Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ытла та вăрттăн юратуПолк ывӑлӗВĕлле хурчĕ — ылтăн хуртКайăк тусĕИрĕк çилВӗре ҫӗленПирĕн çулталăк

Шанчăкăм


Шанчăкăм, шанчăкăм —

Çапса амантнă анчăкăм!

Ан йынăш эс, йĕрле,

Тен, пулăпăр пĕрле.

 

Шанчăкăм, шанчăкăм —

Тăван мар çывăх йăмăкăм!

Ан тарăх, ан пăрах,

Ман çумăмра тăрах...

 

Шанчăкăм, шанчăкăм —

Ман кăвакарнă карчăкăм!

Шуралчĕ çӳç пĕрле,

Кичем, хура кĕрпе.

Çĕрлехи хăна эп...


Çĕрлехи хăна эп,

Çĕрлехи хăна эп... пурнăçра.

Кĕтетĕп... Кĕтетĕп...

Мĕскер кĕтетĕп тăнăçра?

Хăратăп шăплăхран, —

Çиç, çиçĕм! Алхас эс, аслати!

Чунра эп тăлăхран,

Пуш-пушă шăплăхăн кати...

 

Вăй пар Эс, Турăçăм!

Чунăмри Шуйттана хăвала!

Пурнăçăм... Пурнăçăм...

Пар тавăрса ман хавала!

Аванпа начар


Аван.

Хăçан пулать вăл?

Хăçан хăвна аван.

Начар.

Хăçан пулать вăл?

Хăçан хăвна начар.

 

Авана — аван те,

Начара — начар те.

Икĕ питлĕх — чунри читлĕх,

Ан кĕт унран эс хӳтлĕх.

Асаплă йăмра


Çуллахи каникул вăхăтĕнче эпĕ тĕп хуларан аяккарах вырнаçнă «Йăмралăх» ача-пăча канулăхĕнче (лагерĕнче) сывлăха çирĕплетрĕм. Унта Нарпике ятлă хĕр ачапа паллашрăм. Пĕррехинче, кану ĕçĕсенчен пушă вăхăтра, вăл мана акă мĕн каласа пачĕ.

Эпĕ мĕн пĕчĕкрен нимĕнпех те палăрса тăман пĕчĕк чăваш ялĕнче çуралнă. Çавăнтанпа тăванран тăван чăваш ялĕнчех пурăнатăп. Сасартăк манăн анне хытă чирлесе кайса пиртен уйрăлса кайрĕ. Вилес умĕн вăл тăванĕсене хăйне ял çумĕнчи ватă йăмра çумне пытарма каласа хăварчĕ.

Çапах та юратнă анне вилсен тăвансем ăна çăва çинче хăй юратакан ашшĕ-амăшĕпе юнашарах пытарас тесе шутларĕç. Çапла вара аннене халăхра çирĕпленнĕ йăла-йĕркепе çăва çинех пытартăмăр.

Унтанпа икĕ эрне иртсен манпа тĕлĕнмелле япаласем пулса иртме пуçларĕç. Пĕр каçхине эпĕ çывăрма хатĕрленсе выртнăччĕ. Пĕртте канлĕн çывăраймарăм. Çĕрĕпех темиçе тĕрлĕ тĕлĕк куртăм, кĕске каç хушшинче темиçе хутчен те вăрантăм. Çав кун тĕлĕкре эпĕ хамăн юратнă аннене куртăм. Эпир çав тĕлĕкре унпала тĕрлĕ пулăм çинчен калаçрăмăр, çав хушăра аннен сассийĕ хуйхăпа тулнăн туйăнчĕ. Вăл манран хăй каласа кăтартса хăварнă йăмра çумне мĕншĕн пытарайманни çинчен ыйтрĕ. Эпĕ вара мĕншĕн çав ватă тата çĕрсе кайма пуçланă йăмра çумне ăна пытарманнине ăнлантартăм. Халь те ăнланса, тăнласа çитерейместĕп. Мĕнле уйрăмлăх пур-ши çав тери ватă йăмра патĕнче? Мĕнпе тыткăнланă вăл ман аннене? Çав ял хĕрринчи укăлчара, вак чуллă çырма çумĕнче пĕр-пĕччен ларакан ватă йăмра çумĕнче мĕн асамли пур-ши? Анне вара мана çак тĕлĕкре мĕншĕн ăна çав йăмра çумнех пытармалла пулнине каласа кăтартрĕ.

Малалла

«Аçу çулри этемччĕ...»


Эдисон Патмара

 

Аçу çулри этемччĕ,

Патмар — халап хуçи!

Унра сăмах тивлечĕн

Пулнах хуппи-уççи.

 

Эсĕ çавна ăнлантăн,

Хак патăн аçуна:

Çар çунине хăвартăн,

Çаклатрăн çилçуна!

 

Халь санăн çĕнĕ вăхăт,

Ларми-тăми вăр-вар

Аçун çулне эс, тăхăм,

Такăрлатса хăвар.

 

Пылак та пулĕ йӳçĕ,

Ачашĕ те — кăра...

Çӳре, таврапĕлӳçĕ,

Нимрен те ан хăра!

 

1999, раштав, 31.

Пил сăмахĕ


Чаптайпа Шанăçпи Улеевсене

 

1.

Мана тахçан — пĕчĕк ача чухне —

Маçакпала мамак алайлатса,

Таса пӳртри лутра сĕтел умне

Ятарласа тулли чара лартса

Çитернĕччĕ сар пыл тăраниччен!

 

Ватă маçакăн кĕмĕл мăнукне

Туйра хисеп туса сăмах калатăп,

Ват несĕле — йăх арĕпе кăкне

Тата ĕрчевлĕ ывăл-тăхăмне

Сăвапласа çак черккене йăтатăп!

 

2.

Çӳренĕ те ĕçе, ăсаннă та вăрçа,

Сахаллăн килнĕ, хĕрхенмен пуçа.

Пĕри — манăн атте, тепри сирĕн маçак,

Саватчĕç иккĕш те хĕвеллĕ пурнăçа —

Манмастăп вĕсене хам виличчен!

 

Ĕмĕрсене сыпăкласа пăхса,

Шуралнă сухала шăлса калатăп:

Атте-аннемĕрсен шăпи таса,

Вĕсем пире ӳстерчĕç юратса —

Вĕсен ятне ватă пуçа таятăп.

 

3.

Иртсен те пирĕн ĕмĕр, кун юлать.

Туй хыççăн туй ялта татах пулать.

Ку ăруран тепĕр ăру çуралтăр,

Çĕн ĕмĕрте çĕн çăлтăрлăх çуталтăр!

Ĕрчер, эппин, тĕнчемĕр пĕтиччен!

Малалла

Тăван-и, юлташ-и?


Кулать куçран пăхса,

Илет-и, тен, сăхса?

Чĕнменнине курса

Хурать-и, тен, сурса?

 

Тăван-и? Пултăрах.

Юлташ-и? Култăрах.

Çул тăсăлать кукăр,

Шăпа кăна суккăр.

 

Чулпа пеместĕп, çук,

Хумастăп ухмаха.

Ыр Турă пӳрнĕ чух,

Эппин, хĕрес хур-ха.

Вилĕмрен хăрамастăп


Вилемрен хăрамастăп, —

Пур пĕрех вилмелле.

Хам ята эп ямастăп, —

Чысăм çук-и элле?

 

Çылăхлă эп, тунмастăп,

Пытармастăп çакна.

Элеке йышăнмастăп, —

Ман сăмах çак кăна.

 

Сутăнчăк çын каяшĕ

Варалать тăнăма.

Ыран тапăнĕ хăшĕ

Пăлханан чунăма?

 

Чĕлхе чул та касать вăл,

Çын — çынах пулмалла.

Ма стакан çинче тăвăл

Кăлăх кăлармалла?

 

Чыс-тăванлăх управĕ

Хамăртан çеç килет.

Тинĕсре ун утравĕ,

Сисмесен — шыв илет.

 

Вилĕмрен хăрамастăп,

Пур пĕрех вилмелле.

Хам ята эп ямастăп,

Ырă çул çеç пилле.

Йăмра хăвăлĕнчи тĕлĕнтермĕш


Верăпа Лиза юнашар килсенче пурăнаççĕ. Иккĕшĕ те пĕр класра вĕренеççĕ. Хĕр ачасем пĕр-пĕринпе питĕ туслă, яланах пĕр-пĕрне пулăшаççĕ. Паян та вĕсем ытти чухнехи пекех урама выляма тухрĕç. Ялти ачасем ял хĕррине пуçтарăнаççĕ. Унта пĕрле вăйăсем выляççĕ. Ял хĕрринче пысăк йăмралăх пур, унта тахçанхи йăмрасем тем пысăкăш сарăлса лараççĕ.

— Атьăр пытанмалла вылятпăр паян, — терĕ Петюк.

Ачасем хаваспах килĕшрĕç. Нинука шыраканни турĕç. Ачасем йăмралăха кĕрсе сапаланса пĕтрĕç. Верăпа Лиза ватă йăмра хăвăлне кĕрсе ларчĕç. Йăмра хăвăлне кĕрсен малтанах тĕттĕмччĕ, анчах нумай та вăхăт иртмерĕ, вĕсен куç умне çап-çутă уçланкă курăнса кайрĕ. Хĕр ачасем хăйсем ăçта лекнине ăнланса илеймерĕç. Тавраллипе вăрман, кайăксем юрлаççĕ, хĕвел хĕртсе пăхать.

— Петя! Оля! Ачасем!

Хирĕç никам та сас памасть. Хĕр ачасем вăрманалла кĕрсе кайрĕç. Нумай та утмарĕç вĕсем, вăрман хĕррине çитсе тăчĕç. Çывăхрах çуртсем курăнса кайрĕç. Патнерех çывхарса пынăçемĕн çынсем утса çӳрени курăнать. Тавраллипе тĕлĕнмелле капашлă çуртсем лараççĕ. Вĕсем çап-çаврака, тем пысăкăш. Машинăсем сывлăшра вĕçсе çӳреççĕ. Урамсенче ытларах йăмра йывăççи лартса тухнă.

Малалла

Туслăхпа тăванлăх


Ир-ир ытарайми тавралăх

Сенкер тĕтре ăшне путать.

Хĕвел куллен шăпах çур талăк

Совет çĕршывĕпе утать.

 

Килтен урамалла тухатăп,

Яланхи май ĕçе кайма.

Урамăн ик енне пăхатăп —

Ĕлкĕрейместĕп пуç тайма.

 

Пĕрне-пĕри телей сунатпăр —

Юлташ та пĕлĕш, тантăш, тус.

Тен, çакăнтан вăл пуçланать-тăр

Пур халăх пĕрлĕхĕ — Союз?!

 

Çĕршывăм тăрăх эп каям-и,

Утам-и ĕмĕр тăршшĕпе, —

Таçта çитсен те тус-тăванăм

Кĕтсе илет чун ăшшипе.

 

Атте мана тахçан калатчĕ: —

Пин ылтăн мар, пин тус туян,

Вара эс çийĕн шур калачă,

Вара эс пулăн чи пуян. —

 

Туспа çула тухма хаваслă,

Туспа инçе çул кĕскелет.

Умна инкек килсе тухсассăн,

Тусу хăюллăн хӳтĕлет.

 

Тусна эс те чун пек упратăн, —

Хуйхи-суйхи йăлт çурмалла.

Туспа пĕрле сан, тем пулсан та,

Курассине йăлт курмалла.

 

Çапла утатпăр алла-аллăн —

Юлташ та пĕлĕш, тантăш, тус,

Çапла пуçланнă вăл тăванлăх,

Малалла

■ Страницăсем: 1... 173 174 175 176 177 178 179 180 181 ... 796