Чĕрĕп тата çĕлен тĕлĕшпе ĕлĕкхи анекдот пур: иккĕшне пĕтĕçтерсен икĕ метр тăршшĕ йĕплĕ пралук пулать амитке. Чăваш орфографи комиссине йĕркеленĕ чухне каланă шухăшсем çак анекдота аса илтерчĕç. Компромисс, консенсус тупмалла имĕш.
Мĕнле ăнланмалла кăна? Хире-хирĕçлĕ шухăшсене еплерех пĕтĕçтерме пулать?
Консенсус тупас тесе, калăпăр, "çĕршыв" сăмаха епле çырассине кун сиктерсе улăштарса пымалла-и: мăшăрлă кунсенче (02, 04, 06, 08,...) пĕрле те мăшăрсăррисенче (01, 03, 05, 07,...) уйрăм пулмалла-и? Темĕн, питех шанса каймастăп унашкал ăслăлăха. Концепци пĕрре, яр уçă, ниçта пăркаланмалла мар пулма тивĕçлĕ. Йĕркевĕсем, правилисем вара самаях пиçĕ пулма пултараççĕ. Унчченхи "реформаторсене" банкротсем тесе шутламалла. Анчах та халĕ вăйра тăракан йĕркевсенчен пăрăнмалла тенине пĕлтермест ку. Мĕншĕн тесен вĕсен (йĕркевсен) тексчĕсенче те конструктивлă вăй çук мар. Тепĕр тесен, йĕркевсенчен пăрăнма пирĕн право та çук. Тавайăр-ха пĕтĕм сÿтсеявăва çак ансат шухăш тавра çавăрар! Ку чĕрĕппе çĕлен ÿкерчĕкне ак çакăнтан илтĕмĕр — http://www.e-reading.club/bookreader.php/103979/Nepil_-_Ya,_pes_Barik.html
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Фонема теорийĕ сасă çырăвĕ пирĕн эрăчченхи 7-5 ĕмĕрсенче пуçланнă чухне пулман. Вăл качакана хăмăт тăхăнтарса лаша тума хăтланнине асилтерет. Европа чĕлхеçиссем мухтакан Вернер законнех аса илĕр: 7 хисеп ятне еплерех харпăрлаççĕ вĕсем ку сăмах сĕм авалхи чĕлхерен юлнине шута илме килĕшмесĕр! Пăтранчăк шывра пул тытма аваннине такам та пĕлет.
Михаил Волков,
Çырулăха нимĕнле теорисĕрех ăсталама пулать.
Фонема теорийĕсĕрех тата ытти теорисемсĕр те пурте янк лайăх курăнать.
Теори практика хыççăн пулса пымалла.
Эпир теоришĕн мар вулатпăр-çыратпăр вĕт!
Ностратла чĕлхесĕр пуçне пурине те вĕсен авторĕсем унчченхи чĕлхе çине таянса тунă. Сĕм авалхи чĕлхен сăмах тымарĕсене илсе вĕсене е урăхлатнă, е префикссемпе постфикссем ятарласа туса хушнă т.ыт.те. Çĕнĕ чĕлхе тăвакан ÇĔНÇЫруЛĂХпа усă курнă çак ĕçре (ăна вăл хăех тунă!). Халĕ эсир нимĕçсем хыççăн кайса чĕлхе вăл хăй тĕллĕн аталанакан пулăм теме хăтланатăр. Сирĕн позици - ХУÇАна, чĕлхе хуçи пуррине асилтерет.
Эпĕ сире икăнорлаттăм, анчах ХУÇИ кам-ши тесе ыйтассăм килчĕ.
LOL )
Çырулăха нимĕнле теорисĕрех ăсталама пулать. Фонема теорийĕсĕрех тата ытти теорисемсĕр те пурте янк лайăх курăнать.
100% - акăлчан çырулăхĕ чĕлхи питĕ лайăх тĕслĕх (пин çул кукăр-макăррăн çыркаланипе хальхи ачасем нуша кураççĕ, анчах хăнăхаççĕ). Фонемă теорицĕ тухса унчченхи фонеттиккăлла ăпăр-тапăр рефформă сĕнĕвĕсене сирсе çырулăха уçăмлăн ăнлантарса парать, чĕлхене вĕренессипе хăнăхассине çăмăллатса парать.
Мана 2500 çул каялла кайса ун чухнехи ăспа чĕлхене ăнланма ĕмĕтленекен регрессивистсем тĕлĕнтереççĕ. Çырăр - малтан çырăр!
Асилтерем хам тĕслĕхе:
çиç- (тымар) ç фонемă - ()и()ĕм ()и()рĕ. ()и()ĕм ()и()ет. Ан ()и()тĕр. Ан ()и()ейтĕр.
хух (тымар) х фонемă - Ат()л халь те ху()()р, татах ()у()ĕ теççĕ. ()у()са(х тăрать. ()у()ассине мĕнле чарас.
хуй (тымар) х фонемă - ()уй()ăллă ()уçи ()уйтарнипе лаша ()уйсах кайрĕ. Ан ()уй-()а! тет ()ай()и.
Шыравçă ульăм! Этемлĕх Çĕр çинче çур миллион çула яхăн.Çапла калаççĕ археологсемпе генетиксем. Авал этемсем ăссăр пулнă та эрипен ăсланнă тени суя. Пирĕн (хальхи) цивилизаци 11-14 пин çул каярах пулнă ахăр саман хыççăн темĕнле чĕрĕ юлнă питĕ пĕчĕк йышран пуçланнă. Тăнсăр янаварсем Мăн пăрлану тапхăрĕнче сывă юлса ĕрчеймен пулĕччĕç.
Михаил Волков // 1863.73.5142
2015.06.04 23:36
Франциă чĕлхеçисем "Грамматика не подвластна королям", - тесе короле вăлтнă. Фонетикăпа графика патне таврăнар. Фонетика улшăнăвĕсем графикăна урăхлатнипе ЫТЛАРАХ çыхăннă. Графикăна, çавăнпа пĕрлех орфографине, паллах, халăх мар, корольсем урăхлаттараççĕ. ВĂЛ - ВĂЛСАМ - У - УСАМ - ВĂСАМ - ВĔСЕМ - УСЕМ - ку ылмашусем графикăна улăштарнипе пулнă. Фонологи саккунĕсем пирки мар.
Михаил Волков // 1863.73.5142
2015.06.05 00:00
Сыпăк çырăвĕнчен сасă çырăвне куçма сăмахсене вăрăмлатма тивнĕ. (Терминсем тĕп-тĕрĕс ят параймаççĕ ку çырусене.) Малтан сасă çырăвне империсем (Персие, Грексене, Рима аса илер) куçнă. Пăхăнтарнă йăхсене хальхи РФри пек пĕрчĕлхеллĕ тумалла пулнă. Асăрхăр: грексемпе латинсен чылай саспалли Карт (Руна) çырăвĕнчен кăшт юсаса урăхлатнисем теме пулать. Халлĕхе хирĕçле калаççĕ: рунăри саспаллисене грексемпе латинсенчен илнĕ теççĕ.