Том Сойер темтепĕр курса çӳрени


— Тархасшăн, пăртак хыттăнрах калăр. Ан хăрăр. Эппин, эсĕр пулнă...

— Масарта.

Индеец Джон пичĕ çинче темĕнле йĕрĕннĕ пек кулса илни курăнса кайрĕ.

— Эсĕр Вильямса пытарнă шăтăк çывăхĕнче пулман-и?

— Ия, пулнă, сэр.

— Тархасшăн, пăртак хытараххăн. Эсĕр çав шăтăк патĕнче мĕн таран çывăхра пулнă?

— Халь сирĕн пата мĕн чул çывăх, çавăн пекех çывăх пулнă.

— Эсир пытанса ларнăччĕ-и е курăнмаллах тăнă-и?

— Пытанса ларнăччĕ.

— Ăçта?

— Вилтăпри çумĕнче ларакан хурамасем хыçне.

Индеец Джо кăштах палăрмалла чĕтренсе илчĕ.

— Сирĕнпе пĕрле тата кам та пулин пулнă-и?

— Ия, сэр, эпĕр унта иккĕн...

— Чарăнăр-ха, пăртак тăхтăр. Сирĕнпе пĕрле пынин ятне халĕ калама та кирлех мар. Вăхăт çитсен, эпир унтан та тĕпчесе пăхăпăр. Эсĕр хăвăрна пĕрле масара мĕн те пулин илсе пынăччĕ-и?

Том калама аптăрасах тăчĕ. Вăл вăтанса кайрĕ пулмалла.

— Калăр, ан хăрăр, — тĕрĕс каланине яланах хисеплеме тивĕçлĕ. Мĕн илсе пытăр-ха эсĕр унта?

— Пĕр... пĕр вилĕ кушак çеç.

Залра савăклăн кулса илни илтĕнсе кайрĕ. Председатель чăтăмсăррăн сĕтел çинчи шăнкăравне шăнкăртаттарса илчĕ.

— Эпир çав кушакăн шăммисене илсе килсе кăтартăпăр. Халĕ ĕнтĕ, тусăм, эсĕр мĕн курнине пурне те епле пулнă, пурне те нимĕн пытармасăр каласа кăтартăр, нимĕн те ан хăрăр.

Том пуçласа ячĕ — малтан хăракаласарах, унтан ерипенех хĕрсе кайрĕ, унăн сăмаххи лайăхрах юхма пуçларĕ; часах суд залĕнче унăн сасси çеç илтĕнсе тăракан пулчĕ, ыттисем шăпланчĕç. Çынсем çăварĕсене карсах, сывлăшĕсене чарсах, вăхăт иртнине сисмесĕрех унăн кашни сăмахне итлерĕç, çав тери хăрушă япала çинчен каланине итлесе, шалт тĕлĕнсе хытсах кайрĕç. Епле вĕлерни çинчен калама тапратсанах, пĕтĕм çын хумханасси вĕçне-хĕрринех çитсе тăчĕ. Том вара пĕр хăрамасăрах çапла каларĕ.

— Тухтăр Мефф Поттера пуçĕнчен хăмапа пачĕ, лешĕ кайса ӳкрĕ, индеец Джо çĕçĕ ярса илсе тухтăр патнелле тапса сикрĕ те...

Тăпăрт-тăпăрт! Çиçĕм çиçнинчен те хăвăртрах метис чӳрече патнелле тапса сикрĕ те, хăйне чарма хăтланакансене сирсе, чӳрече витĕр тухса тарчĕ.

 

24-мĕш сыпăк. Тĕлĕнмелле лайăх кунсем — шутсăр хăруша каçсем

Том татах тепĕр хутчен чаплă герой пулса тăчĕ. Ваттисем каллех ăна ачашларĕç, вĕттисем ăна кĕвĕçрĕç. Вăл хăйне валли вилсен те çухалмалла мар чап тупре: вырăнти хаçат ăна пĕлĕт патне хăпартсах мухтарĕ. Çапла калакан та тупăнчĕ: «Унччен ăна çакса вĕлермеççĕ-тĕк, вăл президент пулать».

Тĕнчере çакан пек пулать ĕнтĕ: çăмаллăн ĕненсе улшăнса пыракан тĕнче Мефф Поттершăн хăйĕн ытамĕсене уçрĕ те, ку таранччен ăна мĕнле асаплантарнă, çавăн пекех хĕрӳллен ачашлама тапратрĕ. Çакă ĕнтĕ çынсене чи лайăх енчен кăтартса парать, кунта темĕнле лайăх марри пур тесе шутлама та пертте кирлĕ мар.

Томшăн хавасланса хĕпĕртесе çӳремелли кунсем пуçланчĕç, анчах çĕрлесенче унăн сехрийĕ пĕтĕмпех хăпса пĕтрĕ. Джо индеец яланах ăна тĕлĕксенче курăнса «Сана пĕтеретĕп!» — тесе питĕ хăрушшăн юнарĕ. Хĕвел ансанах, арçын ачана нимĕнпе те килтен урамалла илĕртсе кăларма пулмарĕ. Мĕскĕн Гек та çавăн пекех пăшăрханса, хăраса пурăнчĕ, мĕншĕн тесен суд ыран пулать тенĕ чухне Том пĕтĕм историе Поттерăн защитникне каласа кăтартнă. Метис тарнă пирки Гек хăй суд умне тухса калас нушаран хăтăлнă пулсан та, çапах вăл хăй çав ĕçе хутшăнни палăрассинчен шутсăр хăрарĕ. Вăл защитника тархасласа çав ĕçе вăрттăнлăхра тытса усрамашкăн сăмах партарчĕ. Том тӳссе тăрайманнипе сĕм çĕрле защитник килне чупса кайса, питĕ хытă тупа тунипе çыхса хунă чĕлхе-çăварне уçса, çав хăрушă ĕç çинчен каласа кăтартсанах, Гек этем йăхне пĕтĕмпех шанма пăрахнă теме пулать.

Кăнтăрла, Поттер тав тунисене илтсенех, Том çав япалана каласа кăтартнăшăн хĕпĕртерĕ, анчах çĕрле вара чĕлхене ма çыртса çӳремерĕм-ши, тесе кулянчĕ. Пĕрре вăл çав Джо индееца нихăçан та тытас çуккинчен хăрарĕ, тепре тата ăна тытаççĕ пулĕ тесе хăрарĕ. «Çав çын тупăкра выртнине хам куçпа курсан тин эпĕ канлĕ сывлама пултаратăп», — тесе шутларĕ вăл.

Пĕтĕм округĕпе ухтарса çӳрерĕç. Метиса тытнăшăн укçа памалла турĕç. Анчах ăна никам та тупаймарĕ. Сент-Луирен шутсăр тĕлĕнмелле пĕлӳçĕ, пур çын та хăраса тăракан питех те чаплă сыщике чĕнтерсе килчĕç. Вăл хыпашлакаларĕ, шăршлакаларĕ, питĕ шутсăр ăслă пек пулса пуçне суллакаларĕ, çав професси представителĕсем пурте ĕçе ăнăçтарнă пек вăл тĕлĕнмелле ăнăçу тума пултарчĕ. «Эпĕ йĕрне тупрăм», — тесе пĕлтерчĕ вăл. Анчах çын вĕлернĕшĕн «йĕре» çакса вĕлерме пулмасть вĕт-ха, çавăнпа сыщик кайсан, Том ĕлĕкхи пекех шутсăр шикленсе пурăнчĕ.

Кунсем хуллен çеç иртсе пычĕç. Çапах та Томăн ăшчикки вăркаса тăнин йывăрлăхĕ кашни кунах пăртак çăмăлланса пычĕ.

 

25-мĕш сыпăк. Тăпра ăшне алтса чикнĕ укçана тупма тăрăшни

Кашни арçын ача пурнăçĕнчех çакăн пек тапхăр пулать: пытарса хунă укçана алтса кăларасчĕ тесе шутсăр çунать. Пĕрре çапла Тома та çак туйăм çавăрса илчĕ. Вăл Джо Гарпера шырама тухса утрĕ, анчах ăнăçу пулмарĕ. Унтан вăл Бен Роджерса шырама тытăнчĕ, анчах лешĕ пулă тытма тухса кайнă. Юлашкинчен вăл Гек Финна тĕл пулчĕ. Гек — Юнлă алă — ку ĕнтĕ чи юрăхлă юлташ. Том ăна хăйсем калаçнине никам та итлесе тăма пултарайман çĕре ертсе кайрĕ те унта вара хăй мĕн тума шутланине каласа кăтартрĕ. Гек килĕшрĕ. Гек вăл укçа тăкмасăрах хавасланма май килекен çĕре кирек ăçта та ерме яланах хатĕр, мĕншĕн тесен унăн вăхăчĕ питĕ нумай. Вăл çав вăхăта ăçта чикессине те пĕлмест. Паллах ĕнтĕ, манăн вăхăт укçа вырăннех тесе калама та пултараймасть вăл.

— Ăçта алтăпăр-ха эпир? — тесе ыйтрĕ Гек.

— Э, пур çĕрте те, тĕрле вырăнта.

— Укçасене пур çĕре те алтса чикнĕ-ши вара?

— Паллах, пур çĕрте те чикмен, Гек. Вĕсене е пĕр-пĕр утрава, е çĕрсе кайнă ватă йывăçăн пĕр-пĕр турачĕ тĕлне алтса чикеççĕ. Çур çĕрте турат мĕлки хăш тĕле ӳкет, лăп çав вырăна алтса чикеççĕ. Анчах, пуринчен те ытларах, усал тухакан çуртсенчи тĕпсакайсене пытараççĕ.

— Кам алтса чикет вара?

— Паллах ĕнтĕ, вăрă-хурахсем. Эсĕ камсем чикеççĕ пулĕ тенĕ? Вырсарникунхи шкулсенчи пуçлăхсем-и?

— Пĕлместĕп. Вăл укçа манăн пулсан, эпĕ ăна алтса чикес çукчĕ, — эпĕ укçине салатса савăнса çӳрĕттĕм.

— Эпĕ те. Анчах вăрă-хурахсем ун пек хăтланмаççĕ: вĕсем яланах укçана тăпра ăшне пĕр-пĕр улах вырăна алтса чикеççĕ.

— Унтан вара каялла алтса кăларма пыраççĕ-и?

— Çук, вĕсем пырса кăларма шутлаççĕ, анчах кайран паллă туса хăварнисене манса каяççĕ те хăйсем вилсе выртаççĕ. Вăт вара пытарнă укçи выртать те выртать, тутăхма пуçлать. Унтан вара кам та пулин кивелсе, саралса кайнă хут тупать, унта мĕнле паллăсем тăрăх шырамаллине кăтартса панă. Çав хутне вуласа пĕлме те эрни-эрнипех хăтланмалла пулать, мĕншĕн тесен унта ялтах кукăр-макăр кукрашкасем те гироглифсем1 кăна.

— Гиро... мĕн?

— Ги-ро-глифсем... тĕрлĕ картинкăсем... кукăр-макăр чĕркеленисем, малтан куçпа пăхмашкăн вĕсем нимĕн те пĕлтермен пек туйăнаççĕ.

— Санăн та ун пек хут пур-и, Том?

— Çук.

— Паллă туса хăварнисене эсĕ епле пĕлетĕн апла?

— Мана паллă тунисем кирлĕ те мар. Укçасене яланах усал тухалакан çуртсем айне, е утрава е пĕр-пĕр турачĕ ытти туратсенчен вăрăмрах тухса тăракан хăрăк йывăç айне алтса чикеççĕ. Утравра, пирĕн Джексон утравĕнче, шырама хăтланса пăхкалăпăр ĕнтĕ. Çавнашкал татах та хăçан та пулин, тепĕр чухне хăтланса пăхма пултаратпăр. Усал тухакан кив çурчĕ эрех савăче патнелле юхакан пĕчĕк шыв хĕрринче, тура ларать, унта вара хăрăк туратлă йывăçсем те темĕн чухлех.

— Кашни йывăçĕ айнех алтса чикнĕ-и?

— Авă мĕн каларĕ вăл! Паллах, пурин айне те мар.

— Хăшĕн айĕнче алтмаллине ăçтан пĕлетĕн-ха эсĕ?

— Кашнин айнех алтса пăхатпăр.

— Том, апла пирĕн çу каçипех шыраса хăтланмалла пулать вĕт.

— Пулсан вара? Ун вырăнне эпир пĕр çĕр доллар хунă пăхăр хуран тупма пултаратпăр. Долларĕсем вĕт тĕлĕнмелле аванскерсем, çиелтен тутăхнăскерсем, е тата туп-туллиех брильянт тултарнă çурри çĕрĕк арча та тупма пултаратпăр. Мĕн калăн-ши вара эсĕ ун чухне?

Гекăн куç-пуçĕ çуталса кайнă.

— Вăт ку питех те аван. Вăл мана хам ĕмĕре ĕмĕрлеме те çитет. Брильянчĕсем мĕне кирлĕ-ха мана? Эсĕ мана çĕр долларне çеç пар, брильянчĕсем мана ахаль парсан та кирлĕ мар.

— Вăт питĕ аван та апла пулсан! Эпĕ ĕнтĕ брильянтсене пăрахса хăварас çук, эсĕ ăна шанса тăма та пултаратăн. Вĕсенчен хăшпĕрисем пĕри çирĕмшер доллар тăраççĕ. Пĕр доллар е доллар çурă тăманни пĕрре те çук.

— Чăнах-и?

— Чăн сăмах, кирек камран ыйтса пăх хăть. Эсĕ брильянтсене нихçан та курман-и вара, Гек?

— Хам астăвасса курман ĕнтĕ.

— Патшасен брильянтсем тăвĕ-тăвĕпех выртаççĕ.

— Эпĕ патшасемпе паллашса пăхман-çке-ха.

— Паллах, ăçта санăн паллашмалла. Вăт эсĕ Европăна пырса лекнĕ пулсан, унта эсĕ вĕсене пĕр купах кураттăнччĕ. Унта вĕсем çаплипех кĕшĕлтетсе сиккелесе çӳреççĕ.

— Сиккелесе çӳреççĕ?

— Тĕлĕнтермĕш çак эсĕ. Мĕн тума сиккелесе çӳреччĕр-ха вĕсем?

— Эсĕ ху каларăн вĕт-ха вĕсем сиккелесе çӳреççĕ тесе?

— Пустуй! Эпĕ вĕсем Европăра темĕн чухлех тесе каласшăнччĕ. Паллах ĕнтĕ, вĕсем сиккелесе çӳремеççĕ, мĕн тума сиккелесе çӳреччĕр-ха вĕсем? Курасчĕ санăн вĕсене, унта вĕсем шутсăрах нумай, ав çав леш Ричард...

— Ричард? Хушамачĕ мĕнле вара унăн?

— Корольсен хушамачĕсем пулмаççĕ. Корольсен ятсем çеç.

— Мĕн пуплетĕн эсĕ?

— Чăн калатăп сана.

— Апла пулсан, манăн пĕрре те король пулас килместь. Тен, вĕсене хăйсене, негрсене чĕннĕ пек, пĕр ятран çеç чĕнни килĕшет пулĕ. Анчах вăл мана пĕрре те кăмăла каймасть. Ăçта чаватпăр-ха ĕнтĕ эпир?

— Пĕлместĕп ĕнтĕ. Ав çавăнта, леш енче, ту хĕрринче ларакан ватă йывăçран пуçлас мар-ши? Унăн тата пĕр турачĕ хăрăк.

— Юрать.

Вĕсем катăк кирка тата катăк кĕреçе тупрĕç те çула тухса кайрĕç.

 

Виçĕ миля каймалла пулчĕ. Вĕсем палăртнă вырăна хĕрелсе кайса тата хытă хашкаса çитрĕç те çывăхри хурама мĕлкине канма, табак туртма выртрĕç.

— Ку ман кăмăла каять, — терĕ Том.

— Манне те.

— Итле-ха, Гек, эпир çакăнта ырлăх тупсан, эсĕ хăвăн çур тӳпӳпе мĕн тăвăттăн?

— Эпĕ-и? Эпĕ кашни кунах аш кукли çиетĕп, çиелтен сода шывĕ ĕçетĕп, цирк килсен, кулленех цирка çӳретĕп. Эпĕ пĕлетĕп ĕнтĕ савăклăн пурăнмашкăн.

— Нивушлĕ эсĕ нимĕн те запас туса хăвармастăн?

— Запас хăвармалла-и? Мĕн тума кирлĕ вăл?

— Епле апла мĕн тума? Кайран пурăнма çиттĕр, тесе.

— Э, вăл пустуй. Эпĕ укçине салатса пĕтерме васкамасан пĕр-пĕр кун атте каялла çаврăнса килет те укçине хăйĕн аллипех туртса илет. Çакăн хыççăн вара усă курмалли те çук. Пĕлсех тăр, яп-яках тасатса пĕтерет вăл. Эсĕ тата хăвăн тӳпӳпе мĕн тăватăн, Том?

— Эпĕ параппан, хĕç, хĕрлĕ галстук, бульдог çури илетĕп тата авланатăп.

— Авланатăн?

— Ия.

— Том, эс... эсĕ чипер ăслах мар!

— Тăхта-ха, курăн.

— Унтан ухмахларах япала эсĕ нимĕнех те шухăшласа кăлараймăн ĕнтĕ, Том. Манăн аттепе аннене илсе пăх-ха эсĕ, — вĕсем иртен пуçласа каç пуличченех çапăçатчĕç вĕт. Çапăçатчĕç. Эпĕ аванах астăватăп ăна.

— Вăл ниме те пĕлтермест: эпĕ илес текенни вăл çапăçса хăтланас çук.

— Ман шутпа, вĕсем пурте пĕрех. Çук, Том, эсĕ лайăхрах шухăшласа пăх, — эпĕ сана тĕрĕс калатăп, — шухăшласа пăх. Мĕн ятлă-ха санăн хĕр татăкки?

— Вăл хĕр татăкки мар, вăл хĕрача.

— Пурпĕрех ĕнтĕ. Пĕрисем хĕрача теççĕ, теприсем — хĕр татăкки. Кам мĕнле калас тет, çапла калать. Ку та, вăл та тĕрĕс. Вăл мĕн ятлă-ха, Том?

— Хăçан та пулин калăп, халь мар.

— Юрĕ, ху пĕлетĕн. Анчах эсĕ авлансан вара, эпĕ пат-пĕчченех тăрса юлатăп.

— Каларĕ тата. Эсĕ пирĕн пата куçатăн та, эпир вара пурте пĕрле виççĕн пурăнатпăр. Халĕ ĕнтĕ çитĕ йăваланкаласа выртма, — чавма тытăнар.

Вĕсем пĕр çур сехет хушши чавса хăтланчĕç, тарласа кайрĕç, анчах нимĕн те тупаймарĕç, тата çур сехет хушши пек ĕçлерĕç, каллех нимĕн усси те пулмарĕ. Юлашкинчен Гек çапла каларĕ:

— Нивушлĕ укçасене яланах çакăн пек тарăн алтса чикеççĕ?

— Хăшпĕр чухне çеç, яланах мар. Тата пур укçасене те мар. Эпир кирлĕ телте чавмастпăр пулмалла.

Вĕсем тепĕр вырăн суйласа илчĕç те каллех ĕçе пикенчĕç. Халĕ ĕнтĕ ĕç питех хăвăртах та пулса пымарĕ, анчах çапах та малалла шукаласа пычĕ. Пĕр хушă вĕсем иккĕшĕ те ним шарламасăр чаврĕç, унтан Гек алтма пăрахрĕ, кĕреçе çине тайăнчĕ, çамки çинчен шултра тар тумламĕсене çаннипе шăлса илчĕ те:

— Çак шăтăка алтса пĕтерсен, кайран ăçта чаватпăр-ха? — терĕ.

— Эпĕ Кардиф тăвĕ çинче, тăлăх арăм çурчĕ хыçĕнче, ватă йывăç айĕнче хăтланса пăхас мар-ши тесе шухăшлатăп.

— Юрать ĕнтĕ, вырăнĕ юрăхлăскер. Анчах эсĕ, Том, мĕнле шухăшлатăн, тăлăх арăм пирĕнтен тупнă укçине туртса илмест-ши? Вăл унăн çĕрĕ вĕт.

— Пирĕнтен укçана туртса илме-и! Хăтланса пăхтăр-ха! Çук ĕнтĕ, алтса чикнĕ укçана кам тупнă, вăлах илет. Вăл камăн çĕрĕ ăшĕнче пулни ниме те пĕлтермест.

Гек лăпланчĕ. Вĕсем татах чаврĕç, анчах тепĕр тапхăртан Гек çапла каларĕ:

— Мур илесшĕ, эпир каллех кирлĕ çĕрте алтмастпăр. Эсĕ мĕнле шухăшлатăн?

— Тĕлĕнмелле, Гек, шутсăрах тĕлĕнмелле, — эпĕ нимĕн те ăнланаймастăп. Пире хĕрарăм-тухатмăшсем кансĕрлеççĕ пулĕ, тен? Ман шутпа, кунта хĕрарăм-тухатмăшсем сăтăр туса тăраççĕ.

— Каларĕ тата! Вĕсен кăнтăрла вăй-хăвачĕ пур-им вара?

— Тĕрĕс, тĕрĕс. Эпĕ ăна шухăшламанччĕ те. Э, халĕ ĕнтĕ пĕлетĕп ĕç мĕнлине: ухмахсем эпир иксĕмĕр те. Сарăлса тăракан турат мĕлки лăп çур çĕрте хăш тĕле ӳкнине тупмаллаччĕ вĕт малтан, унта тин алтмаллаччĕ.

— Ах, хăямат! Эппин, эпир çак хушăра пĕтĕмпех тăрă ухмахсем пекех ĕçлерĕмĕр пулать. Халĕ ĕнтĕ, мур илесшĕ, кунта тата тепĕр хут çĕрле килмелле пулать. Çав тери инçе çĕре. Санăн килтен тухса килме пулать-и?

— Эпĕ тухса килĕп-ха. Çакна кĕçĕрех туса пĕтерес пулать. Ахаллĕн, кам та пулин пирĕн шăтăксене курсанах, эпир çакăнта мĕн хăтланнине тӳрех чухласа илĕç те пытарнă укçана хăйсем кăларса кайĕç.

— Юрĕ! Эпĕ каллех сан чӳречӳ патне пырăп та кушакла макăрăп.

— Юрать. Киркăпа кĕреçене тĕмсем ăшне пытарăпăр.

Çĕрле, вуникĕ сехет тĕлнелле, ачасем палăртнă вырăна пырса çитрĕç те мĕлке тĕлне кĕрсе ларса кĕтме пуçларĕç. Вырăнĕ тискер, вăхăчĕ те ĕлĕкренпех хăрушă вăхăт тесе шутланаканскер. Шăпăлтатакан йывăç çулçисем ăшĕнче шуйттансем пăшăлтатаççĕ, кашни тĕттĕм кĕтесрех усалсем пытанса тăраççĕ, инçетре йытă вĕрнĕ сасă илтĕнет, ăна хирĕç тăмана хăрушшăн тĕвиклетет. Йĕри-таврари çутçанталăк чаплăхĕ ачасене пĕтĕмпех пусса тăчĕ, вĕсем нимĕн те сăмахламанпа пĕрех. Юлашкинчен вĕсем çур çĕр çитрĕ ĕнтĕ тесе шутларĕç те ăçта мĕлке ӳкнине асăрхаса пăхрĕç, вара чавма тапратрĕç. Вĕсене хăйсен ĕмĕчĕ çунатлантарса пычĕ, вĕсем хытăран та хытăрах интересленсе тата хытăрах тăрăшса ĕçлерĕç. Шăтăкĕ тарăнлансах пычĕ, кирки пĕр-пĕр хытă япала çумне пыра-пыра çапăнсанах, вĕсем шалтах хыта-хыта тăчĕç, — анчах кашни хутĕнчех вĕсен кĕтни ахалех пуччĕ. Кирка тымар çумне е чул çумне пыра-пыра çапăннă иккен. Юлашкинчен Том çапла каларĕ:

— Каллех çав вырăн пулмарĕ, Гек. Каллех пустуй ĕçлетпĕр, — терĕ.

 
1 Том «иероглифсем» тесе каласшăн. Иероглифсем — чулсем çине касса çырнă авалхи Египет çырăвĕсен паллисем: çав паллăсем тискер кайăксене, вĕçен кайăксене тата ыт. те пĕлтернĕ. Иероглифсем тесе вулама йывăр çырнă йĕркесене те калаççĕ.
■ Страницăсем: 1... 15 16 17 18 19 20 21 22 23 24 25 ... 29

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: