Уках хурăнĕ


Пĕрре пăхма ку вырăн ют çыншăн кичем те.

Аичах çак вырăна хăйĕн тарăн туйăм-сисĕмлĕ чунĕпе илемлетекен çын пурăннă...

Вăл кунта утса çӳренĕ. Савăннă, юрланă, ĕçленĕ. Малтанхи хут вăл юратнă çак тавралăха. Хăйĕн юратăвĕпе, чун илемĕпе, ăшшипе илемлетнĕ ăна вăл... Унăн çав юратăвне, хуйхи-суйхине, юррине çĕр хăй ăшне сăхса илнĕ. Кашни çеçке, шăрка туни, шăрка тусанĕ, варкăш усрать кунта вĕсене. Вара çĕр халĕ те-ха, çав çын туйăмĕсемпе шӳсе каçăхнăскер, çав пархатарлă туйăмсене курăнми шевле пек ярăмласа каялла тавралăха сапалать. Çав пайăркасем сан чĕрӳне юхса кĕреççĕ те, чунна хурлăн-эрлĕн кĕнĕ туйăмран вара эсĕ кунта мĕнле çын утса çӳренине, вăл мĕн ĕмĕтленнине, пурнăçне мĕнле пурăнса ирттернине пелĕтĕн... Вара ирĕксĕрех чĕре пăлханса тапа пуçлать.

Ку вырăн Кольăшăн та ют мар... Вăл Кольăна та паллать.

Акă пĕчĕк çеç ăшăх пĕве... Çийĕ тип-тикĕс, шывĕ тăрă, тĕпĕ курăнать. Тĕпĕнчи хăйăр пĕве хуллен çеç хумханнă 'чухнехи пек хумлăн-хумлăн картланнă: вăл, чăнахах та, пĕве хумханнă вăхăтри пĕр хаклă самантне хăй çине 'ӳкерсе юлнă тейĕн. Тен, Коля кунта малтанхи хут çамрăк хĕр ачана юратса пăрахнă саманта пулĕ?

Çӳлте, вăрман кукринче, çăва.

Анчах ăçтан тупăннă-ха унта хурăн?

— Çав мĕнле хурăн вăл, кинемей?— кăшкăрса ыйтрĕ Коля тăван ялĕнчи чи малтан курнă çынран.

Пăру çавăтса каякан карчăк чарăнса тăчĕ.

— Ара... Коля пулмарĕ-и ку? Ентĕ таврăнтăн-им? Ху-рăнĕ... Мĕнле калас, Уках хурăнĕ тетпĕр...

— Уках хурăнĕ? Ма апла калаççĕ вара?

— Ара ĕнтĕ,— терĕ карчăк, унтан тем такăнчĕ те вас- каварлăн çапла хушса хучĕ:— Кайса пăхатăн-и эппин...

...Çапла... Кунта хурăн ларать. Пуçĕ сĕнк кайнă. Ше-репеллĕ тураттисем сĕвемĕн-сĕвемĕн усăнаççĕ. Яштак вуллин шурă хут пек хуппи тĕл-тĕл сĕвĕнкеленĕ, çилпе вĕçке-лет, ун айĕнчен шап-шурă таса çĕнĕ ӳт пек хупă тухать. Хурăн айĕнче — тĕмеске... Тĕмеске çинче хĕрлĕ юпа... Юпа çинче çап-çамрăк хĕр сăн ӳкерчĕкĕ...

Салтак сулăнса кайрĕ... Юпа çумне ларчĕ... Пилоткине хыврĕ.

Тăватă çул тем тӳссе те йĕпенмен куçсенчен ахах тумламсем кусса тухрĕç...

Чылай ларчĕ салтак.

Укахви!..

Çăмăл-ши тăпру сан, йывăр-ши?

Сăвап кăна тунă эс çынсене.

Çапла ĕнтĕ вăл вăрçă тăккалăш... Вăрçă хирĕнче кăна мар, тылра та çĕр-шывшăнах пуç хунă... ...Усал çын килет çĕр çине — сăтăр туса хăварать, ырă çын килет — усă туса хăварать...

Хурăн тавра çил çаврăнать, кун каçа хăй мĕлки утса çаврăнать. Хĕвел пăхсан хурăн вуллинчи тахçанхи турат куçĕнчен, куççуль пек, хура сухăр юхса тухать те — су-хăр шăрши сарăлать, çын кăкăрне кăтăклать. Çанталăк сивĕтсен, сулхăнлатсан сухăрĕ хытса ларать, юхма чарăнать.

Çав хурăн та — Укахви пекех — йывăр чухне, сивĕ чух-не чунне хытарса куççульне пытарать... Хĕвел пăхсан çеç чунĕ ăшăнса çемçелсе каять те иртнине аса илсен ирĕксĕрех куççулĕ тухать.

Çакăнта канлĕх тупнă хĕр халăхпа юнашар тăрса хаяр чытăçура сыхласа хăварнă хальхи ирĕк çĕр çинче паян вăл хăй утса çӳрейменшĕн, çак юнпа тӳлесе илнĕ çутă хĕвел ăшшипе киленейменшĕн хурланать пулĕ хурăн...

Çĕр-шыв ирĕкĕшĕн, этем телейĕшĕн пуçне хунă çынсем çинчен, вĕсен юнĕ çĕре ӳкменни çинчен, çак хальхи тăнăç пурнăç'шăн халăхăн мĕнешкел илемлĕ çынсене çухатма тивни çинчен калать çак хурăн...

■ Страницăсем: 1... 7 8 9 10 11 12

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Краснова Л. Г. (2020-04-24 14:44:48):

кашни вуламассерен куççуль юхать

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Марина Тинеспи (2021-04-15 18:18:23):

Мĕн тери вирлĕ çырнă, кашни сăмахĕ чуна хускатать, шухăша ярать, мирлĕ пурăнма чĕнет...

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: