Уках хурăнĕ


Урăх сукмак пулмарĕ-ши ку?

Ку çырма кăнтăрла урăхларахчĕ пек: ăшăхрахчĕ те типĕччĕ, ту айĕн лапамĕнче тыллапуççисем те çукчĕ пулĕ.

Халиччен шăпăртах тăнă вăрман Укахвие курса вă-ранса кайрĕ тейĕн.

Çывăхрах çунат шăхăрттарса вашлатни илтĕнчĕ. Çĕр шапи ура айне пуласран пĕр-иккĕ сиксе аяккалла пăрăн-са юлчĕ. Аякрах та мар училни кайăкĕ а-а-ах! тесе çухăр-са ячĕ. Унтан юманлăх айĕнчен такама чĕннĕ евĕр:

— Ша-ан!—тесе кăшкăрчĕ темĕнле кайăк питĕ хур-лăн.

— Ша-а-ак!—тунсăхлăн хирĕç тавăрчĕ ăна тепĕр са-сă çырма ку енчен.

Çак сасăсене илтнĕ май Укахви пĕр пĕчĕк юмах аса илчĕ.

Шанпа Шак малтан пĕр тăван арçын ачасем пулнă имĕш. Кайран ашшĕпе амăшĕ вĕсене пĕр-пĕринпе текех харкашнăшăн вăрмана килсе янă-мĕн. Шанпа Шак, çы-вăрнă чух вăрмана килсе хунăскерсем, çĕрле вăранса кайнă та каллех тӳпелешме тытăннă. Çакна курса ларнă пĕр тăмана çĕре вĕçсе анса вĕсене çунатпа çапса хăвар-нă. Çакăн хыççăн Шанпа Шак çерçирен кăшт çеç пысăк-рах икĕ пĕчĕк тăмана пулса тăнă, иккĕш икĕ еннелле вĕç-се кайнă. Питĕ хурланнă вĕсем ашшĕ-амăш ирĕкĕнчен тухнă пирки пĕр-пĕринчен çапла уйрăлса кайнăшăн. Ан-чах хăйсем пĕрне-пĕри шыранăçемĕн уймăллă вĕçнĕ.

Çакна аса илнĕ май Укахви хăй те хурланса илчĕ: «Эй, шеремет тăванĕсем! Тĕл пулса калаçайĕç-ши çума-çумăн ларса?» Ялта май пур çĕртех пĕр-пĕринпе çывăх-ланайманнине вăлтса çак юмаха аса илнĕччĕ Коля хăйĕн çырăвĕнче. «Пире те, Шанпа Шак шăпи майлă, тăмана çунатпа çапса хăварнă пулмалла»,— тенĕ вăл сăмах тĕксе, юптарса.

Укахви çырма урлă каçрĕ те сукмакпа кăштах ваш-мăкла утсан пĕчĕкçĕ ĕшнене тухрĕ, унтан сасартăк çан-çурăм сӳ-ӳ! кайрĕ...

...Укахви умне кĕтмен çĕртен икĕ симĕс вут тухса тăчĕ.

Укахви хуллен ута пуçларĕ, симĕс куçсем çул çинчен пăрăнманнине кура чарăнса тăчĕ, унăн каялла çаврăнса тарас шухăш та вĕлтлетрĕ, анчах тарма хал çĕкленмерĕ.

— Кушак ку!— терĕ Укахви сасăпах.

Ун умĕнче, чăн та, тĕксĕмрех сĕмлĕ кушак тăрать, кун çутипе курас пулсан — вăл хĕрлĕрех тĕслĕ пулмалла.

«Кам кушакĕ ку, пысăкскер?— шутларĕ Укахви.— Та-кам вăрмана килсе янă пуль ĕнтĕ».

Укахви тепĕр утăм мала ярса пусрĕ те кушак виçĕ утăмра çеç тăнине кура каллех чарăнчĕ.

Кушак куçĕпе йăлтăртаттарса çĕрелле лăпчăнчĕ те талт! сикрĕ. Çак вăхăтрах кăкăр çине йывăр та сулмак-лă япала çакăнса ларчĕ. Кăкăр шĕвĕр чĕрне тăрăннипе пĕçерсе килчĕ.

Чĕре кăрт! турĕ.

— Прис!— кăшкăрчĕ Укахви кушакăн кăкăра çатăр-ласа илнĕ уринчен тытса.

Кушак урса кайса тăлпалама, чăрмалама пикенчĕ, хĕре мăйĕнчен те, питĕнчен те, аллинчен те темиçе хут çĕçĕ çивчĕшĕ сĕртĕннĕ пек пыра-пыра тиврĕ. Кушак çӳ-лелле кармашрĕ.

Укахви хăрах алăпа хăйĕн мăйне ярса тытрĕ, тепĕр алăпа хулпуççи çинчи çурлине илчĕ. Мăй çинчи алăран çыртса лартнă кушак, таçтан çурла тивнипе пулас, çĕрел-ле вăркăнчĕ, Укахви хирĕç çаврăнса тăрсан каллех сик-рĕ. Хальхинче вăл сылтăм хулпуççирен çакăнчĕ. Унтан каллех, таçтан çурла тивнипе пулас, кайри урипе тапса аякран хытă чĕрсе илчĕ те çĕре сиксе анчĕ, çĕнĕрен та-пăнма лăпчăнса ларчĕ, анчах—Укахви çурлине касмал-ла май ăна хирĕç тытнине асăрхаса-ши — сикмерĕ, та-пăнма меллĕрех вырăн шыранă пек, хуллен çын тавра çаврăнчĕ, çывăхри çăка вулли çине сикрĕ те каялла çав-рăнса пуçчиккĕн çакăнчĕ, çын çине кĕç-вĕç ыткăнас пек, симĕс куçне чарса пăхрĕ...

Укахви çурлине çивчĕш май кушак еннелле тытнипех хуллен кутăн чакрĕ. Икĕ утăм, виçĕ утăм... пиллĕк, вуннă...

Кушак çапла çӳлтен сикме хатĕрленсе тăнипех йывăç вуллинчен çакăнса тăрса юлчĕ... Çирĕм утăмран вăл йы-вăçсем хыçĕнче курăнми пулчĕ. Укахви вара çаврăнчĕ те

малалла чупрĕ.

Хире тухсан тин вăл чĕри хытă сикнине туйса хăйĕн ĕнер çеç виçсе илнĕ каçалăкĕ умне лăчăрăнса анчĕ. Кăш-тах сывлăш çавăрсан пит-куç, алă, кăкăр вут пек пĕçер-нине сисрĕ. «Мĕнле тискер чĕр 'чун пулчĕ ку?— шутларĕ вăл алăри ача пек кăшкăрса макăрса ярас килнине шă-нарса.— Тен, ку вăрман кушакĕ пулчĕ пуль?» Вăрçă енчен тĕрлĕ тискер кайăксем кунти лăпкă вăрмансене тарса килнĕ тенине нумай илтнĕччĕ вăл.

Укахви чĕре сикнине пусарас, çак ăнкайсăр япалана манас тесе васкасах тырă вырма пикенчĕ.

Пуçне çĕклемесĕрех вырчĕ вăл. Тул йăлтах çутăлса кайнине те сисмерĕ. Сывлăмпа нӳрелнĕ хăмăл нăтăрт та нăтăрт касăлчĕ. Хăй хыççăн тепĕр сехет каярах хире Хĕ-ветли тухсан хыçалалла çаврăнса пăхрĕ те Укахви — хăйĕнчен хăй тĕлĕнчĕ: тĕмĕ хыççăн тĕмĕ ларать.

— Ай, çак Укахви,— терĕ Хĕветли.— Эсĕ киле те кĕмен-и-мĕн кĕçĕр?

— Ара, тинтерех çеç тухрăм-ха,— терĕ Укахви.

— Тин пулмасăр... Сахалтан пĕр вун икĕ сотăх вырнă хăй. Ма мана та систермерĕн?

— Çывăртăр-ха, кăшт канса илтĕр терĕм,— сăмах та-вăрчĕ Укахви пусăрăнчăклăн. Хĕветли, тем калама тăнă-скер, шăпăрт пулчĕ те Укахви питĕнчен тинкерсе пăхрĕ.

— Укахви,— терĕ вăл шăппăн та хăраса.— Мĕн пулнă сана? Сăну та йăлтах кăвакарса кайнă... Тата...

— Ара, кăвак çутăллах тухнăскер — кăвак тул сăнĕ çапрĕ пуль,— каларĕ Укахви ним пулман пекех тутăр хутламĕсене юсакаласа.

— Шӳтпе мар-ха эс... Пит-куçна кам чĕрсе пĕтернĕ

санне? Аллу та чĕп-чĕр юн-иç... Укахви тĕмĕ çине ларчĕ.

— Пĕр киревсĕр кушак кулли пултăм çав паян эп, Хĕветли...

Укахви вăрманта мĕн пулса иртнине каласа парсан Хĕветлин куçĕ шывланса йăлкăшрĕ.

— Эй, Укахви,— терĕ вăл хурлăн.— Ма пăртак хĕр-хенместĕн ара хăвна ху? Пырас ман патăма — пĕрле ту-хаттăмăр... Вилетĕн эс капла, Укахви... Еçлесех вилетĕн! Окоп чавнă çĕрте те çапла хăтланаттăн.

— Вăхăчĕ çапла та,— терĕ Укахви, вара урăх ним те каламарĕ, çурла тытса тăваткаллансах кайнă пӳрнисене сурса йĕпетрĕ те каллех вырма пикенчĕ.

...Укахвипе Хĕветлин каçалăкĕсем пуçлă-вĕçлех. Тим-лесех вырчĕç вĕсем. Çынсем хире темĕн чухлĕ ир тухин те — Укахвипе Хĕветли чылай вырма ĕлкĕрчеç вĕсем ки-личчен, çан-çурăмĕсем тарпа çатăртатма та тапратрĕç. Кăнтăр, апачĕ тĕлне хирте çăкăр валеçрĕç. Çăкрине ĕнер кам мĕн чухлĕ вырнине шутласа параççĕ. Вун икĕ ар лаптăк пуçне пĕр кило.

Паян та Укахвипе Хĕветли никамран нумай çăкăр илчĕç. Иккĕшин те виçшер кило ытларах. Вĕсем хыççăн виççĕмĕше — Олыа. Ыттисен тӳпи — камăн икĕ кило, ка-мăн — кило çурăран та катăк.

Чи сахал илнисем яланхи пекех шăв-шав пуçларĕç.

— Ман каçалăкăм тĕлĕнче тырри хулăн пулчĕ те — епле халăхпа тан выраям... Мĕн, çак çăкăр татăкĕшĕн ĕç-лерĕм-и эп? Ара, ку чуп тусах пĕтет...

— Ман каçалăк тĕлĕнчи те хĕвĕшсе пулнă,— тет теп-ри.— Çынсем ав чи сайра вырана тăраççĕ те, виçĕ утăм-ран пĕрер пучах татса утсах тухса каяççĕ...

Çапла вара начар тыррах мухтама тапратаççĕ. Кĕр акнисем кăçал, чăн та, хулăн мар, тĕл-тĕл тата — çĕр шăнмасăрах юр ларнипе — çĕрсе кайнă, кайрантарах шăрăх пĕрсе хаварчĕ вĕсене.

— Вăйлă тырă çук кăçал пирĕн,— тет бригадир.— Эпĕ лаптака кăна мар, çĕмелсене те шутланă. Кӳренмел-ли çук! Чи хулăнни — клевер ури вырăнесем—Укахвипе Хĕветли каçалăкĕсем тĕлне лекнĕ. Вĕсене тăватшар кило памаллаччĕ паян, кахалсене хĕрхенсе вĕсен тӳпине касса илтĕм.

Капла каласан халăх кĕр! кĕрлесе каять.

— Пĕр-ик-виç кахалшăн халăха çапла калама ан хăйнă пултăр! Халăх кахал мар! Вăл ĕç пултăр тесе ĕçлет.

Бригадир чарăнать те хăй йăнăшне тӳрлетет:

— Эпĕ халăха каламан, ав Кăмпа Хĕветурисене калатăп. Халăха ятламастăп...

Кăмпа Хĕветури бригадира çулăхать:

— Эсех çи! Йĕпхĕричченех çи! Сана нумай кирлĕ... Çи, çи! Ашна кĕтĕр... Эс тăранмастăн, выльăх хăраххи. Вы-льăх хăй ĕмĕрĕнче виççĕ тутă пулса курать тет. Пуç пуçран иртекен марччĕ-ха.

— Ак тытсан хăвна тăлу-çăпатупах çисе яратăп,— тарăхса каять бригадир—Уксах Кантратти.

Уксах Кантраттие хĕрарăмсем хӳтĕлесен тин леш те çăварне хупать.

— Ан йăслăр-ха, хăлха йӳçĕхсе ларчĕ. Хире тух та — текех Хĕветура сасси ян-ян-ян!..— хута кереççĕ хĕрарăмсем.

Бригадир хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ кун пеккисене, çавăнпа вăл май килнĕ таран тава кĕмесĕр тăма тăрăшать.

— Фашистсене хăваласа \кăларса ярар çеç,— тет вăл сăмаха пăрса.— Ун чух çăкăр татăкĕшĕн харкашмăпăр...

Часах хире колхоз председателĕ Тарье — çамрăк хĕр-арăм килет. Вăл хаçатсем йăтнă.

— Ырă хыпар!—кăшкăрать вăл аякранах.— Паян пи-рĕннисем Ш. хулине илнĕ...

Халăх кĕпĕрех ун тавра пухăнать. Тарье хĕрӳллĕ вулать. Хĕрарăмсем хускалмасăр итлеççĕ. Тарье тепĕр хы-парне юриех кая хăварнă иккен. Пĕр гварди дивизин ча-çĕнчен Тарье ячĕпе колхозниксем патне çыру килнĕ-мĕн.

«Эпир, Н. чаçĕнчи гвардеецсем, эсир ярса панă парне-сене илтĕмĕр,— тенĕ çырура.— Тавтапуç сире ырă парнĕр-семшĕн. Сирĕн парнĕрсем вĕсем ахаль кучченеç мар — тăшман çине тылран вĕçекен снарядсем. Сирĕн шанăçăра тӳрре кăларăпăр. Эпир çĕнтеретпĕрех! Гвардеецла салам сире, тылри паттăрсене!..»

Аяла пĕр вăтăр-хĕрĕх çын алă пуснă.

— Тăванăмсем,— тет Тарье малалла,— пирĕн хамăрăн паттăр салтаксем валли паян каллех парнесем пухса ха-тĕрлемелле пулать.

— Пухас пулать ĕнтĕ,— килĕшет тахăшĕ. Çак вăхăтрах пăшăрханаканĕ те пур.

— Хамăр мĕнле пурăнăпăр-ши? Хĕрарăмсем шавласа каяççĕ:

— Хамăр пурăнăпăр! Халь çулла...

— Юрăра каланă пек, «ирхи-апат — çĕр çырли, кăн-тăрлахи — хурăн çырли»... Вилместпĕр.

Хĕрарăмсем каллех каçалăксем умне пĕшкĕнеççĕ. Ну-май кĕрлесе ларма вăхăт çук: ĕçлемелле.

Еçĕ вара — мăй таран. Пĕтĕм тыр-пул тăкăнса каяс пек. Сĕлĕ те çăкрĕ. Урпа пуç пăрахать. Пăрçа хутаççисем ана çинчех шартлата-шартлата çурăлса каяççĕ.

Укахвипе Хĕветли кăнтăр апатне киле кĕмерĕç. Пар-лакран пĕрер йĕкĕр ывăç хурăн çырли пуçтарчĕç те—çă-кăрпа çирĕç. Вар хушшине анса çăл куçĕнчен шыв ĕçрĕç.

Сывлăш пăчă. Вар хушшинчи çăл куç çеç каçхи сивве ку таранчченех хăйĕн шывĕнче упрать-ха.

Укахвипе Хĕветлн апат çинĕ хыççăн çынсем ĕçе тухиччен йывăç сулхăнне ларчĕç. Хăйсемпе пĕрлех илсе килнĕ çыхсах пĕтереймен алсасене кăларчĕç. Пĕр ăстрăм вĕсем ним калаçмасăр йĕпписене вылятрĕç. Вĕсене кашнине икшер кило çăм панă — фронта валли алса-чăлха çыхма.

Хĕвел пĕçертет. Темĕнле чĕпĕтекен типĕ шăрăх. Çак шăрăхра ӳт те ирĕлсе тăрать пек. Вăрманта çывăхрах те-мĕнле кайăк çавра хăйра çинче çĕçĕ хăйранă пек тăрлат-са ларать. Типĕ çил вĕрсе килет те, çĕмерт-пилеш йывăç-çисем хăйсен вĕт тураттисене алса çыхнă майлах хускат-калаççĕ, хĕвел шевлинчен чĕнтĕр çыхаççĕ. йывăçсем ай-ĕнче, чăн та, хĕвелĕн антăрлă-чĕнтĕрлĕ шевлисем чĕтре-неççĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 ... 12

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Краснова Л. Г. (2020-04-24 14:44:48):

кашни вуламассерен куççуль юхать

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Марина Тинеспи (2021-04-15 18:18:23):

Мĕн тери вирлĕ çырнă, кашни сăмахĕ чуна хускатать, шухăша ярать, мирлĕ пурăнма чĕнет...

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: