Сикчевлӗ кун-ҫул :: Иккӗмӗш пайӗ
Вĕсем университетăн крыльци çинче матрос тумĕллĕ яштака хĕре курчĕç, Вăл та çамрăк мăшăр çине тинкернĕ. Крыльца çинчен васкаса анчĕ те вĕсене хирĕç чупрĕ.
— Ара ку Маюк-çке, матрос тумĕпе ăна тӳрех паллама та çук, — тĕлĕнчĕ Кирюк. Сасартăк хĕр чупма чарăнчĕ те утăмĕсене хĕсметри пекех пичетлесе юлташĕсен умне çитсе тăп чарăнчĕ, честь парса:
— Аслă матрос Мария Артомонова сире курма килсе çитрĕ. Мĕнле хушусем пулаççĕ?
— Эпир командирсем мар, нимле хушу та памăпăр, — ытакласа илчĕ Çинук тантăшне. — Эсĕ йĕкĕт пекех патварланнă, матрос тумĕ те сан çинче ятуллă курăнать. Çутă ăмсану вăранчĕ манра, çар ретне каяс кăмăл вăранчĕ. Кавĕрле пĕлет-и-ха эсĕ Хусантине?
— Çук-ха, поезд çинчен сехет каярах антăм та тӳрех кунта васкарăм. Унпа эпĕ кăнтăрла иртсен тĕл пулма палăртрăм.
Çак вăхăтра çамрăксем патне Арсен Ваганович çитсе тăчĕ, пурне те сывлăх сунса Маюка тĕсесе пăхрĕ. Ун сăнĕнче вăл хăй çамрăклăхне курчĕ.
— Ну, авани хĕрĕм, эсĕ каснă-лартнă эпĕ. Пĕр вăтанми мана атте теме пултаратăн. Атпăрине михĕре пытараймăн, манăн хĕр пуррине мăшăрăма веçех каласа патăм. Вăл паллаштарма ыйтать. Кĕçĕр е ыран каç, Маюк хĕрĕм, эсĕ пирĕн патра çĕр каçатăн. Халĕ ĕç кунĕ, сăмах ваклама вăхăт хĕсĕкрех — эпĕ вĕт йышăну комиссийĕн ертӳçи.
— Юрать, атте, эпĕ те халь пединситута васкатăп. Кĕçĕр эпĕ Çинукăн пиччĕшĕ патĕнче çĕр каçăп, ыран — сирĕн патра.
Хĕрĕ çирĕп утăмсемпе кайнине Арсен Ваганович кăштах пăхса тăчĕ те:
— Кун пек хĕрпе мăнкăмăлланмалăх та пур, — терĕ вăл Çинукпа Кирюк çине пăхса. Утăмĕсенченех вăл çирĕп кăмăллине туятăн.
Тата тепĕр экзамена та савнисем ăнăçлă пачĕç — иккĕш те пиллĕк паллăсем илчĕç. Тата тепĕр савăнăç та çитрĕ вĕсене çак кун. Ректор эмел ăслакан ушкăна хăй пӳлĕмне пухрĕ. Мускавра лейкоз чирне сиплекен эмеле ырланă, çак кăткăс ĕçре палăрнисене укçа премийĕсем пама сĕннĕ.
— Халĕ бухгалдерине кайăр та хăвăра тивĕçекен премие илĕр. Чун-чĕререн саламлатăп сире пысăк çĕнтерӳпе. Малашне тата та матуртарах пулăр, — хавхалантарчĕ ректор ушкăна.
Çинукпа Кирюк халиччен кун пек пысăк укçа аллисенче тытса курман. Унпа мĕн тумаллине те пĕлмеççĕ.
— Ха! — çамкинчен çапрĕ хăйне Кирюк. — Ара çырăнма каясси тата пĕр эрне çеç юлчĕ вĕт. Мăшăрлану керменне эпир санпа джинсы шалаварпа та юпкăпа каятпăр-им? Атя халех лавккана, мана валли чи хӳхĕм костюм, сана — фата туянăпăр.
— Чим-ха, чим, çамрăк ăйăр пек ан тĕпĕрте-ха, — пусарать Кирюкăн çунатланнă кăмăлне Çинук. — Маюкпа Кавĕрлене те хамăрпа илĕпĕр. Пĕр пуç лайăх та иккĕ пулсан тата авантарах вĕт.
— Пирĕн ахаль те икĕ пуç.
— Çук çав, Кирюк, халь эсĕ пуçĕ, эпĕ мăйĕ çеç…
Çинукпа Кирюк алран алла тытрĕç те Хусан унверситечĕ еннелле васкарĕç, хирĕç скверта тупрĕç вĕсем юлташĕсене, Кавĕрлепе Маюк ыталашнă та чуп тăвасран хăтăлаймаççĕ, вĕсемшĕн çут тĕнчере çак асамлă самантра никам та çук тейĕн.
— Çитĕ ĕнтĕ çитĕ, каçа валли хăварăр тутăрсене, — татрĕ савăшу хĕмне Кирюк. — Халь пăртак пире итлĕр-ха.
— Мĕн сиксе тухнă, Çĕр чăмăрĕ çурăлман пуль те, — ӳпкелешет Кавĕрле чун савнине тăраниччен чуп тума паманшăн.
— Çĕрĕ чиперех çаврăнать-ха хăй тĕнĕлĕ тавра. Эрнерен эпир Кирюкпа ЗАГСа çырăнма каятпăр, пирĕн кунтелейсем пулма тархаслатпăр сире.
— Эпир хаваспах килĕшетпĕр, — кăшкăрнă евĕрех хуравлаççĕ чун савнисем.
— Апла-тăк, кайрăмăр халь Хусан универмагне. Кирюка çеçтелĕ костюм, мана валли фата, туй кĕпи туянăпăр — васкатать пурне те Çинук.
— Маюк, эпир санпа хăçан çвăн пек яваплă утăма тăватпăр? — ыйтать Кавĕрле савнийĕ çине ăшшăн пăхса.
— Пуçна ан ус, çитĕ пирĕншĕн те вăхăт. Мана пĕр уйăхлăхах ячĕç отпуска. Яла кайса анне пурнăçне куратăп та ăна йывăр пулсан киле таврăнатăп. Вăт çавăн чухне туй та тăвăпăр. Халь маншăн чи хаклă хыпара итлĕр — эпĕ куçăн мар вĕренекен студент. Пĕр сăмахсăр йышăнчĕç мана. Ыран йышăннине çирĕплетекен сесси пулать. Контрольнăй ĕçсем, вĕренӳ планĕсене илетĕп те сирĕнпе пĕрле Тăрнапуçне.
— Саламлатпăр сана хăв тĕллевĕ патне ниме пăхмасăр çитме ăнтăлнишĕн.
Мĕтри пиччĕшсем патĕнче Çинукпа Маюк пушă пӳлĕмре вăрах калаçрĕç. Çинук Кирюкпа вĕсем арлă-арăмлă пекех пурăннине тантăшне вăтана-вăтана каласа пачĕ.
— Маюк, эсĕ тĕлĕнтĕн пуль-ха ман хăтлануран, аслă пĕлӳ иличченех качча тухма васканинчен. Ан тĕлĕн. Пурнăçăн кашни тапхăрĕн хăйĕн вăхăчĕ. Аттепе анне пĕр пĕчĕк пепкене усрава илни ман пурнăçа тепĕр май çавăрса хучĕ. Витюк шăллăма алă çинче йăтса çӳренĕ чух манра хамăн та анне пулас туйăм чун-чĕрере хăватлăн вăранса пĕтĕм ăс-тăна тыткăнларĕ. Ача вăл юрату чечекĕ. Юрату та пире çирĕп тыткăнлать, юратуранах анне пулас туйăм калчаланать. Иккĕмĕш курса пĕтернĕ вăхăталла пирĕн, Кирюкпа иксĕмĕрĕн юрату чечекĕ çуралатех, — шантарать тантăшне Çинук.
— Сирĕн тĕслĕхĕр ерекен чир пекех, ман чунра та анне пулас туйăм йăшăлтатса илчĕ. Вăл веçех тыткăнласа илсен çар хĕсметне хăварса яла таврăнмаллах пулĕ. Кавĕрлепе иксĕмĕрĕн те хӳхĕм чечек пулĕ, — çирĕппĕн каларĕ Маюк.
* * *
Тепĕр кунне сесси хыççăн Маюк медуниверситета çитрĕ. Ăна тăван ашшĕ крыльца çинчех кĕтсе илчĕ. Шăкăлтатса калаçсах утрĕç вĕсем Арсен Вагановичсем патне. Мăшăрĕ, Антонина, сапăррăн кĕтсе илчĕ. Апат хыççăн Маюк хăй пурнăçне веçех каласа пачĕ. Унăн сикчевлĕ кун-çулне итленĕçемĕн Антонина Васиьевнан куçĕсем шывланчĕç.
— Куççуль кирлĕ мар. Эпĕ çав йывăрлăхсенчен çирĕпленнĕ кăмăлпа юлташсен пулăшăвĕпе тухрăм. Эпĕ хама халь çав тери телейлĕ, хам çак тĕнчере кирлĕ пек туятăп. Тĕрĕслĕхе шырани тăван аттене тупма пулăшрĕ. Вăл çут тĕнчере пурри маншăн чи пысăк пуянлăх. Пурнăç пăрăнăçĕсенче йыврлăхсем сиксе тухсан вĕсене çĕнтерме канаш ыйтма ман халь чи çывăх çын — атте — пур. Мĕн чухлĕ уншăн тĕмсĕлсе пурăннине шута илмĕпĕр. Манăн халь икĕ атте: пĕри пăхса çитĕнтерни, тепри — пурнăç пани. Аттеçĕм, эсĕ хăв çине ан тарăх, ман пирки çамрăклăхри шухлăхăн йăнăшĕ тесе ан шутла. Эпĕ пурнăç çулĕпе тĕрĕсех утатăп. Акă пединститута куçăн мар вĕренме те кĕтĕм. Эпĕ сан пекех вĕрентекен пулатăп.
— Маттур! Манах хывнă эсĕ. Эпĕ çамрăклăхри шухлăха тахçанах сивленĕ, анчах сана пурнăç йăнăшĕ теместĕп. Эсĕ çут тĕчере пурри мана та хавхалантарать. Тепĕр чух Хусана килсен тӳрех пирĕн пата кĕр, тăван хĕре яланах сапăрлăхпа кĕтсе илĕпĕр.
— Эрне вĕçĕнче Кирюкпа Çинук çырăнаççĕ. Вĕсем мана кунтелейе çураçрĕç, унтан — тăван Тăрнапуçне.
Çитрĕ çав кун. Мăшăлану керменĕ патĕнче темиçе ушкăн çырăнтару залне чĕнсе кĕртессе кĕтет. Çак савăнăçлă куна палăртма Çинукпа Кирюк факультечĕн студенчĕсем пурте тенĕ пекех килнĕ. Мĕтри пиччĕшпе инкĕш, Арсен Вагановичпа мăшăрĕ аяккинерех тăнă та хальхи пурнăçа тишкерсе сӳтсе яваççĕ.
— Çамрăксем пĕрлешеççĕ — тĕк, пурнăç пĕр вырăнта тăмасть вĕт э? — тет Арсен Ваганович.
— Çапла, çак савăнăçлă кун савакансен асĕнче ĕмĕрлĕхе тăрса юлать, — килĕшет унпа Мĕтри пиччĕш. — Юратăвăн чи çӳллĕ тăрри мар-ха ку, вĕсен ачасем — пурнăç чечекĕсем — çуралсан çеç вăл тăрăланса чи яваплă тапхăр пуçланать. Çав пепкесенчен чăн-чăн çын тăвасси.
Çырăнтару хăвăрт иртрĕ. Кирюкпа Çинука чечек çыххисен айне турĕç. Шампань эрехĕн кĕленче пăккисем салют евĕр панклатса сывлăша сирпĕнчĕç,
— Йӳçĕ, йӳçĕ! — кăшкăраççĕ пур енчен те.
Кирюкпа Çинук хĕреле-хĕрелех вăрахчен чуп турĕç.
— Халь хула хĕрринчи хурăнсен ращине каятпăр, — пĕлтерчĕ Арсен Ваганович.
Ушкăнри çынсем тара тытнă икĕ пĕчĕк автобуса ларчĕç, хăшĕсем хăйсен çăмăл машинисемпе Хусан урамĕсемпе вĕçтерчĕç. Ращан пысăках мар уçланкинче савăнăçлă ĕçкĕ пуçланчĕ. Кавĕрлепе Маюк хатĕрленĕ шашлык пурин кăмăлне те кайрĕ. ĕçкĕ вĕçленсен хăйсем хыççăн апат юлашкисене веçех пуçтарса пысăк полиэтилен миххине тултарса хулана таврăнчĕç, Çул тăрăшшĕпех юрă юхрĕ уçă чӳречесенчен.
Мĕтри пиччĕшсем патне çитсен тăватă юлташ ыран Тăрнпуçне каясси пирки калаçса татăлчĕç.
— Шел, эпĕ сире хам машинапа яла çитерейместĕп, — кулянчĕ Мĕтри пиччĕш. — Манăн пĕр кăткăс ыйтăва ыранах татса памалла. Туя çитетпĕрех.
Сасартăк Маюкăн кĕсье телефонĕ янрарĕ.
— Маечка, эсĕ часрах васкавлă пулушу больницине çитме тăрăш-ха, — илтрĕ вăл Антонина Васильевнан пăлхануллă сассине. — Эпир аçупа автомобиль катастрофине лекрĕмĕр, аçу тем пекех вăйлă сусăрланчĕ, ăна юн ямалла. Больницара ун ушкăнне кĕрекен юн çук. Тен санăн юну ăна килĕшĕ?
— Часах эпĕ çитĕп, кĕтĕр! — терĕ те юлташĕсене ашшĕ пысăк инкеке лекнине пĕлтерчĕ. — Эпĕ вăл больници ăçтине те пĕлместĕп, хавль вара кашни минучĕ хаклă…
— Мĕн кĕтсе тăратпăр-ха апла, лар Маюк машинана! — хушрĕ Мĕтри пиччĕш.
— Эпир те юлмастпăр, эпир те пыратпăр, — васкаса ларчĕç юлташĕсем. Машина хăвăрт чупрĕ хула урамĕсемпе. Вĕсене крыльца çинче Антонина Васильевна кĕтсе илчĕ. Маюкăн юнне тĕрĕслерĕç те чăлт шурă йĕм, кĕпе тăхăнтартса ашшĕ выртакан пӳлĕме илсе кĕчĕç, ашшĕпе юнашар койкă çине выртарчĕç. Ашшĕ шурса кайнă, хăвăрт-хăвăрт сывлать. Хĕрĕн юн тымарне йĕпе тирĕнтерсенех витĕр курăнакан трубкă тăрăх Маюкăн юнĕ чупа пуçларĕ. Маюк ашшĕ çинчен куçне илмест. Вунă минут пек выртсан ашшĕ сăнне хĕрлĕ тĕс кĕре пуçларĕ, сывлăшĕ те тикĕсленчĕ. Çур сехет пек выртсан юн ярассине чарчĕç. Çак вăхăтра Арсен Ваганович тăна кĕчĕ. Хăйпе юнашарах койкă çинче Маюк выртнине курсан хăраса кайрĕ, тем калас терĕ, анчах вăйĕ çуккипе сасси тухмарĕ.
— Вăй кĕрсен калаçăр, халь пĕр сăмах та, — асăрхаттарчĕ тухтăр. — Эсĕ те, Маюк, тăма ан васка, — терĕ те тухтăр пĕр сестрине хăлхинчен тем пăшăлтатрĕ. Лешĕ пуçĕпе сĕлтрĕ те пӳлĕмрен хăвăрт тухса кагор текен хĕрлĕ эрехпе таврăнчĕ. Маюка çур стакан кагор пачĕ тухтăр.
— Тӳрех ĕçсе ан яр, сыпкăм-сыпкăм ĕç, ун чухне вăю та таврăнĕ, ак çак плиткă шкалада çисе яр. Эсĕ паян çынна леш тĕнчерен çĕр çине каялла тавăртăн…
— Вăл çын кăна мар, вăл ман тăван атте, — çурма саспа каларĕ Маюк.
Çур сехет выртсан Маюка ура çине тăма ирĕк пачĕç.
— Пуçă çаврăнмасть-и, кăмăлу пăтранмасть-и? — ыйтрĕ тухтăр.
— Пурте чиперех, — тавăрчĕ Маюк.
— Апла ĕç-пуç япăх маррине ыттисене те тухса пĕлтерер.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...