Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хĕн-хур айĕнчеКулăшла калавсемКушкă ачиЧипер АннаХăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăхКунсем-çулсем... Çулсем-йĕрсем...Кайăк тусĕ

«Паянах!..»


Паянах!.. Ĕнерпе мăшăрланĕ Ыран!

Туйĕнче ташласа-юрласа юлмасан

Кивçенле кун илме ан та хăй Ватлăхран —

Шăлсăрскер курпунпа явăçаймĕ асам.

 

Ăраскал — мыскара, мешехин1 пур йĕрке —

Ăсупа чун-чĕрӳ пулччăрин кӳнтĕлен2.

Пурнăç хăй макăрса савăнмалăх пирке3

Алтăрне тыт паян — Вилĕмрен эмеллен.

Шаннă пурнăç


Пире вĕрентмелле мар,

тахçанах ăна пĕлетпĕр –

юратнипе кăна мар,

хамăра-хамăр çиетпĕр.

 

Кунĕпе ай-ай тесен,

чир ниçта тухса каймасть.

Ăна çĕнтерес килсен,

хăвна çиме юрамасть.

Кунта килтĕмĕр пулсан,

каймалли вăхăт çитет.

Пурнас тесе шутласан,

чирĕн вăйĕ те пĕтет.

 

Хăшпĕр чух манăн пуçа

шутлаттарать пуласси.

Айăпламастăп пурнăçа,

ун аллинче – мĕн курасси.

 

Ман çумра никам та çук,

пĕччен мар эп ун пекки.

Куçа хупакан та çук –

ку вăл – ĕмĕрĕн сакки.

 

Ун пеккинчен хăрасан,

хăвна çиме тытăнан.

– Пĕтрĕмех, – тесе ларсан,

леш тĕнчере вăранан.

 

Пĕр сăмаха та кунта

эп шутласа кăларман.

Çак сăмахсем пур çулта

мана пĕччен хăварман.

 

Турра шанса пурăнни,

нумай çынна пулăшать.

йывăр пурнăç курăнни,

вăйсене пухма хушать.

Савăнтарать


Икĕ-виçĕ питленсе,

пурăнать вăл халь ĕмсе.

Президиумсенче ларасшăн,

татах та пуян пуласшăн.

 

Шеллеп ун пеккисене,

питĕ йывăр вĕсене –

пур шăтăка кĕмелле,

çулама та пĕлмелле.

 

Укçа тесенех вара,

çунтаратпăр хамăра.

Ун пекки ĕлĕк те пулнă,

укçана çавапа çулнă.

 

«Çавапа» – вăл «ĕç» тени,

«ĕçлесе илет» тени.

Халь ĕçпе укçа тумаççĕ,

суту-илӳпе пухаççĕ.

 

Мĕн те илеççĕ йӳнĕрех,

сутаççĕ ылтăнпа пĕрех.

Уншăн ĕлĕк айăплантарнă,

паян вăл саккуна чарнă.

 

Урăх ĕçре укçа тăваймăн,

нихçан та пуян пулаймăн.

Мĕн тăван – пурăнмалла,

çуралаймастăн каялла.

 

Чухăн çынна савăнтарать –

пуян та вилме пултарать!

Пурăнас марччĕ ăмсанса,

президимусенче ларса.

Таса шухăшсем?


Пирĕн хальхи

пурнăçра

тĕлĕнмелли –

пĕр пасар!

Вăл нумай

савăнăçра,

ман çумра та

сахал мар.

 

Кашни кун

мĕн те пулсан

пирĕн пурнăçа

кĕрет.

Сывлăш таса

е тусан –

çил вĕрессинчен

килет.

 

Пĕр çамрăках мар

хĕрарăм,

мана тĕлĕнтерме

пултарчĕ.

Чăнах та эп

тĕлĕнсе кайрăм –

кун пеккине

нихçан курманччĕ.

 

Мĕн пулнине

эп пытармастăп –

çук унта

пытармалли.

Эп çиленместĕп,

савăнмастăп –

мана юлать

асăнмалли.

 

Малалла

Ăслă кайăк


Вăрмана кайса çӳренĕ чух хăвăрпа ялан хутпа кăранташ илĕр, мĕн курни-пĕлнине çырса хурăр», — терĕ Лев Борисович Лембэ профессор, пирĕн шкула пырсан. Çавна асра тытса эпир халь вăрмана çырла е кăмпа татма кайнă чух чи малтан кĕсъене хутпа кăранташ чикетпĕр. Халиччен курманнине мĕн те пулин куратăнах, сăнаса çӳре кăна.

Хальхинче Йăлăм вăрманне эпир Гешăпа иккĕнех кайрăмăр. Нумаййăн çӳресен усси çук: хăш-пĕрисем питĕ шавлаççĕ, вара кайăксем инçетренех илтсе тараççĕ, тĕсне те курса юлаймастăн.

— Атя тупăшатпăр, паян кам миçе кайăк курать, — терĕ Геша.

— Юрать, — килĕшрĕм эпĕ те, — тупăшатпăр. Кам ытларах курса пĕлет, вăл — пĕрремĕш вырăна тухни пулать.

Калаçса татăлтăмăр. Атăл урлă каçса Йăлăм вăрманне кĕрсенех Геша:

— Пулчĕ! — çав тери савăнăçлăн кăшкăрса ячĕ. — Эпĕ халиччен нихçан, никам курман кайăк куртăм! — терĕ.

— Ăçта? Мĕнлерех кайăк?

— Авă, — кăтартрĕ Геша, — çав тери илемлĕ кайăк!

Пĕр шĕшкĕ тĕмĕ çинче пĕчĕкçĕ кайăк — вĕлтрен тăрри ларать. Эсир те курнах ĕнтĕ вĕлтрен тăррине, çерçи пекскер çеç вăл, нимĕн илемĕ те çук ун çумĕнче. Геша вăл хăй çавнашкал, ваттисем калашле, йĕпрен пĕрене тума ăста.

Малалла

Ĕлкĕресчĕ


Сăпкана тупăкпа улăштарĕ Элчел4.

Несĕлсен5 Сăмахне ĕлкĕресчĕ унччен

Самана йыттисем çыртайман сăввăмра

Тăхăмсем6 пĕлмелле чĕркесе хăварма.

 

Каламастăп паян: ушкăнпа-и? пĕччен?

Тайăна7 сĕтĕрме вăй парать çут тĕнче.

Ĕлкĕресчĕ кăна — пурăнни тарама —

Ĕмĕрсен чиккинчен ывăтса каçарма.

Пылак эрех


Акă кур: мĕн тери халь хитре,

Мĕн тери тухатуллă хавалăм.

Çутăлтарчĕ Шăпаçăм питрен —

Сулăнсан та ӳкмерĕм. Мĕн калăн?!

 

Эсĕ мар-им, ара, вĕскĕртсе

Самана çиллине хăваларăн?!

Лӳшкесе йăлăхтарчĕç тертсем —

Çирĕпленчĕ, çĕрмерĕ тымарăм.

 

Эсĕ мар-им, ара, кĕвĕçпе

Пиçессе тăхтамасăр вăрларăн

Кăвасак çитĕнӳ çимĕçне?

Çылăхпа пăтратса сахăрларăн?

 

Йӳçĕхсех кăпăклантăм. Вара?..

Тĕттĕмре кĕтнипех тулчĕ картăм.

Куççульпе кӳпчесе тулнăран

Тăварланнăччĕ юн — сăрăхтартăн...

 

Халĕ кӳп чарăнмасăр, кӳпех!

Тавăратăп кивçен — йышăн парăм.

Çырла мар — пылакланнă Эрех —

Ураран ӳкермелĕх хаярăм.

Пукане


Ман атте тетте туянчĕ —

Кăвак куçлă пукане.

Лавккарах вăл йĕрсе ячĕ,

Уççăн кăшкăрчĕ: «Анне!»

Çумăр хыççăн


Çумăр хыççăн хур аçи —

Пирĕн урам хуралçи —

Çунаттипе çат çапрĕ,

Çумăр шывне вĕлт сапрĕ.

Нихăшне те выçă хăвармарĕ


Унччен те анлă пулнă Атăл халь тата сарлака. Волгоград, Куйбышев хулисем патĕнче юхан шыв мар, тинĕс ку теме пулать, мĕншĕн тесен кунта электростанци тума Атăла урлă каçă картларĕç. Чăн тинĕс пекех çĕре чарлансем те килсе тулчĕç; Каспи тинĕсĕнчен килчĕç вĕсем. Хăшĕсем халь чĕпписене те кунта, Атăл тăрăхĕнчех кăлараççĕ. Чĕпписем вара хăвăрт ӳсеççĕ, ашшĕ-амăшĕ пекех вĕçме пуçлаççĕ. Вĕçме вĕренеççĕ те хăйсем пулă тытма ӳркенеççĕ; ашшĕпе амăшĕ тăрантарнипе, янтăлла пурăнма юратаççĕ. Ашшĕпе амăшĕ вара чĕпписене мĕнле çитермеллине питĕ лайăх пĕлеççĕ: пĕр-пĕр пулă тытсан, пуллине пĕр чĕппине çаплипе памаççĕ, пĕчĕккĕн, кашни чĕппине пĕр тан çитереççĕ. Ăна эпĕ хам куçпа куртăм. Курасси çапла пулчĕ.

Ку кун Атăл хĕррине хĕвел тухичченех çитсе лартăм. Ирхине пулă тăтăш туртать. Хĕрринче, тарăн мар çĕрте, пуринчен ытла вĕтĕ пулă-кăртăш çӳрет. Шӳрпере вăл та тутлă, çапах та пулăçăн чун-чĕри çавнашкал мар-и, пысăккине тытас килет.

Пĕр вăлтине ывăтрăм Атăла, тепĕрне… Кĕçех кăрт! кăрт! вылярĕ вăлта хулкки. Туртса кăлартăм. Пĕчĕкçеç шур пулă лекнĕ. «Эй, — терĕм, — санпа аппаланма та кирлĕ мар, каях, пурăн, ӳс». Вăлтаран майĕпен вĕçертрĕм те çак пулла тепĕр хут Атăла ятăм. Хăраса сехри хăпнă пулă труках тарăна кайма пĕлмерĕ, çӳлте ишсе çӳрет.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 14 15 16 17 18 19 20 21 22 ... 796
 
1 мешехе – йăла-йĕрке
2 кӳнтĕлен – курнине çирĕплетекен
3 пирке — повод, причина
4 элчел – çутă вилĕм
5 несĕл – кайнă ăру
6 тăхăм – килекен ăру
7 тайăн – пурнăçламалли тĕллев