Чĕрĕп тата çĕлен тĕлĕшпе ĕлĕкхи анекдот пур: иккĕшне пĕтĕçтерсен икĕ метр тăршшĕ йĕплĕ пралук пулать амитке. Чăваш орфографи комиссине йĕркеленĕ чухне каланă шухăшсем çак анекдота аса илтерчĕç. Компромисс, консенсус тупмалла имĕш.
Мĕнле ăнланмалла кăна? Хире-хирĕçлĕ шухăшсене еплерех пĕтĕçтерме пулать?
Консенсус тупас тесе, калăпăр, "çĕршыв" сăмаха епле çырассине кун сиктерсе улăштарса пымалла-и: мăшăрлă кунсенче (02, 04, 06, 08,...) пĕрле те мăшăрсăррисенче (01, 03, 05, 07,...) уйрăм пулмалла-и? Темĕн, питех шанса каймастăп унашкал ăслăлăха. Концепци пĕрре, яр уçă, ниçта пăркаланмалла мар пулма тивĕçлĕ. Йĕркевĕсем, правилисем вара самаях пиçĕ пулма пултараççĕ. Унчченхи "реформаторсене" банкротсем тесе шутламалла. Анчах та халĕ вăйра тăракан йĕркевсенчен пăрăнмалла тенине пĕлтермест ку. Мĕншĕн тесен вĕсен (йĕркевсен) тексчĕсенче те конструктивлă вăй çук мар. Тепĕр тесен, йĕркевсенчен пăрăнма пирĕн право та çук. Тавайăр-ха пĕтĕм сÿтсеявăва çак ансат шухăш тавра çавăрар! Ку чĕрĕппе çĕлен ÿкерчĕкне ак çакăнтан илтĕмĕр — http://www.e-reading.club/bookreader.php/103979/Nepil_-_Ya,_pes_Barik.html
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Ку орфографи пирки иксӗрӗн тӗл пулса чӗлхе ҫӳхеличчен калаҫма май ҫук-им? Ку тема пит те ансӑр темӑ. Малтан ачусене ҫуратса тултарӑр-ха, малтан ачусене атте-анне теме вӗтентӗр-ха,тӑвансем!
Михаил Волков // 1432.37.7330
2015.06.01 23:30
Карт (сыпăк) çырăвĕнчен сасă çырăвне куçнă чух грексен те, латинсен те, готсен те фонема теорийĕ пулман. Паллах, Кирилпа Мефодий те ку теорине илтмен те, курман та. Теорине, тĕпрен илсен, 19-20мĕш ĕмĕрсенче тунă. Вырăссем халĕ те ку термина ике тĕрлĕ ăнланаççĕ, фонемăсене шутне тĕрлĕрен калаççĕ. Теори вăл гипотеза. Ăслăх ыйтăвĕсене татса памалли никĕс пулаймасть.
Михаил Волков // 1432.37.7330
2015.06.01 23:55
Виталий Котлеев,фонетистсен Ленинград шкулĕпе çыхăннăскер, пĕлтерĕшсене палăртасси фонемăпа çеç мар, сыпăкпа та çыхăннă тенине те астăватăп. Паллах, тĕнчипе сарăлнă карт çырăвĕн чăлхи пулнă май, вăл СИЛЛАБАРИЙ (испан, латин терминĕ) - сыпăк çырăвĕ пулнă. Икĕ орфографипе çырни ырра мар, вырăссем хыççăн мар, тĕнче хыççăн каймалла. Мелĕсене шырамалла çакна тума.
Пур морфемă та фонемăран тăмасть - тĕслĕхрен "ноль морфемă" (zero morpheme). Е морфемăсен реализацийĕсем (алломорфсем) - апофони, альтернаци майĕпе пулаççĕ - sing sang sung. Анчах i - a - u'на пĕр фонемă теейместĕр, мĕншĕн тесен минималлă мăшăрта сасă ылмашăвĕ сăмах пĕлтерĕшне улăштарни шăпах фонемă палли. sing - sung (1 морфемă, 2 тĕрлĕ фонемă).
Иккĕшенче те виççĕмĕш вырăнта пĕр фонема <т>
Анчах та вĕсен реализациленесси тĕрлĕрен. Аллофонĕсен ушкăнĕ пĕр мар тейĕпĕр.