Сар ачапа сарă хĕр


— Чăн та, хулари тепĕр повартан та ирттерет пулъ вăл, Елькка аппа. Чун уççи этем. Темпе тав туса пĕтермелле пулать ĕнтĕ ăна — пĕлместĕп, — тулли кашăка тути çывăхне леçе-лĕçе васкаварланна хушăра кăшт шухăша путанçи курăнчĕ те Андрей Васильевич, — питне-куçне самантрах хĕлхемлĕ ăшăнчăкпа ăшăтса та пăрахрĕ. — Ну, мĕнле, Кузьма Афанасьевич, эпир те начарах мар апат çакса ятăмăр пек туйăнать паян?

— Çакса ярасси-мĕнĕ... — яшкана килĕштерсе ăса-ăса сыпнă май танлăн сăмахларĕ Кузьма Афанасьевич. — Кĕтмен те, уйламан та эп апла пулса тухасса. Вăт сана ме, так, сначăт! Пĕри-пĕри хăть ун еккине малалла тăсăçин!.. Атту тек «вăй — коллективра, коллектив мĕн калĕ, коллектив епле хаклĕ», тесе çын çăварне шăла-шăла питĕрме юрататчĕ-ха. Çапа пĕлмен пушă хăйне çаврăнса тивнĕ тенĕшкел, ак, тинех! Ытла та коллектив хӳттине пытанма ăсталанса çитнĕччĕ çав. Сăвăс! Тинех астиврĕ, ак, коллектив, тути-масине, так, сначăт... Мĕнле, Андрей Васильевич, тĕсне улăштарĕ-ши вăл кун хыççăн пăр-так?

— Ман шутпа, йăпăр-япăр парăнакан йышшиех мар Кронид Евграфович, — пушă кашăкне тирĕк хĕрринчех хăварса, таçталла тĕлсĕррĕн тинкерчĕ Андрей Васильевич. — Чее, хăй ăсĕпе пурăнакан çын вăл пирĕн завуч. Туйрех-тĕк, сисрех-тĕк лару-тăру пăвăртăннине — кĕтсех тăр — самант ку яхăнта кирлĕ урăх тĕспе чиперленет. Ăнмарĕ унăн мана хирĕçле кампанийĕ. Мĕнле калас, лаштăрах ишĕлсе анчĕ ку камит. Сывă пирĕн шкулти педагогсен коллективĕ, Кузьма Афанасьевич, сывă. Эпĕ сире, Кронид Евграфовичпа иксĕре, темĕн хăвăр çеç пĕлекенни çыхса чăлхантарса тăрать пуль тесе. Эсир, ав, илтĕр те сăмах... Каçарăр та, тен, хăйне евĕрлĕ ăста трюк кăна ку вăл сирĕн? Çил улшăннине сиснипе, тăрук ун хирĕçле юхăмне лекем мар тени?

— Мĕн эсир, Андрей Васильевич? — калла куçăнах каланăран, яшки çинчен мансах, шак хытрĕ Кузьма Афанасьевич. — ... Тавтапуç тӳрĕ сăмахăршăн. Теприне-тĕк кӳренме те пултарăттăм пулĕ те кунашкал сумсăршăн, сире вара — çук... Тĕрĕссине калатăп, килĕштерместĕп эпĕ Кронид Евграфовича. Пачах та расна çынсем эпир унпа иксĕмĕр, так, сначăт... Çаплах-тăр çав, тилхепине вăхăтĕнче карт-карт туртмасан, ая-яй сулăнка çапа-çапа хăшкăлтарать иккен пурнăç. Çамрăк пулнă, харсăр пулнă, такăнасса, ӳпленессе шухăшламан, — кашăка сĕтел çине хурса, хаш-ш сывласа ячĕ ватă учитель. — Вăрçă хыççăнхи пирвайхи çулсенче маншăн шӳт вырăнне кăначчĕ эрехпе çавăн йышшипе ашкăнасси. Çичĕ ютпа çапăçса тăватă çул тăршшĕ пуç тăрринче капланса тăнă хуйхă-тертрен хăтăлнипе те шăмшака самаях йӳле-ярханахлатнă пуль. 'Тăван киле ырă-сывă таврăнма шăпа тухнипе тӳпемиех хĕпĕртенĕ ĕнтĕ, мĕн калăн. Вăл вара, Кронид Евграфович, так, сначăт, ĕçместчĕ. Пултарулăхĕпе йăлтăр йăлкăшанмастчĕ пулин те, сывлăхне чирлешке евĕрех перекетлетчĕ вара. Ытлашши калаçмастчĕ, пулчĕ-пулмарĕ хушша-хуппа кĕместчĕ, кĕтмелли йӳтĕме кĕтме, уйлама, çиччĕ виçсе пĕрре касма пĕлетчĕ. Вăл (тĕсесе хунине иккен) — ларчĕ те кĕрсе завуч сĕтелли хушшине — пуçларĕ ăсталама хăйĕн «политикине» вăрттăн-кĕрттĕн. Кама тулăпа, кама хулăпа тенĕшкел, пĕрне çавăрса илет хăй аллине, тепĕрне... Эпĕ вара, ирĕке юратаканни, нăхтана пăхăнас теменни,. карланкă чараксăрне пула, пĕр шкула çитетĕп, тенĕр шкула... — калать-калать те Кузьма Афанасьевич хаш-ш сывласа ярать, калать-калать те хаш-ш сывласа ярать. — Вăт, çапла, Андрей Васильевич. Çитрĕм вара эпĕ, так, сначăт, каллех Кронид Евграфович патне çаврăнса. Тĕплентăм терĕм вара тăван ял шкулĕнче... Тăван ял — тăван ялах, атте-анне килĕ, ачаран палла-тăран çынсем, тăван-хурăнташ, арăм, ача-пăча... Вăт пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕнех вара эпĕ ырă тăвакана ырăпа пулăшасла, Кронид Евграфовичăн кашни сăмахне тĕпе картакан, ăна аталантаракан вырăнĕнче курăнма тытăнтăм. Ара, мĕнле калаççĕ-ха, камăн кĕлетне хураллатăн — çавăн ашнех çиетĕн, теççĕ-и-ха, так, сначăт. Ть-ху! — хăйĕнчен хăй йĕрĕннĕн, тĕпелелле лач! суранçи турĕ хĕпĕртӳллех мар пурнăç-пăрнăçне аса илсе ларакан ăшхыппи арçын. — Ть-ху, чăн та! Питĕ пысăк инкек, хăрушăран та хăрушă трагеди вăл — эрех! — йывăррăн çĕкленчĕ те Кузьма Афанасьевич, апатшăн-сăйшăн тав туса, сĕтел хушшинчен тухрĕ. — Вĕрентекен! Учитель! Тĕрĕссине, пур-и-ха манăн тивĕçĕм çак чаплăран та чаплă ята йăтса çӳреме?.. А-а, тепĕр тесен, мĕн пустуй хăлаçланмалли ĕнтĕ халь? Ватăлнă, пуçăм та кукшаланнă, пенсиччен те кармашса пăхмалăх кăна — икĕ çул ытларах çеç юлнă. Çук, Андрей Васильевич, стаж ман çителĕклĕ, сывлăхăм та такам ăмсанмаллиех мар, тухатăп эпĕ пенсие, ним тăхтаса тăмасăрах тухатăп. Çитет шкул маччине тĕтĕм-сĕрĕмлесе... Çапла, мĕн тери йывăр иккен вăл учитель тивĕçне ӳкермесĕр çӳлте тытса пыма, мĕн тери йывăр...

Кузьма Афанасьевич шăпланчĕ. Паçăр çутанкарах сăнпичĕ унăн халь, сухапуçпе аштарса купаланчăклатнă евĕр, тĕксĕм те туртăнчăк, пĕркеленчĕклĕ-пĕркеленчĕклĕ. Ĕшенчĕк унăн санпичĕ, пусăрăнчăк. Паллă: сахал мар вăй, чăтăм кирлĕ пулнă ăна çакнашкал уçăлса калаçма, вăрах вăхăт сийлĕ-сийлĕ таптаннă туйăм юшкăнне сире-сире ывăтма. Çавăнпа Андрей Васильевич уншăн халь — яри уçăлнă кантăкран пал-пал кĕрлесе кĕрекен янкăр-янкăр сывлăш та, кал-кал шанчăк та...

— Кăна эсир питех те тĕрĕс каларăр, Кузьма Афанасьевич. Çапла, вышкайсăр йывăр ĕç вăл, учитель ĕçĕ, йывăр та пархатарлă ĕç, — яшкана кăп-кан хыпкаланипех чĕре сури тунă Андрей Васильевич та сĕтел хушшинчен тухрĕ. Тыткаланă тирĕксемпе кашăксене тĕпел кукрине кайса лартрĕ, çинĕ чухне яшка тăкăнкаланă тĕлсене алшăллине типĕткелесе илнĕ хыççăн ватă учитель çумне пырса ларчĕ. — Çапла, кансĕр халь учитель пулма, Кузьма Афанасьевич, ай-яй кансĕр. Ку чухнехи учитель вăл — çитĕнсе пыракан ăрăва пĕлӳ паракăн çеç мар, вăл — хăйĕн мораллĕ сăн-сăпачĕпе ачасене хавхалантаракан та, хăйĕн таса чун-чĕрипе ырра, авана вĕрентекен те. Енчен те эпир, учительсем, шкул ачин ĕненӳллĕ пуçне-мимине, хамăр тимсĕрлĕхе пула, ылтăн вăрлăх вырăнне мăянлă-мĕнлĕ начаркка анчах акаятпăр-тăк, ăçтан каш-каш тырпул çитĕнессе кĕтмелли пур ĕнтĕ? Ку инкеклĕ, тепри инкеклĕ пулчĕ тетпĕр вара кайран-кайран, лешсем аттестат илнĕ хыççăн чылайран-чылайран хамăра мар, вĕсене айăпланçи тăватпăр. Çавăншăн шăп та лăп учительсем айăплă пулма пултарасса — шута та илместпĕр. Пĕр çултан е икĕ çултан такăнчĕ-тĕк эсĕ пĕлӳ парса кăларса янă ача, апла-тăк эсĕ асăрхасах çитереймен умри темĕскерне, апла-тăк никамра та мар, сирĕнте, манра, тепринче шырамалла çав кăлтăкăн тымарне. Пĕлетпĕр-çке авалтан-авалтан тĕрĕсленнĕ чăнлăха: мĕн акатăн — çавă шăтать тенине. Эпир вара акасса та хăшĕ-хăшĕ лăппи-лаппи кăна акатпăр-ха, хамăра малашлăх тиенĕ калама çук йывăр çĕклемĕн вышкайсăр пысăк пĕлтерĕшне чăн-чăннипе чĕре çывăхне илейместпĕр. Эпир вĕт çĕнĕ обществăн ыранĕнче вăй хумалли çынсене килпетлетпĕр, эппин-тĕк, пул чуну-чĕрӳпе таса, эппин-тĕк, çутат çутанчăк кăмăлупа яш-кĕрĕм кунçулне, эппин-тĕк, ак çамрăклăх уйне парка пĕрчĕ. Чăн та, юрать-и вара çакнашкал тасаран та таса ĕçе шăли-вали тума? О-хо-хой... — кăкăр тĕпĕпе ассăн сывласа ячĕ те Андрей Васильевич самантлăха шăп пулса ларчĕ. Самайран, шухăш çиппи сыпăннăн туйăнсан, шарлаклă шыв юххи пек чармавсене тăрăна-тăрăна, каллех малалла пĕтĕрме-йăлмаклама тытăнчĕ вăл сăмах кал-калне. — Вăт, иртрĕ педсовет... Меслечĕ, меслечĕ тата хăçанхи, эх! Малтан ятне пылчăкпа варалас, унтан, чысне-сумне тикĕтлесен, ĕçне кăлтăклас-пăвăртас тесе хăтланчĕ вĕт-ха çавна Корнид Евграфович. Ну-и этем! Вăл эпĕ пуç пĕкессе, авăнарах çӳрессе кĕтнĕччĕ пулĕ те ĕнтĕ, хăвăр калашле, ав, Кузьма Афанасьевич, çапа пĕлмен пушши хăйнех çаврăнса чашлаттарчĕ. Сисетĕп — такăнам кăна эпĕ пурнăçра, вăл вара мана лаплаттарсах çапса ӳкерме хатĕр. Ăçтан пĕр этемре çавăн чухлĕ йӳçек? Эпĕ ăна ни тĕкĕнместĕп, ни усал тăвас тесе хыпăвса-тăвăлса çӳреместĕп. Анонимка!.. Тепри-тепри ăна педсовет ларăвне кăларса та аппаланса тăмасть (ара, мĕн тĕрĕссипе мĕн тĕрĕс марри йăлт çиелте вĕт-ха кунта), тытать те пĕртте анла марри пирки кирлĕ çĕрелле явапне çеç ăсатать. Ак ку-у... Тата миçе çул ĕçлемелле-ха унăн пенсиччен?

— Пенсиччен-и? Тепĕр ултă çулччĕ-няк, — çамрăк вĕрентекене пысăк тимлĕхпе итлекенскер, ыйтăва хăвăрт тавăрса каларĕ Кузьма Афанасьевич. — Манран вăл виçĕ çул кĕçĕн. Çапла, тепĕр ултă çул юлнă унăн ĕçлесси, так, сначăт...

— Вăт, шухăшлатăп-ха, Кузьма Афанасьевич, — сăмахне çав йĕрпех шутарчĕ Андрей Васильевич. — Ахаль-тен мар тапăнать вăл мана, ахальтен мар. Сăлтавĕ çук та пек тапăнма — тупать-тупатех, ав, шыраса... Хăй вырăнне ларасран чунĕ вăйкăннă ĕнтĕ унăн. Вăт, стратег, вăт, виçĕ пуслăх тактик. Ман çула пӳлме вара — вирт. Эп иккен Никонова Августинăпа варлă, учитель пуçăнах шкул ачи пуçне çавăратăп имĕш, мораль тĕлĕшпе пăсăлма, юрăхсăра ерме тытăннă çын иккен. Манăн иккен вĕренекенсемпе занятисем хыççăн «харпăр хăй урокĕсем» ирттересси çинчен мар, хамăн чун-чĕре тасалăхĕ пирки совеçĕме калаçтармалла иккен ытларах. — Андрей Васильевич тăчĕ, алăкăн-тĕпелĕн пăлханчăклăн утма тапратрĕ. — Совесть... Камăн-камăн та, Кронид Евграфовичăн калаçмалла-и ĕнтĕ совесть пирки!.. Пур-ха, пĕтмен-ха пирĕн хушшăмăрта пĕр йышши çынсем. Хăй вăхăтĕнче хĕсĕнкелесе кĕрсе ларнă та вĕсем хăйсене тивĕç мар пĕр-пĕр пысăкрах çĕре — çав вырăншăн халь хĕремесленсех тепеçленеççĕ. Вăт, акă, Кронид Евграфовичах.... Пĕлместĕп, тен, Анат Сăрмăшпа Тури Сăрмăш шкулĕнче çеç пуль Кронид Евграфович евĕрри, анчах та ăсран кăптăртаттарса кăларман вĕт-ха эпир çав çынна, акă, вал пур, çӳрет пирĕн хушшăмăрта, кун çутипе, хĕвел ăшшипе савăнать, чăрмантарать ярт-ярт пусса утма, кансĕрлет... — чарăнчĕ Андрей Васильевич урай варрине, шухăша путнă лек пулса тăчĕ, каллех Кузьма Афанасьевичпа çумлăн пырса ларчĕ. — Сисетĕп, лăпланмасть-ха вăл кунпа кăна. Мĕнех, хăтлантăр, эппин, хăтланассиех килсен. Шик çук ман унран нимĕн чухлĕ те. Авăрланă пăшалĕ Кронид Евграфовичăн кукăр, кĕпçййĕ — çурăк, тарĕ — йĕпе. Пăхтăр-ха, эппин, персе, пăхтăр...

— Эпĕ те ăна малтан мĕн урăм-сурăмланать ку, тĕтĕп. Апла та калама тăрать сирĕн пирки, капла та, начар ят пуçарма вĕтеленет. Э-э, тетĕп, чим, тăхта, чее, тилĕ, çитет пĕрехмай пĕр юрра ĕнĕрешсе, чарăн, тетĕп. Хиртĕм те хиртĕм вара тĕлĕннĕ завуча пĕр кана. — Андрей Васильевич шăпланнине кура кӳкĕрт евĕр каллех кӳ! чĕрĕлсе кайрĕ Кузьма Афанасьевич. — Эх-х, сахал лектертĕмĕр-ха ăна паян, сахал. Ну, атя, эпĕ ĕçкелесех тăнă, айăпа кĕнĕ çын шутĕнче пулнă, тейĕпĕр. Ыттисем вара епле-ха? Курнă вĕт-ха вĕсем те Кронид Евграфович хăтланкаларăшĕсене? Алă сулнă та, чĕнмесĕр ирттерсе ярас, тенĕ-ши?.. Анчах ку ялсем мар-çке-ха эсир, Андрей Васильевич? Экзамен тыттарăр та, ак, вуннă-мĕш класс ачисене, вĕçтерĕр тухса шĕкĕр хуламăра? Кĕтеççĕ, тетĕр вĕт-ха унта хăвăра? Ах, питĕ килĕштертĕмĕр сире, Андрей Васильевич, питĕ килĕштертĕмĕр...

— Ну, Кузьма Афанасьевич, ма апла хăвăртах хăвалатăр эсир мана ку ялтан? — куçĕнчи хĕлхемĕсене çиçкĕнтерсе, тăруках кăмăллăн кулса ячĕ Андрей Васильевич. — Тен, ман тĕпленсех пурăнас килет-ха Анат Сăрмăшпа Тури Сăрмăшра. Чăнахах та çапла. Ялĕ — хитре, çыннисем — лайăх.

— Ара-а, тем пекехчĕ те сăмахăр тĕле килсен, так, сначăт, — çамрăк учитель каланине ĕненменнĕн, хăлхи хыçне хыçанçи турĕ Кузьма Афанасьевич. — Эсир вĕт, çамрăксем, вĕçен кайăкла, килетĕр те каятăр. Мĕнле калас, ан кӳренĕр те, йывăрлăхсенчен хăратăр, так, сначăт. Эпир, ав, ку ялсем, ĕмĕр тăршшипех кунта, темелле. Миçен киле-киле пикенсе пăхмарĕç пуль. Пĕр çул, икĕ çул майлă пурăнкалаççĕ те туртисене каялла çавăраççĕ, тĕпленсе ĕçлеме хал çитереймеççĕ. Те Кронид Евграфович кăмăлне ларайманранах çапла пулса пычĕ вĕсен? — алă сехечĕ çине пăхса илчĕ те ватă учитель хăпăл-хапăлах пуçтарăнма тытăнчĕ. — У-у-у, калаçсан — каçченех, тесе ахальтен каламаççĕ иккен, сисмĕн те — сехет ытла ларнă-мăн эпĕ кунта. Уттарам-ха, эппин, килтисем те çӳхатсах ячĕç пуль, мана, так, сначăт...

— Чим-ха, эпĕ сире кĕнеке парса яма пулнăччĕ-çке — çамкине сылтăм алă тупанĕпе çат çапса илчĕ Кузьма Афанасьевича ăсатма алăк урати патнех çитнĕ Андрей Васильевич, — Вăт пуç! Чĕнессе чĕнтĕм хам сире, мĕн тума чĕннине вара — маннă.

Кузьма Афанасьевичăн пĕр питех те килĕштермелли кăсăкĕ пур. Вăл, вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнăскер, çар çыннисен асаилĕвĕсене вулама юратать. Ку хутĕнче ăна Андрей Васильевич А. Василевский маршалăн «Пĕтĕм пурнăç ĕçĕ» мемуарĕсене парса савăнтарчĕ.

— Куншăн вара чăннипех те тавтапуç, — хулăн кĕнекене уçкаласа хупнă май хĕпĕртемеллипех хĕпĕртерĕ Кузьма Афанасьевич, — Мĕнле калас, ватă салтак вĕт хам та. Берлина таплаттарса çитнĕ, так, сначăт. Чăваш юрри янраттарса хăварнă нимĕç столицинче, вăт...

Хулпуççийĕсене çулне кура мар вĕçкĕнреххĕн кăлт-калт сиктеркелесе илчĕ те ватă учитель, тăрăст-тăрăст пусса, пӳртрен тухрĕ.

— Ну, хăвăр та çапла пĕр-пĕр пырса ларăр, калаçкалама. Кĕтетпĕр, — алă тытсах сывпуллашрĕ ватă учитель Андрей Васильевичпа картишĕнче. — Кронид Евграфович пирки вара пуçăра ватса та ан тертленĕр ытлашши. Коллектив сирĕн майлă. Вăл, Кронид Евграфович, лăпланать, ак, каларĕ тесе калăр — лăпланать.. Сураймасть вăл çиле хирĕç, сураймасть, так, сначăт... Ну, ыранччен, — Кузьма Афанасьевич Андрей Васильевича, тав тунăн, уçă куллипе тепре пахаласа ыталарĕ те çăмăл уттипе урамалла танкăшрĕ...

«Андрей Васильевич çамрăк учитель çакăнта пурăнать-и?», — тенине хапха кутĕнчен хăпнă-хăпманах уйлама ĕлкĕрнĕччĕ-ха унăн çивчĕ хăлхи, анчах та апла пулма пултарасса ĕненменрен (ара, шухăшпа аптăракана темĕн те илтĕнсе арпаштарĕ), пуçăннă халлĕнех, шала кĕресле, çенĕк умне çитнĕскер, çурăм хыçăнче хитрен кăрăнлатса кайнă алăк сассипе вашт! çаврăнса пăхрĕ йĕкĕт.

«Христина! — чутах кăшкăрса ямарĕ вăл тĕлĕннипе. — Хреççи!»

Анчах та кăшкăрам, хĕпĕртенине пĕлтерем тенĕ сăмаххи те унăн чĕре анинче чăмăртаннă евĕрех лак! тăрăнчĕ те пырне, аллинчи вĕлтĕркке çĕклемлĕ Христина çывăха пырса тăрса çăвар уçсан тин, типĕ аната йĕпепе тĕртсе антарнăн, тути хĕррисенчен йăшăл! вĕçерĕнчĕ темĕн хытти.

— Манăн килес, — питне-куçне вăтанăçлă кулăпааванлатса илчĕ Христина. — Кĕтменччă-им?

Çул тăршшĕпех хĕр тĕлпулу саманчĕ епле пулма пултарасса уйласа пынăччĕ. «Çитетĕп те, куратăп та тахçантанпах курман-калаçман Андрее тӳрех мăйĕнчен уртăнатăп, сăмах чĕнейми тăвичченех чуптуса-ачашласа пĕтеретĕп, нихăçан-нихăçан тапратманнине! — çепĕç-çепĕç чĕвĕлтетсе тĕлĕнтеретĕп», тенĕччĕ. Теессе тенĕччĕ те çав, çитрĕ те, курчĕ те, ав, савнă, юратнă Андрейне — тапратмăш евăкне те тăнк-танк, лăп-лап хантăртаттарса хучĕ: «Манăн килес. Кĕтменччĕ-им?» «Тьху! Кам ухмаххи ват хĕрарăмла çакнашкал» «манăн килеслетет-ши?» Çитменнине тата, мăйăнчен уртăнас, чуптуса-ачашласа пĕтерес вырăнне — тăрать-ха, ак, ун умĕнче уй тăмани пек — лăпсĕр!

— Турăçăм! — тĕлĕннине халă те ирттерсе яраймарĕ-ха йĕкĕт. — Эсех-и вара ку, Хреççи? Калăн: чăн-чăн юмах!

— Ну вăрç ĕнтĕ, Андрей, тăкăлтар — вăрçмалли, тăкăлтармалли пур-тăк, — куçĕпе каччă куçне тĕллештерчĕ-тĕллештерчĕ те, тĕллештерсессăнех, именнипе, лап усрĕ пуçне Христина. — Хăваламастăн-тăк, кирлех-тĕк эпĕ сана — ак, йышăн ĕнтĕ савнине, килтĕм ĕнтĕ яланлăхах.

Христина, йĕкĕте питпе питех тăраканскер, темĕнле вăрттăн вăй тĕкнипе лăш сулăнчĕ ун кăкăрĕ çумне:

— Пултараймастăп эпĕ сансăр, Андрей, пултараймастăп, — терĕ вăл, куççулленме ĕлкĕрнĕ куçĕпе каллех савнă çыннине тинкерсе. — Хирĕлтĕм, тавлашрăм эпĕ хампа хам, хăвалас, пистерес терĕм сăнарна чĕремрен — çук, ăс хушнă пек тăваймарăм, çитереймерĕм хал. Темĕн чул курмăшлансассăн та пусахлаймарăм хама хам. Юрататăп эпĕ сана, Андрей, шутсăр, шутсăр.

■ Страницăсем: 1... 27 28 29 30 31 32 33 34 35

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: