Хĕвеллĕ çумăр


Таçта аялта, грузсем тиекен пристань тĕлĕнче, çынсем кăшкăрашни илтĕнет. Ытти сасăсем хушшинче уйрăмах икĕ сасă хытă янрашать — хĕрарăм сассипе арçын сасси. Микулай çавăнталла тинкерсе пăхрĕ. Кĕпĕрленсе тăнă халăх хушшинче малтанах нимĕн те уйăрса илеймерĕ.

Пристань çывăхĕнчи асфальт сарнă çул çинче пĕр грузовик ларать. Çуйхашакан çынсенчен пилĕк-ултă ухăмра кăна. Пăхать хайхи Микулай: грузовик кабини çумĕнче палланă шофера курах каять. Ара, ку «Маяк» колхозăн «ГАЗ-51» машинипе çӳрекен шофер Арманов-çке-ха! Питĕ аван! Çула май лаборатори хатĕр-хĕтĕрне те тиесе кайма пулать. Анчах Армалов Шупашкара хăçан тухса килнĕ-ха? Кун çинчен Микулай епле-ха нимĕн те пĕлмен? Юрĕ-çке, лаборатори ещĕкĕсене пурпĕрех хурса каять вăл!..

Шангин чăнкă çырантан пуçхĕрлĕ вăркăнасла чупса анчĕ те тӳрех Арманов патне пычĕ.

— Киле хăçан каятăр? — ыйтрĕ вăл, сывлăшне аран çавăрса. — Ман кăшт япала пурччĕ... Хурса каймалли...

Шофер нимĕн те чĕнмерĕ, чалăшшăн кулса илсе, лере кĕпĕрленсе тăракан çынсем еннелле пуçне сĕлтрĕ.

— Мĕн вара унта? — тĕлĕнчĕ Микулай.

Çывăхарах пырса пăхсан, вăл акă мĕнле «спектакль» курчĕ. Çитменнине тата кун пек çĕрте «спектакль» пуçланнине, унăн «сюжечĕ» мĕнле çивĕчленсе пынине ăнлантарса паракансем те хăвăртах тупăнаççĕ. Пĕтĕм «картина» хайхи ал тупанĕ çинчи пек курăнакан пулать.

Паян ирхине кăвак çутăллах Ăçтиçук-Таçукпа Шĕшлĕ Çеменĕ Шупашкар пристанне колхоз грузовикĕпе çĕрулми тиесе килнĕ иккен. Çĕрулмине вĕсен Атăл тăрăх анаталла ăсатмалла. Çĕрулмийĕ, паллах, Шĕшлĕ Çеменĕн мар-ха. Вăл кунта тарçă вырăнĕнче кăна çӳрет. Ăçтиçук-Таçукăн шанчăклă тарçи. Лешĕ хăй хĕрарăм пуçăн инçе çула тухса çӳреме çапах та шикленерех тăрать. Ячĕ те ырах мар. Хăй вырăнне вăл Шĕшлĕ Çеменне ăсатать: çĕрулмийĕ — Ăçтиçук-Таçукăн, çулĕ — Шĕшлĕ Çеменĕн. «Разделение труда!» — тенĕ пулĕччĕ кунта пĕр-пĕр йĕкĕлти чĕлхеллĕ экономист. Паллах, Шĕшлĕ Çеменне пайти те самаях тухать.

Тата шухăшлăр-ха: вăхăтне мĕн тери мехеллĕ суйласа илнĕ Ăçтиçук-Таçук! Çынсен ĕнтĕ пĕлтĕр лартса тунă çĕрулми пĕтнĕ. Çисе янă ăна. Çĕнни ӳссе ĕлкĕреймен-ха. Лăп та шăп çак вăхăтра Ăçтиçук-Таçук хăй пахчинчи тарăн шăтăка уçать. Унта çĕрулми (типĕ улăм айĕнче), ĕнер хунă пекех, чĕп-чĕррĕн упранса выртнă-мĕн. Атăл анатĕнчи çынсем валли «хаклă кучченеç»!

Хаклă çав, чăннипех хаклă! Çав кучченеçшĕн Ăçтиçук-Таçук кирек камăнне те чĕрĕллех тирне сӳсе илме хатĕр.

Анчах пристань патĕнчи харкашу мĕнрен пуçланнă-ха?

Сăлтавĕ акă мĕнре иккен. Çĕрулми тиекен грузчиксен эртелне, кантур урлă нарядпа тӳленисĕр пуçне, Ăçтиçук-Таçук кайран, тиесе пĕтерсен, «хутсăрах» тӳлĕп тесе сăмах панă. Мĕн чухлĕ тӳлессине татса каламан. «Кӳрентермĕп», — тенĕ кăна, пăхăр укçа пек куçĕсене чеен выляткаласа. Лешсем килĕшеççĕ. Çĕрулмине хăвăрт çеç пăрахут çине тиеççĕ. Ĕнтĕ, акă, юлашки ик-виçĕ михĕ юлнă.

— Ну, чипер инке, мĕнле? — ыйтать хайхи грузчнксенчен аслăраххи, эртел пуçĕ. — Эпир хамăрăн юлташа хулана чуптарасшăн... Аттуш магазинсене кăнтăрлахи апата хупаççĕ... Ĕшеннĕ хыççăн пире те сиплĕх кирлĕ...

— Пулать, пулать — хăпарса çитнĕ чуста евĕр пăшăлтатса илет Ăçтиçук-Таçук. — Эсир тиесе пĕтерĕр...

— Парас укçана... — вăраххăн тăсать сăмахне эртел пуçĕ, — памаллах, пирĕн те илмеллине — илмеллех. Ан тархаслаттар, асту, чипер инке!

Акă унăн çурăмĕ хыçĕнчи «ĕнерчĕк» çине юлташĕсем юлашки миххе йăтса хураççĕ. Йывăр çĕклемпех вăл «чипер инке» умне тепĕр хут пырса тăрать. Хальхинче эртел пуçĕн куçĕсем ыррăнах та мар ялкăшаççĕ.

— Кулянмалла ан пултăр, чипер инке! — тет вăл, сăмахне шăл витĕр пăтăртаттарса. — Хушса тӳлемесен, пĕтĕм паранкуна каялла кăларса ывăтатпăр!

Ăçтиçук-Таçук вара арçын куçĕнчен темĕнле контейнер хыçне пытанать те чăлха кунчинчен виç тенкĕлĕх хут укçа кăларать.

— Мейĕр, мана ырăпа асăнса хăналанăр! — тет вăл, кĕтсе тăракан эртел пуçне шупка симĕс хут татăкĕ тыттарса.

— Эсĕ мĕн? — сасартăк кăшкăрса ярать лешĕ. — Мăшкăллас терĕн-им? Ха, эс ăна! Ултă çынна — виç тенкĕ! Ырă тăвать имĕш! Çу-ук!.. Шали-и-иш!

Эртел пуçĕ, ниçта кайса кĕрейми тарăхнăскер, çурăмĕ çинчи миххе çӳлерех çĕклет те çаплипех асфальт çине кĕрслеттерет. Михĕ çыххи татăлса каять, çĕрулми тĕр-пар аяккалла вăркăнать. Чи шултра улмисем, темĕнле сехрисем хăпнă чĕрчунсем пек, хăвăртрах тарса хăтăлма васкаççĕ тейĕн — ушкăнĕпех çырантан шывалла сикеççĕ.

Шĕшлĕ Çеменĕ хыпăнса ӳкет. Асфальт тăрăх упăтелле упаленсе, вăл шывалла «таракан» çĕрулмисене икĕ аллипех хупăрласа илме хăтланать. Аллисем вă-ă-ăрăм хăйĕн, вăрăм та кукăр!

— Тыт! Тыт! Ан тарт! — йытта вĕслетнĕ пек вĕслетеççĕ кĕпĕрленсе тăракан çынсем.

— Хăвала!.. Хăвала!..

— Шыва сик! Паранку тарăнах путман!..

— Сик хăвăртрах!

— Ак тамаша! Хыткукартан паранки те тарать. «Камит» курма пухăннă халăх ĕрлешет, çухăрашать, ахăрашать.

Шăпах çав самантра пырса çитрĕ те ĕнтĕ Николай Шангин тавар тиекен пристань умне. Шĕшлĕ Çеменĕ асфальт тăрăх упаленнине курсан, Микулая малтанах питĕ намăс пек туйăнчĕ. Тем тесен те, Семен Шишликов — «Маяк» колхоз çынни. Николай Шангин — «Маяк» колхоз агрономĕ. Шĕшлĕ Çеменĕ тĕнчене култарса çӳрет. Этем сăнне çухатса, упăтелле упаленет. Мĕншĕн? Хатар ырлăх-пурлăхĕшĕн. Хăрхăм чун, чура чунĕ!.. Эх, аçа çапманскер!..

Вăл, тепле тăрăшрĕ пулин те, харама кайнă пĕр михĕ çĕрулмине çăлаймарĕ. Атăл тăвайккийĕ ытлашши чăнкă çав. Ним тума аптăранă Çемен, чĕркуççи çинчен тăмасăрах пуçне çӳлелле — хĕвел патнелле, çынсем еннелле çĕклерĕ. Унăн тусанлă пичĕ тăрăх пăтранчăк хура тар юхать. Шăшинни евĕр пĕчĕкçĕ куçĕсем мăч та мăч хупăна-хупăна илеççĕ. Мĕскĕн, сасăсăр ĕсĕклесе макăрать тейĕн. Анчах Микулая халь ĕнтĕ Çемен пичĕ тăрăх тар мар, хура куççуль йĕпресе юхнăн туйăнать. Упăте куççулĕ!..

Микулай йĕрĕнчĕ, тарăхнипе унăн пĕтĕм ăш-варĕ пăтранса хăпарчĕ. «Йĕксĕк!» — терĕ вăл, Çемене хăй ăссĕн питлесе.

Ку вăхăтра Ăçтиçук-Таçук çаплах грузчиксен эртелĕпе харкашатчĕ-ха.

— Ĕмĕтсĕрсем эсир! Пилсĕрсем! — кăшкăрашать вăл, пĕчĕк чышкипе йĕри-тавралла юнаса. — Эсир мана, хĕрарăм тесе, тăр-кăнтăрлах çаратасшăн! Ха, хупăрласа илнĕ! Шуйттан картинчен чĕрĕ пуçăн хăтăлса та тухаймăн... Çу-ук!..

— Намăс çук сан! — шултра сăмахсем хушса лаплаттарать грузчиксен эртелĕн пуçĕ. — Мăнтăр мăйна хĕрес çакса çӳретĕн пуль-ха?! Ирĕн-каçăн турра пуççапатăн пуль?!.. А ху виçĕ пӳслăх ĕçре те виç тенкĕлĕх улталатăн. Кама? Пире!.. Арçынсене... Тар юхтарса ĕçлекен халăха!.. Кирлĕ мар сан укçу! Чыхăн!.. Анчах та асту, пурăна киле мăйăнти хĕрес çаккипе пăвăнса вилмелле ан пултăр, турă чури!

— Пуçна пултăр! Пуçна пултăр, эсрел пуçани! — Ăçтиçук-Таçук çавăнтах пĕшкĕнчĕ те, арçынсенчен пĕр именмесĕр-вăтанмасăр, кĕпи аркине çĕклерĕ, тынасне салтрĕ, чăлхине антарчĕ, вара виç тенкĕлĕх тепĕр икĕ укçа кăларса, сывлăшалла вирхĕнтерчĕ. — Кӳпĕр!..

Хăй, «шуйттан картинчен» хăвăртрах çăлăнса тухас тесе, тӳрех колхоз грузовикĕ еннелле тулкăшрĕ. Анчах пĕр кĕтмен çĕртен колхоз агрономĕ çине пырса тăрăнчĕ.

— Эсĕ? — чашкăрса илчĕ Ăçтиçук-Таçук. — Ялта та — эсĕ, хулара та — эсĕ. Çичĕ ют!.. Пĕрехмай ман çул çинче!..

— Тăхтăр-ха, Дарья Варламовна, — лăпкăн пӳлчĕ ăна Шангин. — Темех мар... Манăн Шупашкартан ещĕксем хурса каймаллаччĕ. Лаборатори валли... Май пулмасть-ши?..

— Май пулмасть! — пăхăр укçа пек куçĕсене хаяррăн çиçтерчĕ Ăçтиçук-Таçук. — Машина манăн, мана шанса панă... Çула май, Вăрманкассине кĕрсе, кирпĕч тиесе тухмалла... Пушă мар машина, пушă мар!..

Çамрăк агроном çак ăçтиçук умĕнче текех мĕскĕнленсе тăмарĕ, пăрăнчĕ те Атал хĕррипе тăвалла уттарчĕ. Çапах та питĕ тарăхмалла: колхоз председателĕ Сармаев Ăçтиçук-Таçукпа Шĕшлĕ Çеменне Шупашкара çĕрулми тиесе леçме машина парать, кун çинчен агронома нимĕн те шарламасть. Агрономăн Шупашкара çитмеллине те хăй питĕ лайăх пĕлет-ха. Е ытла хăвăрт манать вăл, е... хăй калашле, «склероз аптратать» ăна?!. Халь, акă, лаборатори хатĕрĕсене илме ыран виçмине тепĕр хут машина хăвалăн!.. Председатель çапла пĕрне, Хатар таврашне, ырă тăвать, тепĕрне... тепĕрне мар-ха, шăпах колхоза вырăнсăр тăкак кӳрет. Мĕншĕн? Мĕншĕн-ха хăшпĕр çын ыттисем умĕнче вĕçĕмех ырă пулма юратать? Хăй тивлечĕпе мар, халăх ырлăх-пурлăхĕпе... Çук, ку япалана ахаль хăварма юрамасть! Яла таврăнсанах, колхоз председателĕпе калаçса пăхмалла. Ырă мар капла, ырă мар! Куçăнах каламалла!..

Атăл хĕррипе тăвалла утнăçем Микулайăн пуç мимине темĕнле шухăш та кĕре-кĕре пăтратрĕ, ыраттарчĕ. Шĕшлĕ Çеменĕ упăтелле упаленни, Ăçтиçук-Таçук, пылчăклă чышкипе сывлăша кисретсе юнани, темĕнле кинори пăсăк кадрсем пек, куç умĕнчен кайма пĕлмесĕр вĕлтлетсе тăраççĕ. Пристань умĕнчи харкашура илтнĕ сăмахсем пĕтĕм сăнпите, ӳт-тире усал лĕкĕ евĕр çыпçăнса юлнăн туйăнаççĕ.

Лачкам тара ӳкнĕ Микулай пиншакне хыврĕ те сулахай ал хурсийĕ çине уртса ячĕ, кĕпине пӳрне вĕçĕпе чĕпĕтсе илсе, тарлă ӳчĕ çумĕнчен уйăрма тăрăшрĕ. Капла кăшт çăмăлрах, хĕве çил варкăшĕ пыра-пыра кĕрет.

Шыва кĕмелли вырăнта çын питĕ нумай. Пĕрисем хăйăр çинче хĕртĕнеççĕ, теприсем шывра чăмпăлтатаççĕ. Ытларах — çамрăксем, ача-пăча.

Микулай пушăрах вырăн аран шыраса тупрĕ. Хăвăрт салтăнчĕ. Вара пĕр тăхтаса тăмасăр, тӳрех шыва чăмрĕ. Шыв айĕпе самаях ишсе кайнă хыççăн вăл, çиеле тухса, патвар аллисемпе Атăл анлăшие сарлакан хăлаçласа виçме тытăнчĕ..

«Мĕн тери ырă Атăл ытамĕнче! Çутçанталăк ытамĕнче! Пĕтĕм ӳт кирĕкрен тасалать, пĕтĕм чун усал лĕкĕрен хăтăлать», — шухăшларĕ Микулай, сулмаклăн сиктерекен хум çине месерле выртса.

 

25

Шупашкартан Микулай хĕвел анас умĕн таврăнчĕ. Чун туртнă йăлине хальхинче те улăштармарĕ: район центрне автобуспа çитрĕ, яла — çуран.

Çавал тăрăхĕпе тин çеç вăйлă çумăр çуса иртнĕ иккен. Шоссе çулĕн икĕ енĕпе кӳлленчĕксем çуталаççĕ. Пĕтĕм ешĕл уй-хир уççăн та çăмăллăн сывлать. Утма кал-кал. Вак-тĕвек шăлтăрмасем тултарнă рюкзак хул-çурăма ытлашши касмасть. Колхоз механикĕ список туса панă запаслă пайсенчен Микулай хулара чи кирлисене тупаймарĕ. Мĕн тăвăн? Çук! Иван Ермолаевич куншăн та савăнĕ-ха. «Яснă-ясмăк», — тейĕ вăл. Лайăх юлташ — Ермолаев механик.

Çавалкас патнелле çывхарнăçемĕн Микулайăн чĕри хăй тĕллĕнех кăртлата пуçларĕ. Ĕнтĕ уншăн çак хӳтĕ кĕтес тахăш енчен çывăх, тахăш енчен тăван...

Эппин, йĕри-тавра тинкеререх пăхсам, агроном: парка тулă калчин черченкĕ çулçисем çинче çумăр тумламĕсем пин-пин çип вĕççĕн витĕрнĕ шăрçа ярăмĕсем пек ярапаланса тăраççĕ. Анакан хĕвел çути çĕр çумĕн ялкăшса шунипе çав шăрçа ярăмĕсем витĕр пĕтĕм таврана ылтăн та кĕмĕл хĕлхем сапăнать.

Çумăр хыççăн хĕвел йамăхса-хĕрелсе ансан, çанталăк йĕпе-сапана каясса, теççĕ. «Ан тив, çумăрĕ çутăр-ха вăл! Çумкурăкĕнчен кăна сыхланмалла, — хăй ăссĕн шухăшлать агроном. — Кун пек усал ӳсентăран ытлашширех те иртĕхекен».

Ывăлне нумайран курманнипе тунсăхлана амăшĕ пек, Кĕтерук кинеми Микулая хапха умĕнче кĕтсе илчĕ.

— Çумăр пусмарĕ-и, ачам? Çумăр пусмарĕ-и? — хыпăнсах ыйтрĕ кинеми.

— Çумăрĕ кунта анчах çунă вăл, Çĕрпӳ леш енче тумлам та ӳкмен, — терĕ Микулай, тĕксĕм хура куçĕсене хаваслăн ялкăштарса. — Кăлăхах пăшăрханатăн, кинеми!.. Эпĕ сахăр катăкĕ мар-çке...

Пӳрте кĕрсен, Микулай Кĕтерук кинемие кĕтмен парнепе тĕлĕнтересшĕн пулчĕ. Кинеми, каçхи апат хатĕрленĕ май, пăлтăрăн-тĕпелĕн ăшталанса çӳренĕ хушăра вăл рюкзакĕнчен хаçатпа чĕркенĕ çыхха кăларчĕ те икĕ тутăртан пĕрне уйăрса илчĕ. Унтан, сулахай аллине хыçалалла тытса, кинеми патне пычĕ. Сылтăм аллипе кинеми пуçĕнчи шупкалнă тутăра пĕр шарламасăр салтса илчĕ, ун вырăнне Шупашкар парнине çыхса хучĕ. Çыхасса ĕнтĕ тирпейлех çыхаймарĕ, çапах та кинемишĕн çав сăпайлă парнепе пĕрле чăн-чăн уяв çитрĕ.

— Ай тур-тур, ывăлăм! — кĕç-вĕç макăрса яраслах хĕпĕртерĕ кинеми. — Ват карчăкшăн пустуй укçа тăкатăн!..

Хăй çавăнтах икĕ чӳрече хушшинчи тĕкĕр умне пырса тăчĕ. Пӳрте каç ĕнтрĕкĕ çапнăччĕ. Кинеми хăй сăнне тĕкĕр çинче лайăхрах куртăр тесе, Микулай электричество çутса ячĕ.

Мăкăнь вăрри тăкăнса кайнă пек пăчăр-пăчăр вĕтĕ тĕрĕллĕ шурă патис тутăр Кĕтерук кинемие питĕ килĕшет. Çакна кинеми хăй те тĕкĕр çине пĕрре пăхсах курчĕ. Унăн сăнĕ çуталчĕ, куç таврашĕнчи вĕтĕ-вĕтĕ пĕркеленчĕксем халь ĕнтĕ чăннипех хĕвел пайăркисене аса илтерчĕç.

Кинеми тутăра хăй пĕлнĕ пек тирпейлесе çыхрĕ. Пĕр хушă тĕкĕр çине ним чĕнмесĕр пăхса тăнă хыççăн унăн кӳçĕсем-майĕпен икĕ салтакăн сăнӳкерчĕкĕ çине куçрĕç. Икĕ салтак — ашшĕпе ывăлĕ. Вĕсем çирĕм çул хушши ĕнтĕ улшăнми хуралта тăраççĕ. Вĕсем çак кил-çуртăн тăнăçлăхне, тăлăха юлнă кинемин ватлăхне хӳтĕлеççĕ. Кинеми чĕринче çак самантра мĕнле кăмăл-туйăм пăлханса тăнине Микулай ăнланчĕ. Вăл ăна вырăнсăр сăмах чĕнсе чăрмантарас темерĕ. Кун пек чух çынна ăнсăртран кӳрентерме те пулать. Ан тив, ĕмĕрхи хуралта тăракан икĕ салтакпа кинеми хăй ăссĕн, хăй пĕлнĕ пек йӳплетĕр. Микулайăн вĕсемпе, çав икĕ салтакпа, хăйне уйрăм сăмах пур. Вĕсем çамрăк агронома пурнăçра йăнăш утăм тăвасран час-часах асăрхаттараççĕ.

— Пĕр тутăр анчах илтĕн-и вара, ывăлăм? — хурланчăк сасăпа ыйтрĕ кинеми, Микулай еннелле çаврăнса. — Аннӳ валли илмерĕн те-и?

— Апла мар, кинеми, — йăл çеç кулчĕ Микулай. — Пурĕ эпĕ виçĕ тутăр илтĕм. Пĕрне Шупашкарти Униççе аппана парнелерĕм. Ку акă — анне валли.

— Мĕнле Униççе аппа вăл тата? — юриех кӳлешенçи тĕртлетсе илчĕ кинеми. — Ах, эс укçа çунтармăш! Асту, аннӳне çырса пĕлтерĕп!..

— Çу-ук, кинеми! — ахăлтатсах кулса ячĕ Микулай. — Униççе аппа сан пекех ватталла сулăннăскер...

— Эпĕ ватталла сулăннă-и? — халь ĕнтĕ кӳреннĕ пек пулчĕ кинеми. — Çак тутăра çыхсан, тӳрех вунă çул çамрăклантăм та, эс пур — ватталла сулăннă тетĕн. Юрать-и вара апла!..

Куçĕсем хăйĕн кăмăллăн кулкалаççĕ. Хаклă парнешĕн чунтан хĕпĕртет кинеми, хăй ăссĕн Микулая «турă ячĕпе» ырă сунать. Ватă çынна ытлашши айăп тумăпăр, çапах та вăл ырă сунни ырлăхах пултăрччĕ.

Сăмах май, Микулай паянхи хыпар-хăнар çинчен ыйтса пĕлме тытăнчĕ. Нумайлăха та татăлман вăл колхозран: ир кайнă та каç килнĕ. Çапах ăшĕ вăркать, хăйĕн хулпуççийĕ çинче пысăк çĕклем выртнине туять.

— Пĕр кун хушшинче мĕн çĕнни пултăр, ачам! — тĕлĕннĕн хуравларĕ Кĕтерук кинеми. — Тин çеç-ха, çумăр умĕн, Уруков килсе кайрĕ.

— Кунта-и? Петр Иваныч-и? — сасартăк сиксе тăчĕ Микулай. — Мĕн ĕçпе килчĕ вара вăл? Мана ыйтрĕ-и?

— Мĕн ĕçпе килнине лайăххăн ăнланса та юлаймарăм, — терĕ кинеми. — Сана та, ыйтсах ыйтмарĕ. Питĕ кăмăллă пуплет хăй, кулкалать, шӳт тăвать. Паллă, ара, усал çын мар. «Мĕнле пурăнатăн, Катерина Ивановна?» — тет. Пăх-ха эс ăна, аппа-кинеми мар, Катерина Ивановна!.. Мана ĕмĕрне те ун пек чĕнмен. Çăкăр-тăвартан хĕсĕк мар-и, вутшанкă пур-и — йăлтах тĕпчет. Сăмахласан-сăмахласан, ыйтать хайхи: «Хваттирант еплерех пурăнать?» — тет. Хваттиранчĕ эсĕ-ха ĕнтĕ. «Пурăнкалать, пăлтăрта выртса тăрать», — тетĕп. «Сана, ватă çынна, кӳрентермест-и?» — тет. Эпĕ хайхи ăна-кăна шухăшласа тăмасăр, пер яр: «Кӳрентерет, — тетĕп. — Питĕ кӳрентерет!..»

— Ой, Кĕтерук кинеми, пĕтертĕн эс мана! — пуçне икĕ аллипех çатăрларĕ Микулай. — Ма апла каларăн?

— Эсĕ ан çуйхаш, итле! — пĕр кулмасăрах хăтăрса илчĕ ăна кинеми. — Çапла, кӳрентерет, — тетĕп. Вăхăтра апат çимест. Вăхăтра выртса канмасть. Ĕçрен тĕттĕмле таврăнать те çĕрĕ-çĕрĕпе хут çырса ларать, — тетĕп. — Ман сăмаха итлемест. Мĕн? Тĕрĕс мар-им?

■ Страницăсем: 1... 26 27 28 29 30 31 32 33 34 35 36 ... 38

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: