Сар ачапа сарă хĕр


Çыххине, самаях халап ярса хăшкăлнипе йывăрланнăран, тепĕр аллине куçарма хăтланса пăхрĕ Нина.

— Кӳр-ха çĕклемне кунта, — хирĕçленине шута картмасăрах, çыхха хапăл-хапăл çавăрса тытрĕ Дина. — Тăрап çав хам та йăнкăртатса. Пулăшмалла-мĕн паçăрах...

— И-и, мĕн кансĕрри унта, — пурпĕрех çыххи çăмăлах маррине палăртасшăн пулмарĕ Нина. — Ара, ача япалисем çеç унта, кипкисем-мĕнсем. Тăраттăмччĕ-ха тăнă халлĕнех, тем марччĕ...

— Юрĕ-çке, юрĕ, — çыххине хăй аллинчех хăварчĕхĕр. Унтан, хирĕç тăракана тĕсесе, тин кăна тĕвĕлентернĕ ыйтăвне малаллах йăлмакласа кайрĕ. — Вăт, тăнланман этем! Тепри-тĕк, ывăл ача çуралнă тесе, савăнса, лупас тăрринчен хăпарса сикет ĕнтĕ. Ку пур, алапаш, — ачаллă хĕрарăмăн нуши-тертне чухламаншăн мăн Виталие хăтăранçи те туса илчĕ Дина. — Ман ĕç марта-ха хушша-хуппа кĕме, çапах та... Чим-ха, чим, курам-ха эпĕ ăна, ак, пĕрре, курай. Йăлт каласа, шарлантарса тăкап. Тек кайăр сăмахсемпе перкелешсе çӳретчĕ-ха атту...

— И-и, эс алла калатăн-ха, — хăйне тӳпемиех хур тунă çынна хӳтĕленçи, шелленçи пулчĕ Нина. — Ача пирки шухăшлама терĕ-ха... Юрать-ха, хăй чĕрĕ юлнă. Лешĕ, Бонапарчĕ, тепле вилмеллех тăрăнтарайман. Кăшт çеç лектереймен, тет, чĕрине. Лектернĕ-тĕккин-и?.. Ой, ăсласа пăхма тахăрушă... Пулман-и эс вĕсен сутĕнче?

— Çук, пулман, — терĕ хĕр, Нинăн кас-кас кăра та,кас-кас ăшă-ăшă кăмăлне тăнласа. — Ерĕçейменччĕ-няк...

— Ахалех ерĕçеймен, — темĕн шутсăр хытса, шанкйăванса каймалли каласа кăтартасла куçне-пуçне сасартăк янк! тĕлĕнĕçлетрĕ Нина. — Вăт тамаша-тăк тамаша! Итле-ха эсĕ, Дина, итле! Вĕт чисти пĕсмĕлле! Лешĕ, Бонапарчĕ, иккен Виталин чăн-чăн ашшĕ. Унччен те уçăла-уçăла хупăнатчĕ çав ял çăварĕ. Судра йăлт кала татăк çавна Бонапарт. Ирсĕр чун. Ывăлне, Виталие те, шăл çавăншăнах тĕп тăвасшăн пулнă иккен вăл: чун илтерес темене хăйĕнчен чун илнĕшĕн... Вăт пыр та калаç ĕнтĕ халь, пĕсмĕлле!.. Бонапарчĕ вăл, ие хутлатманĕ, унччен икĕ-виçĕ уйăх маларах çеç тĕрмерен хăтăлса тухнă пулнă-мĕн. Вăхăчĕ тулнипе. Какăрса, ĕçсе-çисе реххетленме вара — тахçанхи ерĕшки Хвеччис патне шатăртаттарса килнĕ. Çынçиен. Кайрĕ ĕнтĕ халь каллех тепĕр ăстрăм кирпĕч шутлама. Тĕсĕ! «Уйрăлатăп, пурăнмастăп тек кунашкал арăмпа», — тесе, кĕвелĕкленсе çӳрет, тет, Бурчăка Кулийĕ халь. Вăт мыскара! Вăт аптрашки! — кăвар ăшне чикнĕ тимĕрле хĕрчĕ-хĕрчĕ те Нина, хăй хĕрĕвĕпе хăех пăчăхнăн, лапах сулчăлатрĕ пăтăр-пăтăр калаçăвне. — Эппин, ман тĕпренчĕкĕн аслашшĕ пулать ĕнтĕ çав ирсĕр? Тамаша-а!.. Çавăн юнĕ чупать пулать, эппин, ман ачамра? Мăн Виталийĕ епле-тĕр те, пĕчĕк Виталие эпĕ вĕсемешкел пăхса ӳстерместĕп-ӳстерместĕпех. Кăра, кăра та — хăйне çеç мала хуракан çын мĕнле çын вăл тата! Çын мар вăл ун пек çын — çĕçĕ!.. — Ан та кала ĕнтĕ, — Нинăна итленĕ май тем шухăша кайнă пек пулчĕ Дина. — Илтнĕччĕ-ха эп судрисем пирки те... Вăт сана ме, Хвеччис аппа. Пыл чĕлхе! Кам шутланă ăна унашкал тесе. Вăт, аркатрĕ ĕнтĕ килйышне те хăех. Эх, Виталийĕ те, тĕпленме пĕлмен тĕпек!.. Телейĕ пăрахман курăнать-ха ăна ку хутĕнче те. Машинăпа та сирпĕнчĕ, ,халĕ те, — Виталин çав каçри пăтăрмахĕшĕн хăйне те самаях айăплăн туять Дина. Калĕччĕ, тăнлантарса парĕччĕ вăл Нинăна çав каç Виталипе хăй кăрарах, сивлекрех пулнине, Динăсен хапхи умĕнче йĕкĕт харкашса, çапăçса, чышкăпа хăмсарăшса çӳренине — анчах та мĕншĕн? Нинăн ахаль те ыратман кунĕ иртмен чĕрине пушшех те çивчĕрех çĕçĕпе чашлаттарма-и? Пусахласа ыйтсан та! Шанать, ĕненет Дина: Виталипе Нина, акă, иккĕшин хушшинчи тирĕк-кашăка шăкăртаттара-шăкăртаттара хăшкăлсан, чăмăртанĕç-чăмăртанĕçех пĕр чăмăра, пĕрлешĕç-пĕрлешеçех пĕр çемьене. Мĕншĕн-и? Мĕншĕн тесен туять, сисет хĕр чĕри: вĕсем иккĕшĕ, Нинăпа Виталий, пĕр-пĕрин сывлăшĕшĕн çуралнă; ку аптрашкилле вăхăт та вĕсемшĕн — самантлăх уксахлу кăна, йăлт иртсе çухалмалли кăптăрмăш. Çавăнпа апла-капла тапратас та темерĕ Дина. Тапратас, каласа чарас-тăк çав каçри пăтăрмаха — каллех усăсăр пăшăрхану Нинăшăн, каллех чун асапланăвĕ, ытлашши куççуль уншăн. — Нина... — йăпатасла тинкерсе пăхрĕ ун çине хĕр. — Нина... Эс шутсăрах ан хуçăл. Ачу пур сан халь, чун килтермĕшӳ... Каларĕ тесе калăн, майлашăнса каять, ак, курăн. Хăех пырса пуççапĕ-ха, ак, Виталий. Унăн та чунĕ чул мар-тăр, пĕлеп. Пăтрашăнса, чĕринчи хывăха алласа çӳрĕ-çӳрĕ те — таврăнĕ, ак, сан патнах... Кĕтме çеç чăтăмна ан çухат, çирĕп пул...

— Темĕн, — хĕр каяла хавхалантарнипе тăрук аванмарланса кайрĕ Нина. (Дина, ахăр, Нинăн шăп та лăп вăрттăн ĕмĕтне пахаларĕ-тĕр.) — Те йĕркене кĕрсех пĕтейĕ ĕнтĕ вăл? Ытла та, вĕри этем те вăл.

— Кĕрет. Кĕретех. Шан, — Дина кăшт шухăшласа тăчĕ. — Юратать вăл сана, Нина. Тен, çавăнпах тĕлли-паллисĕрленет те. Ан вăрç эсĕ ăна. Курăн: таврăнатех вăл сан пата, таврăнатех, — ĕнентĕр, сăмах вылятни вырăнне ан карттăр, тесе, уçăлсах пуплешрĕ хĕр. — Манпирки вара — чĕптăм ан хуйхан. Виталий санăн вăл, Нина, пуçĕпех санăн. Аптăравланатăр та пăртак — йăлт этем эретлĕ пулать. Курăн, ак. Шан...

— И-и-и, тăтăмăр та халап хăтартлантарса, — пичĕ çинчи тĕмпĕл-тĕмпĕле пытарасла, вăраха тăсăлнă калаçăва васкаварах пĕтерсе хума хыпăнчĕ Нина. — И-и-и, чутласан — турпас, калаçсан — сăмах, теççĕ те — мĕн ĕнтĕ, Дина, каларăм-çке: çук, çӳреместĕпех ун хыççăн хăваласа, ятăма ямастăпах урăх. Мĕн, ача пăхса çитĕнтерейми хĕрарăм-и эп? Икĕ çыннна тăрантмалăх ĕçлесе илме пултарайман этем-и? Пурăнăпăр-ха, Виталий куçĕнченех кайса йăлăнмăпăр. Çапла вĕт, пепкемçĕм, çапла-и? — те ыйхи тĕлĕшне, те чĕркемре чылай вăхăт выртнипе кăмăлсăрланнăн сасартăк хыттăн сас панă ачине сăлкара сиктернĕ евĕр «и-и-и, и-и-и» тесе, тăрăшсах кĕвĕллĕн сиктерме тытăнчĕ Нина. — Çиччас, пепкемçĕм, çиччас. Хырăму та выçрĕ пуль, мăнтарăн. Çиччас, пепкемçĕм, çиччас. Çитетпĕр те, ак, Мукуç мучи патне...

— Кӳр-ха, çитерсех хăварам, — аллинчи çĕклемĕпе Нина утас еннелле сулăмланчĕ Дина та. — Пĕччене сана ахаль те.... Эс... фермаллаччĕ пуль?

«Каласан лайăх-ши, каламасан самайтарах-ши», — тенĕн, темле ырăмаррăн туртăшкаласа илчĕ те Нина, тем тери пытарас тесессĕн те хыпарĕ пурпĕр палкаса тухасса пĕле тăркач, каларĕ-каларех мĕн каламаллине уçăмлăн.

— Ат, мĕн-ха çав, Дина... Мукуç мучи патне пуçтарăнсаччĕ-ха эпир, — сасси пурпĕрех тытăнчăклă тухрĕ ача амăшĕн. — Эпир... хамăрах, хамăр тĕллĕнех. Дина... Ан чăрман. Юнашарах вĕт, ав, пӳрчĕ те курăнать кунтан... — чĕтренсе-чĕтренсе пычĕ те сасси ун, пĕчĕк Виталин утиялĕ çине пăт-пăт-пăт тумлама тытăнчĕ куçĕнчен куççуль. — Ах, Дина... Аттерен тăван пуçăмпа та атте кăмăлне лараймарăм вĕт. Ир те, каç та тăкăлтарать хаяр кăмăлĕпе. Çак нимĕн те чухламан Виталие килĕштермест. Хăртать те хăртать ăна «вĕлтренкайăк», тесе. Хама та хуса кăларса ярассипе шăмарать. «Çĕртрĕн ырă ятăмăра, пĕтертĕн», — тет. «У териех мĕн асапланмалли, куç хам патăма, пурăнкалăпăр, ачине те пăхма пулăшăп», — терĕ те Мукуç мучи — тапранса тухрăмăр-ха, ак, куратăн...

— Епле-ха вара апла? — Нинăран илтнипе шак! тĕлĕнчĕ Дина. — Аннӳ те сăмах хушса чĕнеймерĕ-и вара? Ытла та этемле мар-çке-ха капла, пирĕн вăхăтри чухнехилле мар? Калăн — пĕр-пĕр Тăхтаман...

— Юрĕ ĕнтĕ, халь мĕн калаçмалли пур ун пирки. Шухăшланă — тунă. Пурăнса пăхам-ха хам тĕллĕн кăшт, — калаçтарма темĕн чăрмантарнăн, йăвашшăн «ăххăм» турĕ Нина. — Анне те килкелесе тăрĕ-ха хушăран. Йăмăкăм та пĕчĕк Виталишĕн каçсах кайнă. Урокĕсем вĕçленсен, вăл та ача пăхассинчен пăрăнасах çук. Хальхăть хам ларатăп та-ха ывăлăмпа... И-и-и, аре, хăçан çăмăлли пулнă ĕнтĕ вăл пирĕн тĕле — пурăннăçем пурнăç ĕренкине чухласа пырăпăр, ара. Ия...

— Вăт тĕлĕнтермĕш-тĕк тĕлĕнтермĕш! — пĕвĕ тăрăх аллисене ласт! усăнтарчĕ Дина. — Эп, пур, ухмаххи, калаçтарап, калаçтарап сана. Ферма каять тесе эп сана... Атя-ха, атя, пулăшам. Хапха умне хăть çитерсе хăварам...

Аннă çулпă тăвалла ӳсĕмлемех тăчĕ те Дина — Нина ӳсĕмлеттермерĕ ăна, каласа чарчĕ:

— И-и-и, ан чăрман-ха эсĕ, Дина, ан чăрман. Хамăрах эпир, хамăрах... Ав, сăмах çинех, Мукуç мучи те кунталла килет. Пыратпăр тенĕскер, кĕтрĕ-кĕтрĕ пулĕ те тухрĕ пулĕ ĕнтĕ хирĕç. Эревет чун... Ну, кĕрсе тух, эппин, пĕр-пĕр ерĕçнĕ тĕлсенче... Кĕтетĕп...

Дина çыххине Нинăна тыттарчĕ.

— Юрать. Пырăп-ха, ак, пĕрре-пĕрре. Калаçса лармалла! Ху та тепĕр чух пирĕн умпа вашлаттарсах ан ирт. Кĕрсе тух. Яланах хапăл сана, — тесе пăхса юлчĕ вара хĕр вăтанăçлă та именĕçлĕ, çав вăхăтрах хăй телейне шалт! çирĕп шанакан Нинăна хыçран. Калаçрĕте, ак, унпа халь Дина — ăшне темĕн ырри, аванниейĕвленсе сăрхăнса кĕчĕ хĕрĕнне. Нина, Нина, Нина... Мĕн чухлĕ хĕн-терт, куççуль курмарĕ-ши ĕнтĕ вăл хăйĕн çирĕмри çамрăк ĕмĕрĕнче? Ӳсессе те хаяр ашшĕ тăлне йăкăлтăккин-йăкăлтăккин ӳсменекер, ӳссе пăве кĕрсессĕн те, ак, — кулянăç çине кулянăç, эрлĕк çине эрлĕк. Вăйăн-вăйăн текерлĕк тейĕн ăна, пĕр шутласан. Вĕçет, вĕçет, вăл пурнăç уйĕ çийĕн телей шыраса, макăрать, макăрать вăл, пӳрнĕ савăнăçне йыхăрса. Чăтать çамрăк çын, ырă-сывă лартса ӳстернĕ ешĕл-ешĕл пахчи умне шăпчăк пырса юрă янраттарасса ĕненет. Шанать шанчăкпа упранă малаша...

Анăçалла тайăлнă кун тĕттăмленнĕçемĕн тĕттĕмленсе пычĕ. Каçхи çăралсах çитмен сĕм хăй еккипе хуллен-хуллен пĕтĕм тавралăха хупăрларĕ. Урам тĕтре евĕр çăмăл-çăмăл ĕнтрĕкпе витĕнчĕ. Чӳречесем, калаçса татăлнă пек, пăр-пĕрин еннелле вăльт-вальт салам ăсатма тытăнчĕç: килрен килех çутă çутса ячăç.

Те нимпе пусарас тесессĕн те пусăрăнман кăмăлĕ Нинăпа калаçса пушшех те вăркама пуçăннăран, тăнă вырăнтан пĕртте Çуткасалла пăрăнасси килмерĕ Динăн. Пĕччен пуласси, хăй шухăшĕпе хăй варшăнасси килчĕ унăн ку самантра, кĕçĕр. Хĕр пуçĕ — çилсĕр çилармань, хуйхă çилĕпе ваш та ваш çаврăнать унăн çунатти — суйхă капламĕ. Ласт та ласт пусăрăнтарать ăна яш терт. Эх, пурăнăç! Тăрлавсăртан та тăрлавсăр вĕлтĕрен иккен эсĕ, йӳçĕрен те йӳçĕ ват! Мĕншĕн-ха санра чат тутли, чат пылакки кăна мар? Мĕншĕн-ха эсĕ вĕçĕм-вĕçĕхмех питъен кăна мар, хыçъен те? Мĕншĕн-ха сăну-питӳнте санăн йăлтăр-йăлтăр кулăпа хутăшах пат-пат-пат куççуль? Хăç лек çивчĕ-çке эсĕ, тинĕс пекех тăварлă. Пулас-тăк, тупас-тăк май — хĕвел питтинче юп куракан кашни-кашни чĕрĕ чунах телейлĕ тăвĕччĕ Дина. Куççуль, хуйхă мар, савăнăç çеç валеçсе тухнă пулĕччĕ вăл кашнине-кашнине. Ĕмĕр-ĕмĕр пурăнтармалла тăвăччĕ вăл çут тăнче çутипе киленекен пур-пур этеме те. Чи малтанах, паллах, чунтан-вартан юратакан амăшĕ валли туса парĕччĕ вăл кунашкал ырлăха, ăна вăрăм-вăрăм ĕмĕр пиллĕччĕ...

Амăшĕ!..

Çук ĕнтĕ вăл текех пĕле тăран çынсем хушшинче. Çук ĕнтĕ унăн сасси те, сывлăшĕ те. Хăй те, ир те каç ачисемшĕн хыпăнакан-çунакан аллисем те çук. Ашши çеç пур. Тĕнче кăваклăхĕ евĕр пысăк-пысăк та хĕвел кăварĕ евĕр нихăçан-нихăçан сивĕнмесле аслă-аслă ăшă. Çав ăшă, çав вышкайсăр пысăк-пысăк ăшă — пур çĕрте те, пур çĕрте те. Анат Сăрмăшпа Тури Сăрмăш хушшинчи çырма пуçĕнче тахçантанпа-тахçантанпа ларакан ак çак лаштра-лаштра йăмрара та, çутисем тулалла тапса тухнă йăлтăр-йăлтăр пӳртсемлĕ урамра та, Анат Сăрмăшпа Тури Сăрмăшра хăйĕнче те. Ăçта кăна ая пăх, хăш енлелле кăна куç ан ывăт — пур çĕрте те, пур çĕрте те, анлă-анлă, çывăх-çывăх ăшă — амăшĕн ăшши. Чуна тăван, юна хурăнташ тарават-тарават ăшă. Амăшĕ! Амăшĕ! Амăшĕ!..

Утас йӳтĕмпех хĕр аслă урамран тăвалла тапаланакан тăкăрлăка тухрĕ, тин çеç чăмăртанакан çĕнĕ каса çитрĕ, шкул картишне кĕрсе, хăйсем вĕренекен класа хăпарчĕ.

Класра çурма тĕттĕм. Урамри юпа тăрне çакса янă электричество лампочки — хунар теме те юрĕ ĕнтĕ ăна — шкул умне, виçĕ чӳрече хашакне тирпейлĕн, сулхăннăн çутатать. Ку çутă, лăпкă-лăпкă тĕлĕрӳ пек, партăçем хушшине, класс кĕтессисене сăпай-сăлай сапаланса тухнă. Хăтлă класра, тӳлек.

Амăшĕ çывăхĕнче, хуйхăллă тапхăрта кил-çурт таврашĕнче мĕн-ку тытса тумалли тупăнĕ тесе, ĕнер те, виçĕмкун та уроксене килсе курăнманччĕ Дина, тăванĕ-хурăнташĕсемпе пĕрле тĕпел кукринче, ăçта кирлĕ çавăнта кĕрмешнĕччĕ. Хушу параканĕ те, сĕнӳ итлекене те пулнăччĕ вĕсем хреснамăшĕпе иккĕшĕ. Чупнă çĕрте чупса, утнă çĕрте утса ĕçлесе, çак йывăр тиевлĕ виçĕ кун епле иртсе кайнине те пĕтĕм туйăм-пĕлтерĕшĕпех туйсах-сиссех ĕлкĕрейменччĕ-ха Дина. Туймах та, сисмех те, тĕпленсе шухăшламалăхах вăхăчĕ те тупăнсах тупăнманччĕ, ахăр, синкерлĕ вĕçе-вĕç çав юхăмра. Нуши-асапĕ йăтăнса анасса пĕле тăркачах, хăтăлас тесессĕн те унтан ниепле те хăтăлма май çуккине кура тăркачах — пурччĕ пек çак виçĕ кун тăршшинче шанчăк, асам ярт! çуталса илессе кĕтсе амаланатчĕ пек чĕре хӳттинче темĕн . (ара, кунтах, куç умĕнчех, пӳртрехчĕ вĕт-ха амăшĕн сăнĕ-пичĕ, кĕлетки; тути çинчĕн вăçерĕннĕ юлашки сыпкăм сывлăшĕ те куçкĕскине тарлаттармалăхах çывăх-çывăхчĕ, чун таврашĕнчехчĕ) — халĕ, ак, кĕчĕ те, хупăнчĕ те Дина çурма сĕмлĕхе тăр-пĕччен — унăн пуçĕ тăрне сасартăк ту чăнкăшĕнчен кĕрлесе; çĕмĕрĕлсе анакан юр катрамăсем евĕр темĕн хăрушши те темĕн сăмсĕрри хыттăн-хыттăн тăкăнма, кӳпкеме-кӳплетме тытăнчĕ. Вĕлтĕренпе вĕтеленĕн, çанçурăмĕ сăрăлтатма тапратрĕ унăн, тăнлавĕ хĕссе-хĕссе ыратма пуçăнчĕ. Шиклĕ, сехĕрлевлĕ пулса кайрĕ хĕре туххăмрах.

Учитель сĕтелĕ хушшине вырнаçса чавсаланнă Дина, тăрса, хăпăл-хапăлах çутă çутса ячĕ.

Çутă чăлт! çуталсан, кăшт чун кĕнĕн туйăнчĕ Динăна. Шикленни те йăшнăн, иксĕлнĕн палăрчĕ.

Стена çумпе таянчĕ те вăл çутă вăййи тулса ларнă ачасемсĕр класа хăюллăн сăнарĕ.

Мĕн чухлĕ савăнăç, мĕн чухлĕ шухăш çурала-çурала тĕвĕленмен-ши, сĕткенленмен-ши çакăнта? Çĕмĕрт çеçки евĕр ытамăн-ытамăн çурăлса, мĕн чухлĕ ĕмĕтхевте паркаланман-ши? Эх, вăхăт, вăхăт! Пӳлсе чарайми ыгткăнан, вирхĕнен урхамах! Кăвар сапакан, кăвар акакан кайăк! Акă, тин, ĕнер кăна пекчĕ чечек çыххи йăтса, сумка çакса, амăшĕ аллинчен тытăнса пĕрремĕш хут пĕрремĕш класа çунатланса пырса кĕни. Вĕр-çĕнĕ кĕпепеччĕ Дина, вĕр-çĕнĕ пушмаклаччĕ. Ĕнтĕ çав уявлă самантранпа вунă кун тăршши кăна мар, вунă çулталăк иртсе пырать хĕр пурнăçĕнче. Вунă çулталăк... Черетлĕ — кĕркуннепе хĕлле, çуркуннепе çулла... Ас талпăнăвĕ, ӳт-пӳ кал-калĕ йăлт-йăлт çакăнта чăмăртаннă ĕнтĕ кашнин. Юратăвĕ те, унчченрех кĕнекесенче вуласа, киносенче курса ăмсаннă, халĕ яш чĕрене пĕртте кăнăç паман, куллен вăтанупа та шанăçпа вăркаттаракан хĕмлĕ-хĕмлĕ юратăвĕ те Динăн, шăп та лăп çак шкулта, шăл та лăп çак класра юрласа-карласа хăпарчĕ. Пуçланасса та вăл йăсăл-йăсăл çумăрла мар, шатăр-шатăр аслатилле пуçланчĕ те, аçа çапса çунтарасла шалт! кĕллентерсе пăрахрĕ халиччен ун евĕрри нимĕн те тĕкĕнсе курман хĕр чĕрине. Андрей Васильевич ку шкулта ĕçлеме тытăннăранпа темиçе кун, темиçе эрне иртнĕ хушăрах пач çĕнелсе, пач расналанса кайрĕ Дина чун-чĕри. Çӳллĕ те яштакаскер, хăйне лăпкă та тивĕçлĕ тытаканскер, Андрей Васильевич таруках, сасартăках çатăрт! çатăрласа илчĕ те хĕр ăсне-тăнне — ăшĕнчи вутне темĕн чул палăртас мар тесе тапăçсассăн та — тухрĕ-тухрех çав вут палкаса. Лапсака улмуççи айĕнче иккĕшин хушшинче пулса иртнĕ хыççăн: «Ак, ак çĕр тĕпне анса çухалатăп-и е веç-веç арканса тĕпренетĕп», — тесе, ним тĕлли-паллине чухлаймасăр ларатчĕ хĕр Андрей Васильевич урокĕсенче. Вăрçатчĕ хăйне унашкал ăссăрланнăшăн, вĕренекен пуçăн туйăм-сисĕмне тытса чарма хал çитерейменшĕн хаярланатчĕ. Андрей Васильевич вара пĕртте палăртмастчĕ ăна-кăна, яланхиллех лăпкă та танлă тытатчĕ... Чутах тепĕр йăнăш туса хуратчĕ тата Дина... Ашшĕ Шупашкара амăшне илме кайнă кунсенче Елькка хĕреснамăшĕ çĕр каçкаларĕ вĕсем патĕнче. Çывăраймасăр хăшкăлнă Дина тăчĕ çавăн чухнехи пĕр каçхине, тумланчĕ, сас-чӳ тумасăр урама тухрĕ, хăпарчĕ хреснамăшĕсен хапхи умне, тĕкес терĕ хапхине... «Турăçăм! Мĕскер хăтланатăн-ха эсĕ, Дина! Тăна кĕр! — сасартăк тан-тан! ялтлатса илчĕ унăн пуçĕнче. — Тăна кĕр! Эсĕ хăвна та, ăна та пĕтеретĕн вĕт, ăссăр!» Шутсăр, шутсăр курасси килнĕччĕ хĕрĕн Андрей Васильевича çав каç, шутсăр, шутсăр калаçасси капланнăччĕ вĕрентекенпе. Ак, кĕрĕччĕ те вăл картишне, хăпарĕччĕ те картлашкапа, уçăччĕ те алкум алăкне, пӳрт алăкне, çутă çутса ярĕччĕ те — тĕлĕннĕ Андрей Васильевича «ку эпĕ, эпĕ килтĕм», тесе, сăпайлăн, вăтанăçлăн пĕлтерĕччĕ. Калĕччĕ, калĕччĕ ăна хăй хытă юратни çинчен, савĕччĕ, савĕччĕ ăна куçĕле темĕнччен. Ун урокĕсенче пуç çĕклеме те хăяйманнине — хăйĕччĕ вăл халь ытлă-ынатлă сăмахсене калама, хăйĕччĕ çав, хăйĕччĕ. Тăман пулĕччĕ шăпчăк чĕппи евĕр шăппăн-шăппăн, чĕринче пухăнса-пухăнса пынă евĕкне йăлт-йăлт кăларса хӳнă пулĕччĕ чĕлхи çине... Йăнăш! Пат! пуçне пырса çапрĕ çавăн чухне Динăнне: ара, хĕрхеннипе, йăпатас тенипе çеç хăйне хальхилле сăпай та ăнланса тытать вĕт-ха Андрей Васильевич унпа, пĕртте ăна килĕштерни-юратнипе мар. Вăхăт ирттĕр те хĕрĕн чун суранĕ тӳрлентĕр, манăçупа хуллен-хуллен витĕнсе-варăнса пытăр, тет вĕт-ха вăл, э? Юратнă-тăк, савнă-тăк Динăна кăшт та пулин, епле систермесĕрех тăрăччĕ-ши Андрей Васильевич çавна? О, çĕр йăтайми ăссăрлăх! Сирсе ывăтайми панкавлăх!.. Хăпрĕ те хĕр хапха юли çумĕнчен, такам курасран сехĕрленнĕн, килĕ еннелле вăш-ваш ярăнтарчĕ. Урисем хăйĕн — ярт-ярт, куçĕнчен куççуль — лӳç-лӳç... Хыçалти алăкпа пахчана тухса, лаштра улмуççи айне пытанса йĕчĕ-йĕчĕ вăл çавăн чухне, чылайччен-чылайччен йĕчĕ. Андрей Васильевич умне пуçласа чун кăварне ывăçласа сапнă вырăнта хӳхлерĕ-хӳхлерĕ ӳкĕнĕçленсе. Таптарĕ, вăтăрчĕ, тăпăлтарчĕ хăй чĕринчи Андрей Васильевич йышăнман юрату тымарне. Тăпăлтарчĕ-тăпăлтарчĕ те, çук, пурпĕрех тĕпĕ-йĕрĕпе тăпăлтарса пĕтереймерĕ вăл ку тымара. Ку тымар, ав, унăн пĕтĕм ăсне-тăнне, шухăшлас шухăшне сăрса илнĕ иккен сăрса илмеллипех, йăлт-йăлт Андрей Васильевич сăнарĕпе кĕççеленнĕ... Халь тин кĕркуннехи евĕрех вĕри те шăтăр-шатăрах мар ĕнтĕ Дина, кăшт лăпланăçлă та тем ăнкаравлă. Эрлĕклĕ тата, пушанчăк кăмăллă. Уншăн халь Андрей Васильевич — Динăра пысăк-пысăк туйăм вăратнă çын, çав туйăма хаклама, ăна упрама вĕренсе çитмеллине ĕнентерекен, татах та татах сума сумалли çын. Ан тив, Динăшăн мар, теприншĕн арасланнă пултăр учитель юратăвĕ-хевти, анчах та хăйне юратма чараймасть-чараймастех вăл Динăна. Юратать Андрей Васильевича Дина, аякри-аякри çăлтăр енне тинкернĕн, ытарайми пăхать, пăхать ăна... Класс!.. Вунă çулталăк!.. Иртет вăхăт, иртет, çип çăмхи пек çăмхаланать те çăмхаланать пысăк-пысăк çăмхана. Куçпа пахаламалли пуçламăшĕ те, вĕçĕ те çук ку çăмхан, варри çеç пур унăн. Куçпа курса, чунпа туйса тăракан варри. Иртнипе малашлăхăн пĕр картламĕ. Çут тĕнчен çутă-çутă сасси... Дина вăхăчĕ те çакă. Çак Çуткас урамĕ, çак тӳпе, çак сывлăш. Ни аллă çул каялла та, ни аллă çул малалла та килме пӳрмен ăна çак хаяр та хăй кăмăлне çеç уякан хăтлăха. Паян, çак самантра, пурăнса ирттернĕ çак вунçичĕ çул тăршшинче патварланать те ĕнтĕ хĕрĕн ăстăнĕ, кĕлетки, çулăмланать те ĕнтĕ чĕри, ĕмĕчĕ. Мĕн тума килчĕ пулать-ха Дина, эппин, Çуткас тӳпи айне паян? Эппин, ăçта-ши Дина пурнăçĕн çынсем хушшинчи пĕлтерĕшĕ? Çĕнетме, чиперлетме килчĕ-ши вăл. пурăнан пурнăçа е çĕнни, чиперри хӳттинче йăшаланма, йăмшакланма кăна?.. Ĕнтĕ, ав, лайăх, тăнк! çăмхаланма тытăннă çирĕп çипех умлă-хыçлах икĕ тĕлтен шарт! татăлса кăтартрĕ-ха. Амăшĕ те пăрахса кайрĕ, ав, Çуткас çутине яланлăхах, хăй те, Дина, вутлă юрату вучĕпе сасартăк антăхса, сисĕмлĕ чĕрине сасартăк кĕллентерсе пăхрĕ... Класс!.. Вунă çулталăк!..

■ Страницăсем: 1... 24 25 26 27 28 29 30 31 32 33 34 35

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: