Чĕрĕп тата çĕлен тĕлĕшпе ĕлĕкхи анекдот пур: иккĕшне пĕтĕçтерсен икĕ метр тăршшĕ йĕплĕ пралук пулать амитке. Чăваш орфографи комиссине йĕркеленĕ чухне каланă шухăшсем çак анекдота аса илтерчĕç. Компромисс, консенсус тупмалла имĕш.
Мĕнле ăнланмалла кăна? Хире-хирĕçлĕ шухăшсене еплерех пĕтĕçтерме пулать?
Консенсус тупас тесе, калăпăр, "çĕршыв" сăмаха епле çырассине кун сиктерсе улăштарса пымалла-и: мăшăрлă кунсенче (02, 04, 06, 08,...) пĕрле те мăшăрсăррисенче (01, 03, 05, 07,...) уйрăм пулмалла-и? Темĕн, питех шанса каймастăп унашкал ăслăлăха. Концепци пĕрре, яр уçă, ниçта пăркаланмалла мар пулма тивĕçлĕ. Йĕркевĕсем, правилисем вара самаях пиçĕ пулма пултараççĕ. Унчченхи "реформаторсене" банкротсем тесе шутламалла. Анчах та халĕ вăйра тăракан йĕркевсенчен пăрăнмалла тенине пĕлтермест ку. Мĕншĕн тесен вĕсен (йĕркевсен) тексчĕсенче те конструктивлă вăй çук мар. Тепĕр тесен, йĕркевсенчен пăрăнма пирĕн право та çук. Тавайăр-ха пĕтĕм сÿтсеявăва çак ансат шухăш тавра çавăрар! Ку чĕрĕппе çĕлен ÿкерчĕкне ак çакăнтан илтĕмĕр — http://www.e-reading.club/bookreader.php/103979/Nepil_-_Ya,_pes_Barik.html
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Алломорфсем — морфемăн хăйне майлă варианчĕсем. Анчах та морфемăна ят панă чухне хăш алломорфне асăнмалла-ши? Вăт ку тĕлĕшпе маншăн кăштах уçăмсăрлăх пур. Тĕп алломорф тейĕпĕр. Анчах хăшне апла тесе шутламалла?. Пăтрашăну пулма пултарас пек туйăнать.
Морфемăлла (Фонемăлла) çырулăхра кашнийĕнчех харпăр алломорф е аллофон çырса аппаланмаççĕ. Ялан пĕр тĕрлĕ. Кирек хăш ситуацире те.
Алломорфлинче (Фонетикăллинче) вара кашнийĕнче чат хăйĕн алломорфĕ тата аллофонĕ çырăнать.
Тĕрĕс ыйтусем патне çитрĕр. Анчах морфемă тата фонемă мĕнне тавçăраймарăр хальччен...
Мăссăльман пек кутăн шухăшлатăр :).
Акă Турă - фонемă,
дистрибуцийĕ:
Ывăлĕ - аллофон,
Таса Сывлăш - пĕр-пĕрне çыхăнтараканни, "кусем пĕрех!" текенни.
Аgabazarемăпа аллоAgabazarсем. Е - Аgabazarемăпа аллоAgabazarсем
Agabazar - морфемă
дистрибуцийĕ:
Agabazar пилĕк кун ĕçлет - "ĕçлекен Agabazar" алломорф
Agabazar икĕ кун канать - "канакан Agabazar" алломорф
Agabazar отпуска тухрĕ - "Agabazar çук" алломорф
Сăнакан курать - "кусем пур те Agabazar-иç" тет. Концепт.
Чĕлхери пур морф - алломорф, мĕншĕн тесен пĕр-пĕр морфемăн тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕрен курăнакан сăнĕ.
Чĕлхери пур фон - аллофон, мĕншĕн тесен пĕр-пĕр фонемăн тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕрен курăнакан сăнĕ.
Харпăр кашни чĕлхе çырулăхĕнче
морфемăлла та, фонемăлла та çырни пур.
Кусем текста лайăх ăнланма пулăшакан принципсем.
Фонеттиккăлла çыру çак принципсене иккĕшне пĕрле хирĕçлет, çавăнпа эсир морфологипе фонологи пĕр япала теме пуçларăр пулмалла.
Вырăспа чăваш çырулăхĕсем морфологипе фонологи вăрттăнлăхĕсене уяççĕ.
Акăлчан чĕлхи ытларах фонеттиккăлла-историлле çыру.
Турккă чĕлхи ытларах фонеттиккăлла çыру.
Арап çырăвĕ фонеттиккăлла.
Çаксенчен чи ăнăнçли - лингвистсене кура - чăваш çырулăхĕ. Вырăсăн питĕ расна орофографине те геттолама пултарни те лайăх, те япăх.
Акă тĕслĕхрен вырăс çырулăхĕнчи класс историлле варваризмла лексемăна чăваш чĕлхи фонемă сис-чĕвĕпеле тÿрлетет - Класри, Класа.
алломорф: город- / горож-
фонемăсем: д, ж
фонеттиккă проццесĕсем:
1) город (т) - оглушение (вырăс чĕлхинче сăмах вĕçĕнче янăравлă сасă пулма пултараймасть) ---> комплиментарлă дистрибуци ---> сасăсем пĕр пек ---> город (т) вырăнне город (д) тесен сăмах пĕлтерĕшĕ улшăнмасть - аллофон.
2) городе (дj) - регрессивная аккомодация. ---> дj аллофон.
Д-па Ж ылмашăннине морфологи енчен пăхмалла.
Ку ыйтусене вырăс чĕлхе пĕлĕвĕ халĕ те тĕрлĕрен татса парать. Мускав фонологи шкулĕпе Ленинград фонологи шкулĕ тĕрлĕрен пăхаççĕ.
Мускав шкулĕ "морфемизм"а, Ленинград шкулĕ "антиморфемизм"а тĕпе хураççĕ.
Ку вырăс тата славян чĕлхисен хăйне евĕр кăткăслăхĕпе çыхăннă япала.
Чăваш чĕлхи фонологи енчен кăткăс чĕлхе мар.
Алломорфсем — морфемăн хăйне майлă варианчĕсем. Анчах та морфемăна ят панă чухне хăш алломорфне асăнмалла-ши? Вăт ку тĕлĕшпе маншăн кăштах уçăмсăрлăх пур. Тĕп алломорф тейĕпĕр. Анчах хăшне апла тесе шутламалла?. Пăтрашăну пулма пултарас пек туйăнать.
Морфемăлла (Фонемăлла) çырулăхра кашнийĕнчех харпăр алломорф е аллофон çырса аппаланмаççĕ. Ялан пĕр тĕрлĕ. Кирек хăш ситуацире те.
Алломорфлинче (Фонетикăллинче) вара кашнийĕнче чат хăйĕн алломорфĕ тата аллофонĕ çырăнать.