Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Виççĕмĕш пайĕ
Огуречников пăшăрханăвĕ ытти полицейскисене те тиврĕ. Инкек сиксе тухнăшăн ăна çеç айăплама май çук. Ыттисем ăçта пулнă-ха? Мĕншĕн вĕсем нимĕн те сисмен!
Çак шухăшсем Мошкова çеç тивмерĕç. Тĕрĕссипе, вăл кунашкал инкек сиксе тухнăшăн савăнать те. Микулапа Ваçлине хупма тапăннине Огуречников пĕтерсе лартмарĕ-и? Ан тив, ун чухне элекленĕ пултăр та, Мошков усала сиснĕ. Бурлаксене Ваçли ертсе пыни палăрчех. Акă ĕнтĕ Огуречников тарăхтăр. Куçне тĕртме те май килĕ-ха.
Полицейскисем çапла ним тума аптраса ларнă вăхăтра Якур персе çитрĕ.
— Мĕнле унта? Тата мĕн хыпар? — васкатрĕ Огуречников.
— Ваше благороди... — чупса антăхнă сывлăшне аран çавăрса, чĕнчĕ Якур, — каç пирĕн ялта ытла хăрушă ĕçсем пулса иртнĕ. Хурал пӳртĕнче Хĕлип Спиридонч çакăнса вилнĕ...
— Мĕн терĕн?..
— Пĕрисен килне вут тивертнĕ, тет-и, те... Ваçли тытса хурал пӳртне хупнă. Лешĕ, вут çине пăрахасран хăраса, çакăнса вилнĕ.
Огуречников пĕтĕм çанçурăмĕпе çӳçенсе илчĕ. Чĕрине çывăх япалине касса пăрахнăн туйăнчĕ. Хĕлипе тахçанах пĕлет вăл. Михха ăна çывăх пулăшаканĕ тунă хыççăн ĕçкĕсенче пĕрле пулнă. Ун аллинчен парне те сахалах илмен. Нивушлĕ çакăнчĕ вăл?
Якур шухăшне малалла каларĕ:
— Вара эпир, хамăр ялсем, пĕр çирĕм-вăтăр çын, Михал Петрович йывăçне тиеме каяс тесе тухрăмăр. Энĕш кĕперĕ урлă каçсан, курах кайрăмăр: манашкăсем пурăнакан пӳртпе часовня кĕрлесе çунать.
— Ан калаç!..
— Çапла, ваше благороди... Ваçли ĕçĕ. Кĕпер урлă каçсан инçе те кайманччĕ, пире хирĕç тухрĕ те каялла хăвалама тапратрĕ. Эпир ун сăмахне итлемерĕмĕр. Пирĕн хыçран тĕрлĕ ялтан тата çĕр аллă çын ытла Атăл хĕррине çитрĕç. Çармăссем те пынă. Пурĕ тăват çĕр çынран кая мар пухăнтăмăр. Павăлпа Сантăр пичче кăтартнипе ĕçе те чиперех пуçăннăччĕ. Ваçли сĕмĕ çук халăх ертсе каçрĕ те, пире пурне те хĕнесе, шыва тыта-тыта ывăтса пĕтерчĕç. Ирĕксĕрех саланма лекрĕ.
Забастовка, Хĕлип çакăнса вилни сахал, çитменнине, ĕненекенсем хĕрес хумасăр иртсе кайман çурта вут тивертнĕ. Иккунĕ, часовни — вăл канаш панипе шăтса ларнă япаласемччĕ-çке. Акă ĕнтĕ, Огуречников станĕ çинчен пĕтĕм чиркӳ тытăмĕ тăрăх усал хыпар саланĕ. Кунтан хăрушши мĕн пултăр! Анчах ĕçлеме пынă çынсене те хăваласа янине илтсен кăштах лăпланчĕ. Мухтавлă ваккат канаш пани те харама кайнă иккен. Сăтăр тăваканĕ кам-ха? Каллех Ваçли. Тĕплĕрех ĕненесшĕн çеç малалла тĕпчеме хăтланчĕ:
— Тата кам шавланине асăрхаса юлаймарăн-и?
— Ыттисене асăрхама май килмерĕ, ваше благороди, пурте кăшкăрашрĕç, пурте çапăçрĕç.
Огуречников ĕненчĕ. Халăх çинче кирек хăçан та çавнашкал: вĕслетсе яракан кăна тупăнтăр, вара кам мĕн тунине хăйсем те пĕлмеççĕ.
— Хыпар илсе килнĕшĕн тавтапуç, Егор Тихонович... Куншăн сана, тăрăшнине кура, парнелеме те тивĕç. — Огуречников виçĕ тенкĕлĕх хут укçа кăларса пачĕ. Лешĕ укçана выçланса чăмăртанине асăрхасан, вăлтрĕ: — Тата эпĕ сан килте пысăк сиен пулни çинчен илтнĕччĕ. Арăму таçта тухса кайнă терĕç. Таврăнчĕ-и?
— Таврăнман, ваше благороди.
— Ăçта кайнă-ши вăл?
— Пĕлместĕп, ваше благороди.
— Шел, шел... Егор Тихонович... Арăмĕ ăçтине упăшки пĕлмесен тата кам пĕлтĕр? Вăл ăçти пире питех кирлĕччĕ.
— Ăнланатăп, ваше благороди... Хам сăмах çине тăма тăрашăп...
— Пит аванччĕ, Егор Тихонович... Тата çакна тума хушатăп: Ваçлине куçран ан çухат. Ăçта та пулин йăва пурах ун. Йĕрлесе тупсан, тӳрех кунта вĕçтер. Ваçлине тытма пулăшсан, çирĕм пилĕк тенкĕ паратăп!
— Тăрăшăп, ваше благороди!
— Шанатăп, Егор Тихонович. Халь кай ĕнтĕ. Çакна çеç ан ман, ĕçсе ӳсĕрĕлсен пуçна çухатăн. Çак хушăра ĕçмесен тата лайăхрах. Кайран, ĕç ăнăçлă вĕçленсен, çирĕм пилĕк тенкине алла çавăрса илсен, тăраничченех ĕçĕн.
Якур тухса кайрĕ кăна — Михха пырса кĕчĕ те пĕр сăмахранах ятлаçма пикенчĕ:
— А-а, сăрнайсем! Ав мĕнле пулăшатăр эсир мана! Ăçта çынсем? Мĕншĕн хăваласа тухмастăр?! Мĕншĕн Округ сучĕ йышăннине пурнăçа кĕртместĕр?! Хисеплĕ Григорий Петрович, Округ сучĕ урлă ĕç тухать тесе эсĕ канаш памарăн-и! Халь йĕкехӳре пек пытанса ларатăн. Унта ман ĕçе тума пынă çынсене хĕне-хĕне салатнă. Утă çулакан, тырă выракансене хăваласа янă... Эй, сирĕнпе, сăрнайсемпе, калаçса çăвар пылакне сая туни çеç! Иçмасса; ĕçтерни-çитерни, парнелени те харама пулчĕ... — ал сулса хăварчĕ Михха.
Огуречников Михха хур кӳнине аран тӳссе ларчĕ. «Ытлашши ан хапсăн! Эпĕ çеç мар, пуринчен ăслă шутлакан тус-йышу панă канашпа та ĕç кăлараймарăн», — тесшĕнччĕ вăл. Михха çил-тăвăл пек кĕрсе тухса кайнипе ĕлкĕреймерĕ. Хăйсем тĕллĕн çеç юлсан, Михха ӳпкелени тĕрĕс пек кăтартма хăтланчĕ:
— Господа, Михаил Петрович пире тивĕçлипе ятлать. Эпир, чăн та, ниме юрамисĕр çынсен вырăнне тăрса юлтăмăр. Инкек эпир патша йĕркисене упрама тимлеменнинчен мар, тăшман вăйĕ ытла пысăккинчен, пирĕн ăна çĕнме вăй сахалраххинчен сиксе тухрĕ. Çавăнпа эпĕ халех Шупашкара, исправник патне пулăшу ыйтма каятăп. Эсир, Иван Митрыч, унччен акă мĕн тăвăр: Энĕшкассине кайăр та Филипп Спиридоновича пытарма ирĕк парăр. Вăрă-хурахшăн куççуль тăкса ларас мар. Старостăпа ик-виçĕ десятскине тытса килĕр те тĕпчĕр. Ĕç Ваçли çинче çеç маррине куртăмăр ĕнтĕ. Вăт, тата камсем ертсе пынине палăртмĕç-и? Пуринчен ытла Максим Данилов каласса шанатăп. Ытти ялсенчен те тыта-тыта килĕпĕр. Пирен умра хăйсем çеç чухне чĕлхисене уçма çăмăлрах.
— Ваше благородие, — Огуречников шухăшне вĕçлесен, чĕнчĕ Мошков, — манăн сире каласа мах сăпур.
— Итлетĕп.
— Эсир хушнине пурнăçлама тăрăшăп. Мĕн туса, мĕнле меслетпе пурнăçлассине çеç пĕтĕмпех хама ирĕк парăр.
Огуречников уретник çине шур куçне кăларса пăхрĕ.
Микулапа Ваçлине элеклесе айăплама ирĕк паманшăн систернине туйрĕ.
— Сирĕн ирĕке хăçан та пулин хĕстернĕ-и вара эпĕ? Мошков станувуй кăмăлсăрланнине сисрĕ, çапах та хăраса ӳкмерĕ, хăй шухăшне çирĕплетсе хуравларĕ:
— Çук та... Кайран юмах-сăмах ан пултăр тесе калаçса татăласшăн.
— Аслă патша саккунĕсем кăтартса пани пĕтĕмпех сан ирĕкре. Эпĕ урăхла ирĕк пама пултараймастăп! — хыттăн астутарчĕ Огуречников.
Шупашкара персе çитрĕ те вăл начальник патне нихçанхинчен те ытларах пăлханса та çуйланса кĕчĕ. Атăлкассинчи ĕçсене ырлас çуккине ăнланать вăл.
Исправник Огуречникова хăй те хăй мар кĕтсе илчĕ. Кунашкал пулма сăлтавĕ те пур. Бурлаксем çуркунне Миххана тапăннă хыççăн чĕри лăпланса çитейменччĕ, паян ирех иккĕмĕш станри станувуй килсе пĕлтернĕ хыпарсем хуçсах кайрĕç. Унти ялсенче хресченсем пуху туса приговор йышăннă та вулăс кантурне тăратнă. Пур приговорĕ çинче те Миххана айăплаççĕ, тарçисен хутне кĕреççĕ. Округ сучĕн ĕçне сивлесе, Ĕнел халăхĕнчен татса юлнă укçана тавăрса пама хушаççĕ. Çакăн пирки Шупашкарти хăма çуракан заводри рабочисем те ĕçе пăрахнă. Исправнике Атăлкассинчен хыпар çукки пушшех тарăхтарнăччĕ. Вăл унта тухса кайма хатĕрленнĕ вăхăтра Огуречников хăй персе çитрĕ.
— Григорий Петрович, калăр-ха, тархасшăн, мĕн хыпар? Акă, пăхăр, миçе приговор кунта? Пуринче те Янашова айăплаççĕ.
Огуречников чĕри лăштах пулчĕ. Халăх уезчĕпех тапраннă тесен, айăпĕ ун çинче çеç марри паллах. Ав мĕншĕн исправник ăна ним харкашмасăр кĕтсе илчĕ. Огуречников, Атăлкасси вулăсĕнчи лару-тăру çинчен тĕплĕн каласа парсан, сăмахне çапла вĕçлерĕ:
— Ваше высокоблагородие, хăвăрах куртăр ĕнтĕ, пăлхава пĕтерме ман вăй сахал. Пулăшу пама ыйтатăп. Шанатăп: вучахне сӳнтерсен, ыттисем те лăпланĕç.
Исправнике пуринчен ытла часовньăна çунтарса яни тарăхтарчĕ. Кунашкал патша тытăмĕн никĕсĕ çине ют тĕне тытакан тăшмансем кăна тапăнаканччĕ. Халь çав хăрушă ĕç унăн уездĕнче, сĕм-тĕттĕм чăвашсем хушшинче те сиксе тухнă. Исправник тем туса пăрахасла çилленчĕ. Анчах татăклă сăмахне калама ĕлкĕриччен канцеляринче ĕçлекен чиновник шифрпа панă телеграмма кĕрсе тыттарчĕ. Исправник ăна васкаса вуларĕ те, ун пичĕ-куçĕ çинче тĕлĕнни тата хаваслăх выляни палăрчĕ.
— Ваше высокоблагородие, хăйнăшăн ан çилленĕр те... Тата ăçтан, мĕн хыпар?
— Кĕпĕрнатăртан телеграмма çитрĕ... Атăлкассинчи ĕçсем çинчен ман пуç урлă кам пĕлтернĕ-ши ăна?
— Ман шутпа, Михаил Петрович. Вăл пире ятласа хăварчĕ те, пăртакранах пăрахучĕ тапранса кайрĕ.
— Кирек кам пулсан та, станри е уездри ĕçсем çинчен кĕпĕрнатăра урăххисем евитлени пирĕншĕн мухтав мар. Çапах та уншăн пăшăрханмăпăр. Атăлкассине аллă казак кăларса янă.
— Мухтав турра... — ура çине тăрсах сăхсăхрĕ Огуречников.
— Иккĕленместĕп, ыран уезчĕпех лару-тăру тăнăçланĕ. Янашов тарçисем ĕçе тытăнĕç. Казаксене хирĕç кĕтсе илме тата сире пулăшма хам пыратăп!
XXIV
Якур, хăйне пӳрнĕ парнине шыракан тискер кайăк пек упрана-упрана, рейда çитрĕ те хăва кати хушшине пытанса ларчĕ. Бурлаксем саланман-ха, сĕтел хушшинчех кĕпĕрленеççĕ, Павăлпа Антун вĕсене эрех ĕçтереççĕ. Хăватлăн та шавлăн калаçни, кулни илтĕнет. Якурăн ĕçес килнипе сĕлеки юхса анчĕ. Никампа харкашман, халăха хирĕç кайман пулсан, вăл та çакăнта эрех купĕччĕ-çке... Анчах нимех те мăр... Ваçли кунтаххи паха. Ав, сĕтел пуçĕнче ларать. Хăй ĕçмест курăнать. Кунта та çынсенчен уйрăм хăтланать. Ăна тыттарсан, станувуй çирĕм пилĕк тенкĕ парĕ те Якур пĕлĕт курăнми ĕçĕ.
Ката хушшинче вăрахах ларма лекмерĕ, Ваçли ура çине тăрса сăмах каларĕ:
— Юлташсем, хăна тенин чысĕ пулаканччĕ. Кил хуçисем хăваласса кĕтер мар... Павăлпа Антун Прокопьевича тăн панипе çитĕ. Эпир кирек кампах çапăçасшăн кĕрешӳ пуçарман.
— Тĕрĕс, Ваçли!
— Мĕн ашкăннипе çитĕ!
— Хуçине тав тума вăхăт! — шавласа илчĕç бурлаксем.
— Ман шутпа, юлташсем, — малалла каларĕ Ваçли, — паянлăха кунта ĕçлеме никам та килес çук. Сыхлама пĕр çирĕм пилĕк çын хăварас та, ыттисем киле саланса харпăр хăй ĕçне тытăнас. Мĕн те пулин сиксе тухсан, сыхлама юлнă юлташсем пырса систерччĕр. Чиперех иртсен, вĕсене улăштарма ыран ирпе тата çирĕм пиллĕкĕн килччĕр.
Çапла, рейда хурал хăварса, ыттисем кимĕ çине ларчĕç. Яланхи пекех шӳтле юррине пуçарчĕç:
Пирĕн инке пыл пекех,
Пирĕн инке çу пекех...
Идет ходом, водом!
Идет веселее...
Якур Атăл хĕрринелле пычĕ. Бурлаксем палласа илмелле мар инçете кайсан, пĕчĕк кимĕ çине вырнаçрĕ. Лешсем çыран хĕррине тухса сăрта хăпарсан, вăл та çырана тухрĕ, сăрта хăпарчĕ. Вăрăм курăк хӳтлĕхĕпе пытанса, бурлаксем хыççăн утрĕ.
Бурлаксем Лăпăс кулли тĕлĕнче чарăнчĕç. Тем калаçса илнĕ хыççăн пĕри уйрăлса юлчĕ. Якура вăл камне паллама йывăрах пулмарĕ.
Ваçли каллĕ-маллĕ пăхкаларĕ те хăва хушшинелле кĕчĕ.
Якур Ваçли таврăнасса кĕтрĕ. Ним сас-хура та çуккипе тавçăрнă пек пулчĕ: «Çакăнта хӳшĕ туса пурăнмасть-и вăл?» Якур хăва ăшнелле чăмрĕ. Сисчĕвленсе те упранса малалла упаленчĕ. Сасартăк хĕрарăм калаçни илтĕнчĕ:
— Пирвайхи ушкăн чиперех пăрахса кайрĕ. Пиш енчен икĕ ушкăн килчĕ те, нимпе те каялла çаврăнасшăн мар. Кисĕпсемпе хăратма лекрĕ.
— Уншăн ӳкĕнмĕпĕр. Йывăçа каснă чухне турпас пулатех. Анчах паçăр мана çакă тĕлĕнтерчĕ: иксĕмĕр уйрăлсан, вăхăт нумай та иртмерĕ, манашкăсен çуртне вут хыпса илчĕ. Пăшал пенĕ пек илтĕнчĕ. Мĕн пулнă вара унта, асăрхаймарăн-и?
— Турă çылăха каçартăр... Эпĕ турăм ăна...
— Çапла пулĕ терĕм çав. Маттур, маттур!
— Мана мухтамах кирлĕ мар. Хам тĕллĕн ăс çитерес çукчĕ. Каç, Чĕкеçсем патне кĕрсен, Кăйкăр хушрĕ. Тепĕр тесен, манашку-пуçу хăямата. Эсĕ мана хăвăн ĕçӳсем çинчен каласа памарăн-ха.
— Хамăр хатĕрленнĕ пекех иртрĕ. Пĕр çын юлми хăваласа ятăмăр. Шел... сан упăшкуна тытаймарăмăр...
— Ваçли... Ваçли... Ма тарăхтаратăн... Ман упăшка çуккине пĕлместĕн-им?
— Каçар, тархасшăн... Хăнăхнă май каласа ятăм... Шел, тарма ĕлкĕрнĕ... Атăла пуçĕпех ярăнтараттăмăр.
Якур Ваçлипе арăмне палларĕ ĕнтĕ. Çапах та хăй хăлхине хăй ĕненмесĕр куçĕпе курасшăн пулчĕ. Хуллен хăвана сирчĕ. Ун умне Ваçлипе Кĕтерук тухса тăчĕç. Иккĕшĕн пит-куçĕнче те хаваслăх çиçет. Кĕтерукăн хĕр чухнехи сасси чăнкăртатрĕ:
— Пирĕн аш пур-çке, çиместпĕр-и?
— Ĕнерхи аша çиетпĕр-и вара... Вăл пăсăлма та пултарнă. Асăрхарăм-ха, кӳлле каллех пĕр ушкăн кăвакал ларчĕ. Тытса пĕçермелĕх вăхăт пур. Кăйкăр çынни каçсăр килес çук.
Якур çакна та ăнланчĕ: ун арăмĕ кĕçĕрхи çĕре Ваçлипе пĕрле çакăнта ирттернĕ. Аллинче пăшал-мĕн пулсан, шухăшласа тăмасăрах иккĕшне персе пăрахĕччĕ. Алли пушă, ним тума та çук. Тата вăл кунтине сиссен, хăйне пуçтарса вырттарĕç. Якур Атăлкассинелле вĕçтерчĕ.
XXV
Станувуй хушса хăварнине пурнăçлас шутпа Мошков Энĕшкассине тухса кайрĕ. Ĕнер сехрене хăпартни чĕререх те, халь çынсем харпăр хăй ĕçне тума саланнипе никам та çыпçăнмасса шанса, яла хăюллăнах пырса кĕчĕ. Десятскисене хурал пӳртне чĕнтерчĕ. Хĕлип çакăнса тăнине курсан, Мошков чунĕ сӳлетсе илчĕ. Виçĕмкун çеç-ха ку çын хăйне хăй киленсе пурăнатчĕ. Вăрă-хурах пулсан та, унăн хуçа шанăçĕ, чапĕ пурччĕ. Халь кантра çинче çакăнса тăрать. Пĕтĕмпех пăлхавçăсен ĕçĕ. Ярса илсен, вĕсем Мошкова та шеллемĕç. Ун ăшĕнче айăплисене тупса тавăрас çилĕ татах хăватланчĕ. Вăл кунта юлакан десятскисене Хĕлипе пытарма ирĕк пачĕ те, Макçăмпа икĕ десятскине лартса, Атăлкассине таврăнчĕ.
Ывăлĕсем станувуй çине тапăнни питех сехĕрлентернипе Макçăм кĕçĕрхи çĕре куç хупмасăр ирттернĕччĕ. Уретник пычĕ те, хурчăка чĕппе çаклатнă пек, тытса тухрĕ. Ырлăха марри паллах. Ахальтен-и сăлтавне каламарĕ. Макçăм пуçне çуркуннеренпех çунтаракан шухăшсем кăшăлларĕç. «Йĕксĕксемпе мĕн çыхлантарчĕ-ши мана... Çавсен урапи çине ларман пулсан, халь манран лайăх пурăнаканни таврара та сахалччĕ. Ĕнтĕ хама та, ачасене те пĕтереççĕ». Макçăм Микуласемпе пĕртăван пек пурăннине, вĕсем пулăшнипе ура çине тăнине те манчĕ. Мĕнпур инкек çавсем пирки сиксе тухнăн шутласа ылханчĕ, хăйне хăй тем пекех ятларĕ.
Десятскисем те питех салхуланчĕç. Полици тавраш вăйă-кулăшăн тытса кайманнине кам чухламасть? Мошков вĕсен чĕрине тата ытларах хăпăртасшăн Макçăмпа десятскисене арестленĕ çынсене хупакан пӳрте шăкăр-шакăр çеç питĕрсе лартрĕ. Тем вăхăтран тин Макçăма хăй патне чĕнтерчĕ. Сиввĕн кĕтсе илчĕ. Лешĕ йăлтах йăшнине асăрхасан: «Хăравçă яланах çынна сутса хăй çăлăнма хатĕр...» — тесе шутларĕ.
— Ларăр!
Макçăм илтнĕ-илтмен пукан çине персе анчĕ. Ура çинче тӳссе ирттерессе шанмарĕ.
Мошков Макçăма куçран тинкерсе пăхрĕ те тĕпчеме пикенчĕ:
— Сисетĕп, эсĕ мĕншĕн илсе килнине пĕлместĕп теесшĕн ĕнтĕ.
— Ку тĕрĕсех...
— Суятăн! — сасартăк сĕтеле чышрĕ Мошков. — Халь эпир эсĕ мĕн тунине çеç мар, сан ăшра мĕн пуррине те куратпăр. Станувуй сана ывăлу ăçтине каласа пама, ăна тытса килме хушнă. Эсĕ хăлхуна та чикмен. Мĕншĕн тесен эсĕ ывăлупа пĕр канашлă, аслă патша çине тапăнакан вăрă-хурах. Эсир ывăлупа пĕрле иртнĕ каçхине Михаил Петровичăн шанăçлă çыннине вĕлернĕ те, хăй вилнĕ пек кăтартасшăн, юри çакнă. Кĕтӳ çулĕ çинчи турă çуртне вут тивертнĕ. Рейда ĕçлеме пынă çынсене хăваласа янă. Степан Ивановича хурăн хуллипе çапнă чухне эсĕ кăшкăрса хăтăлтăн. Хальхинче хăтăлаймăн. Сире, ывăлупа иксĕре, тĕнпе патша çине тапăннăшăн çакса вĕлермеççĕ... чĕрĕллех вут çине пăрахса çунтараççĕ. Çапла, вут çине пăрахса çунтараççĕ!..
Макçăм йăлтах минренине асăрхасан, Мошков хăратма чарăнчĕ. Сывлăшне çавăрнă пек туса, сассине улăштарчĕ:
— Ку сăмахсене çилленнĕрен персе ячĕ тесе ан шутла. Пачах урăхла, сана хисепленĕрен, сан çăкăр-тăварна манманран чăннине систеретĕп. Ывăлăрпа иксĕрĕн ăраскалăр та ман ирĕкре чухне çăмăллатма май пурри çинчен астутарас терĕм.
Макçăм ăшне пурнăç хĕлхемĕ кĕрсе ӳкнĕн туйăнчĕ.
Ăна шухăшлама юри вăхăт туса панă хыççăн Мошков ун куçĕнче ĕмĕтлĕ ĕмĕлкесем вылянине курчĕ те малалла вăлтрĕ:
— Пирĕн шутпа... сан ывăлна çак тери хăрушă ĕçсем тума хистекенсем пулнă. Хăй ăстăнĕпех çавăнта пырса çакланас çукчĕ вăл.
— Тĕрĕс! — васкаса çирĕплетрĕ Макçăм.
Мошков чĕри савăккăн тапма пуçларĕ. Вăл Макçăм пуçĕпех парăннине, мĕн пĕлнине каласа пама хатĕррине ăнланчĕ.
— Хам та çавăншăн тăрăшатăп: çын айăплишĕн мĕн тесе сирĕн пĕтмелле вара? Хăвăра кам аташтарнине, халăха кам пăлхатнине кăтартса пар та... сире иксĕре те хăтарăп... Сăмах тухасран ан хăра. Çак пӳлĕмрех юлĕ. Çитменнине, кавар тăвакансене паянах шанăçлă вырăна ăсатăп.
Макçăм калама патне çитсен чĕмсĕрленчĕ. Ырă кăмăл йăлтах тасалса çитменни аванмарлантарчĕ ăна.
Çакна Мошков сисрĕ, сасси каллех ӳрĕк-сӳрĕкленчĕ.
— Мĕнех вара, чипер татăлса киле каяс вырăнне вут çине пăрахчăр тесен, хăвăн ирĕк... — Унтан дежурнăя чĕненçи турĕ: — Эй!
— Иван Митрăч, тăхта! Ан васка-ха!
— Эпĕ халь те нумай тăхтарăм. Текех эсĕ чĕлхӳне çыртнине пăхса ларма вăхăт çук ман... Эй!..
— Калатăп, пĕтĕмпех калатăп!
— Хăвшăн усăллă пулĕ. Эпĕ хам сăмах çине тăрăп, — хистерĕ Мошков.
— Пуриншĕн те Николай Степанович айăплă... Мошков минресе кайрĕ. Вăл ĕненчĕ те, ĕненмерĕ те. Ахăртнех, хăй Микулана сутма тапăннăшăн инкек курнине аса илчĕ. Халь те суя халап çеç мар-и?
— Максим Данилович, эсĕ ху мĕн сӳпĕлтетнине ăнланатăн-и?
— Ăнланатăп, Иван Митрăч... Хусантан таврăнсан, вăл ывăл пуçне çавăрса ухмаха ертрĕ. Халь те, пĕтĕм пастовкине, пур хăрушла ĕçе те çав ертсе пырать.
Мошков юлашкинчен йăлтах ĕненчĕ. Пĕрре макăрас, тепре кулас килчĕ унăн. Микулапа Ваçлине тапăнса мĕн тери намăс тӳсмен вăл. Ун чухне калани тĕрĕсех килсе тухрĕ иккен. Унăн аслă патшана парăннă чĕри Ваçлипе Микула тăшманне тахçанах сиснĕ. Акă, Огуречников сăмсине шаккас тапхăр персе те çитрĕ. Станувуй вырăнче ларса юлайрĕ-и? Ун вырăнне Мошков ларма тивĕççине чухласа илмĕç-и? Телей ăнсăртран тупăннипе пуçа çеç çухатас марччĕ.
— Николай Степановичăн тус-йышĕсем тата камсем?
Сутăнчăкăн пĕр ята асăнасси çеç. Ыттисем хăйсемех чĕлхи çине килчĕç.
— Прахăр... Тата унăн икĕ хĕрĕ — Кĕтерукпа Натюш... Мошков сасартăк аса илчĕ: «Акă мĕншĕн эпир Энĕшкасси тимĕрçине тытаймарăмăр. Вăл кунтан систернипе тухса тарма ĕлкĕрнĕ иккен. Тăшман йăви станрах. Анчах Касмуххасене хам кабинетра тĕпченине мĕнле пĕлнĕ вĕсем? Тăхта, çав каç такам ӳсĕрнĕ пек илтĕнчĕ мар-и?.. Эпĕ туйăнчĕ çеç пулĕ тенĕччĕ. Вăл чăнах-çке...» Мошков, халь те кабинетра такам пур пек, пукан çинчен сиксе тăчĕ. Йĕри-тавра пăхкаласа çаврăнчĕ. Шкап хыçне те сăнарĕ. Унти хушăк ытла та хĕсĕккипе çын кĕрсе тăраймасса ĕненсен те лăпланаймарĕ. Тен, юнашар пӳлĕмрен итлеççĕ. Халех тытсан мĕн тери аванччĕ!
— Максим Данилович, эсĕ кăштах тăхта-ха, эпĕ халех таврăнатăп! — тесе хăварчĕ Мошков.
Вăл станувуй кабинетне кĕресшĕнччĕ. Алăкĕ питĕрĕнсе тăрать. Станувуй хăй çук чухне çăраççине никама та парса хăвармасса пĕлнĕрен ватса уçма шутларĕ. Прахăра хупăрласшăн вĕсем пурăнакан пӳлĕме кĕчĕ. Унта та никама тĕл пулмарĕ. Уретник Натюша шыраса станувуй хваттерĕ еннелле утрĕ.
Çав вăхăтра Натюш станувуй кабинетĕнчен ĕшĕнсе тухрĕ те, ашшĕне шыраса, хăйсен пӳлĕмне кĕресшĕнччĕ. Хуллен пулсан та, хăйне чĕннине илтсе, сарай айне чупса пычĕ.
— Мĕн унта? — çуйланса ыйтрĕ Прахăр.
— Эй, атте, пĕтрĕмĕр! — пăшăлтатса та пĕтĕм чун-чĕринчен тарăхса каларĕ Натюш, — Макçăм пичче иксĕмĕре, Микула пиччене те сутрĕ. Уретник халь пире шыраса çӳрет пулмалла. Çакланман пек чухне хăвăртрах тухса шумалла!
Прахăр ăнланчĕ. Вĕсем урăх пĕр сăмахсăрах уйрăлчĕç. Натюш хыçалти калинккерен анкартинелле вĕçтерчĕ. Прахăр сарай тӳпине хăпарса выртрĕ. Станра тата тем сиксе тухĕ. Пурте кайсан ун çинчен кам пĕлĕ?
Мошков станувуй хваттерне пăлханса кĕчĕ те:
— Прахăр хĕрĕ çук-и кунта? — терĕ тӳрех.
Кулине, уретник çине пуç тӳпинчен пăхма хăнăхнăскер, лешĕ ытла та нӳремсĕрле айкашнипе вĕчĕрхенчĕ. Чăннине пĕлтерес вырăнне:
— Мĕн тума кирлĕ вăл сана? — терĕ çиллессĕн. Мошков станувуй арăмне килĕштермен пирки пушшех тăвăлланчĕ. Ячĕшĕн пулсан та, евĕклĕн чĕнме кирлине мансах хыттăн татса хучĕ:
— Кирлĕ вăл мана! Халех кирлĕ! Станувуй арăмĕ шăртланса кайрĕ:
— Хĕве чикмен эп ăна!
Натюш çуккине Мошков хăй те курса ĕненчĕ ĕнтĕ.
Ăна хупăрласа тытайманшăн тарăхса тухрĕ. Дежурнăй стражник патне кĕчĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...