Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Вăрман ачисемСӗве Атӑла юхса кӗрет. Иккӗмӗш кӗнекеАкăшсем таврăнаççĕÇăлтăрчăксемПахчапа мунча хуҫиАвăн уйăхĕШевле çути

Çичĕ хĕлĕхлĕ гитара


Çичĕ хĕлĕхлĕ гитара,

Эх, савнать çав: тара-тара!..

Юн вĕрет те чун ташлать,

Пуçăм хĕрĕнкĕ, кашлать!

 

Чикан чунлă эп паян,

Юр юрлатăп, ян та ян!..

Урасем çĕре тивмеççĕ,

Калăн сывлăшра вĕçеççĕ.

 

Çиче хĕлĕхлĕ гитара

Лăпланмасть, эх! Тара-тара!..

Чунра йывăрлăх пĕтет.

Ыран мана мĕн кĕтет?..

Ан ташла, урхамах


Ан ташла, урхамах, ман умра,

Çавапа вилĕм тăрать çумра.

Санăн пулĕ хуçу урăххи,

Тен, манран та чылай лайăххи...

 

Чун тени паян — пур, ыран — çук,

Ăнланмастпăр çакна çамрăк чух.

Çавăнпа вăй çитер савăнма,

Вăхат çук куççульпе çăвăнма.

 

Ан ташла, урхамах, ман умра,

Çавапа вилем тăрать çумра.

Чун тени çав-çавах чĕрĕ çав,

Вилес килет тени вăл — çăхав!

«Теветкелпе ман çыпăçмасть сăмах...»


Николай Теветкеле

 

Теветкелпе ман çыпăçмасть сăмах —

Е вăл мана мухтать виçесĕр аслă,

Е раз! вăрçса тăкать тылла пуç каснăн:

Сысна çури! — тет, — сволочь! Тебе ясно!

Вара тăлт-талт туса каять тухсах.

 

Хăйне эп кĕртрĕм шкул программине,

Мухтарăм сăвăрса сăввисене.

Студентсене каларăм пытармасăр:

Тăрлавсăр хăй, паллах, анчах та харсăр,

Шекспир-Рембосене пĕлет пăхмасăр!

 

Сăнне ан тиркĕр, пăхăр тĕшшине.

Сисме пултарăр сăвă ăшшине,

Сыпса киленĕр сăрă шăршине —

Поэзире те, сăрă тĕнчинче те

Петровский-Теветкелĕн хăй пичечĕ!

Телей йăмри


Хумккапа амăшĕ питĕ килĕштерсе пурăнатчĕç. Амăшĕ ăнсăртран чирлесе кайрĕ те урăх ура çине тăраймарĕ. Ялти Липпа ятлă ăрăмçă-сиплевçĕ те сыватаймарĕ Хриççа карчăка.

Хумкка пĕчченех тăрса юлчĕ. Вăл ашшĕпе амăшĕн пĕртен-пĕр ывăлĕччĕ. Унăн ашшĕ пилĕк çул каялла чире кайса вилчĕ. Амăшĕ вара арçын ачана пĕчченех ӳстерчĕ. Халĕ Хумкка вун саккăрта ĕнтĕ, хăйне хăй пăхма пултарать. Çапах та питĕ кичем ăна. Ялта унăн таванĕсем те çукпа пĕрех.

Пурăнать çапла Хумкка ашшĕ-амăшĕнчен юлнă паян-ыран йăтăнса анас пек пĕчĕк кивĕ пӳртре пĕчченех. Çанталăкĕ кĕр енне сулăннă май пӳртре те сивĕ туйăнать. Хутса ăшăтма вара вутти те çук. «Мĕн тăвам-ши?» — шухăшлать каччă.

Хумкка çурчĕ умĕнче ашшĕ лартса хăварнă йăмра йывăççи ӳсет, вăл та пĕчченех кашласа ларать. «Йăмрана касас та вутă тăвас, пӳрте хутса ăшăтас, кăмака улми пĕçерсе çиес», — тесе ĕмĕтленет тăлăх ача.

Тăрри шăтса пĕтнĕ витене кĕрсе пуртă йăтса тухать хайхи: йăмрана касасшăнах ĕнтĕ. Пĕрех пурттине йăмра вулли çине начлаттарса лартать — йăмра çинçе сасăпа кăшкăрса та ярать: «Манăн çуртăма мĕншĕн аркататăн? Эпĕ йăмра вулли ăшĕнче пурăнатăп вĕт!» Çакна илтсен Хумкка кутăн кайса ларать, пĕр хушă ним ăнланаймасăр йăмра çине тинкерсе пăхать.

Малалла

Тавралăх чĕрĕлет...


Чĕп курăкĕ кĕçех, ак, шăтса тухĕ,

Кукша пуç чĕпсене çереме пухĕ.

Тавралăх чĕрĕлет,

Куллен-кун чун кĕрет.

 

Умри сирень шап-шур çеçкине çурчĕ,

Çурхи пĕрремĕш çумăр çурĕ, çурĕ...

Тавралăх чĕрĕлет,

Куллен-кун чун кĕрет.

 

Пурнăç çурхи кун пек анчах пуçланччĕ,

Чĕремĕрсем ялăн çеçке çурсанччĕ...

Тавралăх чĕрĕлет,

Куллен-кун чун кĕрет.

Чун — тăлăх...


Камшăн пурăнатпăр

Çĕр çинче?

Мĕншĕн ăнланмастпăр

Çийĕнчех

Эп те Çын,

Эс те Çын,

Вăл та Çын

Иккенне?

 

Мĕнле вăй кансĕрлет

Ăнланма?

Мĕнле вăй хĕсĕрлет

Тăнлама?

Куштанлăх.

Чунсăрлăх.

Çынсăрлăх.

Чун — тăлăх...

 

Эп — Турă умĕнче

Айăплă.

Эс — Турă умĕнче

Сăмахлă.

Вăл — пĕрре,

Хисепре.

Вăл — пирте,

Сисетре?

 

Камшăн пурăнатпăр

Çĕр çинче?

Мĕншĕн ăнланмастпăр

Çийĕнчех

Эп те Çын,

Эс те Çын,

Вăл та Çын

Иккенне?

«Нимĕç Витти маттур!..»


В.Л. Немцева

 

Нимĕç Витти маттур!

Талант вăл талантах...

Унра хĕвел те пур,

Тĕнче те пур — йăлтах!

Çав аслă тĕнчере

Нимĕç Витти те пур:

Вăл хăй — пĕр чăн Чĕре,

Пĕр турă та пĕр мур!

Этемĕн телейне

Сăрлать вăл ылтăнпа,

Тĕнчен тӳнтер енне

Сирет чунпа-тăнпа!

Пытанчăк чун чикки

Унра вĕрин тапать,

Чĕлтĕр самант сикки

Пулса хĕлхем сапать —

Вăт çавăншăн Ăна

Таятăп пуçăма.

 

1996, нарăс, 15.

 

1981, раштав, 29.

« Эрешçĕ ентешĕм Эмюр...»


Э.М.Юрьева>

 

Эрешçĕ ентешĕм Эмюр...

Каллех Çĕнĕ Çул, шурă юр,

Каллех тĕнчере юрă пур —

Юрлар-и пĕрле çавăрса,

Ăсчах чун-чĕреллĕ Эмюр?

Илемлĕ ентешĕм Элли,

Асра-и савса кĕтмелли,

Алра-и ванса пĕтмелли —

Ĕçлер-ха çанна тавăрса,

Вăй патăр, вăртахăм Элли!

 

1981, раштав, 29.

Йăмра хуралçи


Ял хĕрринче пĕр 50-60 çулхи йăмра ларнă. Ăна ял çыннисем темшĕн ылтăн йăмра тенĕ. Ваттисем ун çинчен çапла каланă: «Кам ылтăн йăмрана тытать, çавă йăмра хуралçи пулать», — тенĕ. Çавăнпа та çак йывăç патне никам та çӳремен. Ватă çынсем ачасемпе çамрăксене йăмра патне каймалла маррине асăрхаттарсах тăнă. Йăмра хĕлĕн-çăвĕн пĕчченех кашласа ларнă.

Ял çыннисем шыв ăсма йăмра патĕнчи çăла çӳренĕ. Йăмра çине пăхкаласа илнĕ-ха шыв ăсакансем, анчах ун патне çывăха пыман.

Пĕр ирхине амăшĕ Терука шыв ăсма ячĕ. Амăшне пулăшма хăнăхнă арçын ача икĕ витре илчĕ те çăл еннелле утрĕ. Çăл патне çитсен витрисене тултарчĕ те каялла кайма хатĕрленчĕ. Çав вăхăтра йăмра ылтăн тĕспе çуталса кайрĕ те Терука хăй патне чĕннĕ пек туйăнчĕ. Арçын ачана темле вăй ылтăн йăмра патнелле уттарчĕ. Йывăç патне çитсен Терук хăй сисмесĕрех йăмра вуллине ярса та тытрĕ. Ун куçĕ умне самантрах пӳртсем вырăнне йывăçсем, çул-сукмаксем вырăнне чечексем тухса тăчĕç. Йăмра та ăна çын евĕрлĕ курăнса кайрĕ: куçĕсем те, çăварĕ те пур. Йăмра хулăн сасăпа калаçма пуçларĕ:

— Эсĕ мана тытрăн пулсан — ман хуралçă пулатăн. Санăн мана пулăшмалла. Ман ялтан кашни каç пĕр пĕчĕк йăмра таçта çухалать, — терĕ.

Малалла

Кĕт мана


Сан сăнна ӳкеретĕп

Хут çине,

Пир çине.

Сан сăнна ӳкеретĕп

Юр çине,

Шыв çине.

Сан сăнна ӳкеретĕп

Ирхине,

Каçхине.

Сан сăнна ӳкеретĕп

Çуркунне,

Кĕркунне.

 

Ача пекех йĕретĕп.

Шăннă пекех чĕтретĕп.

Тĕлĕкре те чĕнетĕп

Эп сана.

Кĕт мана...

■ Страницăсем: 1... 168 169 170 171 172 173 174 175 176 ... 796