Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Тĕлĕнтермĕш юмахсемАча чухнехиАтăл шывĕ юха тăратьÇут пайăркаКулăш кустăрмиУй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑПăва çулĕ çинче

Малтанхи ҫумӑр


Çумăр пĕлĕчĕсем кăнтăр енчен

Çывхарчĕç хăвăрттăн, кĕтмен çĕртен.

Куçа шартарчĕ çиçĕм йăлтăркки —

Шартлатрĕ, хуçăлчĕ тӳпе пĕкки.

Пĕрремĕш аслати авăтнине

Хавасланса итлерĕмĕр тинех.

Чашлатрĕ çумăр... Çутăр вăйлăрах! —

Сапса хăварччăр пĕлĕтсем ахах.

Парка çĕклентĕр пусăри калча,

Çемçе кавир пĕркентĕр укăлча.

Сĕткен васкатăр çулçăсем патне,

Тăри шăраттăр çепăç юррине.

Çĕн вăрçă мар çут тĕнчере,

Кĕрлетĕр аслати çӳл тӳпере,

Ан çутăр пуля ешĕл хирсене,

Шăвартăр лăпкă çумăр çĕр питне, —

Çак шухăшпа ăш çумăр çунă ир

Уй-хир ĕçне васкарăмăр эпир.

Йывӑҫсем


Пĕри тӳрех хăрать.

Тепри çаплах ӳсет.

Мĕн-ма ши ку çапла?..

Пĕлессĕм ман килет!

 

Пĕри çӳле каять.

Тепри лутра ӳсет.

Мĕн-ма ши ку çапла?..

Пĕлессĕм ман килет!

 

Пĕри çăва савать.

Тепри савать хĕле.

Мĕн-ма ши ку çапла?..

Пĕлессĕм ман килет!..

 

05.05.2021

12 сехет те 50 минут

Хӗвеллӗ май


Камăн Ман илемăшĕн

Кăмăлĕ çĕкленмĕ-ши,

Камăн пулас килмĕ урамра!

Чыслă-сумлă ватăлăх,

Пирĕн харсăр çамрăклăх

Юрă янратать йĕри-тавра.

 

Вĕлкĕш, çут ялавăмăр!

Яланах уявăмăр

Савнăçлă та ирĕклĕ

Юратнă çĕршывра.

 

Ĕç умне тăрсассăн,

Уява тухсассăн —

Çĕкленетпĕр пинĕ-пинĕпе.

Пурнăçăмăр тулăх, —

Савăнăçпа пурлăх

Ĕмĕрлĕх туслашрĕç пирĕнпе.

 

Вĕлкĕш, çут ялавăмăр!

Яланах уявăмăр

Савнăçлă та ирĕклĕ

Юратнă çĕршывра.

 

Ĕçлĕ çын телейĕшĕн,

Мирлĕ кун хĕвелĕшĕн,

Тӳпене çĕклетпĕр çут ялав.

Шурă кăвакарчăн пек

Вĕçтĕр пирĕн юрăмăр!

Çиттĕр вăл кашни хула-яла.

 

Вĕлкĕш, çут ялавăмăр!

Яланах уявăмăр

Савнăçлă та ирĕклĕ

Юратнă çĕршывра.

Леонид Сергеев профессорпа уйрăлни


Санăн аннӳ пулман, Манăн атте юлман,

Пире шăпа кастарнă ачаран.

Эс лăпкăччĕ ялан. Пăлхавлă чунччĕ ман.

Пĕрех юлташлă пăхрăн ку таран.

 

Çутă тĕнче хыçра. Каятăн эс паян.

Хыçран юлать эпир ĕçленĕ ĕç.

Яту Шупашкартан Муркаш-Турай таран

Тĕксĕмленмесĕр курăнтăрччĕ çеç!

 

2021 çул, кăрлачăн 31-мĕшĕ

Асси


Пĕр ирхине эпĕ килкартине тухрăм та пăлтăр айĕнче тем нăйкăшнă сасă илтрĕм. Хăма хушăкĕ витĕр пăхрăм, унта пирĕн Улайкка выртать иккен. Улайкка çурланă çурисене ĕмĕртет. Виçĕ çура хăйĕн, — вĕсем ытла пĕчĕккĕ-ха, ура çине те тăраймаççĕ.

Эпĕ, йытă çурисене пăхса, кунĕпех урама тухмарăм. Вĕсем валли ăшă та çемçе вырăн хатĕрлерĕм, сĕт илсе тухса патăм, Улайккине çăкăр çитертĕм.

Йытă çурисем амăшĕ пекех ула. Вĕсенчен пĕри, чи пĕчĕкки, мана ыттисенчен те ытла килĕшрĕ. Унăн мăйĕ тавра, кăшăл тăхăнтартнă пек, шурă, куçĕсенчен çӳлерех икĕ хура пăнчă пекки пур.

Анне ĕçрен таврăнсан, эпĕ ăна йытă çурисем курма чĕнтĕм. Вăл, манпа юнашар чĕркуçленсе ларса, йытă çурисене пăхса илчĕ.

— Чипер-çке вĕсем, — терĕ вара, — анчах пĕри асси пулмалла, вăл ыттисенчен начар та пĕчĕкçĕ. Унран пурпĕрех лайăх йытă пулас çук. Куçĕ уçăличчен ăна ăçта та пулин кайса пăрахмалла. Иккĕшĕ пурăнччăр.

— Анне, — терĕм эпĕ, — манăн пĕчĕккине те пăрахас килмест. Пурăнтăрах вăл амăшĕпе пĕрле.

— Кам ăна пăхса аппалантăр? — килĕшмерĕ манпа анне. — Ăна ӳстерсе лайăх йытă тăвас пулсан, нушине пайтах чăтмалла.

Малалла

Укăлчара


Хĕвел анчĕ, уйăх тухрĕ

Янкăр тăрă тӳпене.

Клуб патне хут купăс пухрĕ

Колхозри çамрăксене,

Янкăс юрă уççăн юхрĕ

Укăлча хапхи енне.

 

Лăпкă çилĕ лăштăр-лăштăр

Хускатать йăмрасене.

Икĕ çамрăк, ик юлташ-тăр,

Тухрĕç укăлча патне,

Именсе тăмарĕç кăшт та —

Алă пачĕç пĕр-пĕрне.

 

Тулăх тырă кассăн-кассăн

Хумханать çил вĕрнипе.

Пит аван-çке каç пулсассăн,

Тĕл пулмашкăн савнипе,

Пит аван пĕрле утсассăн

Хамăр акнă уй-хирпе.

 

Уйăх анчĕ. Ташă-юрă

Янрамасть текех клубра.

Шурăмпуç килсен чуптурĕç

Икĕ тус укăлчара, —

Ирхине каллех саттуррăн

Вĕсем ĕçлĕç колхозра!

Савнине


Çĕнĕ уйăх — авăрсăр çурла

Туртрĕ-касрĕ пĕлĕт анине, —

Шурă юрĕ ватă хыр урлах

Ӳкрĕ манăн сивĕ штык çине.

 

Эп постра... Эс районти клубра

Кинора ларатăн пулĕ, тен?!.

Çырăн кĕç: «Сан вырăнна упран

Эп залра та, эсĕ киличчен».

 

Е ĕç хыççăн çутă пӳлĕмре

Тĕрĕсем тĕрлетĕн пуль кал-кал.

Кам пĕлет, тен ăшă тĕлĕкре

Эс мана куратăн пулĕ халь.

 

Лăпкă пурăн эс тăван ялта.

Эп сыхах тăратăп хуралта.

Хуралта


Хĕвел тухман-ха. Сывлăмлă вăрман

Çуммипеле хуллен эп утнă майăн,

Пăрлаттарса сасартăк ман умран

Хăранипе вĕçсе тухать саркайăк.

Инçех те мар, шиплетнĕ сасăсем.

Турат çинче ун йăвине куратăп:

Сап-сар туталлă, тĕксĕр чĕпписем

Ăш йăвара выртаççĕ-çке тăваттăн.

Пуç çийĕнче саркайăк явăнать,

Чĕпписене сыхласшăн вăл, мăнтарăн.

— Хăй йăвинчен яланлăхах ăна

Пистерĕн, кай! — тесе хама ятларăм.

Вĕçех, саркайăк, ан хăра манран,

Юрла хавассăн, ан хăра сăлтавсăр,

Сан пурнăçна сыхлатăп тăшманран

Маттур салтак эп — чикĕри хуралçă.

«Тупăку умĕнче тăраймарăм...»


Петĕр Яккусен поэта асăнса

Тупăку умĕнче тăраймарăм —

юлашки хут пуçа таяймарăм...

Эс тăни асăмра пур халь манăн:

кив хула хӳминчен тăрса юлнă

юлашки ванчăк евĕр — мăнаçлă! —

иртнĕ пурнăç арканчăкĕн сумлă

мăн катрамĕ пекех курăнатăн...

Асăмра çавăн пек эсĕ юлтăн.

Савăк мар мана сансăр ку пурнăç...

Куçăм типĕ пулсан та — куççулĕм

пит çинче курăнать. Çавăн евĕр

тепĕр чух чул çинче асăрхатăн, —

пĕлĕт янкăр пулсан та, — чĕтревлĕ

сивĕ шыв тумламне. Çав чул евĕр

макăратăп эп. Чăн та, тухать-мĕн

пĕркеленчĕк ӳт витĕр куççулĕм...

Эс аса килнĕ май сывлăп ассăн.

Мĕн тума кун паратăн эс, Турă,

ху патне каймаллах ун пулсассăн?..

Сӳнес умĕн çурта та сасартăк

хыпакан вăйлăрах... Ялкăшасчĕ

ӳкекен çăлтăрла, çук, ялтрасчĕ

çиçĕмле вилес умĕн ман. Çавă

сан ятна пултăр тивĕçлĕ, тусăм!..

7.1.2021

Ҫумӑр вӑхӑтӗнче


Çуллахи пĕр шăрăх кунхине, кăнтăралла сулăнсан, çанталăк хăвăрт улшăнса кайрĕ. Таçтан вăйлă çил çĕкленчĕ, ял варринчи ватă йăмрана хумхатма тытăнчĕ, улăм витнĕ лупас тăррисене сире-сире пăрахрĕ. Хура та тĕксĕм пĕлĕтсем çутă хĕвеле карса илчĕç. Кун çути каç çывхарнă чухнехи пек тĕттĕмленчĕ. Часах çиçĕм ялтăртатса çиçрĕ, аслати хăрушшăн кĕмсĕртетсе кайрĕ. Вара вăхăт нумай та иртмерĕ, шултра çумăр чашлаттара пуçларĕ.

«Нăрик! Нăрик!» — урам тăрăх сысна çурисем çухăра-çухăра тарма тытăнчĕç. Ачасем те килĕсене кĕме васкарĕç.

— Ах, Хветĕр, — терĕ Укахви инке тултан чупса кĕрекен ывăлне, — хурсем пирĕн халь те çырмарах çӳреççĕ пуль. Пĕр-пĕр хӳтĕрех вырăна хăваласа ярасчĕ-çке вĕсене?

Хветĕр, хăйĕн çӳхе те сарлака пиншакне пĕркенчĕ те, çумăр витĕрех урама тухса чупрĕ. Ял вĕçне çитсен, вăл чарăнса тăчĕ. Хăй йĕп-йĕпе пулчĕ. Йĕри-тавра пăхкаларĕ, çырманалла чупса анчĕ. Çырмара шыв кĕрлесе юхать, шыв кĕрлени аякранах илтĕнет. Хветĕр тĕрлĕ енне пăхкаларĕ, пĕр хур та курăнмасть. Пĕве хĕрринчех мар-и, тесе, вăл карас пĕви патне чупса çитрĕ. Хурсем унта та çук. Шыв пĕве урлă юха пуçланине асăрхасан, Хветĕр шартах сикрĕ. Унта-кунта пăхкаларĕ — никам та çук. «Мĕн тумалла? Халех çынсене чĕнес-çке», тесе пăшăрханса шухăшларĕ вăл.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 65 66 67 68 69 70 71 72 73 ... 796