Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Родиться мало - надо еще состояться.(Илья Шевелев)
 

Ad

Agabazar: Орфографи "фронтĕнче" улшăнусем çук

Agabazar12.05.2015 23:5144516 views

Чĕрĕп тата çĕлен тĕлĕшпе ĕлĕкхи анекдот пур: иккĕшне пĕтĕçтерсен икĕ метр тăршшĕ йĕплĕ пралук пулать амитке. Чăваш орфографи комиссине йĕркеленĕ чухне каланă шухăшсем çак анекдота аса илтерчĕç. Компромисс, консенсус тупмалла имĕш.

Мĕнле ăнланмалла кăна? Хире-хирĕçлĕ шухăшсене еплерех пĕтĕçтерме пулать?

Консенсус тупас тесе, калăпăр, "çĕршыв" сăмаха епле çырассине кун сиктерсе улăштарса пымалла-и: мăшăрлă кунсенче (02, 04, 06, 08,...) пĕрле те мăшăрсăррисенче (01, 03, 05, 07,...) уйрăм пулмалла-и? Темĕн, питех шанса каймастăп унашкал ăслăлăха. Концепци пĕрре, яр уçă, ниçта пăркаланмалла мар пулма тивĕçлĕ. Йĕркевĕсем, правилисем вара самаях пиçĕ пулма пултараççĕ. Унчченхи "реформаторсене" банкротсем тесе шутламалла. Анчах та халĕ вăйра тăракан йĕркевсенчен пăрăнмалла тенине пĕлтермест ку. Мĕншĕн тесен вĕсен (йĕркевсен) тексчĕсенче те конструктивлă вăй çук мар. Тепĕр тесен, йĕркевсенчен пăрăнма пирĕн право та çук. Тавайăр-ха пĕтĕм сÿтсеявăва çак ансат шухăш тавра çавăрар! Ку чĕрĕппе çĕлен ÿкерчĕкне ак çакăнтан илтĕмĕр — http://www.e-reading.club/bookreader.php/103979/Nepil_-_Ya,_pes_Barik.html

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (189)]

Comments:

Agabazar // 3610.6.2762
2015.06.03 12:29
Agabazar
<<Чăваш чĕлхинче ноль фонемă çук. Ноль морфемă пайтах.>>

Вĕсем. "Вĕ-" компонентра "л" ăçта кайса кĕнĕ?

Маншăн пурпĕрех, хуть те мĕн ят парăр. "Нуль" сасă тетĕп ăна.

Ку — сасăсем пирки. Фонемăсем пирки те çавах. "Нуль" морфема пулсан — "нуль" фонема та пур.
"Нуль" фонема тени килешмест? Мĕнех, эп хирĕç мар. Анчах апла-тăк "нуль" морфема тенине те сирпĕтме тивет.

Танлаштарма. Виççĕмĕш капаша (куба) хăпартни пур тетпĕр. Çакна пĕлсе тăрсах иккĕмĕш капаша (квадрата) хăпартни çук теме пулать-и?
Victor // 1530.08.1610
2015.06.03 12:34
Victor
Вĕсем. "Вĕ-" компонентра "л" ăçта кайса кĕнĕ?

Эсир ăна фонологи урлă ăнлантарма тăнă та - тĕлĕнсе ларатăр. :D
Agabazar // 3610.6.2762
2015.06.03 12:41
Agabazar
А мĕн фонологи-морфологи çине йăвантармалли пур?
Ăнлантарма та питех кирлĕ мар кунта!
Çухалнă-тăк, çухалнă, вара мĕн? Факт.
Морфологирен ăнлантарнă-тăк, ку фонологие те пырса тивет. Кунта пит калаçмаллисемех çук.

"Вĕ-" — алломорф. "Ĕ" — аллофон. Кайри "нуль" сасă — каллех аллофон.



Victor // 1530.08.1610
2015.06.03 13:18
Victor
Чĕлхере нимĕн те ахальлĕн çухалмасть - пĕтĕмпех пĕр-пĕр йĕркене кура улшăнать.

Ĕ - ăл
ăл - фонемă-и? :D


Ноль фонемă - арап, ифрит чĕлхинче курăмланать.
Ноль сасă пур паллах - фонеттиккăра.
Agabazar // 3247.14.8884
2015.06.03 13:29
Agabazar
<<Ĕ - ăл
ăл - фонемă-и? :D>>

Эп апла каламарăм вĕт. Ĕ <=> Ă. "Вăл" сăмахри фонемăсем тесе эп çаксене асăнтăм: <в>, <ă>, <л>

ăл пирки ним те каламан эп

Чĕлхе историйĕ пĕр япала, Чĕлхен хальхи тытăмĕ тепĕр япала.
Victor // 1530.08.1610
2015.06.03 14:47
Victor
<в>, <ă>, <л> - паллах
е

<в>, <ă>, <л>, <c> <е> <м>
--- [ă] > [ĕ] - умлаут (регрессивлă)
--- [л] - ликвид пулнă май (плавный) час-часах йĕр хăвармасăр тухса ÿкет. (тĕслĕхрен - "кил" сăмах -> ки-ха)

Л тухса ÿкни - 100% фонеттиккă.
Ăран Ĕ пулса тăни - фонеттиккă.
Фонологи енчен вара:
вăсем "вă сас паллисем" - вĕсем "нумайлă хисепре: вăл". Орфографи йĕрки - фонеттиккине кура.
Agabazar // 3247.14.8884
2015.06.03 16:17
Agabazar
"Л тухса ÿкни - 100% фонеттиккă.
Ăран Ĕ пулса тăни - фонеттиккă."

Хам та çавнах калап-иç: фонолог куçĕпе пăхсан кусем пурте ХУТКУПĂС. Унăн ĕçĕ çакăн сăлтавне шырасси мар. Чи кирли çакă: асăннă улшăнусем пулсан та морфема палланать: пытарăнаймасть, шеремет!

Victor // 1530.08.1610
2015.06.03 20:10
Victor
Хам та çавнах калап-иç
Нивушлĕ :).

Паллах, палланать - морфологи паллать ăна.
Михаил Волков // 3243.97.6021
2015.06.03 23:38
Манăн çырăва кăларса пăрахнă та фонологи тĕтринче Шыравçăпа Акапасар тапкалашса ишме хăтланатăр. Уçăмлă фактсенех уçăмсăр "ăслăлăх" пăтранчăкĕпе чÿхетĕр. Сирĕн тавлашусен никĕснче Ф. де Соссюрăн йăнăш шухăшĕ. Чĕлхе ун шучĕпе - хăйне хăй халлĕн аталанакан система. Теприсем, ку шухăша кăштах тÿрлетме пăхса "уçă система" текелеççĕ. Чĕлхен хуçисем пуррине манатăр-им?
Михаил Волков // 3243.97.6021
2015.06.04 00:01
Ностратла чĕлхесĕр пуçне пурине те вĕсен авторĕсем унчченхи чĕлхе çине таянса тунă. Сĕм авалхи чĕлхен сăмах тымарĕсене илсе вĕсене е урăхлатнă, е префикссемпе постфикссем ятарласа туса хушнă т.ыт.те. Çĕнĕ чĕлхе тăвакан ÇĔНÇЫруЛĂХпа усă курнă çак ĕçре (ăна вăл хăех тунă!). Халĕ эсир нимĕçсем хыççăн кайса чĕлхе вăл хăй тĕллĕн аталанакан пулăм теме хăтланатăр. Сирĕн позици - ХУÇАна, чĕлхе хуçи пуррине асилтерет.

Pages: 1, ... 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9, 10, 11, 12, 13, ... 19

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters