Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Ӳплештернĕ ик витре,
Айлăн-çийлĕн хунă.
Ку ракета. Пĕкĕрен
Унăн рульне тунă.
Чупкалаççĕ тавралла
Иккĕн-виççĕн харăс.
Кĕç ракета каймалла:
Пурте хăвăрт ларчĕç.
Çĕкленмешкĕн кăшкăрса
Коля ирĕк пачĕ.
Ачасем ав хăраса
Куçсене хупаççĕ.
Ӳсчĕр-ха айванскерсем,
Космоса çĕкленĕç.
Халĕ куç хупакансем
Ун чухне шикленмĕç.
Тук, тук, тук!
Тук, тук, тук!
Иртенпех шаккать Петюк.
Каскалать те çапкалать —
Çĕнĕ пӳрт ӳссе ларать.
Тук, тук, тук!
Тук, тук, тук! ,
Туклатать çеç мăлатук.
Ĕшенмесĕр ăсталать —
Çĕн гараж кирлĕ пулать.
Тук, тук, тук!
Тук, тук, тук!
Тăрмашать кăна Петюк.
Тук, тук, тук!
Пӳрнене
Çатлаттарчĕ мăлатук.
— У-у-у! — йĕрет Петюк,
— Ма усал эс, мăлатук,
Туклатмашкăн кăмăл çук.
Туклатмасть халь мăлатук,
Туклатмашкăн кăмăл çук.
— Эс мана тытма вĕрен —
Кун пек пулмĕ ӳлĕмрен!..
Тук, тук, тук!
Тук, тук, тук!
Ĕç пуçлать каллех Петюк.
Çурхи лăпкă каçĕ ытамне сарать.
Ытарми савнийĕ аллине парать.
Тӳпере пĕр уйăх. Кӳлĕре — тепри...
Сарăлать шыв çийĕн шурăмпуç тĕтри.
Ан васка, савниçĕм, эс килне кĕме.
Кӳл хĕрне тухар-и шурăмпуç кĕтме?
Çеçкере шур çĕмĕрт, çеçкере палан.
Эсĕ çеç, савниçĕм, чĕрере ялан!
Ытарми çанталăк, ытарми савни!
Паллашни — çулталăк... Астăватăн-и?
Çитес çук сăмахăм калама сана,
Еплерех саватăп пĕр сана кăна!
Тӳпере пĕр уйăх, кӳлĕре — тепри.
Сарăлать шыв çийĕн шурăмпуç тĕтри.
Ан васка, савниçĕм, эс килне кĕме!
Кӳл хĕрне тухар-и çĕнĕ кун кĕтме!
Чĕтрекен аллăмпа аллунтан тытнăран,
Чĕререн юратса куçунтан пăхнăран,
Сан чĕрӳйĕ çумне пуçăма тайнăран —
Ан вăтан эс, савни, ан вăтан!
Шурăмпуç киличчен юнашар пулнăран,
Çăлтăрсем айĕнче киленсе ларнăран,
Юрататăп тесе эп тупа тунăран —
Ан вăтан эс, савни, ан вăтан!
Юрату вут-хĕмне чĕрере вăратсан,
Ун хăвачĕ паян пуçсене çавăрсан,
Сар хĕвел тухнă чух юнашар вăрансан —
Ан вăтан эс, савни, ан вăтан!
Чи таса туйăмран вăтанма кирлĕ мар.
Чун-чĕре ăшшине сивĕнме парар мар!
Яланах чунсенче çунтăрах вут-кăвар.
Чăннипех юратсан — вăтанма кирлĕ мар!
Çичĕ хут виç те пĕрре кас.
Ваттисен сăмахĕнчен.
Григорий Тормозов шофер Мускава пĕр эрне кайса пурăнса килсессĕнех палламалла мар улшăнса кайрĕ. Ял çыннишĕн çĕршыв чĕринче пулни çеç мар, Шупашкара çитсе килни те савăнăç. Мускав Мускавах. Кунта метро та, вăтăр икĕ хутлă çуртсем те, театрсем те, выставкăсем те. Ăçта чуну туртать — унта кай, мĕн курас килет — ăна кур. Çитменнине Гришăн куккăшĕ профессор. Паллă чăваш ученăйĕ. Унпа курса калаçасси мĕнĕ тăрать!
Çунатланмалла пек çыннăн… Чăн та, яла вăл савăнăçлăн таврăннине нумайăшĕсем курнă. Мĕнле савăнмăн паллă çын патĕнче хăнара пулнă хыççăн?
Анчах тепĕр куннех унăн яланхи шӳтлĕхĕ сӳнни палăрчĕ, чарусăр кăвак куçĕсем тĕксĕмленчĕç, хаярланчĕç.
— Григорий Петрович, каласа пар-ха Мускав çинчен?
— Университет çӳллĕшĕ, чăнах та, ик çĕр утмăл метр-и? — сырса илчĕç ăна авăн çапма пынă çамрăксем.
Çук, йĕркеллĕ калаçма та манса кайрĕ Гриша. Çын ыйтать пулсан, кирек кам та çапла та капла темелле, вăл пур, пăшаллă çынна курнă упа пек куç шуррисене çеç çавăрса кăтартать. Ытти чух машина çине тулли михĕсем тиеме те пулăшаканччĕ, халь, ав, кабинăран та тухмасть.
Малалла
— Пукане валли çĕлерĕм
Çĕн саппун. Аннеçĕм, кур.
Аркине те эрешлерĕм.
— Пултаратăн. Пит маттур.
— Кив теттесене юсарăм.
Халь упан та пуçĕ пур.
Мулкача çуса тасатрăм.
— Пултаратăн. Пит маттур.
— Урайне те, кур-ха, çурăм.
Астуса ут, ан хурат.
— Пултаратăн эс, маттурăм!
— Маттур мар... Тытса юрат.
Тӳпери акăшне тытаймарăм пулсан
Аллăмри чекеçпех çырлахас.
Кӳршĕ ял пикине юраймарăм пулсан
Мĕн тума чунăма çунтарас!
Шăпчăксен юррине итлес терĕм пулсан
Ыйхăран иртерех вăранас,
Юрату пулмасан, савнă тус пăрахсан
Пурпĕрех малалла пурăнас!
Тен, турри çырнине, ăраскал парнине
Тăрăшсах шырама кирлĕ мар?
Хурăнсем айĕнче юнашар ларнине
«Юрату ку» тени тĕрĕс мар?
Тӳпери акăшне, çунатне сарнине
Ăмсанса çӳлелле пăхас мар.
Аллăмри чĕкеçне, хăй вĕçсе килнине,
Ăнсăртран хăратса ярас мар!
Вырăссен «Виновата ли я» юррин сăнарĕпе кĕввине тĕпе хурса.
Каласам эс мана! Мĕн эп турăм сана?
Мĕншĕн эсĕ манран пăрăнан?
Чĕререн юратса парнелерĕм чуна.
— Мĕншĕн эсĕ куçна пытаран?
Кирлĕ мар хурлама! Кирлĕ мар ман çинчен
Ют çынсем умĕнче калаçма.
Юратсах эп сана çуллахи каçсенче
Ирĕк патăм хама чуптума!
Çĕмĕртсем айĕнче, ытарми каçсенче
Сăмах патăн мана юратма.
Кĕркунне çитейсен, авăн уйăхĕнче
Ирĕк илтĕн манран туй тума.
Çылăх çук чунăмра. Айăп çук сан умра!
Кирлĕ мар ютсене итлеме.
Эп шанатăп, паян яланхи вырăнта
Пултарайăн манпа киленме!
Тăван ял çумĕнчи ĕшнере
Иртенпех пĕр куккук авăтать.
Канăçа çухатса чĕрере
Пит салху шухăшсем вăратать.
Авăтсам эс, куккук, авăтсам,
Пурăнас çулсене шутласам.
Авăтсам эс, куккук, авăтсам,
Авăтсам! Чарăнса ан тăрсам!
Каласам эс, куккукăм, мана,
Мĕнчулах кунăмсем-çулăмсем?
Авăтсам янратса вăрмана.
Иртсе кайччĕр салху шухăшсем!
Ман пуçланă ĕçсем пĕтеймен,
Чи хитре сăввăма çырайман,
Пурнăçне те пĕлсе çитеймен,
Юратса та пачах тăранман!
Авăтсам эс, куккук, авăтсам!
Авăтсам, чунăма пусарсам!
Авăтсам эс, куккук, авăтсам!
Авăтсам! Чарăнса ан тăрсам!
I
Кăнтăр Казахстанри авăн уйăхĕн юлашки кунĕсем…
Кĕр çывхармалла пек ĕнтĕ. Кунта вара пĕр эрне тропикри пек шăрăх тăрать. Хĕвел пӳски тусем тăрринчен иртнĕ пулин те, çав-çавах вут-хĕмпе ялтăртатать. Тупăнасчĕ çил, вĕрсе иртесчĕ ун халь пĕр авăк. Пытаннă таçта, çухалнă çил ачисем.
Хăлаçланать жнейка.
— Мĕн? — тейĕр эсир. Ан пăлханăр. Çапла çав: йăнăш çук кунта. Эпир выракан лаптăк тусем хушшинче.
— Тусем? — тейĕр каллех. Мĕн калам-ши? Мĕн калам-ши? Эп хам та вĕсене курасса ĕмĕтленмен, тĕлленмен те. Пĕтĕм Казахстан çĕрĕ тӳремлĕх, пĕтĕм Казахстан çĕрĕ çеçен хир тесе шутланă. Шухăшпа çеç шур пӳрт лартма çăмăл çав!
Хăлаçланать жнейка…
Ларкăч çинче ларса пынă çĕртех шапăртатса тар юхать. Майка кĕлетке çумне çыпçăнса ларнă. Ал тутрисем те шыва чиксе кăларнă пекех пулчĕç, лашасем те кĕç-вĕç типсе вилес пек хăвăрт сывлаççĕ, хам та ларкăч авринчен çакса янă шыв бидонĕ патне час-часах алла тăсатăп.
— Петро Иваныч! — кăшкăраççĕ хама хĕрсем. — Лафетчиксенчен ан юл! Кăтарт чăвашсем епле ĕçленине!
Тупнă танлаштару. Лаша-лашах вăл. Чипер пынă çĕртех тап! çеç чарăнса тăрса хырăм айне ларнă пăвана хăвалать е унталла та кунталла пăрăнать. Жнейки те метр çурă çеç илет. Вĕсем вара: лафетчиксенчен ан юл!
Малалла
■ Страницăсем: 1... 44 45 46 47 48 49 50 51 52 ... 796
|
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...