Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
«Саватăн-и?» — тесе час-час ыйтаттăн...
Саватăп теейсен — вĕçсех каяттăн.
Паян çӳретĕн эсĕ кĕвĕçӳллĕ,
Пăтратрĕç шухăшна — асра тыт ӳлĕм.
«Саватăн-и?» — тесе манран ыйтмастăн,
Малтан каланине те калаймастăн.
Ачаш сăмах чун-чĕрене сиплет,
Чи çепĕççи — вилсессĕн те чĕртет.
Эс ăçта, савниçĕм?
Хăш енче çӳретĕн?
Аптăратрăн,
Лартрăн,
Ятăн эс тăнран.
Эп сана чунтан юратнăран чирлетĕп —
Халь пĕр эс çеç сыватмашкăн пултаран.
Унтанпа эп сăвă-юрăсем хайлатăп
Пĕр суймасăрах, пĕр шахвăртмасăрах,
Вутлă чĕремре тупа пур пек туятăп...
Эп — танатара,
Эп — карăмра,
Санра.
Сăввăм-юррăмри пек лайăх эс пулсамччĕ...
Çунтăм-çунтăм,
Кăмрăклантăм,
Халĕ — кĕл.
Упрасам мана эс,
Сыхласах тăрсамччĕ,
Маншăн эс пурри пит кирлĕ халь,
Эс — пĕл.
Ан чупту эс! Çурăлать чĕрем сисмесĕр.
Йăнăшу,
Кăшкăрашу
Ман ăшăмра.
Пурпĕр юрату
Хăватлă улăп евĕр
Хăй ĕçне тăвать:
Чуна хăват парать.
Санăн умна çурта çутса ларам-и,
Куркасене сим пыл, шерпет ярам-и?
Куçран пăхса аллусене тытам-и,
Сан куçунта хам сăнăма курам-и?
Кăкру çумне эп пуçăма таям-и,
Хăю тупса сăмахăма калам-и?
Чун-чĕрене сана уçса парам-и,
Чăн юрату, савни, санран ыйтам-и?
Çавăтăнса сад пахчине тухар-и,
Асамлă шăпчăк юррине тăнлар-и?
Çап-çутă уйăх çулĕпе утар-и,
Пĕрне-пĕри савма тупа тăвар-и?
Сана йăтса аллăм çине илем-и,
Çут çăлтăра сан ятупа чĕнем-и?
Чун-чĕрӳне яланлăха кĕрем-и,
Телей патне пĕрле утма чĕнем-и?
Пĕр чарăнми шăпчăкĕсем юрлаччĕр,
Сан куçусем манран тек ан вăтанччĕр!
Чун-чĕресем юратупа тулайччĕр!
Санпа мана пирĕштисем упраччĕр!
Çуркунне тĕнчере, улмуççи — çеçкере.
Шăпчăк кайăк суйлать кĕвĕсем.
Каç тĕтри сирĕлсен кăн-кăвак тӳпере
Тăрисем шăратаç юрăсем.
Ыйхăран вăранса, ăмăртса-васкаса
Симĕс тутăр çыхаç хурăнсем.
Куçăма илĕртсе, чунăма йăпатса
Ешереç улăхсем-çарансем.
Пулнисем-иртнисем, ытарми туйăмсем
Çепĕç юрă пулса çĕнелеç.
Улмуççи пахчинчи юрăçсем-шăпчăксем
Çак юрра тăрăшсах вĕренеç!
Çуркунне тĕнчере. Çуркунне — чĕрере!
Çӳлти Турă парать шанăçне.
Пирĕн ĕмĕр пĕрре. Тăван çĕр те пĕрре!
Пурăнар-ха пĕлсе пурнăçне!
Респу6лика хаçачĕн пĕр номерĕнче пирĕн шкулти тăваттăмĕш класра вĕренекен Игорь Савельев çинчен çырнă статья пур.
Вăл пилĕк çулхи Дина Григорьевăна шыва путасран çăлнă иккен. Çакăн пирки арçын ача никама та каласа кăтартман.
Кĕçех Игорь паттăрлăхĕ çинчен пĕтĕм шкул пĕлчĕ. Награда панă чухне те вăл: «Ман вырăнта пурте çапла тунă пулĕччĕç», — тесе çеç калама пултарчĕ.
Çынна сăпайлăх илем кӳрет тени тĕрĕс çав.
Çӳл тӳпере вылять-ха çăлтăр туйĕ,
Хаваслăх парнелет ман чĕрене.
Анне пĕçернĕ çăкăр евĕр уйăх
Хăй çутине сапать тек çĕр çине.
Эп тутлă шухăша путса тăратăп,
Каç çеç пăшăлтатать халь манпала.
Хуллен-хуллен вăл кайнине куратăп,
Ĕçне вăл турĕ — ун ăсанмалла.
Кашларĕ ялăм çумĕнчи вăрманăм,
Çил ачисем чуптарчĕç выляса.
Анчах, сисеп, чĕрем ман ыйхăланнă,
Çапла, канса илес киле кайса.
Эп пурпĕрех кашни сасса тăнлатăп:
Илтетĕп çырмари шыв сассине.
Хуллен ухлатрĕ ӳхĕ. Ак куратăп:
Çут хурт вĕлтлетрĕ курăк хушшине.
Хама асамлă керменри пек туйрăм.
Тавралăха чунтан сăнанă май.
Савни, пулас килмест санран ман уйрăм,
Санпах тăсасчĕ хам кун-çулăма.
Кĕтнĕ çыннăм:
Эп çапла шутлатăп:
Йăнăшрăмăр пулмалла каллех:
Вăйсăр хĕлхемрен, итле, калас-тăк,
Хыпса илтĕрччĕ вут, тем пекех.
Шанчăксăрăм эсĕ,
Эп пĕлетĕп —
Хура кун иртет, килет çутти.
Кăвак çулăмпа кĕллентĕр тетĕп
Пур çитменлĕх те тата ытти.
Ман кӳренĕвĕм,
Эс ăнлансамччĕ,
Каялла таврар мар иртнине.
Куççульпе нихçан та сыватмаççĕ
Чĕрери нимле сурансене.
Ман аташăвăм,
Умри сăр карă
Хыçĕнче ӳпкевлĕ сăмахсем
Илтĕнеççĕ. Эп курма пуçларăм:
Ман умра çиçет, ав, çут илем.
Ман кулянăвăм,
Тен, вырнаçаймĕç
Чыс-сăваплă сăмахсем санра.
Эп усал сăнна халь каçарайăп,
Çӳл хуçа сана каçартăрах.
Ӳкĕнĕçлĕ юрату,
Пĕртен-пĕр
Тĕрĕслĕх тĕшши çапла кунта,
Эп чăнлăх çутипе ӳтленнĕ.
Çыннăн çылăхлăхĕпе тата.
Кăмăллă та, кăмăлсăр та эпĕ,
Ырă кăмăллăх, эс пар ална,
Авăртан туртса кăларччĕ тетĕн,
Юрату вăй илтĕр ялана.
Малалла
Кăн-кăвак куçăмсенчен
Шăрçаланса куççуль юхать.
Тен, çамрăк ĕмĕр иртиччен
Шăнкăр-шăнкăр куççуль пулать.
Çăлкуç патне çитиччен
Ăш-чикĕм йăлт çунса тухать.
Ĕçĕттĕм те тăраниччен,
Куççуль çаплах шăпăртатать.
Ĕçес тесе çăлкуç умне
Пĕшкĕнсенех чун тăвăнчĕ.
Сан ĕмĕлкӳ çăлкуç хумне
Ӳксе çухалчĕ, шăвăнчĕ.
Куççулĕпе тăварлансан
Пĕтет çăлкуç шерпечĕ те.
Мĕн пулнине мансам, мансам!
Анчах ан явăн ман тĕлте.
Çунать çурта ман кантăк умĕнче,
Мĕн шуçăм киличчен çунать.
Ытла кичем-çке сансăр çут тĕнче!
Хăçан-ши тĕлпулу пулать?
Çунать çурта ман чĕрепе пĕрле,
Çунать те ирĕлет хуллен.
Юратнă çыннăм! Сукмакна йĕрле!
Шанатăп, кĕçĕрех килен!
Сĕтел çине çак çуртана лартас,
Ярас пуль куркана шерпет.
Хирĕç тухса-çке алăка уçас.
Çитетĕн! Чун-чĕрем сисет!
Çунать çурта ман кантăк умĕнче,
Мĕн шуçăм киличчен çунать.
Питех илемлĕ кĕçĕр çут тĕнче!
Шанатăп! Тĕлпулу пулать!
Яланхи пекех, Матĕрне инке паян питĕ ир вăранчĕ. Тул та çутăлманччĕ-ха, кăштах кăвак çутă çапма пуçланăччĕ çеç. Халех тăрсан нимех те тăвас çуккипе, вăл тепĕр ыйхă çывăрса илме шутларĕ, чылайччен куçĕсене хупса выртрĕ, анчах тек çывăрасси пулмарĕ — ыйхи ярах уçăлса кайрĕ.
Унăн пуçне шухăш хыççăн шухăш пырса кĕре пуçларĕ. Ĕнер ял çыннисем васкасах авăн çапса пĕтерчĕç. Халăхпа пĕрле вăл та хĕвел анса тĕттĕм пуличчен йĕтем çинче ыттисемпе танах ĕçлерĕ. Паян акă унăн ик-виçĕ çамрăкпа пĕрле Шупашкара колхозăн пахча çимĕçĕсене сутма каймалла. Бригадир çапла хушрĕ.
— Кил пăхма каллех Крахвине кинемее чĕнес пулать, — шухăшларĕ Матĕрне инке. — Ерçсен килĕшекенччĕ…
Крахвине кинемей — çитмĕлелле çитнĕ, шур мамăк пек çӳç-пуçлă, хăй самаях çирĕп, вашават карчăк. Ватă пулсан та, килте ларасшăн мар, колхозра хăй валли яланах ĕç тупать, ĕçре çамрăксене вĕрентет, унта-кунта йĕркесĕрлĕх курсан — чăтма пултараймасть, ятлать, вăрçать. Вăл çеç те мар-ха: Крахвине кинемей ялти пер пухуран та юлмасть. Хăлхи витĕрех илтмен пирки чи мала пырса ларать те вара, çынсем мĕн калаçнине пĕр сиктермесĕр итлет, тепĕр чух хăй те тăрса сăмах калать. Пĕр кивĕ йăла кăна пур унăн: тĕлĕксене питĕ ĕненет те, вĕсем çинчен каласа пама юратать. Анчах ку нимех те мар. Уншăн Крахвинен кăмăлĕ ытармалла мар лайăх… Çавăнпах Матĕрнепе Крахвине, ырă пускилсем пулса, питĕ килĕштерсе пурăнаççĕ, кирлĕ чухне пĕр-пĕрне ялан пулăшаççĕ.
Малалла
■ Страницăсем: 1... 47 48 49 50 51 52 53 54 55 ... 796
|
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...