Чӑваш халӑхне «сувар» ята тавӑрни тем тесен те унбрендингпа (UNbrending) танлаштармалла — киввине тавӑрни.
Ребрендинга тунӑ чухне фирма е тавар ятне улӑштармаҫҫӗ, ытларах чухне ӑна тепӗр май илемлетеҫҫӗ ҫеҫ. Т-х: Билайн, МТС дизайнсене логотипӗсене улӑштарчӗҫ, анчах ячӗ вӗсен ҫавах юлчӗ.
Ребрендинг уссийӗ — компанире ытти пысӑк улшӑнусем ҫук чухне аталану пуррине кӑтартасси. Компанире ҫӗнӗ функционал кӗртсех пынӑ чухне ребрендинг кирлех те мар — улшӑнусем ун аталанӑвне кӑтартаҫҫӗ. Улшӑнусем ҫук чухне вара компани пӗр вырӑнта тӑманнине кӑтартас тесе ҫавнашкал ребрендинг ирттерсе компани патне интерес ҫуратаҫҫӗ.
Тахҫантанпах итлеменччӗ. Шупашкара куҫнӑ хыҫҫӑн вара итлес килсе кайрӗ. Чӑн та, малтанхипе танлаштарсан чӑн та чаплӑ радиоканал пулса тӑнӑ. Халь ӗнтӗ, 105 хума тавӑрнӑ хыҫҫӑн ӗҫ тата та вӑйлӑрах каймалла.
Уйрӑмах «Юрӑ вӑчӑри» (юрӑ авторӗсене пӗлтерни питӗ лайӑх ман шутпа), «Каҫхи Микс», «Чӗререн тухакан сӑмахсем», «Радиотеатр» кӑларӑмсем кӑмӑла каяҫҫӗ, вӗсене ертсе пыракансем те хайсен ӑсталӑхне чылай ӳстернӗ. Чӑн та итлеме кӑмӑллӑ.
Салам, ЧӐВАШСЕМ! Паян кун та чӑваш чӗлхи пӗтесси пирки калаҫатӑр-и? П.Хусанкай та, Я.Ухсай та хӑйсен вӑхӑтӗнче тӑван чӗлхе пуласлӑхе пирки пӑшӑрханнӑ пулсан та эпир паян кун та ЧӖРӖ! ЭПИР ЧӖРӖ ПУЛСАН, ХАЛӐХ ТА ПАЯН-ЫРАН ВИЛМӖ-ХА! Апла пулсан пурӑнар-ха пурнӑҫа!... Ӗмӗрсем иртсен те мӑнукӑмӑрсем пуҫа каҫӑртса пирӗнпе мухтанма пултарччӑр.
Паян сӑмах вара пачах та урӑххи пирки. Мана пачах та урӑх ыйту кӑсӑклантарать. Мӗншӗн пирӗн халӑха чӑваш тесе ят панӑ? Ҫак сӑмахӑн этимологийӗ мӗнлерех-ши? М.Р.Федотова ӗненес пулсан чӑвашсене марисем ят панӑ пулать.
Отныне Чувашское национальное радио будет вещать на частоте 105 FM совершенно законно: сегодня, 24 февраля, АУ "Национальная телерадиокомпания Чувашии" выиграла конкурс в Министерстве связи и массовых коммуникаций РФ "на получение права на наземное эфирное радиовещание на частоте 105,0 МГц, г. Чебоксары (пункт установки передатчика - Цивильск), Чувашская республика, время вещания ежедневно, круглосуточно". За право вещания боролись две общефедеральные и две региональные телерадиостудии, сообщили ИА REGNUM в Минкультуры Чувашии. При этом отмечается, что Национальная телерадиокомпания Чувашии получила наибольшую поддержку: из шести членов комиссии пятеро проголосовали за неё, в том числе председатель конкурсной комиссии, руководитель Роскомнадзора Сергей Ситников.
Ҫапла, паян эп Чулхуларан Шупашкара куҫрӑм. Унти ӗҫрен кайрӑм, халӗ ӗнтӗ Шупашкарта ӗҫ тупма тивет. Кунти ӗҫ темле пулӗ ӗнтӗ — куҫ курӗ тетӗп.
Шупашкара куҫнӑ хыҫҫӑн чӑвашлӑхшӑн ӗҫлени лайӑхланасса шанас килет. Ҫав шанӑҫпа куҫрӑм та ӗнтӗ. Килти сӑлтавсем те пулчӗҫ, анчах чи пӗлтерӗшли маншӑн тӑван ҫӗре куҫасси пулчӗ. Чулхула мана чӑнах та йӑлӑхтарса ҫитерчӗ. «Из рук в руки» хаҫат редакцийӗнче ӗҫлеме пуҫланӑранпа 10 ҫул ҫитнӗ вӑхӑта та кӗтсе тӑмарӑм — заявлени ҫырса ӗҫрен тухрӑм.
Укҫа-тенкӗ енчен тесен пӗр 15 пинлӗ ӗҫе вырнаҫсан нимӗн те ҫухатмастӑп — тупӑш малтанхи пекех пулӗ.
Нарӑс 18-шенче Чӑваш Патшалах канашӗ иртрӗ. Ҫак ларура Федераци Совечӗнчи Чаваш патшалах канашен представителӗ - Леонид Лебедев хутшӑнче. Калас пулать, Леонид Лебедев сенатор 8 (сакӑр) ҫул хушши ӗнтӗ Чӑваш халӑхне Раҫҫей Совет Федерацийӗнче кӑтарста тӑрать. Хамӑр Республикаран сумлӑ а пултаруллӑ чӑваш ҫынни тупайман пуль ентӗ? Мен тӑвать вӑл унта - никам та пӗлместь? Анчах та пирӗн депутатсем ку ыйтупа интересленмеҫҫӗ. Вӗсем хӑйсене тата чиновниксене шалу укҫине хӑпартас пирки кӑна ҫунаҫҫӗ. Лебедева сенатортан кӑларас тесе Игорь Моляков депутат кӑна ыйту ҫӗклере, анчах ытти депутатсем шыв сыпнӑ пек ларчӗҫ.