Сикчевлӗ кун-ҫул :: Иккӗмӗш пайӗ


Залра ăна Кирюкпа Кавĕрле кĕтсе илчĕç. Вĕсенче ĕнерхи пулăма систерекен пĕр паллă та çук. Сывлăх сунса вĕсем кухняна кĕчĕç. Кунта Мĕтри пиччĕш хуçаланать — ирхи апат хатĕрлет.

— Ну, мĕнле, çĕрлехи асар-писер хыççăн хăрушă, чуна çӳçентерекен тĕлĕксем курмарăр-и? — пăхать сăнаса çамрăксем çине Мĕтри пиччĕш.

— Мана нимĕн те тĕлленмерĕ, мĕнле выртнă, çаплах вилнĕ пек çывăрнă, — хуравлать Кавĕрле.

— Апла сан нервусем пралук евĕр хулăн-ха.

— Ман ал айне лекнĕ харкашуçăсен çамкисем епле çурăлмарĕç, хам та тĕлĕнетĕп. Шеллерех шаклаттартăм пулас, — ӳкĕнĕçленет Кавĕрле.

— Мана тапăннă тапчамăн янах шăммин сыппи сикрĕ пулас. Полици читлĕхĕнче те вăл кукрăлнă янахпах ларчĕ. Ытлашши хăтланмарăмăр — ши эпир, Мĕтри пичче?

— Ăса кĕртни вырăнлă, анчах ӳлĕмрен ун пек лару-тăрăва кĕрсе ӳкес мар тесен, тапăнакана çапнă чухне те асăрхануллă пулмалла. Точилин депутата эпĕ лайăх пĕлетĕп, ывăлне хытарасси пирки хиврех калаçса илмелле пулать. Сире манран пĕр канаш, хăвăр факультетăрти тӳлевсĕр вырăна вĕренме кĕнисемпе çывăх туслашăр, пĕрне-пĕри хӳтĕлеме çирĕп ушкăна пĕрлешĕр. Атту эсир ĕнер дискотекăсене ура ярса пусмастпăр тесе сăмах патăр. Епле-ха вăл пĕр-пĕринпе хутшăнăва кĕмесĕр пурăнмалла? Ытла та кичем пулать вĕт. Тата, Кирюк, эсĕ Çинука юрататăн пулсан ăна хӳтĕлеме яланах хатĕр пул, ун пуçĕ çинчен пĕр çӳç пĕрчи те ан ӳктĕр. Çавăнпа эсĕ общежитирен пирĕн пата пурăнма куçан. Арăмпа кун пирки калаçса татăлнă, — вĕçлерĕ сăмахне Мĕтри пиччĕш. — Халь апатланатпăр та эпĕ — ĕçе, эсир — вĕренме.

Çинукпа Кирюк хăйсен факультетĕнчи студентсемпе час туслашса юлташланчĕç. Вĕсен хушшинче яллă вырăнсенчен килнисем те чылай тата тӳлесе вĕренекенсем те пур. Ашшĕ-амăшĕсем пит пуянах пулмасан та ачисене аслă пĕлӳ илме вăй çитнĕ таран пулăшаççĕ. Çинук тавра ытларах хĕрсем чăмăртанчĕç, вĕренӳре пĕрне-пĕри пулăшма калаçса татăлчĕç. Кирюк арçын ачасемпе калаçрĕ. Пуян ачисем сăмсисене каçăртса çӳренипе кăна çырлахас çукки пирки сăмах хускатрĕ. Вĕсем ял ачисенчен мăшкăлласа кулма, чуна ыраттаракан сăмахсемпе кӳрентерме пăхасси куçкĕрет терĕ вăл çĕнĕ юлташсене. Çапла майпа пĕрремĕш курсри студентсен хăйне евĕрлĕ пĕрлешĕвĕ чăмăртанчĕ. Ушкăнпа вĕсем чăркăшма пăхакан хивре кăмăлсене самантрах пусарчĕç.

Вĕренӳре те ял ачисем лайăх кăтартусем турĕç. Пĕрремĕш чĕрĕк зачёчĕсене ăнăçлă пачĕç. Кунсăр пуçне пушă вăхăтсене спорт залĕнче ирттерчĕç. Кирюкпа Çинук çĕнĕ юлташсене тухăç кĕрешĕвĕсен вăрттăнлăхĕсене уçрĕç. Тепĕр вырсарни каç дискотека килме калаçса татăлчĕç. Çамрăксем тинех тулли, савăнăçлă пурнăçа чунĕсемпе туйса илчĕç, вăхăт шунине те сисмерĕç. Çапла пĕрремĕш семестр та иртрĕ. Экзаменсем, зачётсем хыççăн виçĕ юлташ нарăс уйăхĕнче хĕллехи каникула Тăрнапуçне таврăнчĕ.

 

* * *

Тăван ял нумай улшунусемпе кĕтсе илчĕ вĕсене. «Тухăç» совхоза «Шуршыв — тĕш-тырă» холдингĕпе пĕрлештернĕ. Выльăх-чĕрлĕх фермисемпе юнашарах çĕнĕ витесем хăпартаççĕ, киввисене сӳтеççĕ. Çакăн пирки Хĕлип Элексейĕ, Самай Ваççи тарăхса калаçаççĕ.

— Пилĕк çулта тулман вĕт ĕлĕкхи витесене туса лартнăранпа. Тата вун-вун çул чăтмалли витесене мĕншĕн сӳтнине ăспа ăнланма хĕн. Çĕршывăн укçине ниçта чикме çук-шим? — пĕлес тет Ваççа Элексейрен. — Тата совхоз пекарнин çуртне сӳтсе кирпиччисене ăçта турттарчĕç? Никам та тĕплĕн ăнлантараймасть. Большевиксем влаçа алла илсен пĕр юрă хăлхаран татăлмастчĕ: «Мы старый мир разрушим до основания, а затем мы наш, мы новый мир построим, кто был ничем, тот станет всем!» Комунистсем киввине ватнă пулсан, çĕнĕ хуçасем çĕннисенех ишеççĕ. Элексей, эсĕ экономикăна ăнланакан çын, ăса кĕрт-ха мана хальхи капашсăр пулăмсене.

— Кунта пит тĕлĕнмелли çук, Халь тĕрĕслев текен ăнлав экономикăран тухса ӳкнĕ. Кив витесем ĕçе юрăхлине Хусантан килсе тĕрĕслемен. Район чиновникĕсем пĕр вăтанми хуçалăхсен хуралтисем кивелсе юхăннă тесе хут майлаштараççĕ те çĕннисене тума патшалăхран укçа ыйтаççĕ. Патшалăхĕ парать. Çĕнĕ стройкă вăл — хысна укçине çаратмалли чи пысăк çăлкуç, Ма тесен, каллех тĕрĕслев çук. Ав, шоссерен яла кĕрекен çула ик çул каярах çеç асфальт сарчĕç, халĕ унта путăк та шăтăк. Мĕншĕн тесен норма ыйтнă чухлĕ хăйăрне те, вĕт чулне те сарман, ĕçе йышăннă актĕнче материалсене пахучĕпех тăкакланă тесе кăтартаççĕ те хысна укçин пысăк пайĕ чиновниксен кĕсйине кĕрет. Халь вĕт, Ваççа, вăрлассипе взятка илесси чм малта тăраççĕ. Юрать-ха ялти платниксемпе столярсене ĕç тупăнчĕ. Пекарня çурчĕн пĕремĕк пек кирпĕччиисене ял çыннисене те сӳттермерĕç, тӳрех машинасем çине тиесе урăх çĕре кайса сутрĕç. Çапларах халь пурнăç кукри-макрисем. Хамăр лавккана уçса ăнтартăмăр, санăн та ĕç тупăнсах тăрать. Алăксем, чӳрече рамисем тутарма таçтан та килеççĕ ав.

— Вăл çапла-ха, анчах пурпĕрех ял-йышшăн чĕре ыратать.

Каникула килнĕ виçĕ туса Петруç арăмĕ Таиç йĕкреш çуратни те тĕлĕнтерчĕ. Тата иккĕшĕ те ывăл. Петруç хăй халь ял тимĕрçинче ĕçлет. Ырă кăмăллă чун малтанхи арăмне, Яхруçа та таварсем кӳме пулăшать. Яхруçĕ халь сĕм тăлăха юлнă тейĕн — Карачăм ашшĕ тепре авланса янă та хĕрне Шуршыв лавккине ĕçлеме илсе кайман. ĕлĕкрех сăмсине каçăртса çӳрекен Яхруç паян çемçе кăмăллă хĕрарăма çаврăннă. Шеллеççĕ те ăна халь ялта, Петруç та çавăнпах пулăшать.

Кирюкшăн тĕлĕнмелли килĕнчех тупăнчĕ — амăшĕ йывăрланнă çын, кĕç-вĕç ача çуратмалла.

— Ну, Кирюк ывăлăм, пуш уйăхĕнче пирĕн çурта çĕнĕ кайăк килмелле, ывăл теççĕ тухтăрсем. Аçу кукаçуна сума суса Петĕр ят хурасшăн, эсĕ хирĕç мар-и?

— Пётр Васильевич янравлă илтĕнет. Шел, шăллăма çуллахи каникулчченех кураймастăп.

Кавĕрлесен те пысăк улшăну — кивĕ пӳрчĕ вырăнне ашшĕ ăсталанă блоксенчен хăпартнă, тăррине çутă хĕçтимĕрпе витнĕ çурт таçтанах курăнса ларать. Чӳрече рамисене те лартнă. Халь çурт ăш-чикне тирпей-илем кĕртесси пырать. Çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче Кĕçтин Эрçюкĕ çĕнĕ çурт ĕçкине пуçтарасшăн. Эрçюк арăмне, Кулинене, хăй хĕрарăм иккенне аванах туйтарнă пулас — хырăмне мăнаçлăн каçăртса çӳрет ял хушшине тухсан.

Çинуксен килĕнче çеç улшăнусем çук, кунта пурнăç хăй еккипе пырать.

— Итле-ха, хĕрĕм, эпир аçупа пĕр пĕчĕк ачана усрава илесшĕн. Ытла та кичем пире эс кайнăранпа. Хамăр çуратнă пекех юратса ӳстерĕттĕмĕр ăна. Эсĕ хирĕç мар-и?

— У! Анне, епле ырă шухăш, эпĕ те ăна тем пекех юратăттăм. Арçын ача-и е хĕр ача-и вăл, маншăн шăллăм е йăмăкăм пулĕччĕ. Мĕншĕн маларах шухăшламарăр-ха кун пирки?

— Эсĕ хирĕçлесрен шикленсе тăтăмăр. Шуршыв сыватмăшĕнчех çуратнă ачисене пăрахса хăваракансем пур, ку ĕçе ыранах майлаштарма пулать. Аçупа кĕçĕрех калаçатпăр та ыранах Шуршыва.

Элексей хĕрĕ хирĕç марришĕн ача пекех савăнчĕ, Кĕтерне тĕрлĕ кипкесем хатĕрлерĕ. Ирех çитрĕç вĕсем Шуршыв больницине. Тĕп тухтăра хăйсем мĕн çăмăлпа килнине пĕлтерсен вăл та савăнчĕ.

— Паяна больницарах çуратнă хыççăн пăрахса хăварнă виçĕ ача пур: иккĕшĕ арçын ача, пĕри хĕр ача. Халех социаллă опека хĕсметне шăнкăравлатпăр та паянах пĕр пепкине илсе кайма пултаратăр.

Çинук ыйтнипе арçын ачана суйласа илчĕç. Хутсене хăвăрт çырса майлаштарчĕç, ят хурассинче кăштах чăрмав сиксе тухрĕ: Çинук Витюк тесшĕн, Элексей Павел тет, Кĕтерне Сантăр ят хурасшăн. Никама та кӳрентерес мар тесе шăпа ячĕç: Çинук çиеле тухрĕ. Кăнтăрлана Хĕлипсен çуртĕнче ача сасси янра пуçларĕ: хырăмĕ выçсанах сас парать. Шуршывран кăкăр ачине юракан хутăшсене чылайях илсе килчĕç. ĕмкĕче чапкать те ача каллех çывăрать. Çинук унăн амăшĕ пекех пĕчĕк кравать патĕнчен хăпманпа пĕрех. Каçпа çеç вăл клуба каять. Элексейпе Кĕтерне пĕчĕк Витюка ытарайми темччен пăхса тăраççĕ.

— Çак пĕчĕкскертен çын пулать вĕт, — мăнаçланать Элексей.

 

* * *

Хĕллехи каникулсем час иртрĕç. Виçĕ юлташа татах Хусана Элексей çитерчĕ. Мĕтри ывăлĕ патĕнче кăштах хăналаннă хыççăн продуктăсен складĕнчен тавар тиесе килне таврăнчĕ.

Хусан урамĕсене юр хӳсе тултарнă, пур çĕрте те пăкă. Водителсем çăвар туллин хула влаçне вăрçаççĕ. Кирюкпа Çинук хăйсен университетне çуранах утаççĕ. Çула май Çинук савнине Маюк хыпарĕсене пĕлтерет. Вĕсем ялта чух тантăшĕнчен темиçе çыру килнĕ. Пĕр çырăвĕ ытла та тĕлĕнмелле.

Салам Çинукпа Кирюк. Манăн хĕсмет ăнăçлă пырать, хамăн тивĕçсене чунпа парăнса туса пыратăп. ĕлĕкрех мана штаб писарĕ тенĕ пулĕччĕç, халь компьютерсен операторĕ теççĕ. ĕçĕм çăмăл. Эпĕ пăхăнса тăракан офицер мана мухтать. «Эсĕ чăваш çынни пек курăнмастăн, эсĕ эрменсен йăхĕнчен», — тет. Çавăнпах пуль юлашки вăхăтра хамăн тăван аттене тупас шухăш веçех тыткăнларĕ. Çавăнпах сан патна пĕр кăткăс ыйту пур: тĕсесерех сăнаха Арсен Ваганович Татулян доцента, хăй тĕллĕн тăвакан хăтланăвĕсене. Эпĕ, сăмахран, лăп выртакан çӳçе хам сисмесĕрех вирелле якатса илетĕп, кăткăс ыйту сиксе тухсан сăмса вĕçне пĕр-икĕ хут сăтăркаласа илетĕп е хăлха çаккисене хыпашлатăп тата хĕр пĕвне кĕриччен алăсене çурăм хыçĕнче тытса çӳреме юрататтăм. Вăлтса пĕлме тăрăш унтан, яш çулĕсенче вăл Телешова Ефросинья хĕрпе паллашман-и? Пĕрремĕш хут ăна курсанах ман чĕре кăлтлатса илчĕ: пичĕсем манни пекех путăкланаççĕ, куçĕсем манни пекех ик пиçнĕ çĕмĕрт, çӳçĕ те кĕр каçĕ евĕр тĕм хура. Паллах, ДНК анализне тутарсан пур иккĕленĕве те самантрах сирĕччĕ. Çавăнпах хамăн ДНК анализĕн копине ярса паратăп. Тен май тупăнĕ унăн юнне илсе ДНК анализне ирттерсе манăннипе танлаштарма.

Мĕнле унта, ман Кавĕрле пĕр-пĕр студенкăна çаклатман-и? Эпĕ уншăн та тем пкех тунсăхлатăп. Юрату ӳте кĕнĕ шăрпăк мар, ăна чĕререн кăларса илме ытла та хĕн. Каçар мана хушма ĕçсемпе вăхăтна татнишĕн.

ĕмĕрлĕхе шанчăклă тантăшу Маюк.

 

Çырăва Кирюкпа пĕрлех тепĕр хут вуларĕç те юлташне çак ыйтура пулăшма çирĕп тĕвĕлесе хучĕç. Çинукăн чĕлхи сăвăçăнни евĕр çемçе, лаборатори ĕçĕсен урокĕнче вăл Арсен Вагановичран хăпма пĕлмерĕ. Тĕрлĕ ыйтусем пара-пара аранах хăйне кирли патне çитрĕ.

— Арсен Ваганович, эсир яш-кĕрĕм çулĕсенче хăюллă та хастар йĕкĕт пулнă пуль-ха? Çамрăк пикесен пуçне япшар чĕлхĕрпе хăвăрт çавăрнă-тăр?

— Шухчĕ эпĕ яш çулĕсенче тата çамрăк чун, кăмăл çутçанталăк ырлăхĕсене тутанса пăхма, чун савнине тупма хистетчĕ. Уйрăмах каччăсем çав хĕре парăнтарса килентĕм тесе мухтанни кĕвĕçтерсе чуна кăтăклатчĕ. Ан тĕлĕн, Çинук, эпĕ те авланичченех хĕрсемпе пĕр вырăн çинче киленнĕ. Анчах çав пуçтахла хăтланусем чăн юрату маррине час ăнлантăм. Ан шутла эсĕ, эпĕ никама та вăйпа çĕнсе илмен. Çавăн пек киленӳсем хыççăн ниушлĕ хĕрсем пурте çăмăл ăслăскерсем тесе шутлаттăм. Кашни çавăн пек çыхлану хыççăн чуна тикĕтпе вараланăн туяттăм. Тата хĕрĕсем те хăвăртрах качча сиксе тухас кăмăлпа такам айне те выртма хатĕрччĕ. Аскăнлăх лачаки мана тарăнран та тарăна çăтса пынине ăспа ăнланса илсен эпĕ хĕрсене курайми пулса çитрĕм. Пулас арăма тĕл пулсан çеç пикесен хушшинче çирĕп кăмăллисем пуррине ăнкартрăм, пĕр каçлăх «арăмсем» пулнă хĕрсем асран тухса ӳкрĕç.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 ... 11