Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Тăм ӳкнĕ ирКулăшла калавсемЫлтăн вăчăраĔмĕр сакки сарлака. 2-мĕш томҪавраҫилАсаттесемКĕмĕл кĕпер

«Çунса пăхаççĕ куçусем çаплах...»


Çунса пăхаççĕ куçусем çаплах...

Апла пулсан сӳнмен-ха çамрăк ĕмĕр,

Вăл çеç, вăл çеç калаçĕ хаçатла,

Ĕмри те хаçатлах çухалĕ чĕмсĕр.

 

Çунса пăхаççĕ куçусем... чĕре

çамрăклăхне поэт хăçан çухатнă?

Ах, хаçатри тăхлач кĕрет чĕрре —

анчах вил шухăш ун çулне пач татнă.

 

Пулман та унăн çулĕ! Ма тесен

вăл ют ăссен тарçи пекех ирттернĕ

хăй ĕмĕрне çуллен лĕпĕстетсе

унта-кунта. Чунне çынран пистернĕ.

 

Чăнах та çамрăк чух ун илемне

ăмсанчĕ ректор та поэт, редактор.

Ăçта халь çав илем? Чĕре хĕмне

мĕнпе вăл чĕртеет? Эх, тур çырлахтăр!

 

Никам та илеме кивçен памасть,

вăл çавăнпа типсе çухалнă мар-и

кăмăлĕпе — никам та шăвармасть

çак маннă «пахчана» — турри хушмарĕ.

«Юрататăп!» — тесе пăшăлтат…»


«Юрататăп!» — тесе пăшăлтат, —

Манран çухалса эс ан кай.

Кăмăла тăвăл евĕр хускат —

Юрату пикине çеç пуç тай!

Çаплаччĕ


Хĕрсем утă çулма тухса каяççĕ,

Умĕсене шурă саппун çакаççĕ...

(Халăх юрринчен)

 

Хĕрсем утă çулма тухса каятчĕç.

Умĕсене шурă саппун çакатчĕç.

Вăййа тухсассăн акăш пек утатчĕç,

Юррисене саркайăк пек юрлатчĕç.

 

Купăсçисем ăмăртмалла вылятчĕç.

Яш каччăсем ура хуçса ташлатчĕç.

Ача-пăча вăйă тавра чупатчĕ,

Çĕр каçипех ял кĕрлесе тăратчĕ.

 

Чипер хĕрсем шур тутăрсем тĕрлетчĕç.

«Ан манса кай» тесе унта çыратчĕç.

Савнисене сăпайлăн парнелетчĕç,

Куçран пăхма хăйсем пит именетчĕç.

 

Сар каччисем савнисене упратчĕç,

Аллисене пит ирĕке ямастчĕç.

Кĕркуннепе евчисене яратчĕç.

Эх! Туйĕсем епле вара кĕрлетчĕç!

 

Хĕрсем утă çулма текех каймаççĕ...

Умĕсене саппун сайра çакаççĕ.

Яш-кĕрĕмсем каçхи вăййа тухмаççĕ,

Карталанса вăй картинче утмаççĕ...

Çĕмĕрт çеçке çурнăччĕ


Шăпчăк-кайăк юрланă чух

Çĕмĕрт çеçке çурнăччĕ.

Савнă туспа паллашнă чух

Çутă уйăх тулнăччĕ.

 

Эх, савниçĕм, хура куçăм,

Мĕншĕн çапла пулчĕ-ши?

Юрату тивертнĕ çулăм

Мĕншĕн хăвăрт сӳнчĕ-ши?

 

Шурă çĕмĕрт хӳттийĕнче

Пĕр эрне çеç тăтăмăр.

Тулли уйăх çулĕ çинче

Çичĕ каç çеç утрăмăр.

 

Çимĕк каçĕ тăм ӳкнипе

Çĕмĕрт çеçки тăкăнчĕ.

Çичĕ ютран тем илтнипе

Савнă тусăм уйрăлчĕ!

 

Шăпчăк-кайăк çимĕк çитсен

Юрламашкăн чарăнчĕ.

Савни манран сивĕнсессĕн

Çичĕ ют пуль савăнчĕ...

Чăн-чăн юлташ


Димăпа Олег пĕр шкулта вĕренеççĕ, пĕр урамра пурăнаççĕ. Иккĕшĕ те пушă вăхăтра шахмат кружокне çӳреççĕ.

Юлашки эрнере Олег шкула каяймарĕ: пырĕ шыçнă пирки вырăнпах выртрĕ.

Дима — математикăна юратакан ача. Вăл Олег урокра вĕренмен çĕнĕ темăсене тепĕр хут вуласа тухрĕ те юлташĕ патне васкарĕ, ăна примерсемпе задачăсене мĕнле шутламаллине тĕплĕн ăнлантарса пачĕ.

Олег сывалса шкула çӳреме тытăнчĕ, унăн дневникĕнче «5» паллăсем курăнса кайрĕç. Шанчăклă юлташăн хакĕ пысăк çав.

«Кантăкран та пăхмĕ уйăх...»


Кантăкран та пăхмĕ уйăх —

Пач тарса çухалнă вăл.

Çук, пĕтмен-ха шухăш-туйăм —

Кулкалар-ха йăл та йăл!

 

Ан ларсам манпа эс ӳлĕм

Ĕмĕрхи хăна пулса.

Эс пулсан çеç çĕнтерӳллĕн

Утăп телее тупса.

«Куллу та санăн сапаланчăк...»


Куллу та санăн сапаланчăк...

Эп саншăн калайман сăмах кăна.

Çакна эп халиччен туйманччĕ —

Санран тарам-и сулхăна?

 

Чăн юрату манра вăй илĕ

Сан куçусем сăмах хушсан.

Вара пире тăванлăх пилĕ

Телей те парĕ — астусам.

Çăлтăр куçлă сар пике


Тĕлĕкре çĕркаç эп куртăм

Пирĕшти пек сар хĕре.

Урхамахăмпа халь тухрăм

Вирхĕнсе çеçен хире.

 

Мăкăнь евĕр унăн сăнĕ,

Çăлтăр евĕр куçĕсем.

Чĕрене тивертрĕç сăнă

Илĕртӳллĕ тутисем!

 

Урхамахăм, çил-çунатăм!

Ăнлансам чун çуннине.

Пурпĕрех паян тупатăп

Чун çунтармăш пикине!

 

Пурпĕрех паян тупатăп

Чун çунтармăш пикине!

Тупайсан — унпа ташлатăп

Хĕвелтухăç ташшине!

 

Пирĕнпе пĕрле ташлаччĕр

Шĕл-кăвар пек тюльпансем.

Илĕртӳллĕ пăшăлтатчĕр

Сарă хĕрĕн тутисем!

 

Урхамах çине-çке лартăп

Тĕлĕкри çав пикене!

Сарă кун енне хăвалăп

Çил-çунатлă лашине!

 

Урхамахăм, çил-çунатăм

Вирхĕнер çеçен хире!

Пурпĕрех паян тупатăп

Çăлтăр куçлă сар хĕре!

Çăлтăр çумăрĕ


Кĕмĕлтен сукмак саратчĕ

Уйăх каçсерен.

Ăмсанса пире сăнатчĕ

Тĕпсĕр тӳперен.

Çăлтăр çумăрĕ тăкатчĕ

Ахахпа мерчен!

Каçĕсем епле уярччĕ

Тул çутăличчен!

 

Санăн куçусем çиçетчĕç

Илĕртсе чуна.

Тен, вĕсем манран ыйтатчĕç

Чуптума сана?

Кăкăру çумне таяттăм

Çамрăк пуçăма.

Çăтмахри пекех туяттăм

Сан çумра хама!

 

Манайман пуль, ас тăван пупь

Чун савни, мана.

Тĕлĕкре те, тен, куран пуль

Пĕр мана кăна.

Çăлтăр çумăрĕ çăвать-ши

Халь камсем çине?

Кĕмĕлне уйăх сапать-ши

Çутатса çулне?

 

Май тупса çитсе курасчĕ

Çутă каçсене!

Алăран тытса тухасчĕ

Укăлча умне.

Юнашар санпа утасчĕ

Шурăмпуç енне!

Пуçăма тепре хурасчĕ

Кăкăру çине!

Мĕне тивĕç?


Илюш аслисем çĕр улми тăрăшса суйланине чылай вăхăт пăхса ларнă хыççăн аран-аран тăркаласа йăрансем патне пычĕ. Ĕçлес килменрен тăпра чăмаккисене урипе тапкаларĕ, плеерпа юрă итлерĕ, витрине тултармасăрах малтанхи вырăна кайса ларчĕ.

Арçын ача виççĕмĕш класра вĕренет. Пĕвĕпе çӳллĕ вăл, класри арçын ачасенчен чи вăйли теме те юрать.

Илюш ахлаткаласа тăватă сехет хушшинче икĕ витре çĕр улми пуçтарчĕ те кил-йышпа пĕрле каçхи апата кĕчĕ.

Тĕпелте вăл тӳрех пысăк кашăк шырама пуçларĕ.

Анчах ашшĕ ĕçне кура сана çак кашăк тесен намăсланса кайрĕ. Ай-ай, ытла та пĕчĕк иккен кахалăн кашăкĕ.

■ Страницăсем: 1... 50 51 52 53 54 55 56 57 58 ... 796