Тӗнче тетелӗ чӑвашланать. Майӗпен-майӗпен пулин те. Влаҫ та вӑл еннелле туртӑнни вара пушшех те савӑнтарать. Ҫавах та йӑнӑшсем, ҫитменлӗхсем ҫук мар. Эп кунта тиркесе мар, вӗсене майӗпен юсасса шанса кӑтартас тетӗп :)
Президентӑмӑрӑн кун кӗнекинчи чӑвашла пайне пӑрахманни, ӑна тултарсах пыни мана питӗ савӑнтарать, кӑмӑла каять. Орфографи йӑнӑшӗсем ҫуккине те лайӑх (манӑнах вӗсем умлӑ-хыҫлӑ тухаҫҫӗ, япӑх вуланӑ чухне юлаҫҫӗ те...).
Шел те чӑвашла пайне вулама май ҫук. Вырӑслине ӑнланма самай ҫӑмӑлрах. Чӑвашлине вулан-вулан та пӗр вуннӑмӗш хутӗнчен тин тӑна кӗрет.
Ҫапла, Чӑваш энциклопедине ӗненес пулсан, Куславкка районӗнчи Ырашпулӑх (выр. Бишево) урлӑ Вӑта Енӗш юхса иртет. Ку йӑнӑш пирки паянхи «Хыпарта» Александр Вишневский пӗлтернӗ. Ӳкерчӗкре эп юханшыва пунктирпа палӑртрӑм, хӑй ялне уйӑрса кӑтартрӑм.
Хам та уҫса пӑхрӑм — чӑн та ял витӗр Вӑта Енӗш юхать тенӗ. Ял ятне тен пӑтраштарнӑ пулӗ терӗм те — ҫук. Унта Бишево ятлӑ ял тепре пур — Вӑрмар районӗнчи Энтрияль. Ҫав ял та Вӑта Енӗш патнеллерех ларать, анчах та ун пирки ҫырнӑ чухне тӗрӗсех каланӑ — юханшыв ялтан 2 ҫухрӑмра юхать тенӗ.
Шупашкар ҫинчен сахал мар сӑвӑ-юрӑ хывнӑ. Халӑх тӑван хуламӑр ҫынчен савӑнсах юрлать. Инҫе ҫула тухсин та кашниех часрах унта таврӑнма ӗмӗтленет.
Шел пулин те, юлашки ҫулсенче эпӗ акӑ мӗн асӑрхарӑм: ҫамрӑксем час-часах Шупашкар сӑмаха юриех вырӑслатса калаҫҫӗ, «Чебоксара кайрӑм», — тенине Ҫӗрпӳрен килекен автобусра пӗрре мар илтнӗ эпӗ. Ман шутпа, Шупашкар — чӑвашсен хушшинче тахҫан авалах ҫуралнӑ ят.