Уках хурăнĕ
Хĕрсем чĕнмеççĕ. Харпăрин пуçĕнчех йывăр шухăшсем.
Тĕрлĕ аса илӳсем килсе ӳкеççĕ куç умне.
Нумай-ши аса илмеллисем вĕсен?..
Çапах хурли кăна мар, ырри те аса килкелет... Тӳр-рипе каласан, ырри-и вăл — калама хĕн, çапах та хăш-пĕр нимпе палăрса тăман кунсемех ытти чуна çӳçентерекен кунсем хушшинче тавăрма çук мăскаллă вăхăт пек ăш-ран тухмаççĕ.
2
Мĕн пулчĕ-ши çамрăк пуçăма? —
Кĕске çĕрте çиччĕ вăранчĕ.
Халăх юрринчен
Вăрçă пуçланнă çул Укахви вун пиллĕкреччĕ. Тин çеç саккăрмĕш класс пĕтернĕччĕ. Шкулĕ ялтан тăватă çух-рăмра. Вăрçă пуçлансан ялти чылай ытти ачасемпе пĕр-лех Укахви те шкула çӳреме пăрахрĕ: Тăван çĕр-шывшăн хаяр вăрçă пынă чух, пĕтĕм халăх мĕн пур вăй-халне тăшмана пĕтерме панă чух кунсерен улт-çич сехет шкул-та, икĕ сехет çул çинче, юлашкисене — кĕнеке çинче ларса ирттерме намăс пекчĕ Укахвие.
Малтанхи уйăхра шкула çӳрекеленĕ пулсан та — уроксене тĕллĕ, ĕретлĕ хатĕрленсе кайма питех те сайра тӳр килчĕ. Шкулĕнче те вĕренӳ тикĕс пыман — пĕтĕм шку-лĕпех пĕр-пĕр колхоза кайса е тырă вырнă, е çĕр улми кăларнă, е авăн çапнă.
Çапла Укахви шкулта вĕренме пăрахрĕ. Вăрçăн иккĕ-мĕш çулĕнче пăрахрĕ вăл шкула çӳреме.
Вун пиллĕкри хĕр ача — вăрçă тапрансан — мăн çын-семпе пĕрле колхоз улăхне утă çулма каятчĕ. Çавана альяррăн çеç сулсан паккусĕ ансăр пулатчĕ унăн. Уках-ви çынсенчен юлас мар тесе паккусне сарлака илме ăн-тăлса пĕвĕ çитменнипе мĕн пур кĕлетке сулăмĕпе çаврăн-са, малалла ӳпĕнсе çулатчĕ. Паккус вĕçне тухмасăр ча-рăнман, никама та хыçран таптаттарса пыман, халăхран уйрăм канма та ларман.
«Мĕнле ывăнма пĕлмест çак хĕр пĕрчĕк»,— тетчĕç ва-ра хĕрарăмсем.
Çук, ывăнмастчĕ мар Укахви. Çамрăк пĕвне йывăр килетчĕ çак хăйĕн çулĕсене кура мар пикеннĕ ĕçрен. Пак-кус варринчех кукленсе анас килетчĕ. Алăсем ывăнса тĕнсех ларатчĕç, хул-çурăм юлмастчĕ. Хытса çитмен çам-рăк шăм-шак ирсерен такам хĕнесе тăкнă пек суратчĕ. ^Çапах та салху марччĕ çамрăк чĕрере. Ун чухне мăн çын хуйхи тытма вĕренсе çитейменччĕ-ха вăл. Самана хушши йывăр пулнă пулсан та, мăн çынсем хуйхă-суйхă-па пусăхнă пулсан та — хĕр ача чĕрине çут çанталăк иле-мĕ те кăтăкланă, ăнлансах çитме çук ăрăмлă япаласем те пулнă çĕр çинче уншăн, хӳхĕм ĕмĕтсем те тин çеç сăм-саланнă—пĕр çынсем ахлатни çеç чĕрене шар! çурнă, час та часах хаваслă кăмăла сирсе сĕвĕрĕлтернĕ. Çынсем хуйхăрса калаçма тытăнсанах ăçта та пулин пăрахса та-рас килнĕ... Анчах çĕр-шыв çине йăтăнса аннă хура хуй-хăпа пусăрăнман тĕлсем пулман пулĕ ку вăхăтра...
Пĕртен-пĕр халĕ те хаваслă кĕтес çурхи-çуллахи вăр-ман пулнă. Кайăксем çав-çавах хаваслă юрланă, вылянă, савăшнă...
Шăп çак тапхăрта юратса пăрахнă ĕнтĕ Укахви вăр-мана, çут çанталăка. Анчах, юлашкинчен, вăрман та, тав-ралăх та çав халăх хуйхин сĕмĕпех касăхнă. Укахви вара ăнланнă: çĕр-шыва çăлса хăвармасăр, тăшмана хăваласа ямасăр никам пичĕ çинче те савăнăç выляс çук. Çапах та хĕрача чĕри—хĕр ачаннахчĕ çав. Хĕрарăмсемпе пĕрле уй-хир ĕçне, Укахви пекех, унран икĕ çул аслă Коля тухатчĕ.
Вăл 9-мĕш класа каятчĕ, художник пулма ĕмĕтленет-че. Укахви 7-мĕш класра вĕреннĕ чухнех вăтам шкул сте-на хаçачĕ ун ӳкерчĕкĕсемпе тухатчĕ.
Çулла, каникул вăхăтĕнче, Коля та уй-хирти пĕр ĕçрен те юлмастчĕ. Ĕçлекенсем канма ларсаиах вăл кĕсйинчен блокнот туртса кăларатчĕ те самантрах е тутăр çыхакан хĕрарăм пуçне, е пĕшкĕннине, е çава çупнине ӳкерсе илетчĕ.
Пĕррехинче утă çулакансем канма ларсан вăл тем-скер текех Укахви çине пăхса ларчĕ. Йăпăрт çеç пăха-пăха илет. Хĕр ача, çакна сиссе, хăй ĕмĕрĕнче малтанхи хут каччă пăхса илнĕшĕн хĕрелсе каять. Çав вăхăтрах чуна темскер çĕклесе ярать, чĕре ăнланма çук канăçсăр тапа пуçлать. Кăмăл та ун еннех çаврăнса пырать. Хĕр ача вара пĕрремĕш хут çын çапла пăхса илнипех чĕре пăлханса тапнине, çĕр çинче вĕçĕмсĕр пурăнас, ĕçлес, ĕмĕтленес килнине туять. Кăшт вăхăт иртнĕçемĕн кун çумне тата канăçсăррăн таçта туртăнни, çав вăхăтрах тем çитменни хутшăнать... Çак сисĕме каччă татах та татах вăрттăн пăха-пăха илни вăйлатса ярать.
Анчах Укахви çакă вăл мĕн иккенне ăнланмасть-ха... Çук, кăшт çеç ăнкарать те — шухăшлама та вăтанать ун çинчен. Пĕчĕк чухнех ăна ачасем Кольăпа пĕрле выляни-не курсан «Кольăпа варлă» тесе витлетчĕç. Вара Укахви арçын ачасенчен аяккарах пăрăнма тăрăшатчĕ. Çынсем халĕ те çапла кулассăн туйăнса тăрать. Çавăн пиркиех-ши халĕ те-ха Укахви унран пăрăнса çӳрет. Тата епле-ха халех?.. Ун тантăшесенчен никам та каччăпа çывăх пулни илтĕнмест.
Пĕр кунхине утă пуçтарнă чух хĕрарăмсем Укахвие кăшкăрса чĕнчĕç.
— Укахви! Уках!.. Кил-ха, кил!
Укахви чупса пычĕ те хĕрарăмсем пĕр ӳкерчĕк çине пăхса тăнине курчĕ.
— Эсĕ-çке ку? Палларăн-и?..
Хĕрарăмсем Коля ӳкернĕ укерчĕксене курса лараççĕ иккен. Пĕр уйрăм хут листи çинче яштак пӳ-силлĕ, шу-хăша ӳкнĕ хĕр ача çĕре тирĕнтернĕ сенĕк аври çине тая-нарах тăрать. Тутăрĕ пуç тӳпинчен ĕнси çине шуса аннă, çӳçĕ кăшт арпашнă. Хăй ăшша пиçсе хĕрелнĕ, ывăнни сисĕнет. Çав вăхăтрах хĕр ачан сăн-сăпатĕнче темĕнле çирĕплĕх палăрать, вăл — ĕшеннĕ пулин те — хăйи-хăйми теменле ырă япала çинчен ĕмĕтленсе мала пăхать. Анчах Укахви кунта пĕрер çулталăк-çулталăк çурă аслăрах тухнă: кăкăрĕ те чăмăр...
Тӳррипе каласан, ку шăп та лăп Укахвиех ĕнтĕ... Теп-рер çултан кăкăр та, чăнахах, ӳкерчĕкрипе шайлашĕ. Çа-пах мĕншĕн пурăнма васкатмалла пулнă-ха художникăн
Укахвие?
Укахви çакна курсан хĕрелсе кайрĕ те тӳрех пăрăнчĕ, Коля енне вăльт çеç куç ывăтса илчĕ. Коля та хĕрелсе кайса çавăнтах урăх ӳкерчĕксене кăтартма пикенчĕ.
— Эпĕ мар вăл,— терĕ Укахви кичем сасăпа. Хăйĕн вара чĕри васкарах сике пуçларĕ.
— Мĕнле эс мар?—терĕç çынсем.— Каснă-лартнă эсĕ.
Укахви ку мĕншĕн хăй мар иккенне те каласшăнччĕ — шарламарĕ, вара пачах урăх сăмах каласа хучĕ:
— Аппаланнă çав... Еçсĕр аптраса...
Коля та сăмах чĕнмерĕ, ӳкерчĕксене çеç йăпăр-япăр пуçтарса чикрĕ.
Укахви хуйăха та, савăнăçа та пĕрешкелех тӳлеккĕн, никама нимĕнпе палăртмасДр чăтса, пытарса çӳреме вĕ-ренсе çите пуçланă ĕнтĕ. Чăвашсен «Аллу хуçăлсан — ал-са ăшне пытар» текен каларăшĕ — унăн чуннех кĕрсе ларнă. Хуйхă-и, савăнăç-и — пурпĕрех лăпкă çӳренĕ, лăп-кăн калаçнă. Пĕр ытлашши сăмах та вĕçерĕнсе кайман унăн. Вăл çапла çӳренĕ пирки «ку туйăмсăр, чунсăр хĕр ача» теме те пулнă. Анчах Укахвие хуйхă чух хуйхăрма-сăр, савăнăçлă чух хавасланмасăр, екки пур чух калаç-масăр чăтма пысăк чун вăйĕ кирлĕ пулнă. Кунта темĕнле хăйне евĕр чăтăм сисĕннĕ. Укахви кăмăлĕн çак енне тата ытларах ӳстерсе çирĕплетекен тепĕр сăлтав — вăхăт, вăр-çă вăхăчĕ пулнă.
Халăхăн хуйхи пысăк чух шӳт туни те, каччă хуйхи тытса çӳрени те — çын яла-пăла пулни пек туйăннă ăна...
Çак туйăм шăпах хĕр ачан талайĕ çирĕпленсе пынă чух чăмăртаннă май кайрантарах вăл хĕр ачан кăмăлне те, сăн-питне те ĕмĕрлĕхех витĕр çапнă.
Кольăн та çавăн пек туйăмсемех пулнă пулмалла. Укахвипе вăл нихçан та шӳтлемен, кулса та илмен, ачаш сăмах та каламан ăна.
Анчах калас килни сйсĕннĕ. Иккĕшĕн чунĕсем пĕр-пĕ-рин енне туртăнни те палăрнă. Çапах вĕсем нихçан та ик-кĕш çеç тĕл пулман, иккĕшĕн ятне пĕр ырă каç та килмен.
Тĕл пуласса вĕсем халăх хушшинче çеç, ĕçре, тĕл пул-нă, кунта та калаçман, анчах вĕсем калаçмасăрах пĕрне-пĕри килĕшнине туйнă.
Çак çулхине пĕрре çеç калаçрĕ Коля Укахвипе.
Укахвин пысăк çава... Аври вăрăм... Çĕççи касмасть. Йĕрессе çитрĕ Укахви. Çак вăхăтра ун умне Коля пырса тăчĕ те çавана хăй аллине илсе çавăркаласа пăхрĕ. Вă-рăм курăк татса илсе пĕр вĕçне çава кăвапинчен яваларĕ, тепĕр вĕçне тăпсипе тан татрĕ те — çава сăмси тĕлне ку-çарчĕ, çавăн ункисемпе пастарне кăларсах аппаланчĕ.
— Выртарах çулатăн эсĕ,— терĕ вăл юсаса пĕтерсен хĕр çине кăмăллăн пăхса.
— Тавах,— терĕ çеç хĕр. Çавине Коля питĕ меллĕ те селĕм туса панă иккен: вăшкăнать çеç.
Хĕрарăмсем кулма тытăнмин те — Укахви, тен, ăшăрах
сăмах та тупатчĕ пулĕ...
— Мăшăрлантармалла кăна кусене,— асăрхарĕ пĕри.— Кур-халĕ, чип-чипер çава туса пачĕ.
— Çук, эп ăна хам валли пăхса ӳстеретĕп-ха,— шах-вăртрĕ Кольăран кăшт аслăрах Ванька.— Çапла-и, Укахви?
Укахви хĕрелсе кайрĕ те ним чĕнмесен татах намăслантарасса.пĕлсе сăмах тавăрчĕ:
— Çапла çав! Шыври илтмен те...
— Эпĕ ватă, Коля пек мар,— терĕ леш пăшăрханнă пек.— Тиркет мана...
Укахви куна хирĕç те çийĕнчех сăмах тупрĕ:
— Ас кĕмесĕрех ан ватăл-ха.
Кун пек татса хурсан виртлешесси çийĕнчех сĕвĕрĕлсе кайрĕ.
— Э-э, кун çумне пули-пулми çыпăçаймĕ,— терĕç хĕрарăмсем, унтан Ванькăран хăйĕнчен кула пуçларĕç.— Так пит пĕçертĕн пĕрре ку хĕрпе...
Укахвин çак çу хыççăнхи хĕл — темиçе хут лава, вăр-ман ĕçлеме кайса килнисене шута илмесен — фронта вал-ли алса-чăлха çыхса иртрĕ. Пĕр вăтăр мăшăр çăм алса, çирĕм мăшăра яхăн чăлха çыхрĕ вăл.
Тепер çулхине Укахви вун ултта ярса пусрĕ, вăл халĕ, чăнахах, Коля иртнĕ çул ӳкернĕ ӳкерчĕкри пек хĕр пулса тăчĕ. Коля вун саккăра кайрĕ.
Ака-суха ĕçĕ пĕтсен çу уйăхĕн пĕр каçхине колхоз хăярĕ-купăстисене шăварса таврăнсан — Укахви патне çакăн пек хыпар çитрĕ: ыран ялти ар шутне кĕрсе пыракан иккĕрен икĕ каччă — Ваньăпа Коля — çара каяççĕ иккен...
Хĕвел аннăччĕ... Хăрах енчен кăштах пĕлĕт хăймаланатчĕ... Кăнтăрла хĕвел çути çăтса тултарнă çĕрĕн-шывăн, сывлăшăн ырă ăшшине те çывхарса килекен каç йăлтах каялла ĕмсе илейменччĕ. Сывлăшра серте-пултăран шăршиллĕ тĕтĕмпе хутăш чапăр курăк шăрши те кĕретчĕ...
Укахви ах!.. урама чупса тухрĕ.
Нумайлăха асра юлчĕ çав каç! Пĕртен-пĕр аса илмел-ли каçĕ те çакă çеç пулчĕ... Вĕсем —Укахви, Хĕветли, Ольга тата Ваньăпа Коля—вăрах вăхăт ларчĕç Укахвисен лаçĕ çуменчи каска çинче.
Шӳт пулмарĕ, вăйă калани илтĕнмерĕ. Шăпăрт çеç ларчĕç.
Укахви — Коля çумĕнче...
Коля пĕрмай шăппăн çаврăнса куçран пăхса илет те — Укахви пуçне чикет, унтан хăй черечĕпе ун çине пăхса илет. Куçсем пытанмалла выляççĕ — пĕрре çеç хире-хирĕç пулчĕç вĕсем, вара иккĕш те пăлханса, именсе кайрĕç.
Краснова Л. Г. (2020-04-24 14:44:48):
кашни вуламассерен куççуль юхать
Марина Тинеспи (2021-04-15 18:18:23):
Мĕн тери вирлĕ çырнă, кашни сăмахĕ чуна хускатать, шухăша ярать, мирлĕ пурăнма чĕнет...