Уках хурăнĕ
Çимĕк... Çу уйăхĕн чи хӳхĕм вăхăчĕ... Хĕвел çĕре савса пăхать. Мĕн пур кайăк çак вăхăтра юрлать. Мĕн пур ку-рăк-чечек сарăлса çитет...
Çынсем — ĕлĕк пулсан — паянхи кун вăрмана е улăхă каймалла та пĕр-пĕр вырăнта чарăнса йĕри-тавра хĕрĕх те пĕр сиплĕ курăк татса пухмалла. Кирек хăш чиртен те мĕнле те пулин курăк пур теççĕ. Авалтан пыракан йăлана хисеп туса Укахви амăшĕ паян çапах та ирлесе мăн вăрмантан тĕрлĕ курăк татса килчĕ: пӳсĕр курăкĕ, ниш курăкĕ, чикеи курăкĕ, упа мăйри...
Хăшĕ-пĕрин, тен, Укахвишĕн те сиппи пулĕ...
Больницинчен тем каласа ярĕç ĕнтĕ. Матĕрне те, мурк масар çулне маннă катан карчăк, аллине йăлтах аймак-ласа янă. Мĕн тума çавăн патне ямалла пулчĕ хĕре? Сикнĕ алăпа сикмен алла уйăрса илеймест пулать те.
Мĕн-мĕн курмарĕ те ĕнтĕ хĕрĕ ачаллах.
Ашă çипуçсăр шăнчĕ те пуль... Талăкшар ăша хĕлхем ямасăр та çӳрерĕ пуль. Çавăнпах пӳрнĕ таран та çитĕ-неймерĕ: кĕлетки çын тиркемелле мар пулин те, вăрăм хĕр пуласскерччĕ...
Вĕреннĕ пулсан, тен, ĕçĕ çăмăлрах пулатчĕ-и, çавна та фашист мурĕ вĕренме памарĕ... Миçе ĕмĕте вăта çĕртен татмарĕ çав, йытă çиесшĕ пуçне!..
Çакăн пек шухăшсемпе пăтранчĕ Укахви амăшĕ хĕрĕ больницăна кайсан.
* * *
Больницăран таврăнакан Укахви çак вăхăтра кӳршĕ ялтан тухса ерипен кил еннелле утрĕ.
Çапах та мĕн тери савăк тăватă çул кунне-çĕрне пĕл-месĕр ĕçленĕ ĕç сая кайманнине туйса акă халь тăван тав-ралăхпа утма!
Умра — ыраш ӳйĕ. Кăçал вăл ирĕккĕн хумханать,— куçа савса, ĕмĕт парса...
Пĕр-пĕр лаптăка кас-кас вăйсăр пĕчĕк çил сĕртĕнсе иртет те, шăркари кăшт çеç шурăхнă ыраш хумхани-хум-ханми тайăлса илет, унтан тӳ'рленет те — çил хускатса хăварнăскер—хăйĕн малтанхи тăплăхне йышăнма ăнтăл-са, канлĕхлĕ йывăрăшне шыраса текех хăйĕн сулăмĕ май мĕн лăпланичченех тĕрлĕ енне пуç ухса ларать. Ыраш пусси çийĕн вара лаптăкăн-лаптăкăн хĕвел çутинчен те йăмăхрах шурă çутă саркăмĕсем пĕр вырăнтах ерипе каллĕ-маллĕ шуса, çаврăнса çӳренĕ пек курăнать.
Укахвишĕн çакăнти харпăр йывăç-курăкăнах темĕнле пĕлтерĕшĕ пур пек.
Акă ыраш пĕр тĕлте икĕ пуç çаврашки пек таптаннă. Ахăртнех, пĕр-пĕр мăшăр ларса каннă-тăр.
Акă кунта, сăрт хĕрринче, такам «савать-и, савмасть-и» текен чечек çеçкине татса тăкнă: ахăртнех, «юмăç янă» пулас: татса пĕтернĕ сар чашки çине ав пĕр мăшăр шур çеçке юлнă. Телейлĕ вăл хĕр!..
Таврăнĕ-ши Укахвин Коли? Хыпар-хăнарсăр çухални-сем те таврăнкалаиă тет ял-ялĕнче.
Укахви тайлăмри сĕлĕ ани хĕррипе иртет. Сĕлли ты-тăннă, кӳпсе кайнă пуçĕсем, амăшĕ пĕчĕк ачана симĕс кипкепе чĕркесе тытнă евĕрлĕ, кăшт çеç шерепи тăрри ку-рăнать.
Йăлăм çийĕн кăвак тăрна ярăнать. Тăрисем чу-у! анаç-çĕ. Вĕсем паçăртанпах юрлаççĕ иккен. Çакна Укахви тин асăрхарĕ.
Вĕсене итлетĕн-итлетĕн те — тăри юрри ăшра ирĕлсе кайса чуна хаваслă кăмăл ӳкерет те — сасси хăй, чипер янраса тăраканскерех, çын чунĕнче хăйĕн илемне хăварса илтĕнми пулать, урăх шухăша ярать. Кунсăр пуçне ăшра тата темĕнле эрлĕ кăмăл-туйăм хускалать. Çак туйăм та темĕнле курăнми кайăкăн юрă янăравĕнчен вăраннă та, юрри хăй — тăри юрри пекех — илтĕнми пулса çухалнăн туйăнать.
Çанталăк шăрăх паян. Хĕвелĕ те çунатлă, çути куçа çиет. Каçал енчен лăмăн-лăмăн çил килет. Лапамри чĕрĕ çаран сулхăнĕ те кăшт çапнă пек.
Çапах та мĕн тери илемлĕ çут тĕнче!
Анчах мĕншĕн-ха кăшт хурлăхлăрах чунра?
Çак тавралăх кĕрнекĕ килме тата тепĕр япала çит-мест-ха... Коля... Тен, вăл та мар пулĕ?..
Ах, ырату!.. Çавă-çке канăç памасть. «Аллу сан сик-мен,— терĕç болъницăра,— чир шăмă варрине, сăсса, кай-нă». Кунти больницăра ăна сыватаймаççĕ те иккен — Шупашкара больницăна кайма хут парса ячĕç.
Укахви улăха анчĕ. Кунта тахçанхи çирĕк тĕмисен вы-рăнĕсем ĕнтĕ тыллапуççи çеç пулса юлнă — курăкне те çулма çук, тыллапуççисем çинче текерлĕк йăвисем.
Çак улăхра мар-и-ха Укахви çине малтанхи хут Коля пăхса илнĕччĕ?..
Ахаль мар ĕнтĕ çак улăх тăрăх пĕрре утса тухасси те мен тери телей пек туйăнатчĕ ялтан аякра çӳренĕ чух!
Укахви шыв хĕррине анчĕ. Шыв çийĕн шур алса пек шур кăпăк татăкĕсем юхаççĕ. Шывĕ лĕп, кĕл тăрри пек çемçе. Укахви çырмаранах пĕр йĕкĕр ывăç шыв ăсса ĕçрĕ те каллех çырантан хăпарчĕ, вар хушшипе утрĕ.
Хурăн çырли хĕвел çинче пиçсе ирĕлсех кайнă та — вĕри, тата, кăштах йӳçĕхнĕскерĕн, эрех тути пур, пуçа çавăрса ярать.
Выçварла çырла çинипе-ши — Укахвин ăш-чик пăтран-чĕ. Чĕрере те сăркăланса кайрĕ.
Çан-çурăма лăм çапсан тин Укахви хăй каçалачченех улăхра çӳренинчен тĕлĕнсе ялалла ^л тытрĕ.
Ял патне çывхарнăçемĕн темшĕн-çке ăш вăрка пуçла-рĕ. Ун киле те кĕрес килмерĕ çак илемлĕ уй-улăхран. Вăл каялла çаврăнса тăчĕ те чылайччен тавраналла тĕмсĕлсе пăхрĕ. Вара — те çак илемпе туллин киленме çумра тус çуккишĕн — чун хурланса килчĕ. Урасем кунĕпе ута-ута çурăлса тухас пек тĕлкĕшрĕç.
Ялта килсеренех хура элем пек тĕтĕм тухать. Тутлă çимĕç шăрши сарăлать,— вăрçă вăхăтĕнчи пек йӳçĕ шăр-шă мар.
Укахви киле çитнĕ çĕре яла ĕнтĕ çывăхри хура вăр-ман мĕлки те тăсăлса кĕчĕ. Сулхăн çапрĕ.
* * *
Тепĕр кунне Укахви хулари больницăна тухса кайрĕте талăк иртсен тин таврăнчĕ.
Мĕнле чир палăртнă-ши? Мĕнпе сиплемелле-ши ăна?
Укахвисĕр хăйсĕр пуçне куна никам та пĕлеймерĕ. Больницăра ăна: «Çулталăк каярах сывалма тытăнмалла пулнă санăн»,— терĕç.
«...Мĕн тăвĕ ĕнтĕ вăл алăсăр?.. Хăш этем ывăл-хĕрне юрăхлă?.. Хура ĕç çынни алăсăр юлсан — çынах-ши вара вăл? Кама ырă кăтартса, кама савăнтарĕ?»
Çакăн пек шухăшсемпе таврăнчĕ больницăран вун тăх-хăра ярса пуснă хĕр, анчах килтисене вăл ним те уçса ка-ламарĕ — йăмăкне те, амăшне те.
Амăшĕ ыйтнине хирĕç хĕр ниме тăман япала çинчен сăмах пынă пек хавассăн каласа хучĕ:
— Сывалать терĕç, анне...
— Эмел парса ячĕç-и?—ыйтрĕ амăшĕ каллех.
— Ахалех иртет терĕç,— çавăн пекех çăмăл тавăрчĕ Укахви.— Ытлашши лутăркама каламарĕç ĕнтĕ.
Укахви вара çав каçхине кăшт кăмăла уçма тесех урама тухрĕ.
Вăрçă чарăннăранпа хĕрсем, инкесем каçсерен сăмах-юмах ваклама урама тухкаласа лара пуçларĕç.
Вăййи-кулли, ташши-юрри çук, ятнех калаçса, халап-ласа ларма, ăша пусарма тухаççĕ. Яш-кĕрĕмсемсĕр ăçтан вăйă-кулă кĕрнеклĕ пултăр ĕнтĕ: хăшĕсен вăрçăра пуç пĕтнĕ, теприсен çухалнă, çамрăксем таврăнайман-ха, ватă-раххисем çеç килкелеççĕ.
Укахви урама тухсан кăвакалсем килте çуккине кура пĕве хĕррине анчĕ.
Хĕвел анса ларнă çеç-ха. Çанталăкĕ тӳлек.
Кăнтăрлахи вăйсăр çил хĕвелпе пĕрлех таçта кайса çухалнă. Пĕве çийĕ тип-тикĕс. Тĕл-тĕл çеç, шыва тумлам ӳкнĕ пек, çип хулăнăш çавра хумсем кайăк куçĕ мăчлат-нă евĕр туха-туха сӳнеççĕ. Тата вĕтĕ шурă хăмпăсем çат-лата-çатлата çурăлаççĕ те, шалта, шывра, чуста йӳçсе аннă пек çатăртаттарса-чашăлтаттарса карассем курăк çиеççĕ.
Шыв çийĕпе кăнтăрла таçта пытанса ларнă тĕрлĕ кăпшанкă лăкă-лăках вĕçсе-çаврăнса çӳрет. Пĕве хӳрин-чен кăшт тăварахран пĕр ушкăн кăвакал пуçĕсене лача-кана чиксе, апатне кăмăллăн ырласа калаçа-калаçа, те-хĕмлĕн лăчăр-лăчăр туса анать. Хушăран хушă амăшĕ пуçне çĕклемесĕрех чĕпписене тем ятлакаласа илет те леш-сем çав-çавах хăлхана чнкменнине кура сасартăк чарăнса нарт! тесе хăтăрса пăрахать. Е тата шыв çинелле сисмен çĕртен çара çерçи вирхĕнсе ансан вăл, ку мĕнле кайăк иккенне чухласа ĕлкĕрейменскер, хатарлăн кăшкăрса ярать. Чĕпписем вара тĕрлĕ енчен амăшĕ енне кĕр-р! хус-калаççĕ. Ку сехре хăпартаканни пĕтĕмпе те çара çерçи çеç иккенне чухласа илнĕ амăшĕ ним хăрамалли те çукки çинчен тепре лăпкăн сас парсан тин чĕпĕсем ăçта çитнĕ çавăнтах чарăнса тăраççĕ те каллех хăйсен рехетлĕ ĕçне пикенеççĕ.
Укахвисен кăвакалĕсем шывран хăпма та шутламаççĕ. Вĕсем кăпшанкă тытма ятарласах каç енне тухнă иккен. Чĕпписем харпăр тĕллĕн пĕтĕм пĕвипех сапаланнă. Каш-ниех темĕнле кăпшанкă хăвалать.
Укахви вĕсене йыхăрса кăлăхах чăрмантарас та темерĕ. Чылайччен каçхи пĕве çине пăхса тăчĕ. Вара кăштах кă-мăл уçăлса кайнă пек туйрĕ.
Тепĕр авăкран вăл çырмаран кил енне улăхрĕ.
Укахвисемпе кӳршĕллĕ Ольгăсен тĕлне ик-виç хĕр-арăм, виç-тăват хĕр тата виçĕм кун çартан таврăннă Ми-хал, хăрах ура лаппине вăрçă хирне хăварнăскер, пухăнса ларнă. Кунта Ольгăпа Хĕветли те пур. Хĕветли Укахвие хăй çумне вырăн пачĕ.
Михал вăрçă асапĕсем çинчен каласа парать. Фашист-сен самолечĕсем çине йăмшак чĕреллĕ çынсен сехрине хăпартма юриех сирена лартии çинчен калать. Хăйĕн урине сусăртнă минăсем çинчен вăл кăшт мăшкăлларах та аса илет.
— Вĕтлĕхрен тухса пыратпăр хайхн,— тет вăл.— Ни-мĕнле сас-чĕв те çукчĕ... Унччен те пулмарĕ — пуçларĕç минăсем тăкăнма... Ша-ап! шап! тутарать, лӳ-ӳп! леп!.ту-тарать — ĕне тислĕк тăкнă пек...
Унтан Михал 42-мĕш çулта ăнсăртран Кольăсен чаçне лекни çинчен калать.
— Пĕр хĕрӳ çапăçу хыççăн пирĕн сайралнă ротăна тепĕр ротăпа пĕрл-ештерчĕç,— тет вăл.— Пăхатăп та, пĕр старшина утса килет. Пăхрăм илтĕм те пĕр виç-тăват утăм кайсан çав сăн-пите таçта курнă пек туйăнса кай-рĕ. Тепре çаврăнтăм, чеç патăм. Коля тăра парать!.. Ыта-лашса илтĕмĕр, ларса чĕлĕм туртрăмăр—сăмах та тупăн-масть калаçма: эп те, вăл та пĕлнĕ япаласем çинчен çеç калаçса ларатпăр. Нумай та калаçаймарăмăр — команда янраса кайрĕ. Иĕркеленсе тăтăмăр та — эпир тăшман ун-кине лекни çинчен пĕлтерчĕç, унка татса тухма хушрĕç... Каллех çухатрăм Кольăна. Эпир татса тухрăмăр, вĕсем çинчен нимĕнле сас-хура та пулмарĕ.
Ялти пĕртен-пĕр пĕлекен çын та çакна çеç каласа пама пултарать Укахви тусĕ çинчен.
Укахви чĕнмест, пуçне чиксе çĕрелле пăхса ларать.
Çерем çинче нăрăсем шăтăкĕсенчен йăраланса тухаççĕ те хыт çунат айне хуçлатса чикнĕ çурхах çуначĕсене каялла кăларса ярса вĕçсе хăпарма меллĕрех вырăн шыраса уткалаççĕ, сывлăшра унта та кунта вĕркеççĕ вĕсем, сайра хутра çын çумне нăрлатса пырса çапанаççĕ те патах çĕре ӳкеççĕ.
Каска çинче часах виçĕ хĕрупраç çеç ларса юлчĕ: Укахви, Ольга, Хĕветли.
— Чăтать çав халăхĕ,— терĕ Хĕветли кăшт тăхтарах-па,— мĕн чухлĕ ырă çын пĕтрĕ. Емĕтленсе ĕçлени çапах кăлăх пулмарĕ.
Краснова Л. Г. (2020-04-24 14:44:48):
кашни вуламассерен куççуль юхать
Марина Тинеспи (2021-04-15 18:18:23):
Мĕн тери вирлĕ çырнă, кашни сăмахĕ чуна хускатать, шухăша ярать, мирлĕ пурăнма чĕнет...