Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Йĕрсем çухалмаççĕВăхăт таппиПолк ывӑлӗПĕчĕк патшалăхАвăн уйăхĕĔмĕр сакки сарлака. 1-мĕш томПахчапа мунча хуҫи

«Ертсе кайма атакăна...»


Чăваш аталану партийĕн

ертӳçине Николай Лукианова

 

Ертсе кайма атакăна

Эс пулмаллаччĕ те çар пуçĕ —

Пулмарăн. Пăрăнтăн кăна.

Конгрессĕ, ЧАПĕ... Йытă хыçĕ!

 

Пуçланă ĕç пĕр вăхăта

Пиртен кăштах хăюлăх кĕтрĕ.

Хăю çитмерĕ. Шăпăртах

Тăна-пуçа хупларĕ ĕнтрĕк.

 

Нихçан пулман суя тусла

Вара çĕкленчĕ икĕпитлĕх.

Улпут туссем пасар туса

Пуçа ылханлă тенкĕ витрĕç.

 

Хура тăрпанлăх хупăрлать,

Айванлăх чăваша кăшларĕ.

Итле-ха: кам пире сутать.

Кам пирĕн ĕмĕте вăрларĕ?

 

Ют мар. Вăл эпĕр хамăрах!

Модэ чĕнмест. Килмерĕ Вырăх.

Шăпамăр шелсĕр те кăра,

Чăмăртанаймăпăр та урăх.

 

2002, çурла, 23.

Кам тăрантарать пире?


— Артистка пек илемлĕ,

Япшар, çемçе чĕлхеллĕ,

Ӳт-пĕвĕпе кĕрнеклĕ,

Çи-пуçĕпе типтерлĕ...

Пĕлмен çав ун чухне

Пике миçерине.

 

Чĕрçи çине ларатчĕ,

Хĕрӳллĕн чуп тăватчĕ,

Чĕре вут пек çунатчĕ,

Ăс-тăнăм пăтранатчĕ...

Пĕлмен çав ун чухне

Хама мĕн кĕтнине.

 

Савниçĕм тĕлĕнтерчĕ,

Кĕтмен çĕртен пĕлтерчĕ:

— Эп йывăр çын вĕт, — терĕ,

Качча илме хистерĕ:

— Атту сана анне

Лартасшăн тĕрмене.

 

Сасси те хăйлăк-хайлăк,

Утти те тăйлăк-тайлăк,

Пит-куçĕ лутăрканнă,

Ӳт-пĕвĕ хулăнланнă...

Манран хурав кĕтет:

— Шкула каймастăп, — тет.

 

Эп хам та вĕренетĕп,

Айăплине сисетĕп.

Вăйпа авлантарсассăн

Пуласлăх çук вĕт маншăн.

Тата... виçсĕмĕре

Кам тăрантать пире?

Кĕр тунсăхĕ


«Йывăр...

Йывăр...

Çывăр...

Çывăр...» —

Хистет чĕре

Кĕрсен кĕре.

Ватăлтăм çав,

Татăлтăм çав.

Иртрĕ ĕмĕр.

Килентĕмĕр

Аванпа та,

Начарпа та...

Чунăм çеç, ав,

Юнăм çеç, тав,

Ватăлмаççĕ,

Парăнмаççĕ.

 

«Йывăр...

Йывăр...

Çывăр...

Çывăр...» —

Хистет чĕре

Кĕрсен кĕре...

Йăмра, Йăван тата Йăкăнат


Йăкăнат Йăлăмкасран, йышлă йăхран, йĕкĕтĕн йăмăкĕсем йышлă. Йăкăнатăн йыснăшĕ Йăван — Йăмралăхран. Йăкăнат йăрăс йĕкĕт, йĕркеллĕ йĕкĕт, йĕлтĕрçĕ, йăкăлтатмасть, йывăрлăхра йынăшмасть. Йăван йăкăсрах, йăпăлтискер, йăкăлтаткалать.

Йăлăмкасра йĕри-тавра йăмра, йăвă йăмра. Йăлăмкасри Йăкăнатсен йăмрийĕ йăваш. Йăмралăхра та йывăçсем йышлă, йывăç-курăкра йĕпвăрри йĕшĕлтетет, йăшăлтатать, йĕри-тавра йытпырши йăванать.

Йăвансен йытти йăмрара йăва йăваланă. Йăва йĕркеллĕччĕ-ха, йĕпхӳпе йĕпенчĕ. Йытă йынăшать, йĕрсе йăлăнать: «Йĕпенетĕп!»

«Йĕпенех, йăва йăмрана йывăрлатать, йăвантарать, йăмрана йĕркелемелле!» — йӳнлĕ йăвана йăмран1 йышăнасшăн. «Йăва-йăва йăваланчăк! Йăва-йăва йăваланчăк», — йĕкĕлтет йăмран. «Йăва-и? Йĕкел йăви-и? Йĕкелпе йăваланă йăва-и?» — йăлăнать йытă. «Йĕкелпе йăваланă».

Йытă йăвари йăвана йăкăртрĕ, Йăмралăхран Йăлăмкасалла йăкăртатрĕ.

Йăмра йăванчĕ, йăмран йăвана йышăнаймарĕ. Йăс-пăс йăсăрланать, йăмра йĕрет: «Йăмраран йăтмак йĕркелерĕç. Йĕркесĕрлĕхе йĕркелентерĕр-ха…»

Йăтмарçă йăмра-йăтмака йăтасшăнччĕ, йăтаймарĕ. Йăкăнат та йăтасшăнччĕ, йăтаймарĕ, йыснăшне йăтма йăлăнчĕ. Йăкăнатăн йыснăшĕ Йăван йăтмака йăваларĕ те йăкăлт йăтрĕ! Йăрăскер, йăтрĕ-йăтрех!

Малалла

Юратса çын арăмне


Юратса çын арăмне

Ырлăхне кураймăн,

Çав хĕрарăм парăмне

Тӳлесе татаймăн.

 

Юратса çын арăмне

Пурлăхлă пулаймăн,

Асăрха эс хăвăнне:

Юттине ан хапсăн.

 

Юратса çын арăмне

Хăраса çӳретĕн,

Темиçе çын пурнăçне

Йывăрлăх кӳретĕн.

 

Юратса çын арăмне

Кил-çуртран писетĕн,

Арăму урăххине

Куç хывать — сисместĕн.

 

Юратса çын арăмне

Çамрăклантăм тетĕн,

Ăсансан леш тĕнчене

Тамăка лекетĕн.

Çурта йĕрет


Çурта йĕрет...

Тен, пирĕн çылăхсемшĕн?

Чунăм йĕрет...

Тен, пысăк пăрăмсемшĕн?

 

Пĕлместпĕр пурăнма.

Пĕлместпĕр курăнма.

Перетпĕр чире.

Шăрăхра ăшăнма,

Тутă чух тăранма

Хистет чун пире.

 

Пилĕмĕр тăранмасть.

Мăнтăрлăх шăранмасть.

Куç — тарăн, выçă...

Пуласлăх курăнмасть.

Пуш хăмпă çурăлмасть.

Ку — шыçă, шыçă...

 

Çурта йĕрет...

Тен, пирĕн çылăхсемшĕн?

Чунăм йĕрет... |

Тен, пысăк парăмсемшĕн?

Пӳлĕхçĕм!


Пит шалкăм2 пурнăç,

Ăçта пăх - пăрăнăç.

Çĕрлехи пек тĕттĕм,

Куçа çиет тĕтĕм.

 

Ăçта Хĕвел? Уйăх?

Хуçаланать Хуйăх.

Шăпчăк та сас памасть,

Тăри те юрламасть.

 

Вилĕм çеç алхасать,

Вăл — тутă, вăл — касать...

Пӳлĕхçĕм! Пӳлĕхçĕм!

Ав, тӳпере — Çиçĕм!

 

Çутат! Çутат, Ĕмĕт!

Атту пĕтетпĕр вĕт!..

Хура юн


Виçкĕтеслĕх — виç кĕтеслĕ,

Икке ик хут тăваттă евĕрех.

Юн хура мар, хĕрлĕ тĕслĕ, —

Хура юнлă, теççĕ пур пĕрех.

 

Тивĕç пулать вăл çак ята

Чунĕ ирсĕрлĕхпе тулнăран.

Хăй анчах туймасть, тупата,

Тĕрĕс-тĕкел çынах пулнăран.

 

Çын нуши уншăн пыл та çу,

Киленет ăна тухатнăран.

Çемçетмест чунне калаçу,

«Эпĕ кам?!» — теме хăнăхнăран.

 

Кушак çури хаклăрах, тен,

Уншăн тăлăх-чăлах ачаран.

Ун пеккинчен мĕскер кĕтĕн? —

Ыр япала туман ку таран.

 

Чăнахах та хура юнлă

Ку этем, тĕрĕсех çураçни?..

Камшăн-тăр вăл — сумлă-юмлă, —

Пур пĕрех. Пустуй çеç калани!

Йăмра


Чăвашсен йăлине пăхăннă тăрăх, ачана çуралсанах каланă, «хĕр çуралсан — çынна кăмăллă пултăр тенĕ, ывăл çуралсан — салтака юрăхлă пултăр», — тенĕ.

Çавăн пекех, пĕр ялта, икĕ çемье пурăннă. Пĕрисем — çав тери пуян пулнă, теприсем — чухăн пулнă. Анчах та, пуяннисен пĕр хĕр çеç пулнă. Ăна вĕсем чун-кăмăлтан юратнă, мĕн ачаранах ирĕк панă, пĕтĕм çĕрте юрама тăрăшнă. Чухăннисен вара, ывăлĕ те хĕрĕ те пулнă. Вĕсем мĕн пĕчĕкрен çĕр ĕçне хăнăхнăскерсем пулнă. Яланах ашшĕ-амăшне пулăшма васканă, ашшĕ-амăшне упраса, хӳтĕлесе, пулăшса пурăннă.

Çаплах вăхăт иртсе кайнă. Ачасем те ӳссе çитĕннĕ, хăйсен пурнăçĕпе пурăнмалăх вăхăт та çитнĕ. Чухăнсен кĕçĕн ывăлĕ — Ваçлейĕ, питĕ маттурскер пулнă. Ăна ĕç хушсассăн вăл çав самантрах пурнăçласа хунă. Кирек епле ĕçе алла тытсассăн та тĕпĕ-йĕрĕпе вĕçне çити туса пĕтермесĕр чарăнман. Тата Ваçлей питĕ уçланкăсем, уй-хир тăрăх çӳреме, юхан шыв хĕрринче пулă тытма, çырма-çатрара çӳреме юратнă.

Пĕррехинче Ваçлей уçланкă таврашĕнче уçăлса çӳренĕ вăхăтра шурă кĕпе тăхăннă хитре хĕре асăрхать. Çак хĕр кӳршĕре пурăнакан пуян çынсен хĕрĕ пулнă. Ваçлей ун çине пăхса тăнă-тăнă та çумнерех пырса калаçма шутланă. Малтан Ваçлей уçланкăра ӳсекен чечексене татса çыхă тăвать, унтан Наçтаç патнелле уттарать.

Малалла

«Хусан тавра кĕрле-кĕрле...»


Тутарстанри ЧНКА вулавăшне

 

Хусан тавра кĕрле-кĕрле

Чăваш пуласлăхĕ хăпарнă:

Вăл пулнă хуп-хура тĕрме,

Е вилĕмрен пире хăтарнă.

Паян та Хусанпа пĕрле

Чăваш хăй шăпине тĕрлет.

 

Кайса çухалчĕ тĕпсĕре

Асапĕ, нишлĕхĕ, темтепĕр —

Пур усалне аса илмесĕр,

Пуçа чикмесĕр тĕлсĕре

Упрар, туссемĕр, Тĕп çĕре,

Тăванлăх турттăр пĕр çĕре.

Пайăрланар чăмăртанса,

Чăмăртанса пайăрланар!

 

2002, пуш, 22.

Хусан.

■ Страницăсем: 1... 171 172 173 174 175 176 177 178 179 ... 796
 
1 суслик
2 канăçсăр