

Пире пулăшакансем

Хăйсен сассине пачĕç

Пире пулăшу ячĕç

Юлашкинчен тăрăшса,

Нумай асап хыçĕнчен,

Йӳнеçтернĕ хыççăн —

«Хьшар» ятлă хаçата

Ура çине тăратса

Чăвашсене патăмăр!

Çакă чăваш çыннисем

Ăна кĕтнĕ курăнать;

«Хыпар» сасне илтсенех

Пирĕн патра мĕскĕнсем

Вĕçсĕр киле пуçларĕç.

Хăйсем савăнса кайнă

Куçĕ-пуçĕ çуталса

Хĕвел пек йăлтăртатса

Хавасланса тăраççĕ!

«Хыпар» тинех тукрĕ-им?»

Малалла

Радио-хаçат Йĕпреçре


Пусăрăнса кăна ĕçлесе ларнă чух пирĕн радио-хаçат редакцине пĕр вăйпитти этем тăвăл пек тулхăрса кĕчĕ.

— Кунта-и радио?

— Кунта... кунта.

Çӳллĕрех пӳ-силлĕ, пĕр çирĕм пилĕк урлă каçнă тĕреклĕ те пиçĕ çамрăк пирĕн умра — ăнсăртран мăшкăла тăрса юлнă хаяр вăй евĕр — тилĕрсе тăрать. Урмăшса кайнă хурарах куçсем пĕр юлташ çинчен теприн çине çиçĕм пек вĕлтлетсе çӳреç. Типсе куштăрканă тута-çăвар пĕтĕм пыр тĕпĕпе темскер ахăрса каласшăн, анчах хатĕрленсе тăнă чăрсăр сăмахсем, кăмăл ытла та чӳхеннĕрен пулас, чĕлхе çине витĕмлĕн килмеççĕ.

— Çак иккен-ха, апла... радио... Эп... Эп «Тымар» колхозран... Хай... председатель.

— Э-э-э... К-йев юлташ, эсир-и-ха вăл?

— Так, так... ларсамăр.

Умра кам тăнине пирĕн ачасем чухласа илчĕç. Шевле пек çăмăл кулă пĕтĕм пӳлĕме çутатса ячĕ.

К-йев юлташăн пирĕн çине пăртак «вĕчĕ» пур. Ĕнер каç пĕтĕм Йĕпреç районĕ «Тымар» колхоз председателĕ çинчен илемсĕр хыпар итлерĕ...

...Колхоз хĕрсе кайса авăн илнĕ. Задани татăклă: çавăн чул-çавăн чул çапса çавăн чул-çавăн чул паянах станцăна леçмелле.

Кунĕ çырла пек тăнă. Вăй-хал çĕкленнĕçем çĕкленсе пынă... Юлашки сарăма пĕтерсе тухнă чух вăрман хыçĕнчен пĕр çĕлĕк пек пĕлĕт çĕкленет. Кĕтмен çĕртенех çак «çĕлĕк» пĕтĕм тӳпене хупласа илет. Унччен те пулмасть, пĕтĕм таврана çил-тăвăл лăскама тытăнать.

Малалла

Хаçатçăсене


Ĕçĕр йывăр сирĕн,

Чунăрсем таса.

Чун савăнать пирĕн

Хаçат вуласа.

 

Ирсерен пăхатăп

Почта ещĕкне.

Вуласа тухатăп

Хаçат çырнине.

 

Ахăлтатса култăм

Хĕскĕчпе пĕрле.

Эп таçта та пултăм

Çуллапа хĕлле.

 

Пурнăç çĕнĕлет-ха,

Чăнлăхпа сывлать.

Пуласлăхĕ пур-ха,

Халăх хăй калать.

 

Пичет кунĕ майĕн

Çыртăм тав туса.

Ĕçĕр йывăр сирĕн,

Чунăрсем таса.

Йӳçĕ курка


Темĕн ĕçпе вуламалли çурта пырса кĕрсессĕн, пĕрене çумне çакса янă стена хаçачĕ çинчи пысăк саспаллисемпе «Пуп Иппат, алли ухват» тенĕ статьяна Иппăт пупăн куçĕ курах кайнă.

Паллах, статйине вуламасăрах, унта мĕн çинчен çырнине туйса илнĕ.

— Анахвĕмсем... — кирпĕч пекех хĕрелсе кайса шăл айĕн ятлаçса тăрать. Вăрă пек йĕри-тавра пăхса илчĕ те, никам та çуккине кура, стена хаçатне тытса хăйĕн çинчен çырнă статйине çĕтрĕ тăкрĕ.

— А-а-а! — тесе пĕлĕт çинчи аслати пек кĕрлеттерсе ячĕ пĕри ун хыçĕнчен. — Мĕн туса хутăн?

Ку хăйĕн пӳлĕмĕнчен сиксе тухнă вуламалли çурт пуçлăхĕ пулнă.

— А-ан... я-я-ятлăр... шу-шуйттан илĕртрĕ... — теме пуçларĕ пуп хăранипе, нимĕн калама пĕлмесĕр.

— Ак мĕн калам сана, пачăшкă, — терĕ вуламалли çурт пуçлăхĕ. — Лар та çакăнта, пĕтĕм хаçата çĕнĕрен çырса тух. Ахаллĕн лектерĕпĕр сана, тĕрмерех çĕрсе вилĕн.

— Пĕтĕм хаçата-и? — тесе ыйтать Иппат куçĕсене чармакласа.

— Пĕтĕм хаçата çав!

— Ох, хоспоти Иисусе! — пит вăрăммăн сывласа ячĕ те хаçат татăкĕсене тирпейлесе пухма пуçларĕ.

Унтан пуп сĕтел хушшине ларса çырма тапратрĕ. Малтанах, ял Советсем, шефсем, сăмакунщиксем çинчен çырнă чухне, алли чип-чиперех çыратчĕ. Хăйĕн çинчен çырнă статья тĕлне çитсенех, пуп алли лăштах кайрĕ, малалла çыраймасть.

Малалла