Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Виççĕмĕш пайĕ
Прахăра сасартăках Анука ирĕке кăларас шухăш пырса кĕчĕ.
— Кума, сывпуллашма тăхта-ха! — терĕ те вăл решетке çирĕп ларнипе ларманнине силлесе пăхрĕ. Решетке хăнк та тумарĕ. «Çтаппан кум пулмаллаччĕ кунта», — шухăшларĕ Прахăр. Сарай айĕнчен кӳсек илсе пырса решетке шăтăкне чикрĕ, хирме тапăнчĕ. Анчах пĕтĕм вăйне кăларса тăрмашсан та, решетке тимĕрĕ кăшт кăна авăнчĕ.
— Прахăр кум, вăхăта пушăлла ан ирттер. Пĕччен çĕмĕрмелле туман ĕнтĕ ку решеткене. Айкашса тăнипе эсĕ те çакланасран хăрушă. Хăвăрт кай та эпĕ хушнине ту.
Прахăр, вăй çитерейменнипе тарăхса та хăйне хăй çилленсе, кӳсеке айккинелле ывăтрĕ.
— Кума, питех ан хуйхăр, акă Микула кум пĕлĕ те, килсе кăларĕç, — терĕ Прахăр, Анука шанăçсăра хăварасшăн мар пулса.
— Эс калашле пултăрччĕ, Прахăр кум. Халь аллуна пар ĕнтĕ... Сывă пул, Прахăр кум...
— Телей пултăр, Анук кума...
Прахăр сарай айнелле кĕрсе çухалчĕ. Анук каллех халсăрланса стена çумне кукленчĕ.
XXXI
Хĕвел пĕр енче ларать те тепĕр енчен хăпарма пуçлать, кун çути çухалмасăрах çĕр иртет тенĕ вăхăтра каçсем яланах çутă пулаканччĕ. Кĕçĕр тӳпĕне хура пĕлĕтсем карса илнĕрен кĕрхи каç майлах тĕттĕм, çывăхри çынна та асăрхама хĕн. Пакăш ращи енчен Энĕшкасси çулĕпе пыракан çамрăк çын, сиккипе чупакан лаша ури тăпăртатнă сасса инçетренех илтсе, тырă ăшнелле пытанчĕ. Ун тĕлĕнченех хĕçпăшаллă арçын тĕрлеттерсе иртрĕ. «Кам мурĕ ку? — тĕлĕнсе те сисчĕвленсе шухăшларĕ вăл. Çавăнтах тавçăрнă пек те пулчĕ: «Казак-стражник мар-и? Мĕн шыраса çӳрет-ши?» Юланутçă Тĕмшер еннелле кайса куçран çухалсан, çамрăк çын тырă ăшĕнчен тухрĕ, аслă çул урлă чупса каçрĕ. Ял пуçĕнчи хурама тĕлне çитерехпе вăл татах канăçсăрланчĕ. Ан тив, çыхăну тытма хурама патне килмелли çинчен тахçанах калаçса татăлнă та, çамрăк çын иккĕленчĕ. Кунашкал хăрушă лару-тăрура тем те сиксе тухĕ. Е вăл тухаймасан? Вара ăçта каймалла? Энĕшкассине тӳрех кĕме юрать-ши? Хурама патне çитсен, çын пуррине асăрхама ĕлкĕриччен вăл хăйне ятран чĕннипе шартах сикрĕ.
— Ах, Уçка, эсĕ килмесрен чун юлмарĕ! — хурама хӳтлĕхĕнчен тухмасăрах сасă пачĕ Марье. Вăл хăраса ӳкни Ануксене тытса кайнинчен çеç килмен. Çак хурама айне вилнĕ çынсен кĕпи-тумтирне, тупăк тунă турпассене, çăва çине илсе кайнă чухне тупăк айне хуракан улăма йăвантарса хăварнăран çапла пулчĕ, кунти пек таса мар вырăн таврара сахал тесе шутланă. Çак хурама патĕнчи лăп-лапсем çул-пырансене аташтарни çинчен мĕн чухлĕ халап çук-ши? Ку тĕлтен иртсе çӳреме çамрăксем çеç мар, ваттисем те хăраççĕ. Анчах Уçкапа çак вырăнта тĕл пулмаллине чĕринче тытнипе Марье тем пек шикленсен те килчĕ. Тата, ун телейĕшĕнех-и, тен, вăрах кĕтме тивмерĕ.
Халичченхи пек пулсан пĕр-пĕрне эрнипе курмасăр пурăннă юратакан чĕресем уйрăм чухне мĕн туни, мĕн шухăшлани çинчен сăмах хускатĕччĕç. Ытла та пысăк инкек сиксе тухнипе тата кунта вĕсем пĕри хыпарлама, тепри пĕлме кăна килнĕрен — чĕри туйăмне ирĕксĕрех путарчĕç.
— Асăрхамарăн-и, Тĕмшер еннелле мĕнле юланут иртсе кайрĕ? — ыйтрĕ Уçка.
— Асăрхарăм. Юланут Тĕмшер еннелле çеç мар, Атăлкассинелле те кайрĕ. Пирĕн стражниксем унашкал çӳренине нихçан курман эпĕ.
— Казаксем килмен-ши?
— Илтмерĕм çав.
— Апла тесен, хăямат-ха вĕсемпе... Халь хăвăр патăрта мĕн сас-хура пуррине каласа пар. — Куççулĕ тăвăннипе Марье сасартăках хуравлайман пирки Уçка татах ыйтрĕ: — Ма ним те шарламастăн?
— Ах, Уçка... — терĕ те Марье ĕсĕклесех макăрса ячĕ.
— Мĕн пулнă сана? — хыпăнса ӳкрĕ Уçка.
— Анук аппапа Сахар йыснана станувуй хăй килсе тытса кайрĕ. Пĕтĕм кил-çурта пуçхĕрлĕ çавăрса хăварчĕç...
Çамрăксем чĕмсĕрленчĕç. Ӳçка куçĕнчен те куççуль юхса анчĕ. Анук уншăн тăван аппăшĕнчен те çывăхрахчĕ. Ĕнтĕ çук... Такам сутни паллах. Анчах кам-ши?
— Анук аппа ним те каласа хăвармарĕ-и?
Савнийĕ йăл илнине сиссен Марье те тăнăçланчĕ.
— Ним калаçма, ним пĕлме ирĕк памарĕç. Виçĕ стражник ирех пырса хупăрларĕç те ниçта кăлармасăр, ним калаçтармасăр сыхласа ларчĕç. Пирĕн аннепе Кĕтерук аппан Анахвисне саламатпа хĕнесе хăварнă...
— Мĕншĕн?
— Ун çинчен анне ним те каламарĕ...
— Урнă кашкăрсем темерĕн!
Тĕмшер енчен юланут тĕпĕртеттерсе килнине илтсен, Уçка сасартăках хăй мĕн ĕçпе тухнине, ăçта-ăçта çитмеллине аса илчĕ.
— Ытлашши ан хуйхăр-ха... Анук аппасене кăларса ярĕç. Аннӳпе Анахвисшĕн хăйсене тавăрăпăр! — тесе йăпатрĕ те хĕре хушса ыйтрĕ: — Халь ялта хăрушлăх çук-и?
— Илтĕнмерĕ. Анук аппасем патĕнчи стражниксем пурте тухса кайрĕç.
— Апла Микула пиччесен килне атя хăвăртрах! Ут-ланса кайма урхамах кирлĕ мана.
Вĕсем çырма тăрăх Микуласен пахчи тĕлне çитрĕç. Пахча витĕр сарай хыçне пычĕç. Марье калинккене шаккарĕ. Сарай айĕнчен арçын сасси илтĕнчĕ:
— Кам унта?
— Эпĕ, Наум пичче...
— Марье-и?
— Çавă. Уç-ха хăвăртрах!
Калинкке уçăлчĕ те, Марьесем кил хушшине кĕчĕç.
— Уçка... — паянхи кун ытла та асаплă иртнипе тăван ачине курнăн савăнса чĕнчĕ Наум. — Унта мĕнле?
Уçка çур сăмахранах ăнланчĕ.
— Чиперех... Микула пичче шанчăклă вырăнта.
— Апла мухтав... Вăт, эпир кунта Анна Александровнăна упраймарăмăр...
Тĕттĕм çĕрте Наум пит-куçĕ курăнмарĕ те, унăн кашни сăмахĕнчех куççуль пуррине Уçка аван туйрĕ. Халь çеç пĕр хут макăрса ирттерни тата васкамаллине манманни йăшма хăтланнă кăмăлне сирме пулăшрĕ. Вăл Наума йăпатма тăрăшрĕ:
— Наум пичче, ан хуйхăр... Курăн акă, Анук аппа ыранах таврăнĕ. Ăна полицинче тытса тăма сăлтав çук. Ыйткаланçи тăвĕç те кăларса ярĕç.
Наум та çамрăка ăнланчĕ.
— Эсĕ калашле пултăрччĕ...
— Уçка, пӳрте атя, апатланса кай.
Савнă хĕрĕ сĕтел хушшине чĕнни Уçкана пушшех ăшăтрĕ. Вăл хаваслансах кĕрĕччĕ те Марье хатĕрленĕ çимĕçе тутанса пăхĕччĕ. Вăхăт çукки чарчĕ.
— Тавтапуç, Марье... Ман васкамалла. Тата эпир Микула пиччепе иксĕмĕр кăштах çырткалама та ĕлкĕрнĕ... Луччă сахăр илсе кил-ха!
Çав хушăра Наум алăра сиксе сирпĕнекен хура тур урхамаха çавăтса тухрĕ. Яланхи пек, кăштах юнне сивĕтесшĕн, чĕлпĕр вĕççĕн вылятрĕ.
— Ӳксе юлмăн-и?
— Ӳксе юлмастăп, Наум пичче.
Уçка урхамах çывăхне пычĕ те, Марье панă сахăр таткине ун еннелле кăнтарса:
— Малютка, сахăр ме... Малютка, сахăр ме! — тесе йыхăрчĕ.
Урхамах сахăр пуррине сиссе чарăнса тăчĕ. Уçка пĕр татăкне хыптарчĕ. Урхамах пуçне сулкаласа чĕлхине çулласан, вăл ăна тепĕр татăкне çитерчĕ.
— Ĕнтĕ çула тухма та юрать...
— Урам хушшинче çын куçĕ тĕлне пулмăн-ши? — астутарчĕ Марье.
— Эпĕ çырмапа каятăп. Уçка урхамаха çавăтрĕ.
— Ну, ачам... телей сунатăп! — тесе, Наум Уçкана чуптурĕ.
— Телей пулать, Наум пичче... Телей тени вăл кĕсъерех çӳрет, — шӳтлесе уйрăлчĕ Уçка.
Марьепе иккĕшĕ пахча витĕр калинкке патне çитрĕç.
— Акă мĕн., Марье... Кĕçĕр сан Ваçли пиччене пулăшма тивет. Ун ĕç нумай. Пĕччен ĕлкĕрес çук. Микула пичче çапла хушрĕ.
— Ăçта вăл?
— Энĕш урлă хывнă кĕпер патне кай. Вăл сана унта кĕтсе илĕ.
— Юрать...
— Ĕнтĕ... — терĕ те Уçка шухăшне вĕçлемесĕрех чĕмсĕрленчĕ. Халиччен вĕсем эрнелĕхе çеç уйрăлаканччĕ. Халь тепĕр хут хăçан курнăçасса пĕлмен пирки Уçка тем те каласа хăварасшăнччĕ. Тивĕç сăмах тупаймарĕ. Вара хăрах аллине Марье хулпуççийĕ çине хучĕ, ăна хăй çумне туртса илчĕ. Хĕре пуçламăш хут чуптурĕ.
Чипер самант пулсан, каччи хăюланнăшăн Марье кӳренĕччĕ. Халь чĕри ыррăн вăркăшрĕ. Кашни утăмрах вилĕм хăрушлăхĕ кĕтнĕ саманара хирĕçсе савни кăмăлне ма татас?..
— Эй, Уçка... тата хăçан курăп-ши сана?
— Ан пăшăрхан, Марье. Вăхăт нумай та иртмĕ — эпĕ таврăнăп. Пире никам та сиен кӳреймĕ. Эпир тăшман хурри пулма çуралман.
Икĕ çамрăк чĕре пĕр-пĕрне чунтан юратнине ĕненсе уйрăлчĕç Уçка, урхамах çине утланса, çырманалла анса кайрĕ. Марье ăна куçран çухаличченех пахса ăсатрĕ.
Çырма тĕпĕ чуллипе Уçка урхамахне уттарса кăна пычĕ. Чĕри вара пахча калинкки умнех тăрса юлчĕ. Тути-çăварĕ халь те пылаккăн та ыррăн тĕлкĕшет. Савнă хĕрĕ ăна чуптума ирĕк пачĕ. Кунран пысăк телей урăх çук та. Çырмаран тухсан вăл урхамахне тăратрĕ, тимлĕн пăхса çаврăнчĕ те, ним сас-чӳ илтĕнменнипе, чĕлпĕре карт туртрĕ. Урхамах вырăнтан тапса сикрĕ. Кĕпер тĕлĕнче вĕсем Ваçлипе тĕл пулчĕç.
— Пирĕн пурнăçра пысăк инкек сиксе тухрĕ, — пуçарчĕ сăмахне Уçка.
Ваçлин Кĕтерук вилнипе суранланнă чĕри çĕнĕ вăйпа ыратма пуçларĕ.
— Мĕнле инкек çинчен калаçатăн эсĕ?
— Пире такам сутнă. Паян каçалапа полицейскисем Микула пиччен кил-çуртне ухтарнă. Анук аппапа Захар Павловича тытса кайнă.
Ваçли лăштăрах кайрĕ, аллипе урхамах çине тĕренчĕ. Анчах ăстăнĕ нихçанхинчен тăрлавлă ĕçленипе сасартăк аса илсе ыйтрĕ:
— Микула кум мĕнле?
— Вăл чиперех. Вăрттăн хваттере куçнă.
Ку хыпар Ваçлие чун кĕртрĕ, хăй курса тӳснĕ хуйхи çинчен каласа пама хистерĕ.
— Кунта та пысăк инкек пулчĕ, Уçка... Полицейскисем Кĕтерук кумана персе вĕлерчĕç.
— Ан калаç?!. — терĕ Уçка чĕре çурăлас пек ыратнă чухне тухакан сасăпа.
Калаçăва малалла тăсма карланкăна куççуль питĕрсе лартрĕ. Самай вăхăтран тин Ваçли шăллĕне йăпатма кирлине аса илчĕ:
— Ĕнтĕ, Уçка, макăрсан-çухăрсан та ним тума çук. Вăхăт килсен, хăйсене ытлашшипех тавăрăпăр...
— Якура мĕншĕн персе пăрахмарăн?
— Хам тĕллĕн персе пăрахма вăл ман тăшман çеç мар, пурин тăшманĕ те. Халăх суд тутăр тесе чĕрĕ хăвартăм... Урăх нимле хыпар та çук-и?
— Пур, Ваçли пичче, — куççульне шăлса хуравларĕ шăллĕ, — Микула пичче кĕçĕр çынсене кĕтӳ çулĕ çинчи пылăха пухма хушрĕ. Сана пулăшма кĕçех Марье çитĕ. Ĕнтĕ эпĕ малалла васкатăп. Тепре куриччен, пичче.
— Тепре куриччен...
Уçка пĕтĕм чун хавалĕе Якура курайми пулса вĕçтерчĕ. Ăна чĕрĕ хăварнăшăн Ваçли пиччĕшне çилленчĕ. Энĕшкассине кĕрсе Якура персе хăварма та шутласа пăхрĕ. Кирек мĕнле тапхăрта та пуçа çухатмасăр ĕç тума хăнăхнăран кăна тытăнса юлчĕ.
Атăлкассине çитсен, вăл урхамахне йĕтем çинчи сарайне кăкарса хăварчĕ. Хăй Миххан выльăх-чĕрлĕхне çӳретекен хапха патне пычĕ. Питĕрмен пирки ним чăрмавсăр кĕрсе, витесемпе юнашарти пĕчĕк пӳрт чӳречине шаккарĕ. Вăхăт нумай та иртмерĕ — Трифун тухрĕ.
— Эсĕ-çке ку, Уçка?
— Салам, Трифун пичче... Мĕн хыпар?
— Аллă казак килнĕ. Лашисене витене хупса апат-ларĕç те, хăйсене Михха хăна тăвать. Ав, итле мĕнле анрашаççĕ...
Миххан аслă пӳртĕнче çуйхашни, урайне кĕмсĕртеттерни илтĕнет.
— Мĕн ĕçпе килнĕ вĕсем?
— Михха тарçисене, пуринчен ытла Ĕнел халăхне, ĕçе кăларма килнĕ. Патруна шеллеме хушман, ухтаракан ялсене пĕтĕмпех вĕсен ирĕкне панă, теççĕ. Тăватă казакне хурала кăларса ячĕç. Забастовка тăвакан ялсене çĕрле кам пырса кĕнине, тухса кайма хăтланакана та тытма хушнă. Çӳренĕ чухне сыхланма тăрăш. Тем курса ларăн.
Забастовка тăвакансемшĕн пысăк хăрушлăх çывхарнине Уçка пĕлнинчен ытла чĕрипе туйрĕ. Çавăнпа халех Микулана кайса систерме кирлине те ăнланать вăл. Анчах хушса янине тата хăй шухăшланине пурне те тума ĕлкĕреймен пирки:
— Анук аппа хыпарне пĕлеймерĕн-и? — терĕ.
— Халлĕхе станрах. Арестленĕ çынсене хупакан пӳртре.
— Захар Павлович ăçта-ши?
— Захар Павлович-и?.. : — терĕ те Трифун шухăшне каласа пĕтермесĕрех чарăнчĕ.
Уçка хăраса ӳкрĕ.
— Ма шарламастăн, Трифун пичче. Захар Павловича мĕн пулнă?
— Вăл сутăнчăк... Анна Александровнăпа Николай Степановича, Прахăрпа Натюша та сутнă. Николай Степановича хăвăрт хыпарласчĕ... Тĕрĕссипе, сутăнчăка тухнисем Муравьев çеç мар...
— Тата кам?
Ашшĕ сутнине пĕлсен, Уçка çамрăк та хастар чĕрине парăнса тем хăтланасран, Трифун пытарма шутларĕ.
— Камнех пĕлеймерĕм çав... Эсĕ Николай Степанович патне вĕçтер. Тен, Анна Александровнăна ирĕке кăларма каятăп, Трифун пичче. Эсĕ Прахăр пиччене курсан кала: вăл кĕтӳ çулĕ çинчи пылăха пытăр. Çынсем унта пухăнаççĕ.
Уçка çуран çӳрекен сукмак çине тухрĕ. Ку çулпа кайсан, аслă çул урлă пĕр çĕртен çеç каçмаллипе казаксене тĕл пулмасăрах иртсе каясса шанать вăл. Пуçне каллех паян курни-илтнисем çавăрса илчĕç. Анук аппăшне тытса хупнă, Кĕтерук аппăшне вĕлернĕ, Захар Павлович сутăнчăка тухнă. Революцие чи парăннă, ăслă та культурăллă çын шутласа, Уçка ун умĕнче яланах пуç тайнă. Пурнăçĕнче Муравьев пек пулма тăрăшнă... «Ирсĕр этем» тесе ылханчĕ те вăл, казаксем килнине аса илчĕ, вĕсене тавăрас çилĕ вĕресе хăпарчĕ. Енчен Уçка юмахри пек паттăр пулсан, казаксем ĕçнĕ çĕре пырса кĕрĕччĕ те çивĕч хĕçне кăларса:
«Этем юнне тăкма килнĕ вун икĕ пуçлă çĕленсем, мĕн савăннипе çитĕ! Эпĕ мĕнпур халăхăн асапĕшĕн сире тавăрма килтĕм — тейĕччĕ. Хĕçĕпе каллĕ-маллĕ сулса, пурне те тураса тăкĕччĕ. Станри стражниксене те çаплах тăвĕччĕ. Анук аппăшне çăлĕччĕ. Миххан пĕтĕм кил-çуртне, пуянлăхне чухăнсене валеçсе парĕччĕ. Çук, Уçка куна тунипе çеç çырлахмĕччĕ. Вăл патшана та пĕтерĕччĕ. Пĕтĕм халăха ирĕке кăларса, телейлĕ пурнăç туса парĕччĕ.
Çак шухăш-ĕмĕтсемпе киленсе пыракан Уçка, çуран сукмакран тухса, аслă çул çине кĕрейнĕччĕ çеç — сасартăк «стой!» тенĕ сасă янрарĕ. Уçка хăй кампа тĕл пулнине тавçăрчĕ. Урхамах ĕнси çине выртса, çилхинчен яваласа тытрĕ. Урипе урхамаха аякĕнчен тăрăслаттарчĕ. Урхамах ăнсăртран хăратнă кайăк пек сикрĕ те çил кăна вĕçтерсе хăварчĕ.
Казак чарăнма хушса тата ик-виçĕ хут кăшкăрчĕ. Хуса çитсе тытасшăн лашине саламатпа ăшаларĕ. Анчах аслă çул урлă каçса тарнă çын ăна инçе те инçе хăварса пычĕ. Казак винтовкине хывиччен куçран çухалчĕ. Чухпа тĕллесе кĕрслеттерчĕ. Юлашкинчен хăвалани, пăшалпа пени те ниме пĕлтерменнине туйса, лашине чарчĕ.
Малтанхи казак патне тата иккĕн вĕçтерсе çитрĕç.
— Ма петĕн?..
— Аслă çул урлă чип-чиперех юланутлă çын каçнăн курăнчĕ. Кăшкăртăм, персе те пăхрăм — чарăнмарĕ. Лаша кайнă таран хăваласа пынă çĕртех йĕп пек çухалчĕ. Ырă япала мар ĕнтĕ вăл.
— Паллах, усал-тĕсел. — Сăхсăхса, виççĕшĕ виçĕ еннелле саланчĕç.
Чуптарсан-чуртарсан, Уçка хыçра кăшкăракан тата пăшал пенĕ сасă илтĕнменнипе урхамахне лăплантарчĕ. Никам та хăваламаннине теплĕрех ĕненесшĕн, урхамах çинчен анса, хăлхине çĕр çине тытса итлерĕ. Ним сас-чӳ çуккипе тăнăçланса сахăр кăларчĕ. Урхамахне хыптарса çамкинчен саврĕ.
XXXII
Микулана паян пуçламăш хут аллинчен ĕç тухса ӳкнĕн туйăнать. Каллех хăй ирĕкне илсе малалла ертсе пырас тесен, ăçта мĕн пулнине тĕплĕн пĕлни кирлĕ. Çавăнпа ĕнтĕ вăл Уçка урхамах çинчен сиксе ансанах хыпăнса ыйтрĕ:
— Çынсене куртăн-и? Мĕн хыпар? Уçка каласа панăçемĕн Микула пĕр вĕриленчĕ, пĕр сивĕнчĕ. Арăмне тытса кайнă. Макçăмпа Муравьев сутăнчăка тухнă. Кĕтерука вĕлернĕ. Микула куçĕ шывланчĕ. Анукăн ăраскалĕ те хурлăхлă вĕçленессе ăнланнипе ăна аяккалла ăсатиччен çăлса хăварас шухăш пырса кĕчĕ. Хĕçпăшалланнă ушкăн çĕрле систермесĕр тапăнсан ĕç тухмалла пек те... Анчах казаксем çула сыхлани тепĕр хăрушлăх кăларса тăратать. Шăп çак вăхăталла Микула ашшĕ, Энĕшкассине листовкăсем илсе пымаллаччĕ. Казаксем тĕл пулса çаклатĕç. Вара ун кил-çуртне ухтарма кайĕç те типографине тупĕç. Ялсенче ертсе пыракансемпе çыхăну тытакансене те пĕтерĕç. Мĕн курни-илтнине каласа парсан:
— Захар Павловичсăр пуçне, тата кам сутнă-ши? — тесе вĕçлерĕ Уçка сăмахне.
Лару-тăрусем йывăр мар тата Уçкана тепĕр ĕçе яма шутламасан, ашшĕ сутни çинчен Микула каласа та парĕччĕ. Чĕри ытла та хускалнипе ĕçе тăваймасран хăрарĕ.
— Акă мĕн, Уçка... — аллине ун хулпуççийĕ çине хучĕ Микула: — Тепĕр чухне пĕтĕмпех ăнлантарăп. Халь вăхăт çук. Сан тата пысăкрах ĕç тума тивет... Урхамаха кăштах сывлаттар та Ваçли патне вĕçтер. Вăл ялсем тăрăх пулă сутса çӳрекенсене полици хупăрласран систертĕр. Ку ĕçе кам урлă тумаллине хăй пĕлет. Вара калаçса татăлнă çынсене çеç мар, пăшал тыткалама, пеме вĕреннисене пурне те пылăха пухтăр. Эпĕ вĕсем патне хамăр перевозпа каçса пыратăп. Мана каçарма парома йăлăм енне яччăр. Тăршшĕпех хурал тăраттăр. Ваçлине çапла каласа хăварнă хыççăн Хусана, Леонид Сергеевич патне каятăн. Кунта мĕн-мĕн пулса иртнине пĕлтер. Вĕсем мĕн канаш панине итле. Таврăнсан тӳрех кĕтӳ çулĕ çинчи пылăха пыр.
— Юрать, Микула пичче — чĕрĕленсе сăмах пачĕ Уçка.
— Ну, вăт... Çул çинче сыхлансарах çӳреме тăраш. Ĕнтĕ Серкона кӳлер-ха!
— Ăçта каятăн?
— Аттесем патне.
Вĕсем самант хушшинче тимĕр кăвак лашине кӳлчĕç те, Микула çула тухрĕ. Ун витинче çунатлă урхамахсем те пур. Çăк тиесен, Анук илнĕ лашине çитекенни çеç çук. Ĕнтĕ ку лаша çамрăках мар. Вăй-хăвачĕпе çивĕчлĕхĕ çаплипех иксĕлмен. Канса тăма ĕлкĕрнĕскер, хăваламасăрах ĕрĕхсе каясла чупать. Микула çул çинче ним ырă-усал курмасăрах ашшĕсен тĕлне çитрĕ.
Пĕчĕк хапхана уçса Микула тăнине палласан, Матĕрне яланхи пекех савăклăн чĕнчĕ:
— Николай Степанович-çке... Килĕрех, килĕрех...
Микула ĕнтĕ пĕтĕмпех хăйне çунтаракан шухăшне путнипе хирĕç саламламасăрах ыйтрĕ:
— Хапхана ху уçрăн-çке... Атте ăçта?
— Вăл сирĕн пата кайрĕ.
— Хăçан кайнă? — терĕ.
— Сехет те иртрĕ.
Микула чĕри хавшаса ӳкрĕ. Ĕнтĕ хуса çитме çукки паллах. Казаксен аллине çаклансан, кĕçех ухтарма килĕç. Вăхăт пур пек чухне типографине урăх çĕре куçармалла.
Микула ашшĕне кĕтсе илмесĕрех килтен тухнине, çул çинче тĕл пулманнине пĕлсен, ун пит-куçĕнче, сассинче те халичченхи хаваслăх çуккине асăрхасан, Матĕрне ăшне халлĕхе хăй те чухлайман шиклĕх кĕрсе ӳкрĕ.
— Николай Степанович, эсĕ манран тем пытарасшăн пек туйăнать. Тӳррине каласа пар-ха: инкек сиксе тухрĕ-и-мĕн?
— Урамра калаçса тăма аван мар, Матрена Игнатьевна, лашана кил хушшине кĕртер-ха.
— Ан çиллен, Николай Степанович, сăмаха пула мансах кайнă, — терĕ те Матĕрне пысăк хапхине уçса кĕртрĕ. — Каласа пар ĕнтĕ, мĕн хыпар?
— Ытлашши нимех те çук, Матрена Игнатьевна, Эпĕ Фома Семеновичсемпе машинăсене илсе каймашкăн килтĕм.
Матĕрне малтанах хĕпĕртерĕ. Вăл Çтаппана юратнипе, Микулана хисепленипе хăй кил-çуртĕнче типографи вырнаçтарма ирĕк парса, унта мĕн тунине йӳпсесех кайман та, пурăна киле инкеке лекессе сисе пуçларĕ. Халь ăна илсе кайма килни инкекрен хăтарнă пек туйăнчĕ. Анчах тепĕр май шухăшласа пăхрĕ те пушшех сисчĕвленчĕ:
— Пирĕн патра шанăç çук-и-мĕн?
Микула ĕçри лару-тăрусем çинчен систермесĕр тухса каясшăнччĕ. Полицейскисем ухтарма килсен, кĕтмен-пĕлмен пирки аптраса ӳкнĕ Матĕрне тем каласа ярасран хăранипе ăнлантарса хăварма тĕвтурĕ.
— Матрена Игнатьевна, — çемçен чĕнчĕ вăл, — малтан Ильина курам-ха, вара каласа парăп...
Ильинпа юлташĕ листовкисене Çтаппана парса янă хыççăн канма выртнăччĕ те Микула кĕрсенех сиксе тăчĕç.
— Николай Степанович, килех!
— Мĕн çăмăлпа çитрĕр?
— Ун çинчен кайран хыпарлăп-ха, юлташсем. Халь вăхăт çук. Типографи хатĕрĕсене кăларса ман урапа çине тийĕр васкасарах. Шăтăка çĕр йăвантарса хăварăр. Вара аттен тепĕр лашине кӳлсе хатĕрлĕр. Эпĕ унччен Матрена Игнатьевнăпа сывпуллашатăп.
Микула пӳрте кĕрсенех сăмах пуçарчĕ:
— Матрена Игнатьевна, пытармастăп, сирĕн патăрта ухтарма пултараççĕ...
— Аранах ырри çитрĕ. Пĕтнĕ пуçĕ çакă ĕнтĕ. Ял вересĕр ĕçе хам киле ма кĕртрĕм-ши?
Микула Матĕрне çак териех ĕрĕш каясса кĕтменччĕ. Вĕсем кунта типографи вырнаçтарни темиçе çул та ĕнтĕ, вăл хирĕç пĕр сăмах каламанччĕ. Çтаппан революциллĕ ĕçе хутшăннипе те килĕшсе, хăйне хăй ăнланнăн тытаканччĕ. Халь вăл сасартăк улшăнни Микулана çуйлантарчĕ, çиллентерчĕ те.
— Матрена Игнатьевна, ан пăшăрханăр, халь эсĕ калашлех, пĕтмелли ним те çук-ха. Эпĕ сана, ăнсăртран инкек сиксе тухсан, тăнăçлă пулмалăхне астутартăм.
— Николай Степанович... — пушшех пăлханчĕ Матĕрне. — Мана йăпатма ан тăрăш. Ырă енне маррине чĕрем сисет. Уншăн сана айăплатăп. Çав ĕçе аçуна мĕн çитменшĕн хутшăнтартăн-ши? Çапмалли машинне ман киле ма кĕртрĕр-ши? Мĕн курăп ĕнтĕ? Юрать-ха, Степан Иванович сирĕн пата тухса кайрĕ.
— Матрена Игнатьевна! — юлашкинчен сассине хăпартса чĕнчĕ Микула. — Эсĕ мана ӳпкелени пĕрре те тĕрĕс мар. Машинăсене хăвăр ирĕк панипе вырнаçтартăмăр. Аттене те ирĕксĕрлемен. Тата сана çакна асăрхаттарасшăн; чăннипех инкек тупăнсан, çуйхашнипе сиреймĕн, хăвара çеç сиен кӳрĕн. Полици тавраш санашкал çемçешкен чĕлхине уçма ăста. Пирĕн ĕçре чĕлхене тыткаламанни вилĕмпе пĕрех. Пĕлмен сăмах — пĕр сăмах... — Микула самантлăха чĕмсĕрленчĕ. Унăн ырă кăмăлĕ алă парса уйрăлма туртăнчĕ. Матĕрне унăн тăван мар амăшĕ пулин те, пурпĕр вĕсен хушшинче пĕр сивĕ сăмах пулман. Çитменнине, сахал пулăшнă-и вăл? Матĕрне панă укçапа Микуласем суту-илӳ туса, тӳре-шарасенчен пытанса ĕçленĕ. Матĕрнесем патне килнĕ çынсемпе Кузнецов, Çтаппан та тем чул калаçу туса ирттернĕ. Вăл нихçан та ял çине сăмах сарман. Анчах ун чĕрине тата ытларах хускатса яма пултарасран шикленсе, Микула алă памарĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...