Сикчевлӗ кун-ҫул :: Иккӗмӗш пайӗ
Хут çине алă пуснă хыççăн эмел ăслакан ушкăн сăнава çанă тавăрсах пуçăнчĕ. Иккĕмĕш вариант пĕрремĕшĕнчен ăнăçлăрах, пайталăрах пулнине пĕлчĕç, анчах вăл та пĕвере, пӳрене, ӳпкене пыра аванах сенлетсе хăварать. Арсен Ваганович ытти вариантсене те пĕр вăхăтрах тĕрĕслеме хушнă хыççăн сăнав ĕçĕсем малалла хăвăртланаççĕ. Юлнă виçĕ вариантран чи пайтали виççĕмĕш иккенне палăртаççĕ. Унпа усă курнă хыççăн крыссасем кăшкăрса чириклетнĕ чух вĕсен сассисем хулăнрах тухаççĕ. Юнри хĕрлĕ шариксен шучĕ хăвăрт чакать, эмелпе укол тума пăрахсан та вĕсен шучĕ ӳсмест. Çак тĕрĕслӳсем хыççăн çеç пĕр уйăхран çĕнĕ эмеле çынсене сыватнă çĕре яраççĕ.
Республика хаçатĕнче фельетон пичетленнĕ хыççăн Çинук Кавĕрлене хăйсен клиникине чĕнсе илчĕ. Вĕсем лейкозпа чирленисен хутне хăпарчĕç. Коридорта краватьсем çинче икĕ çын выртать. Иккĕшĕ те юлашки сывлăшпа сывлани тӳрех курăнать. Краватьсем тавра тăрса тухнă тăванĕсем куççуль юхтараççĕ.
— Кур та савăн, Кавĕрле, эсĕ мухтанă ушкăнăн эмелĕпе сипленĕ çынсем пурнăçран уйрăлаççĕ. Мĕншĕн эсĕ пирĕн ертӳçĕпе, Арсен Вагановичпа фельетонна пичете париччен курса калаçмарăн? Фабрикăри «ăсчахсем» янтă формулăпа, пирĕннипе усă курса çав эмеле хатĕрленĕ, «çĕнтерӳçĕсене» тухса преми илме васканă. Юрăхсăр эмел формулине вĕсене пирĕн ушкăнри студентах сутнă. Халь мĕн тăвас тен ĕнтĕ?
Кавĕрле чирлисем пысăк асаппа вилнине пăхса тăнă май ун пичĕсем тăрăх куççуль тумламĕсем шуса анчĕç. Чăтăмĕ пĕтрĕ унăн.
— Атя хăвăртрах кунтан. Эпĕ хам пирки фельетон çыратăп, аяла Гаврил Неверов тесе хушма ят лартатăп. Вĕт мана кун пек йăнăшшăн университетран та кăларса яма пултараççĕ. Кăларса яни кăна темех мар, эпĕ мĕн куçсем хупăниччен пысăк ӳкĕнĕç тапинчен, тискер шухăшсен пусмăрĕнчен тухаймăп. Паянах мĕнпур ĕç-пуç çинчен хаçат редакторне те, факультет ертӳçине те тĕпĕ-йĕрĕпе каласа паратăп. Кала, Çинук, сирĕн ушкăнăр пайталлă эмел ăсласа кăларчĕ-и?
— Çапла, тупрăмăр шыраса. Унăн пĕр çитменлĕх кăна пур: сипленме тытăнсанах сасă çыхăнăвĕсем кӳпчесе кайнипе вăл хулăнланать. Анчах çын чĕрĕ юлать. Вăхăт иртсен, тен, сасă та малтанхи шаях ларĕ. Эпир вĕт эмел пахалăхне ӳстерес тĕлĕшпе ĕçлеме пăрахман.
— Эх! Ха-ха! Акă вăл яваплăх тимлĕхне мăкатнин витĕмĕ. Ахальтен каламаççĕ тĕр çав — çиччĕ виçсе пĕрре кас тесе. Эпĕ журналистсен тĕп халалне асра тытман: критикăлла статьясене, фельетона икĕ енпе те курнаçса тĕплĕн калаçсан кăна çырма лармаллине.
Юлташсем ăшшăн уйрăлчĕç. Кавĕрлен кăмăлĕ сӳрĕкленнипе пуçĕ те çĕрелле усăннă. Çинук ăна лăплантарчĕ, пурте чиперех пулĕ терĕ.
* * *
Кирюкпа Çинук тинех ерçӳ тупса Мăшăрлану керменне çитрĕç. Иккĕшĕ те пăлхану чӳчинче, шала кĕме вăтанса тăраççĕ. Ара çак кунтан вĕсен шăпи тĕпрен улшăнать-çке. Иккĕшĕн те ирĕклĕхĕ палăрмаллах иксĕлет. Кирек кам та ăна çухатасран хăраса тăрать. Пăшăрханăва Çинук татрĕ.
— Итле-ха, Кирюша чунăм, эпир санпа тĕрмене ларма кĕместпĕр вĕт, пĕрне-пĕри лайăх пĕлсе çитнĕ. Паянтан эпир пĕр-пĕринпе ĕмĕрлĕхе тата та вăйлăрах çывăхланатпăр. Мăшăр — пĕчченни мар. Атя хаваслăн кĕрер те çырăнтарма ыйтса хут çырса хăварар. Çырăнтариччен тата икĕ уйăх вĕт-ха. Камра та пулсан иккĕленӳ калчалансан çак кермене килместпĕр те ĕçĕ те пĕтнĕ, — хавха кĕртет Кирюка пике.
Пĕр-пĕрин çине йăл кулса пăхса илчĕç те хăюллăнах çырăнтару пӳлĕмне кĕрсе тăчĕç. Вăтам çулсенчи тăпăлкка хĕрарăм вĕсене ăшшăн кĕтсе илчĕ, сывлăх сунчĕ.
— Эпир çырăнас ыйтупа-ха, — терĕ Кирюк сывлăх сунсан.
— Акă хатĕр заявлени, пушă вырăнсене хушаматăра, ятăра, аçăр ятне, ытти кăтартусене çырăр, хăçан çырăнассине палăртса алă пусăр, — пачĕ икĕ хут листи хĕрарăм.
Çинукпа Кирюк пушă сĕтел хушшине ларса тĕплĕн çырчĕç заявленире мĕн ыйтнисене, алă пусрĕç те çырăнтаракана пачĕç. Вăл вуласа тухрĕ, йăнăшсем тупмарĕ. Журналне илсе мăшăрланма хăçан килессине çырчĕ те пурнăçра яваплă та паха утăм тунăшăн саламларĕ.
— Палăртнă кун кăнтăрла иртсен виç сехете килме тăрăшăр, — асăрхаттарчĕ ЗАГС пуçлăхĕ.
— Ха, çырăнасси те пăлхануллă-мĕн. Тара ӳкрĕм çырнă чух, — кулать хăйĕнчен Кирюк.
— Мăшăрланасси вăйă мар. Тата юрату пирки тавлашу мĕн авалтан пырать. Мĕн-ха вăл — юрату? Ман шутпа юрату вăл — вĕçĕмсĕр шырав. Хамăрăн çуррине кăна мар, хамăр евĕрлĕрех кăмăллине, илемлине тупма тăрăшатпăр. Хăватлă туйăм хăй еккипе пыракан пурнăçран çӳлерехе çĕклет, тĕлĕнмелле илемлĕ тĕнче никĕслет. Юрату çамрăксемшĕн кăна тесе çирĕплетни те тĕрĕс мар! Мана, тĕслĕхрен, ватă мăшăрсем вун-вун çул урлă каçсан та илемлĕ хутшăнăва упраса хăварма пултарни савăнтарать. Ман аттепе анне пек. Юратура çаплах çӳлĕрен те çӳллĕ пĕлтерĕш пур, вĕт Турă хăех юрату. Эпир чĕресем суйласа илнĕ çынна кăна мар, пурне те юратасси патне туртăнатпăр. Çав ăнтăлăва юрату çунатлатать, тискер хăтланусенчен сыхласа хаяр усаллăх тума чарать. Асăннă тĕллевсене çитеймесен туйăм тасалăхĕ çĕтет. Мĕншĕн ун чухне пурăнмалла? Хырăма техĕмлĕ апат чыхса тултарассишĕн-им? Эсĕ мĕнле шухăшлан, Кирюша чунăм.
— Çинук чунăм, эсĕ халь ман шухăшсенех сасăлатрăн. Анчах эпĕ сан пек яка та илемлĕ калайман пулăттăм. Сан шухăшусемпе эпĕ веçех килĕшетĕп, — йăл кулчĕ Кирюк савнийĕ çине пăхса.
Вĕсем алла-аллăн тытăнса васкамасăр Хусан урамĕсемпе Мĕтри пиччĕшсем патне утрĕç. Ака уйăхĕн хĕвелĕ ăшă куллипе ик çамрăка саламлать. Аптека патĕнчен иртнĕ чух Кирюк унта пĕр саманта кĕрсе çие юласран сыхланмалли хатĕре илсе тухрĕ. Çинук сисрĕ савнийĕ мĕн çăмăлпа аптека кĕнине, пичĕ хĕрелсе кайрĕ, анчах Кирюка ӳпекелешмерĕ. «Кĕçĕр апла эпир Кирюкпа пуçласа ар çыхăнăвне кĕретпĕр? Ай-яй хăрушă, — шутлать хĕр. — Пĕртен кашни хĕрех çав хăрушлăх урлă каçать, никам та çав сăлтавпа вилсе выртман-ха», — лăплантарать вăл хăйне.
— Кавĕрлен ĕçĕ-хĕлĕсем мĕнлерех-ши? Пайтахранпа тем шăнкăравламасть, — пăшăрханать юлташĕшĕн Çинук.
— Каçар, Çинук, эпĕ сана калама маннă, шăнкăравларĕ вăл виçмине ман пата, аванах павăртнă ăна хаçатăн тĕп редакторĕ. Кайран лăпланчĕ тет, хаçатра пĕрремĕш çул ĕçленĕ чух хăйпе те çавăн пек пăтăрмах сиксе тухнине аса илсе Кавĕрлене каçарчĕ тет. «Опытсăртарах-ха эсĕ, анчах çырма пултаратăн», — мухтаса та илчĕ тет.
Университетра Кавĕрлен йăнăшĕне тĕслĕх туса хунă. Журналистăн кирек мĕнле ыйтăва та пур енчен те тĕплĕн тишкермелле, хăв хушаматна хаçатра курассишĕн васкамалла мар тесе кашни лекцирех астутарсах тăраççĕ тет.
— Çапла çав вăл, васкакантан арăмĕ те савăнман тенĕ вĕт ваттисем, Кавĕрлешĕн çав йăнăш пурнăçăн паха урокĕ пулса юлĕ.
— Эпĕ васкатаканни пултăм-ха мăшăрланассинче. Апла эсĕ манран нимле савăнăç та илеймĕн-и? — пăшăрханса ӳкрĕ Кирюк.
— Лăплан, пурнăç веçех кăтартĕ. Пурнăç вĕçĕмсĕр савăнăçпа кăна иртмест, хурлăхĕ те, кӳренĕвĕ те, чиксĕр савăнăçĕ те пысăк юратăвăн çулташĕсем.
Кирюкпа шăкăл-шăкăл калаçса утрĕç вĕсем Мĕтри пиччĕшсем патне.
— Мĕнле шухăшсем çуралчĕç пуçăнта çырăнтарма ыйтнă хут çине алă пуснă чух? — кăсăкланчĕ Çинук Кирюк çине пăхса.
— Эпĕ, Çинук сан умăнта мăнаçлăн курăнăçланма çĕкленӳллĕ сăмахсем калама пĕлместĕп. Пачах хирĕçле: «Акă эпĕ те ĕмĕрлĕхех хăмăт туянатăп» — текен шухăш çиçсе илчĕ пуçра. Ăçтан килсе çакланчĕ çав шухăш, пĕлместĕп. Эпĕ саншăн тахçанах çунса пурăннине ху та пĕлетĕн. Паян ман ĕмĕт тулчĕ. Сан пек хӳхĕм мăшăршăн кашни йĕкĕт çĕр чăмăрĕн тĕнĕлне урăх вырăна куçарма хавал çитерĕ. Эпĕ ăна куçарасшăн мар. Эсĕ ĕмĕрлĕхех манăн пулса тăрассипех çырлахатăп, ма тесен чи юратни çак çут тĕнчере маншăн — эсĕ.
— Эпĕ, Кирюша чунăм, çĕкленӳллĕ сăмахсем каламасăр чăтаймастăп. Çут тĕнчере, аттепе аннесĕр пуçне, эсĕ чи хаклă çын. Пĕр эпĕ кăна мар сан çине ăшă куçпа пăхнă пуль, пайтах пике ăмсаннă пуль мана. Анчах эсĕ çеç çывăх пултăн вутпа хĕмленекен чĕрене. Эсĕ Маюка кăнтăр кунĕнчех ăсатма кайни чуна унчен нихçан пулман вĕчĕрхенӳ кĕрсе кĕлеткеме чĕтретрĕ. Вăт çавăн чух ăнлантăм эпĕ сана яланлăхах юратса пăрахнине, — йăл кулчĕ хĕр йĕкĕте пилĕкĕнчен ытакласа.
Каçхине, пурте сĕтел хушшине ларсан, Çинук хĕреле-хĕрелех хăйсем çырăнма хут тăратнине пĕлтерчĕ. Çак хыпар пиччĕшпе инкĕшшĕн кĕтменлĕх пулмарĕ.
— Саламлатпăр сире мăшăрлăх çулĕ çине тухнăшăн, кĕçĕр сире чăвашсен йăлипе пĕр пӳлĕме хупатпăр. Пирĕн ĕлĕкхи йăхташсем мăшăрлакансене кĕлете хупнă, хулара вăл тавраш çук, пӳлĕм сирĕншĕн чухах пулĕ, — терĕ пиччĕш ăшшăн кулса.
— Пехиллетпĕр сире юратăвăн тутлă çимĕçне тутанма, — сăмах хушрĕ инкĕш.
Çинукпа Кирюк хĕрелсе кайрĕç, вăтаннипе сăмах та, тав тума та хăюллăх çитмерĕ вĕсен. Сĕтел хушшинчен тухсан инкĕш Çинука кухнине чĕнчĕ, ăна хăй ытамне илсе питĕнчен, çамкинчен чуп турĕ.
— Çие юласран сыхланмалли пирки манмарăр пуль? — ячĕшĕн кăсăкланать инкĕш. — Эсир иккĕмĕш курс пĕтернĕ тĕле хăвăр пепкĕре çуратма палăртнă.
Эпĕ — гиниколог, сыхланассинче эпĕ пулушма пултаратăп, ыран каçпа пилĕк сехете пырăр Кирюкпа Толстой урамĕнчи пирĕн поликлиника, йăвăрланассинчен лайăх хӳтлĕхпе тивĕçтерĕп, — сĕнчĕ инкĕш.
— Юрать, — килĕшрĕ пĕр сăмахпа Çинук.
Пысăк юратупа тулнă чĕресем халиччен те туйман ачаш та çепĕç савăшу ытамĕнче киленчĕç. Çывăхланасси тăвăллă иртрĕ.
— Ах Çинук, епле телейлĕ эпĕ, — ачашларĕ мăшăрне тин çеç арçын пулса тăнă Кирюк. — Паçăр çеç эсĕ хĕрччĕ — халь манăн арăм пулса тăтăн.
— Эсĕ — ман упăшка, — тавăрать Çинук.
Юрату тинĕсĕнче киленсе ĕшеннĕскерсем ытаклашсах тарăн ыйха путрĕç.
* * *
Çĕртме шăрăх кунĕсемпе килсе çитрĕ. Çинукпа Кирюк çуранах медуниверситета утаççĕ. Хĕртсе пăхакан хĕвел асфальта та çемçетнĕ. Çĕр-çĕр машина чупать урамсенче, сывлăшра сăмала, тĕтĕм шăрши тăрать. Çамрăк мăшăр ниме те асăрхамасть: Çинук çук-çук та çĕркхи каçа аса илсе ăшшăн кулать. Кĕтменччĕ вăл арçын çавăн пек киленӳ парнелессе, Кирюк çине ытарайми пăхса вăтаннипе хĕрелсе каять.
— Ан хĕрел, ан вăтан юратăвăн çивĕч туйăмĕнчен. Ку вĕт пуçламăшĕ кăна-ха, — лăплантарать Кирюк ăна. — Пĕр каçрах юратăвăн çимĕçне тĕппипех туйса илейместĕн.
— Апла малашне тата та кăсăкрах пулать-и?
— Пулать, паллах, пулать. Халь экзаменсем пирки пуçсене ватар, тата икĕ экзамен çеç юлчĕ, анчах вĕсем чи йывăррисем. Вĕсене ăнăçлă тытсан — эпир иккĕмĕш курсра.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...